СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Ача саденчи Акатуй.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Ача саденчи Акатуй. Номинация "Лучший конспект - сценарий праздника "Акатуй" для детей дошкольного возраста.

Просмотр содержимого документа
«Ача саденчи Акатуй.»

Республикăри сценарисен конкурсĕ «Ача садĕнче Акатуй»

















Шкул çулне çитмен ачасемпе ирттермелли уяв сценариĕ

«Çурхи уяв Акатуй ача садĕнче»

(аслă ушкăн валли)











Хатĕрлекенĕ тата ирттерекенĕ:

Муниципаллă бюджет учрежденин «Карабай- Шăмăршăри «Василек» ача сачĕн воспитателĕ Гаврилова Надежда Петровна.





Тĕллевсем:

Чăвашсен çурхи уявĕпе-Акатуйпа малалла палаштарасси, ун çинчен тĕплĕнрех каласа парасси; чăваш халăхĕн пурнăçĕпе йăли-йĕрки çинчен ачасен пĕлĕвне ÿстересси, тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.


Унчен туса ирттернĕ ĕçсем:

Чăваш халăхĕн йали-йĕрки, уявĕсем çинчен калаçусем ирттерни; сăвă-юрăсем, ташăсем вĕренни; ваттисен сăмахĕсене вĕренни, халап-юмахсем вулани.


Ачасем илемлетнĕ площадкăра пуçтараннă. Чăвашсен «Алран кайми аки-сухи» юрри янăрать.


Ертсе пыракан: -Сухви! Сухви тетĕп! Акă ир те пулчĕ, эсĕ çаплах çывăратна? Тăр атя! Тух урама! Мантăн-им паян уяв пулнине!?


Сухви: -Мĕнле уявччĕ-ха паян?


Ертсе пыракан: -Мĕнле уяв? Манса кайрăн-им? Пирĕн паян Акатуй!


Сухви: -Çук, манман эп уяв çинчен! Çиччас ачасене пухса килетĕп.

( Ачасене площадка варрине илсе килет).

Ертсе пыракан: Паян уяв, Чăваш уявĕ,

Янра эс, юррăм, янăра,

Тавралăха халь юхтăр юрă,

Шăрантăр, вĕçтĕр аякка!

Ачасем карталанса тăраççĕ.


1 ача: Акатуй, хаваслă уяв,

Туссене эс пуçтар!

Тухăр, ачасем, хăвăртрах,

Тухăр вăйă картине!

2 ача: Вăрманти уçланкăра

Хитре шурă лĕпĕшсем.

Ялти касри вăйăра

Ытарайми сар хĕрсем.

3 ача: Эпир кам, эпир кам?

Асанне мăнукĕсем!

Эпир кам, эпир кам?

Юрă-ташă ăстисем!


Сухви: -Эпĕ хамăн асаннене те пĕрле илсе килтĕм. Асанне, тăр-ха пирĕнпе пĕрле, ĕлĕкхине аса илсе.

Асанне: -И, тăрас-ха сирĕнпе пĕрле, юрлас, ташлас, вăй выляс!

Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан».


Ертсе пыракан: -Эпир сирĕнпе Акатуй уявне пуçлатпăр. Мĕнле уяв-ха вăл -Акатуй? Акатуй вăл – çурхи уяв, ака-суха хыççăн иртерекен уяв. Асанне, акатуй çинчен каласа пар-ха пире?


Асанне: -Акатуй – питĕ савăк ,

Акатуй вăл савăнăç,

Юрă-ташă, вăйă-кулă,

Пурте килĕр уява!

Акатуй пурне те чĕнет,

Хăй патне туртать,

Туссене йыхравлать:

Пурте килĕр уява!



Юрă «Илемлĕ, илемлĕ»


Ертсе пыракан:- Ĕçлеме те, савăнма та

Пултаратăр тăрăшсан,

Юрлама та, ташлама та

Ặста эпир авалтан!

Ташă «Тух-ха, Ванюк, пирĕн умма»


Ертсе пыракан: - Сар каччă, сар каччă.

Тух-ха урама!

-Мĕн тума, мĕн тума?

-Юрă юрлама!



Юрă «Сар каччă, сар каччă»

Ертсе пыракан: -Атьăр хулен утар-и,

Ачал варне çитер-и,

-Ачал варне çитсессĕн,

Кăштах ларса канар-и?

Вăйă юрри «Çерем ватса вир акрăм»


Ертсе пыракан: -Асанне, тата мĕн те пулин каласа пар-ха?


Асанне : -Юрĕ апла. Тимлĕ итлĕр, ачасем! Эпĕ сире тупмалли юмахсем калăп, кам тавçăруллăрах, парне кĕтет:


Мăн асатте миххинчен шурă шăрҫа тăкӑнать. (Çумӑр).

Пĕри юхтарса тӑрать, тепри пуҫтарса тӑрать, вис̧ҫĕмĕшĕ çитĕнсе пырать. (Çумӑр, ҫĕр, йывăç-курӑк).

Кăвак арча уçӑлчĕ, ылтӑн çӑмха курӑнчĕ. (Хёвел.)

Юнё пур та чунё çук. (Палан.)

Пĕр майра пуçне пилёк пурҫăн тутăр ҫыхнă. (Чечек.)

Кукăр-макăр турат пур, турат çинче кукăль пур, кукăлĕнче- ҫӑмарта . (Пăрça.)

Кĕмĕл кӱме тӑрринче тăхлан тӑрна. (Тухья.)





Тата ватисен сăмахĕсемпе паллаштарас тетĕп сире:



Кӗрхи кун кĕлтеллĕ, çурхи кун ҫеҫкеллĕ.
Çăла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.

Çурхи кун кĕр тăрантарать.
Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук.

Ĕçчен çыннăн ыйхи кĕске.

Ĕçчен çынран ӗç хӑрать.
Шĕшкĕ авмасӑр мăйӑр татайман.



Ертсе пыракан: -Тавтапуç сана, асанне! Юрăсем юрларăмăр, сăвăсем каларăмăр, халĕ вара вăйăсем выляма вăхăт.

Лаша вăййи чупасси,

Лаша чупса çитĕнет,

Лайăх лаша пуласси

Тихаранах сисĕнет.

Пĕрремĕш вăйă - «Лашалла»(пĕр командăра 2 ача: пĕри лаши, тепри хуçи. Лашине кантăрапа «кӳлсе» янă, хуçи кантăрине тытса лашине хăваласа пырать. Хăш лашипе хуçи маларах чупса çитет, çав çĕнтерет).

Иккĕмĕш вăйă – «Мишуксемпе чупасси»(мишук ăшне кĕрсе тăрса чупасси) .

Виççĕмĕш вăйă – «Минтерсемпе çапăçни»(икĕ ача пысăк мар сак çине хăпарса тăрса пĕрне- пĕри минтерпе çапса антарасси).



Тăваттăмĕш вăйă – «Автанла»(алăсене хыçалалла тытса хулпуççипе тĕртсе кавир çинчен тĕртсе кăларасси).



Ертсе пыракан: -Маттур, ачасем! Эпир сирĕнпе паян Акатуй уявне питĕ хаваслă ирттертĕмĕр. Тавтапуç сире тата пире курма килнисене! Халĕ вара пурте карталанса тăрса чăваш ташши ташлар! Сире пурне те пиртен парне- карçынкка туллии пылак «автан»(петушок).

Сывă юлăр тепĕр Акатуйччен!

Пурте чăваш ташши ташлаççĕ.