СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

" Шанчăклă тус такамран та хаклăрах", - тенĕ пирĕн ватăсем. Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать, туслашать.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Шанчăклă тус такамран та хаклăрах

" Шанчăклă тус такамран та хаклăрах", - тенĕ пирĕн ватăсем. Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать, туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн чунĕ хăех ыйтать - ун çумĕнче ăна ăнланакан çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав юлташран ним усси те çук. "Юлташ тени хăвăнтан лайăх пултăр", - теççĕ. Лайăх юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн, чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас, ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе тăратăн пулсан - каç выртсан та канлĕ çывăратăн, ир тăрсан та лăпкăçÿретĕн.

Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана. Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ, чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр. Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн. "Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн", - теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла. Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр асăрхаттарать.

Аттепе анне те, кукамайпа кукаçите та ăна питĕ юратаççĕ, эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ. Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре, кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр, тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме тăрăшатпăр.

"Юлташ ют мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар", - тенĕ ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп, чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Туссăр çын - туратсăр йывăç. Туссăр çын - çунатсăр кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху. Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ. Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа илмелле.

Категория: Внеурочка
11.07.2017 15:22


Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!