Тема: Çĕр пин сăмах ςĕр-шывĕнче
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ, ҫулҫӳрев урокӗ.
Теллевсемпе задачисем:
1. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн жанрӗсем ḉинчен урокра илнӗ пӗлӗве ḉирӗплетесси.
2.Ача-пӑча сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсемпе кулленхи пурнӑḉра усӑ курма вӗрентесси.
3.Ачасенче ырӑ та сӑпайлӑх, илемлӗх туйӑмӗсене аталантарасси.
4.Ачасене хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси, пултарулăхне аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, кӗнеке выставки,доскаḉинче ватман хучӗсем, валеçÿ хатĕрĕсем, юмах арчи.
Урок конспекчӗ
1.Класа урока хатӗрлени.
-Сывлӑх сунатӑп, ачасем. Пирӗн паян урокра хӑнасем. Урока килнӗ хӑнасене сывлӑх сунатпӑр, кулӑ парнелетпӗр. Урокра паян хамӑр мӗн пӗлнине пирӗн пур енлӗн кӑтартмалла, тӑрӑшса ӗḉлемелле.Тавтапуҫ.
2.Вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарни. Урок темипе тĕллевĕсене палăртни
-Кунта эсир кӗнеке выставкине куратӑр. Мӗн ḉинчен ку кӗнекесем? Вӗсен авторӗ кам?
(Ачасен хуравӗсем) (1-мӗш слайд)
- Халӑх сӑмахлӑхӗ тени мӗне пӗлтерет?
-Эсир чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн мӗнле жанрӗсене пӗлетӗр?
- Тупмалли юмахсем, ваттисен сӑмахӗсем, пулмасла халапсем, ача-пӑча вӑййисем, юрӑсем, юмахсем. (2-мӗш слайд)
- Ачасем, паянхи урок теми мӗнле пулать? Тӗллевӗсене палӑртӑр.
(Ачасен хуравӗсем) (3-мӗш слайд)
- Ачасем, эсир мӗнле шутлатӑр, халӑх сӑмахлӑхӗ вӑл хальхи е ӗлӗкхи?
(Ачасен хуравӗсем)
- Ку ыйту патне эпир урок вӗḉӗнче таврӑнӑпӑр.
- «Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах,
çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ»
И.Я.Яковлев
чăваш халăх патриархĕ. (4-мӗш слайд)
- Мӗншӗн ҫак сӑмахсем экран ҫинче? (Мӗншӗн тесен паян эпир чӑнах та чӑваш халӑхӗн çĕр пин сăмах пулнине ҫирӗплететпӗр.)
Ку сӑмахсем паянхи урок эпиграфӗ пулӗҫ.
- Халӑх сӑмахлӑхӗнче тӑван чӗлхен чун пуянлӗхӗ упранать Чӑваш сӑмахлӑхӗ ламран-лама куḉса пырать. Тӑван сӑмахлӑх вара – халӑхӑн ылтӑн ḉӳпḉийӗ, иксӗлми пуянлӑхӗ, чӗре ḉӑлкуḉӗ.
- Урӑхла чӑваш халӑх сӑмахлӑхне фольклор теḉḉӗ. Фольклор (акӑлчанла folk — народ (халӑх), lore — мудрость (ӑслӑлӑх, халӑх сӑмахлӑхӗ)
- Паян эпир сирӗнпе мӗнле ςĕр-шыва ḉулҫӳреве кайӑпӑр.( Çĕр пин сăмах ςĕр-шывне)
- Мӗнле чарӑнусенче, хуласенче пулӑпӑр –ши? (унта чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн жанрӗсем пулӗḉ)
3.Вĕреннине аса илсе пӗтӗмлетни.
- Паян эпир сирӗнпе Çĕр пин сăмах ςĕр-шывне ḉулҫӳреве кайӑпӑр. Кашни чарӑнура тӗрлӗ жанрпа ӗḉлӗпӗр.
- Халӗ, ачасем, ҫул тытатпӑр, ҫул ҫинчи пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерӗпӗр. Сире эпӗ, ачасем, урокра хӑвӑр пултарулӑха кӑтартма, ырӑ кӑмӑл-туйӑм туянма, хӑвӑра уҫса пама сунатӑп.
Ҫулҫӳреве пуḉлани
1-мӗш чарӑну «Тупмалли юмахсен» хули(5-мӗш слайд)
Тупмалли юмахсем - фольклорăн чи авалхи жанрĕсенчен пĕри.
_ Тупмалли юмахсем ḉинче эсир мӗн пӗлетӗр?
Тупмалли юмахсенче япаласен тӗп паллисем ҫинчен вӑлтса калаҫҫӗ. Час-часах пӗр япалана тепринпе танлаштараҫҫӗ. Чӗрӗ мар япалана чӗрӗ пек туса та кӑтартаҫҫӗ.
- Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупӑр
- Пĕри калаçать, иккĕн итлеççĕ, иккĕн пăхаççĕ. (чĕлхе, хăлха, куç)
- Лăпсăр-лăпсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать.(ал шăлли)
- Кашта тулли шурă чăхă. (шăлсем)
- Çавра питлĕ сар пики хĕвел çинчен куç илмест.(хĕвел çаврăнăш)
- Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.(ḉумӑр)
- Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ. (Асамат кӗперӗ)
2-мӗш чарӑну «Ваттисен сăмахĕсен» хули (6-мӗш слайд)
Ваттисен сăмахĕсем — ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччен, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ.
- Ваттисен сӑмахӗсене йӗркене кӗртмелле.Унтан вӗене ӑнлантарӑр.
Аллупа ӗḉле, пуḉупа щухӑшла.
Тарличчен ӗḉле, тӑраниччен ḉи.
Аḉупа аннӳне хисепле, хӑвнах ырӑ пулӗ.
Ĕḉренан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
Ĕḉчен ḉыннӑн ӗḉ нумай.
Асатте кил хушши тытать, асанне-пӳрт ӑшши.
- Хӑш ваттисен сӑмахḉ сире килӗшрӗ? Мӗншӗн?
3-мӗш чарӑну «Чӑваш халӑх юррисен»хули
- Ачасем, эсир чӑваш халӑхӗн мӗнле юррисене пӗлетӗр?
Юрӑ- чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн чи вӑйлӑ аталаннӑ жанрӗ.
Унта халӑхӑн кун- ḉулӗ, йӑли-йӗрки, кӑмӑл- туйӑмӗпе шухӑш- ӗмӗчӗ, савӑнӑḉ- тарӑхӑвӗ сӑнарланнӑ.
Юрӑ этеме пурнӑḉри йывӑрлӑхсене ḉӗнтерме, телейшӗн кӗрешме хавхалану кӳрет.
Вӑл халӑх тытса пыракан ырӑ йӑлапа пурӑнма вӗрентет, ḉав йӗркене малалла аталантарма пулӑшать.
(Чӑваш халӑх юррине юрлани)
4-мӗш чарӑну «Пулмасла халапсен» хули
- Халӗ ḉак сӑвва тимлӗн вулӑр (слайд )
-Шатра шапа купӑс калать:
Шӑши салтака каять:
Йӗке хӳре йӗкӑртатса
Хӑнисене хӑналать
кюмах е калав;
- Юмах
- Мӗншӗн Ҫапла шутлатӑр?
- Мӗншн тесен шапа купӑс калаймасть, шӑши салтака каяймасть, йӗке хӳре хӑналаймасть.
- Тӗрӗс ачасем. Пурнӑḉра ḉапла пулма пултарать-и?
- Ҫук
- Ҫакӑн пек юмаха пулмасла халап теḉḉӗ. Вӗсене чӑваш халӑхӗ авалах шутласа кӑларнӑ.
Сӑмахсене тӑрӗс вырнаḉтарса халап тӑвасси
- Ачасем, пулмасла халапа хамӑр шутласа тупма пултаратпӑр-и?
- Эпӗ сире сӑвӑ паратӑп. Унта кашни йӗрке вӗḉӗнчи сӑмахӗсем сиксе юлнӑ. Усӑ курмалли сӑмахсене тӗрӗс вырнаḉтарса лартӑр
Сикрӗ тухрӗ пӗр _________
Пӑшӑлтатрӗ __________
- Пит маттур ḉке - эс:_________
Пыр-ха хӑнана _________
Пӑхрӑм тинкерсе _________
шӳтлемест-ши ку __________
Ҫук, кулмарӗ __________
-Юрӗ, пырӑп, алӑк_________-__
Усӑ курмалли сӑмахсем: хӑлхаран, куян, куḉран,куян, уḉ,Чалӑш куḉ,Ҫтаппан, паян.
Сӑвва сасӑпа вуласси
- Мӗн пулчӗ сирӗн ачасем?
- Пулмасла халап
5-мӗш чарӑну «Ача-пӑча вӑййисен»хули
Ача-пăча мӗн çу вӗçленичченех юхан шывсемпе пӗвесенче шыва кӗнӗ, çу каçипех çара уран чупнă, пир кӗпепе çÿренӗ. Хӗл кунӗсенче те вăхăта ытларах урамра, уçă сывлăшра ирттернӗ.
Ĕлӗкхи вăйăсем ачасен сывлăхне çирӗплетме пулăшнă. Çулла вӗсем ăмăртмалла чупнă, сикнӗ, курăк çинче йăваланнă, тӗрлӗ вăйăсем вылянă. Хÿме каштисене турник вырăнне усă курнă. Лaшасемпе ăмăртмалла чупнă.
6-мӗш чарӑну «Юмахсен»хули
- -Юмах –халăх хушшинче сăмах вĕççĕн çӳрекен асамлă, тĕленмелле ĕçсем çинчен калакан калав.
Юмах арчинчи юмахри япаласем хӑш юмахран пулнине пӗлмелле.
-Юмахсене халӑх шутланӑ. Ҫавӑнпа кулленхи пурнӑḉра усӑ куракан япаласем пулнӑ ытларах юмахсенче.
- Ку япаласене эпӗ шкул музейӗнчен илнӗ. Унта пирӗн ӗлӗкхи япаласем пур.
3. Урока вӗḉлени. Урока пӗтӗмлетни.
- Маттур, ачасем! Паян урокри ҫул ҫӳревре эпир хамӑрӑн чӑваш чӗлхин пуянлӑхне, илемне туйса илтӗмӗр. Чӑнах та вӑл пирӗн янӑравлӑ та, ҫепӗҫ те. Доска ḉинче пирӗн кашни жанр тухса пычӗ.
-Урок пуḉламӑшӗнчи ыйту патне таврӑнатпӑр.
- Ҫапла вара халӑх сӑмахлӑхӗ вӑл хальхи е ӗлӗкхи?
- Халӑх сӑмахлӑхӗ вӑл хальхи те, ӗлӗкхи те, пуласси те. Халӗ те пирӗн тупмалли юмахсем, ваттисен сӑмахӗсем, пулмасла халапсем, ача-пӑча вӑййисем, юрӑсем, юмахсем шутласа кӑлараḉḉӗ. Елӗк вӗсем нумайрах пулнӑ. (Халӑх ḉырма пӗлмен)
- Ачасем,халӑх сӑмахлӑхне пӗлни пире пурнӑḉра мӗн тума кирлӗ?
- Халӑх сӑмахлӑхӗ пире пурнӑḉра ырӑ кӑмӑллӑ, тарӑн тавракурӑмлӑ пулма вӗрентет. Хальхи саманара пире ырӑ кӑмӑллӑ пулни питӗ кирлӗ, вӑл пур йывӑрлӑха та ḉӗнтерме пулӑшать.
- Халӑх сӑмахлӑхӗнчи кашни жанр пире ырӑ кӑмӑллӑ, пултаруллӑ, пуян чун-чӗреллӗ пулма вӗрентет.
- Пирӗн кӑḉал шӑпах хӑй ирӗкӗпе ырӑ ӗḉ тӑвакансен ḉулталӑкӗ.
- Кӗнеке выставки патне каялла таврӑнатпӑр. Ку кӗнекесене эсир те илсе вулама пултаратӑр. Ку сире килти ӗḉ пулать. Ҫак кӗнекесем сире ырра ḉеḉ вӗрентеḉḉӗ, пӗр-пӗринпе туслӑ пулма, тус-юлташсене, атте-аннене хисеплеме вӗрентеḉḉӗ.Сан йӗри-тавра ырӑ ḉынсем пулсан ḉеḉ эсӗ хӑвна ḉак ḉутӑ тӗнчере кӑмӑллӑ, лайӑх туятӑн.
4. Киле ӗḉ пани
- Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн хайлавӗсене библиотекӑран илсе вуламалла.
5. Рефлекси ирттерни.
- Сире паянхи ҫул ҫӳрев килӗшрӗ - ? Хӑш чарӑнура ытларах сире килӗшрӗ? Доска патне тухса ḉав чарӑну патне хӗвел вырнаḉтарӑр.
Ваттисен сӑмахӗсене йӗркене кӗртӗр
Аллупа ӗḉле, ӗḉ нумай
Тарличчен ӗḉле, хӑвнах ырӑ пулӗ
Аḉупа аннӳне хисепле, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
Ĕḉрен ан хӑра, тӑраниччен ḉи.
Ĕḉчен ḉыннӑн пуḉупа щухӑшла
Ваттисен сӑмахӗсене йӗркене кӗртӗр
Аллупа ӗḉле, ӗḉ нумай
Тарличчен ӗḉле, хӑвнах ырӑ пулӗ
Аḉупа аннӳне хисепле, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
Ĕḉрен ан хӑра, тӑраниччен ḉи.
Ĕḉчен ḉыннӑн пуḉупа щухӑшла
Ваттисен сӑмахӗсене йӗркене кӗртӗр
Аллупа ӗḉле, ӗḉ нумай
Тарличчен ӗḉле, хӑвнах ырӑ пулӗ
Аḉупа аннӳне хисепле, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
Ĕḉрен ан хӑра, тӑраниччен ḉи.
Ĕḉчен ḉыннӑн пуḉупа щухӑшла
Сӑмахсене тӗрӗс вырнаḉтарса пулмасла халап тӑвӑр
Сикрӗ тухрӗ пӗр _________
Пӑшӑлтатрӗ __________
- Пит маттур ḉке - эс:_________
Пыр-ха хӑнана _________
Пӑхрӑм тинкерсе _________
шӳтлемест-ши ку __________
Ҫук, кулмарӗ __________
-Юрӗ, пырӑп, алӑк_________
Усӑ курмалли сӑмахсем: хӑлхаран, куян, куḉран, куян, уḉ, Чалӑш куḉ, Ҫтаппан, паян.
Сӑмахсене тӗрӗс вырнаḉтарса пулмасла халап тӑвӑр
Сикрӗ тухрӗ пӗр _________
Пӑшӑлтатрӗ __________
- Пит маттур ḉке - эс:_________
Пыр-ха хӑнана _________
Пӑхрӑм тинкерсе _________
шӳтлемест-ши ку __________
Ҫук, кулмарӗ __________
-Юрӗ, пырӑп, алӑк_________
Усӑ курмалли сӑмахсем: хӑлхаран, куян, куḉран, куян, уḉ, Чалӑш куḉ, Ҫтаппан, паян.
Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупӑр
Пĕри калаçать, иккĕн итлеççĕ, иккĕн пăхаççĕ.
Лăпсăр-лăпсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать
Кашта тулли шурă чăхă.
Çавра питлĕ сар пики хĕвел çинчен куç илмест.
Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.
Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ.
Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупӑр
Пĕри калаçать, иккĕн итлеççĕ, иккĕн пăхаççĕ.
Лăпсăр-лăпсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать
Кашта тулли шурă чăхă.
Çавра питлĕ сар пики хĕвел çинчен куç илмест.
Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.
Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ.
Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупӑр
Пĕри калаçать, иккĕн итлеççĕ, иккĕн пăхаççĕ.
Лăпсăр-лăпсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать
Кашта тулли шурă чăхă.
Çавра питлĕ сар пики хĕвел çинчен куç илмест.
Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.
Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ.