СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Митта ваçлейĕн пултарулăхне халалланă «сăваплă ят» класс сехечě

Нажмите, чтобы узнать подробности

«Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ – халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, çамрăк вăхăта сая ярасран сыхланма, ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет. Кам Митта кĕнекине алла илет, вăл чăн-чăн поэзи пылакне тутанса пăхать», - çапла çырать Алексей Талвир, чăвашсен паллă писателĕ.

Поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ (1908-1957çç.) чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулăшаççĕ.

Чăвашсен аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхĕн 5мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. Хисеплĕ çыравçăн çуралнă кунне пĕтĕм чăваш тĕнчи паллă тăвать. Юратнă поэта сума суса эпир те, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, пуш уйăхěн 6-мěшěнче, 5-10 классем хушшинче «Сăваплă ят» ятлă класс сехечě ирттертěмĕр. Шкул ачисем сăвăç пултарулăхěпе тěплěн паллашрěç, презентаци пăхрěç, хаçат хатěрлерěç. Вěренекенсем Митта Ваçлейěн сăввисене пăхмасăр каларěç. Уйрăмах 10-мĕш класра вĕренекен Воронина Ангелина, 5-мĕш класра вĕренекен Абдулкина Анастасийăпа Матвеева Людмила, 6- мĕш класра вĕренекен Павлова Ксения вуланă сăвăсем пурин кăмăлне те кайрěç.

«Митта Ваçлейĕн вырăнĕ Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай ĕретĕнче. Вĕсемпе вăл çумма-çуммăн ларса пĕр чĕлхе тупса калаçма пултарать: ун поэзийĕнче К.Ивановăн чăн-чăн чăвашла, çыпăçуллă та ирĕк чĕлхи, Çеçпĕлĕн хĕрÿлĕхĕ, Хусанкайăн пуянлăхĕ. Анчах Митта никам пек те мар, хăй пек çеç: унăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, çепĕçлĕхĕ, хĕрÿлĕхĕ. Сăвви-юррин пĕр йĕркине илсен те, «ку – Митта» тетĕн. Кашни сăмахĕ, пичет сапнă пек, вырăнлă, кашни сăмах çаврăнăшĕ тирпейлĕ…

13.02.2019 12:10


Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!