СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Предложени çинчен мĕн пĕлнине аса илесси.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Данную разработку использовала на открытом уроке по родному языку. Урок прошел успешно.

Просмотр содержимого документа
«Предложени çинчен мĕн пĕлнине аса илесси.»



Чăваш чĕлхи урокĕ

3 класс


Урок теми: Предложени çинчен мĕн пĕлнине аса илесси.


Урок тĕллевĕсем: тĕллевне кура (калуллă, ыйтуллă, хистевле) тĕрлĕ предложени калăпласси. Пуçланă предложенисе­не вĕçлеме, ансăррисене анлăлатма пĕлесси. Пĕр шухăшах тĕрлĕ предложенипе е вĕсен çыххипе палăртасси. Предложенири сăмахсен йĕркине сăнама, вĕсене тĕрĕс çыхăнтарма хăнăхтарасси.




Урока кирлĕ хатĕрсем:

1)Видеопроектор

2)Электронлă пособи (3-меш класс Чаваш челхи)

3)Урок презентацийĕ

4)Çулçăсем

5)Карточкăсем




Урок юхăмě.



1. Сывлăх сунасси.

-Ырă кун пултăр, ачасем!

-Ырă кун пултăр, Елена Григорьевна!

2. Хăнасемпе паллаштарси, хăнасене сывлăх сунасси.

-Паян пирěн уçă урок, çавна май пирěн патра хăнасем те пур. Хăнасене те сывлăх сунар.

-Сывлăх сунатпăр, хисеплĕ хăнасем!

-Ларăр.

-Ларатпăр.

Алăсене парта çине хуратпăр.

-Хуратпăр.



Пирĕн паян урăхларах урок урок-уяв.

-Кĕркунне! Уйри ĕçсем пĕтĕмпех тенĕ пек пĕтрĕç ĕнтĕ,пахча-çимĕçсене те пĕтĕмпех пÿçтарса кĕртнĕ. Ĕлĕкхи йăлапа ĕçсем пĕтсен пухăнса уяв(ярмарка) ирттернĕ. Эпир те сирĕнпе паян пĕлÿ уявĕ ирттерĕпĕр.

-Ярмарккăра питĕ нумай япаласем сутаççĕ, анчах та вĕсене эпир укçалла мар,тĕрĕс хуравсемпе илĕпĕр.

3. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси..

1) - "ярмарка" сăмаха илтсен сирĕн ума мĕнле ÿкерчĕк курăнать?



Учитель: Манăн карçынккара тĕрлĕрен тавар пур. Халĕ вĕсене эпĕ кăларса хуратăп.

Кам сăмах тупать

Çав хăяр илет


2) – Предложени ту:



Çак сăмахсенчен мĕн тума пулать?

Сăмахсенчен предложени тăватпăр.

Тетрадь - вĕренекенĕн пичĕ.





4.Урок темипе паллаштарасси.

– Мĕн вăл предложении?

– Унăн паллисене аса илетпĕр.

(В ходе опроса на доске появляется схема)

- пуплев предложенисенчен тăрать,

-вĕçленнĕ уйрăм шухăша пĕлтерет,

-пĕр сăмахран та , темиçе сăмахран та тăма пултарать,

-пысăкран пуçласа çыраççĕ,

-вĕçне чарăну палли лартаççĕ





– Мĕнле предложенисене пĕлетĕр?

– Прежложени вĕçне хăçан пăнчă лартатпăр?(Калуллă)?

-Ыйту пали?(Ыйтуллă)

-Мĕн те пулин тума хушса каланă предложение?(хистевлĕ)

-Тата мĕнле предложенисем сиксе юлчĕç?(кăшкăруллă)





5.Кам тĕрĕс хурав парать

Груша илме тивĕç пулать


Аппа, шкул, тухтăр


Аппа аслă шкулта вĕренет..



-Çакăнта предложени тупатпăр.

Мĕншĕн вăл предложении пулать-ха?(вĕçленнĕ уйрăм шухăша пĕлтерет).

Ĕç: Çак предложение сас паллисене хитре сыпăнтарса çырса илетпĕр.

6. Словарь ĕçĕ

-Çакăнта манăн тĕрлĕ пахча-çимĕç пур. Сирĕн вĕсене çырса хумала пулать: кишĕр, купăста, помидор, çĕр улми, хăяр, тутлă пăрăç, пан улми..

-Çак сăмахсем мĕне пĕлтереççĕ? Мĕнле ыйту çине ыйтăнаççĕ? Мĕнле сăмах ытлашши? Мĕншĕн?

Çак сăмахсене предложении теме пулать-и?

7. Пăтраштарнă сăмахсемпе ĕçлесси.

Учитель: Пĕтĕм сăмахсенчен предложении тума пулмасть.

-Кĕркунне пирĕн пата çулçăсем çинче çыру янă. Анчах та çил асăрхамасăр çулçăсене вĕçтерсе янă. Айтăр-ха вĕсене пуçтарса пулăшатпăр.

Кăсал пăшисем валли вăрманта апат сахал пулчĕ.

Пăшисем уй-хирсене тухма пуçларĕç.

Амисем пĕр-пĕрне куçран çухатмаççĕ, пĕрле çÿреççĕ.

Çапла хăрушлăхра тăшманран сыхланма çăмăлрах.



Винограда (Иçĕм çырлине) вара хăвăрт та тĕрĕс тăвакан илет

(Дети составляют предложения и записывают их в тетради)

8.Кану саманчĕ.

- Питĕ лайăх ĕçлерĕмĕр, халĕ вара кăштах канса илер.

Куçа кантармали хăнăхтару

«Выртакан саккăр». Сылтăм алăна малалла тăсатпăр. Куçпа тан тытатпăр. Пÿрнесене чышкăна чăмăртатпăр, анчах та 2 пе 3 пÿрнесене малалла тăсатпăр. Сывлăшра выртакан питĕ пысăк саккăр ÿкеретпĕр. Ÿкерме варринчен пуçлатпăр.Куçсемпе вара пуçа пăрмасăр пÿрнесем ăçталла каяççĕ çавăнталла вылятатпăр.



9. Предложенисен вĕçне кирлĕ чарăну пали лартса çыр .(карточкăсемпе ĕçлесси)

- Ку кĕркунне çанталăк уяр та хитре тăчĕ тавралăх янк уçă та ирĕк аслă çул тăрăх кăшман, шап-шурă купăста тиенĕ машинăсем иртеççĕ тÿпе çуллахи пек çÿллĕ те таса тĕллĕн –тĕллĕн çеç шап-шурă пĕлĕт катрамĕсем курăнаççĕ пĕчĕк ĕшнесемпе вăрмансем сап-сарă кĕрен тум тăхăннă кĕркуннен ылтăн шÿлкеми , хушпу – тевечĕ çиçсе çуталса тăраççĕ.

Кам ĕçре питĕ хастар,

Пан улми илме васка.).


10. Ÿкерчĕк тăрăх предложенисем тăвасси.

11.Кама паян урок килĕшрĕ?

Кама паян урок килĕшмерĕ?

12. Итог урока.


Вĕрентекен:

Тăрăшса эсир ĕçлерĕр,

Пĕр самант та ÿркенмерĕр.

Уяв иртрĕ аванах,

тавар илтĕр самаях.

Предложенисем çинчен те

Аса илтĕмĕр йăлтах.


Кĕркунне:

Сире валли кучченеç

Чи лайăххи, ырри çеç!

Тутлă çăкăр куç тулли,

Ас тивме, сире валли.

Пурте пăхăр тутанса,

Перне-пери ыр сунса.


Коробейник.


Пирĕн ярмăрккă вĕçленчĕ.

Саланатпăр, тусăмсем.

Чĕререн сире калатăп:

Эсир пурте маттурсем























Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!