СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!

Нажмите, чтобы узнать подробности

Данная разработка является сценарием выпускного мероприятия начальной школы на чувашском языке. В основу взята народная культура, традиции национального развития. Эпиграфом выступает слова Петра Хузангая "Мы были, есть и будем!"

Просмотр содержимого документа
«Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»

«Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» пуҫламӑш шкулпа сывпуллашнин уявӗ


«Чӑваш ҫурӗ» кӗвӗ янӑрать. Залра вӗренекенсем, ачасем, вӗрентекенсем.Чӑваш тумлӑ ертсе пыракансем тухаҫҫӗ.


Юлия. Ырӑ кун пултӑр, хисеплӗ вӗрентекенсем!

Демьян. Салам сире, ачасем!

Варвара. Сывлӑх сунатпӑр пур ашшӗ-амӑшне те!

Юлия. «Эпир пулнӑ,

Демьян. пур,

Варвара. пулатпӑр» уяв пуҫланать!

Юлия. Пошкӑрт – пурӑнатӑп ҫакӑнта,

Çывӑх туссем тупнӑ та,

Вӗренетӗп вӗсемпе шкулта,

Вылятӑп, кулатӑп, чупатӑп та...

Демьян. «Асаннен кӗнчелеҫҫийӗ» сценка.

Таня. Штантӑр-пантӑр, Алексантӑр! Штантӑр-пантӑр, Алексантӑр!

Асанне ҫак вӑййа эсӗ пире выляма вӗрентрӗн.

Света. Çапла. Арлама та, пӗтӗрме те, ҫӑмхалама та, ҫыхма та вӗрентӗп!

Алӑкран шаккаҫҫӗ.

Таня. Асанне, ман пата хӗр туссем килмелле, вӗсене кӗртме юрать-и?

Света. Паллах, юрать.

Ульяна. Салам, Танюк.

Таня. Салам Улюк.

Ульяна. Сывлӑх сунатӑп, кинеми.

Света. Ырӑ кун пултӑр!

Ульяна. Ку мӗн япали?

Света. Тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле. Ку – кӗнчеле йывӑҫҫи. Ку – кӗнчеле тӗпӗ. Çакӑ кӗнчелеҫҫи пулать.

Ульяна. Ку тата мӗн?

Света. Тупмалли юмахпа калӑп. «Йӑр та яр! ҫаврӑнать, ҫӑма ҫӑмха пуҫтарать».

Таня. Эп пӗлетӗп. 2022 ҫул Чӑваш Енре Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ шутланать. Пирӗн ентеш – Николай Иванович Ашмарин. Унӑн кӗнекинче те ҫав сӑмах пур. Акӑ, Улюк, пӑхсам.

Ульяна. Йӗке. Веретено. Хурӑнран тӑваҫҫӗ. Йывӑр ҫыннӑн хӗр ҫуралсан, алӑк ҫине йӗке чикнӗ.

Йӗке ӳкет. Улюк ун урлӑ каҫасшӑн.Кинеми чарать.

Света. Хӗр йӗке урлӑ каҫсан, упӑшки кукша пулать.

Ульяна. Тавах, ыр суннӑшӑн. Кинеми, кунта сирӗн чӑн-чӑн эткер. 2022 ҫул -Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулӗ.

«Савнӑ, Чӑваш Ен» юрри янӑрать.

Анна. Киленетӗп чӑваш тӗррипе,

Юрри-ташшипе…

Халӑха - мухтав.

Ман юратнӑ савнӑ Чӑваш ен,

Ěмӗр чечеклен,

Сан ҫинчен юрлап.

Х.Ю.: Аякра инҫе – акӑш ярӑнать,

Юрӑ янӑрать.

Аякри хӑна тӑван ене васкать,

Мӑн Атӑл чыс тӑвать.

Дарьяна. Çыннисемпе пуян ман халӑх.

Хисеплӗ, тивӗҫ мухтава

Вӗсен ятне пӗлет тӗнче халь -
Яковлева та Волкова.
Татьяна. Чапаев, Ҫеҫпӗл, Николаев,
Бичурин, Павлова, Ухсай,
Айхи, Тукташ, Крылов та Юрьев,
Ашмарин, Кокель, Хусанкай...
Мария. Ҫак паллӑ ҫынсене ӳстернӗ
Ман пархатарлӑ Чӑваш ен.
Тӗнче шайне ҫити ҫӗкленӗ -
Эпир вӗт Улӑп йӑхӗнчен.
Карина. Чӑваш ятне ҫӳле ҫӗклесчӗ
Ӗҫпе те ырӑ шухӑшпа.
Илемлӗ чӗлхипе пуплесчӗ,
Пуласчӗ чӑн чӑваш чунпа.

Пурте: Вӗрентекен.

Сӑпайлӑ, ырӑ, сӑваплӑ.

Вӗрентет, пулӑшать, мухтать.

Пирӗн пӗрремӗш вӗрентекен – Роза Николаевна ятлӑ.

Анне.

Тeacher [ˈtiːʧə].

Кind, saint , modest [kaɪnd, seɪnt, ˈmɒdɪst].

Тeaches , helps, praises [teaches, helps, praises].

Оуи first teacher – Roza Nikolaevna[maɪ fɜːst ˈtiːʧə].

Матту.

Учитель.

Скромная, добрая, святая.

Учит, помогает, хвалит.

Наша первая учительница – Роза Николаевна.

Мама.

Роза Николаевна Максимова – пӗрремӗш вӗрентекен сӑмах калать.


«Тавтапуҫ, сана учитель, чӗререн» юрӑ.

Марина Витальевна Якимова саламлать.

Анисия. Пошкӑрт – епле илемлӗ-ҫке кунта,

Уҫӑлса ҫӳретӗн вӑрманта.

Петя. Кӳлӗ хӗрне каятӑн та,

Тытатӑн пулӑ – ҫӑрттан та…

Юлия. Пошкӑрт – Хушка Ту, Эргой та,

Шетмеш сӑваплӑ вырӑнта,

Кира. Сившу, Кожевашка та,

Юхать ун шывӗ аната.

Давид. Пошкӑрт – ҫак пӗчӗкех те мар ялта

Чиркӳ, ФАП, клуб - малта,

Варринче – лавка, почта,

Палӑк – йӗри-тавра йывӑҫ карта.

Тимофей. Пошкӑрт – ҫуралнӑ ҫакӑнта,

Ăста педагог, Вашурова та,

Демьян. Халӗ Фандеев композитор ята та

Илтнӗ ӗнтӗ таҫта та.

Варвара. Пошкӑрт – эс пулнӑ,пур, пулӑн та,

Тӗпчемелли нумай кунта,

Ăсчахсем килеҫҫӗ таҫтан та,

Калаҫҫӗ – эс тваттӑмӗш диалект та, пухмач та…

Светлана Ивановна Тобоева сӑмах калать.

Пӗчӗк акӑшсен ташши.

«Эпир – миршӗн».

Сергей Марксович Тобоев директор сӑмах калать, ашшӗ-амӑшне тавҫырӑвӗсем парать, ачасене грамота.

«Сывӑ пул, шкул» Мэри юррипе кӑтарту.

Вальс ташши.

Общее фотографирование.

Чаепитие. Игры и забавы.











Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!