СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Чăваш халăхĕн паллă педагогĕсем

Нажмите, чтобы узнать подробности

Просмотр содержимого документа
«Чăваш халăхĕн паллă педагогĕсем»

Чăваш халăхĕн паллă педагогĕсем

С.М. Михайлов - Янтуш этнопедагогика никĕсне хываканĕ

Спиридон Михайлович тăван халăхшăн, ăслăлăхшăн калама çук пархатарлă ĕçсем туса хăварнă, чăвашсене çутта кăларас шухăш – кăмăллă ĕçĕ – хĕлĕпе те хаклă вăл. Анлă пултарулăхĕнче педагогика та вырăн тупнă, унта та вăл хăйне кăтартма ĕлкĕрнĕ.


И.Я.Яковлев – чăвашсен паллă педагогĕ

Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те анлă пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсен хушшнче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ.

Г.Н.Волков – чăваш этнопедагогикине тĕпчекенĕ.

Г.Н. Волков педагогикăра çĕнĕ çул уçнă – этнопедагогикăна уйрăм наука туса хунă. Çак ĕçпе 600 ытла ĕç çырнă, «Этнопедагогикăри философи проблемисем» ятлă ĕçĕнче çĕнĕ идейăсем кăларса палăртнă, «Чувашская народная педагогика» кĕнекере халăх самахлăхĕпе унăн йăли –йĕрки ачасене вĕрентес ĕçре мĕнле вырăн йышăннине уçса панă.

Чăваш этнопедагогикин çичĕ тĕсĕ.

Чăваш этнопедагогикинче ачасене пăхса ÿстерессин çичĕ тĕсне палăртаççĕ. Вĕсене çамрăк ăрăва хисепе тивĕçлĕ тата телейлĕ çынсем тăвас тĕллевне ырă сунса, вĕрентсе каланă çичĕ пил теме пулать.


Пĕрремĕш пил - ĕçе хăнăхтарса ÿстересси.

Иккĕмĕш пил – ачасене йĕркеллĕ, кăмăл-туйăмлă пулма вĕрентесси.

Виççĕмĕш пил – ачасен ăс- тăнне аталантарасси.

Тăваттăмĕш пил – илемлĕхе ăнланма вĕрентесси.

Пиллĕкмĕш пил – вăй – хала ÿстерме хăнăхтарса пырасси.

Улттăмĕш пил – ачасене перекетлĕ пулма хăнăхтарасси.

Çиччĕмĕш пил – харпăр хăйне тытма вĕрентесси.


Пĕтĕмлетÿ.

Чăваш халăх сăмахлăхĕ чăннипех питĕ пуяннине тепĕр хут çирĕплетрĕм. Халăхăн калаçăвĕнче, чунĕнче темĕн чухлĕ сăмахлăх, ăс-хакăл упранать иккен. Çав пуянлăхпа вăл тĕрлĕ енлĕ усă курнă: ĕçĕ-хĕлĕнче, йăла-йĕркере, ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре те.

Çамрăк ăрăва пăхса çитĕнтересси пурин тивĕçĕ те. Çавăнпа та çак тивĕçе пурин те пур ăсталăхпа туса пымалла тесе шутлатăп. Ĕмрипе пуçтарăннă халăх мерченне тĕпе хурса пурнăçра анлă усă курма пирĕн тăрăшас пулать..