СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Сочинения, посвящённые родному чувашскому языку

Категория: Внеурочка

Нажмите, чтобы узнать подробности

В сочинениях отображается любовь учащихся к родному чувашскому языку. 

Просмотр содержимого документа
«Сочинения, посвящённые родному чувашскому языку»

25.04.2016 Пĕтĕмлетÿ

Паян, 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвне турĕç. Конкурссенче мала тухнисене чысларĕç. Унсăр пуçне эрне тăршшĕпех ачасем шкулти 13-мĕш кабинета хăйсен сочиненийĕсене пырса пачĕç. Кĕçĕнрех класри ачасем «Чăваш чĕлхи, сана юратрăм» сочинени çырса тупăшрĕç. Вĕсен хушшинчен 6-мĕш класра вĕренекен Перцев Дмитрин ĕçне чи лайăх сочинени тесе палăртрăмăр.

Сочинени

Чăваш чĕлхи, сана юратрăм!

Эпĕ Чăваш Республикинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма вĕреннĕ. Маншăн чăваш чĕлхи вăл – хĕвел, сывлăш, ирĕк, анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хăвачĕ. Атте-анне

чĕлхине юратмасăр Тăван çĕр-шыва юратма çук! Пирĕн, чăваш халăхĕн, хамăр чĕлхерен вăтанма кирлĕ мар. Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ.

Чăваш чĕлхи, эс ылтăн-кĕмĕлтен те хаклăрах!

Чуна пырса тивет кашни сăмах.

Тăван чĕлхемĕре пирĕн яланах асра тытмалла, ăна малалла аталантармалла. Кÿршĕсемпе, кÿршĕ район çыннисемпе, тăвансемпе, пĕлĕшсемпе чăвашла çыхăну тытмалла. Тăвансене мĕнле хаклатпăр, çавăн пекех тăван чĕлхене те хакласа пурăнмалла. Чăваш чĕлхи, эпĕ сана мĕн пĕчĕкрен юратнă, халĕ те юрататăп! Тăван чĕлхепе калаçнине илтсен чунăм çĕкленет. Малалла та пурăн, янăра эсĕ, ман тăван чĕлхем, юратнă чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи!

Аслăрах классенчен вара 9- мĕш класра вĕренекен Новиков Вадимăн ĕçне чи лайăх çыру ĕçĕ тесе йышăнтăмăр.

Сочинени

Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе!

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн чĕлхи. Ку чĕлхепе манăн тăвансем калаçнă. Маншăн та ку чĕлхе – тăван чĕлхе. Ку чĕлхе халь те хăйĕн вăйне çухатман. Чăваш çĕрĕн чаплă ывăлĕсенчен пĕри – Иван Яковлевич Яковлев. Вăл чăваш алфавитне тунă. Çак ĕçпе вăл чăваш чĕлхин хăватне ÿстернĕ.

Чăвашсенчен тухнă чаплă та паллă çынсем тата та нумай: Никита Бичурин – Европăри паллă тĕпчевçĕ-китаевед, К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн классикĕ, Надежда Павлова – тĕнчипе паллă балерина, Андриян Григорьевич Николаев – виççĕмĕш лётчик-космонавт, А.А.Изотов – техника наукисен докторĕ, Çĕр чăмăрĕн пысăкăшне пуçласа тĕрĕс шутласа кăларнă учёнăй, Г.Н.Волков – педагогика наукисен докторĕ, академик тата ыттисем те. Пурте вĕсем чăваша чапа кăларнă, чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе шутланă.

Ман тăван чĕлхен ĕмĕрĕ, кун-çулĕ мĕнлерех пулнă-ха? Малтан чăваш халăхĕ Байкал кÿлли çумĕнче пурăннă. Вăл вăхăтра вĕсен ÿкерчĕклĕ çыру пулнă. Вĕсене пурне те ку таранччен те вуласа тухайман-ха. Чи лайăх упраннисем – чул юпасем çине çырса хăварнисем. Вĕсенче пуринче те тенĕ пекех чăваш чĕлхи урлă ăнлантарма çăмăл пуплевсем йышлă. Чăваш халăхĕ Байкалран Кавказ тăвĕсем патне çитнĕ, унтан Атăл çине куçса килнĕ. Анчах паянхи кунччен упраннă литература хайлавĕсем сахал тăрса юлнă. Авалхи Пăлхар тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи, каярахпа Хусан ханлăхĕн пусмăрĕнчи пурнăç çинчен калакан юрăсемпе халапсем çынсен асĕнче вăрах упраннă. Пăлхар культурин арабла, авалхи тĕрĕкле тата ытти чĕлхесемпе çырнă тĕслĕхсенче чăваш-сăвас халăхĕн кун-çулне кăтартакан вырăнсем пайтах. Тăван çырулăха çухатнă пирки Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи сăвăçсемпе юрăçсем ирĕксĕрех арабла çырма пуçланă. Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен вырăс графикипе усă курса çырма тытăннă. И.Я.Яковлевран пуçласа çеç чăваш сăмахĕ чăвашла вуланнă.

Миçе ĕмĕр хушши хĕсĕрлемен пуль тăван чĕлхемĕре?! Анчах вăл пурĕ пĕр упраннă, пирĕн пата çитнĕ. Ахальтен çырман пуль кун çинчен Çеçпĕл Мишши те хăйĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинче!

… … … … … …

Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –

Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!

… … … … … … … … … …

Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та

Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, –

Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх

Ют чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.

Чăваш Республики территорипе пысăках мар пулсан та чăваш халăхĕ, юлашки перепись кăтартнă тăрăх, Раççей çĕр-шывĕнче 1,4 миллиона яхăн. Чăваш халăхĕ – тĕнчипе сарăлнă халăх, тĕнчипе пурĕ вĕсем 2 миллиона яхăн шутланаççĕ.

Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе! Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене упрамалла! Чĕлхе вăл – халăх тымарĕ!




Федорова Елена Сергеевна,

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен



25.04.2016
















Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!