СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Диктанты по чувашскому языку

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

Даны тексты диктантов по чувашскому языку с 5 по 9 классы для проведения аттестационных работ. 

Просмотр содержимого документа
«Диктанты по чувашскому языку»

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ



Сад ырлăхĕ


Вăрманта шултăра йывăçсем тахçанах ешĕл тумне улăштарнă. Унта çав тери шăп. Çилсĕр çанталăкра тăп чарăнса тăрса итлесен сарăхнă çулçă вĕлтĕртетсе ÿкнине те илтейĕн. Сад хăйĕн симĕс тумне хывсах хывман-ха: акаци, чие тĕмĕсем сип-симĕсех лараççĕ. Улмуççисем кăна чăл-чал чăпарланнă. Вĕсен çатрака турачĕсем шап-шурă шултăра улмасем пуснипе çĕрелле усăна-усăна аннă.

Лавр Кузьмич хăйĕн садĕнче антоновка çеç ÿстерет. Пурлăха типтерлĕ тыткалакан пахчаçăн сĕтелĕ çинче хĕл варринче те улма татăлмасть. Кун таврăнса хĕвел çур еннелле сулăнсан Лавр Кузьмич пасара çур кило таякан шултăра, тутлă, кĕрпеклĕ улма ешчĕкĕ- ешчĕкĕпе кăларать. Майрасем ун улмине, пĕр- пĕринпе çапăçса тенĕ пекех, ăмăртмалла туянаççĕ.

– Лайăх пулнă çул кашни улмуççирен вун пилĕкшер пăт туса илетĕп. Ун чухлĕ çимĕçе ăçта чикес. Ачам-пăчам çук, арăмпа иксĕмĕре нумай кирлĕ мар, – тет вăл.

– Ытлашшине сутатăп вара, кăларса тăкаймăн ĕнтĕ пухнă ырлăха. Çынсем пек таçта инçене кайса çÿреместĕп эпĕ, усламшăн çунмастăп, хам садра аппаланнă хакне тавăрсан та çитет мана. (150 сăм.) (А.Арт.)



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ


Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ






















Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ



Кайăк пурнăçĕ


Çынсенни пекех, кайăксен те кашнин хăйĕн юрри-кĕвви, хăйĕн савăнăçĕпе хурлăхĕ, хăйĕн тусĕсемпе тăшманĕсем пур иккен. Пĕр кайăкăн юрри ансат, тин калаçма вĕренекен ача сăмахĕсем пек. Теприн кăткăс, пуян, вун ик кукăрлă. Пĕр кайăк вăрманта сăпай кăна пурăнать, никама тивмест, никама кансĕрлемест. Тепри пурне те хăвалать, пурне те хĕсĕрлет.

Акă çывăхрах чăп-чап! чăп-чап! тунă сасă илтĕнет. Ку пилеш кайăкĕ. Сукмакран инçе те мар тепĕр пĕчĕк кайăк хыр йĕкелне кăшăклать. Ку вăл кукăр сăмса, хĕл кунĕнчех чĕпĕ кăларакан хитре кайăк.

Сасартăк темле кайăк кÿлĕрен вĕлтĕртетсе чупса тухрĕ. Ишсе мар, чупса тухрĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв айĕнче те çĕр çинчи пекех çÿрет иккен. Вăл хăйне валли апат-çимĕç шырать. Вăрман çерçийĕ теççĕ ăна. (113 сăм.) (К.Турхан.)




Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ


Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ
























Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ



Уйăх витĕмĕ


Çĕре пĕрмаях уйăх витĕм кÿрет. Çак витĕме вара çĕр çинчи пĕтĕм чĕр чун, çав шутра тĕрлĕ ÿсен-тăран та туять. Тулли уйăх вăхăтĕнче ÿсен-тăран çĕн уйăхринчен нумайрах шыв çăтать.

Уйăх витĕм кÿнĕрен клеткăсенче те, тавралăхра та тĕрлĕ химилле пулăмсем улшăнаççĕ. Ÿсен-тăран, пахча çимĕçсем, тĕрлĕ улма-çырла тулли уйăх чухне хăвăртрах ÿсеççĕ.

Акас, лартас ĕçсене уйăх хушăнса пынă чух, тĕрлĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа çум курăксене пĕтерес тесен уйăх катăлса пынă чухне тумалла. Тымар çимĕçсене типĕ çанталăкра, уйăх катăлса пынă чухне пухса кĕртме тăрăшмалла.

Уйăх тулнă чух йывăç-тĕмсен турачĕсене иртме хушмаççĕ. Вĕсем пушшех те нумай хунавланса кайма пултараççĕ.

Авал сиплĕ курăксене уйăх тулнă кун ир-ирех пухма тăрăшнă. (109 сăм.) («Хыпар».)




Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ


Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ
























Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ


Тайма пуç сана, Чăваш çĕр-шывĕ!


Акă ман умра каллех мĕн ачаран палланă манми вырăнсем! Эпĕ хура тул ани урлă выртакан сукмакпа Турикасран Çавалкаса утатăп. Вăйлă пулать кăçал пирĕн колхозăн хура тулĕ: вăл шап-шурă чечеке ларнă, аякран пăхсан хура тул уйĕ çине юр çуса тултарнăнах туйăнать. Кунта пыл хурчĕсем çăвăр уйăрнă чухнехи евĕр вĕçеççĕ. Чарăнса тăрса итлесен çакă лăпкă уйра вĕсем илемлĕн сĕрленĕ сасă çеç илтĕнет. Хĕвел анăçалла сулăннă пулин те шăрăх чакман-ха. Кăнтăрла çитичченех Выл шывĕ хĕррине тапăра аннă кĕтÿ халĕ те хăпарман. Улăхра утă çулса пĕтернĕ, купасене капана кĕртнĕ. Унта та кунта тирпейлĕ капансем курăнаççĕ. Вĕсем тавра çатан карта тытса çавăрнă. Ыраш пулса çитет, тĕшши хыта пуçланă. Кĕçех вырма тухмалла, ял-ялĕнче вырма тытăннă та ĕнтĕ… Ǎшă çил питĕ вăйсăр. Çавăнпа ялсем çывăхĕнчи çил арманĕсем, авăрас-и, авăрас мар-и тенĕ пек, çунаттисене ÿркевлĕн çавăрса лараççĕ. Хулăн та çÿллĕ ÿснĕ ыраш çийĕн чĕлтĕр-чĕлтĕр эрешленсе, выляса ăрша юхать…

Эй, нихçан асран кайми, куç тулли тăван кĕтесĕм! Тĕрлĕ енче, нумай çĕр-шывра пулса куртăм эпĕ, çапах сан пек чуна килĕшнĕ çĕр урăх тупаймарăм. Карпатри çÿллĕ тусем те, Кавказри шарлак шывсем те, Крымри кипариссемпе пальмăсем те, Çĕпĕрти сĕм-сĕм вăрмансем те, Карелири çап-çутă кÿлĕсем те çук кунта. Çапах та сан Атăлпа Сăр хушшине вырнаçнă йăмраллă ялусемпе çĕнĕ хулусем, тыр-пуллă хирÿсемпе ешĕл вăрманусем тунсăхланă чĕремшĕн виçесĕр хаклă, тăван кĕтесĕм! Тайма пуçăм сана, пире кун кăтартнă, вăй-хал парса ÿстернĕ, тĕнче умне тухма пулăшнă Чăваш çĕр-шывĕ!.. (150 сăм.) (А.Артемь.)




Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ


Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ
















Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ


Мĕн-ши вăл илем?


Илем… Сăмахĕ те мĕнле янравлăн, ăшшăн илтĕнет. Ахальтен мар ăна паллă тĕпчевçĕ Н.И.Ашмарин чăваш чĕлхинчи чи хитре сăмахсенчен пĕри тет. Пусăрăнчăк та пăтранчăк шухăш-туйăма сирет вăл. Кăмăла çĕклентерет. Асамлă вăй-хăват пур тейĕн çав унра. Çичĕ тĕспе йăлкăшакан асамат кĕперне асăрхатпăр-и е çепĕç кайăк юррине илтетпĕр – пирĕн пит-куç çуталать, чĕрене темле ăшă туйăм çупăрланăн туйăнать.

Çĕр чăмăрне чĕрĕлĕх кÿрекен хĕвел çутипе ăшшине туйса мĕнле çын чĕри савăнмасть-ши, унăн илемĕпе кам киленмест-ши? Ахальтен мар ăна çĕр çинчи пур халăх юратса кашни хăйĕн чĕлхипе сăвă-юрăра ăшшăн мухтать. (90 сăм.) (Г.Хлебн.)




Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ


Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ


Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!