Республиканский конкурс сочинений «Пою мою республику»,
посвященный Дню Республики и празднованию 100 – летия образования
Республики Башкортостан
Сочинение на тему
«Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса)
(посвящено Году семьи в Республике Башкортостан).
Автор: Алексеева Надежда Григорьевна,
обучающаяся 11 класса муниципального
бюджетного общеобразовательного учреждения
Средняя общеобразовательная школа
д.Новофедоровка муниципального района
Аургазинский район Республики Башкортостан
Руководитель: Глухов Николай Михайлович,
учитель чувашского языка и литературы
«Чтоб долог был природы век - ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса)
«Çут çанталăк пултăр тесен - сан ăслăрах пуласчĕ-çке, этем».
Çěр чăмăрě çинче пěр миллиарда яхăн çын пурăнать. Эсě пысăк хулара е пěчěк ялта пурăнатăн –и – вăл ниме те пěлтермест, ěмěрех çутçанталăк ытамěнче тата хӳттинче пурăнăн. Анчах та çут çанталăк çинчен шухăшлатпăр-ши эпир?
Çулсем иртнěçем, ěмěрсем иртнěçем çынпа çут çанталăк хушшинчи хутшăну улшăнса пырать. Этем хăйне çут çанталăкăн хуçи вырăннех хурать халь...
Çителěклěхпе пуянлăх хыççăн хăваласа этем чи хаклă пурлăха пěтерет.Ку çӳп-çап тăкмалли вырăнсем нумайланса пынинче, пěр шелсěр вăрмана касса хирнинче, кӳлěсемпе юханшывсене тата вěсен çыр хěррисене вараланинче курăнать…Кил таврашěнчи хытă çӳп-çапсен йышě ӳссе пыни вара экологи енчен пысăк хăрушлăх патне çитерсе пырать.
Çут çанталăкпа туслă пурăнакан кашни этемех вара телейлě. «Тымарсăр йывăç ӳсмест, вăл типсе хăрать. Çут çанталăк – вăл пирěн тымар, пурнăç тыткăчи» - пултаруллă, ырми-канми ĕçлекен чăваш писателĕ Юхма Мишши каланă сăмахсем пире пурне те çутçанталăка упрама чěнеççě. Илемлě литература хайлавěсенче унăн илемне сăнласа панине вулама та кăмăллă.
Чăнах та, темшěн - тěр эпир яланах тăп-тăрă юханшыв, чечеклě улăх, вěçě хěррисěр уй-хир курма хăнăхнă…Хальхи вăхăтри сăвăçсем хускатса çыракан экологин кăткăс ыйтăвěсем çук та тейěн. Эп шутланă тăрăх, вăл ыйтусем паян кашнинех шухăшлаттараççě, анчах та, питě шел, никам та ырă енне улăштарма вăй хурасшăн мар. Çакă мана питě тарăхтарать, çут çанталăк хăшě айăплипе айăплă марине уйăрса тăмě – çке, пурне те пěр пек тавăрě вăхăт çитсен. Ун чухне чавса çывăх пулě, анчах та…
Раççей Федерацинче паян экологин çивěч ыйтăвěсем пěрремěш вырăнта тăмалла. Ун çивěчлěхě тěнче шайěнче те пулмалла. Каялла тавăрма çук çухату патне çитерме пултарать-çке этем хăйěн ěçěпе.
Юлашки вăхăтра этемлěх çěр çинче çут çанталăкăн пуянлăхне перекетлесси çинчен те манса каять. Анчах та çав вăхăтрах çав пуянлăха упраса пулас ăрусем валли хăварассишěн тăрăшса ěçлекен тěрлě пěрлěхсем пурри те савăнтарать. Вěсем пурлăха сыхлаççě, йывăçсем лартаççě, заповедниксем йěркелеççě, закона пăсса хирти чěрчунсене тытнине, браконьерствона хирěç тăраççě, вěсен тиррисенчен тумтир те çелеттерессине чарасшăн.
Кашни çыннăнах паян çут çанталăк пуянлăхне упраса хăварса пулас ăрусем валли хăварассишěн тăрашмалла. Çут çанталăка упрасси этемлěхěн чи приоритетлă тěллевě пулса тăмалла.
Литература Раççейре нихăçан та хăйсене кăна юратакан çынсем валли пулман, вăл «халăх совеçě» пулнă тата малашне те пулě. Раççей çěрне пěр шелсěр ватса çемěрнине кура хальхи çăмăл мар вăхăтра çыравçăсем чи малтан ăна хӳтěлес тěллевпе хăйсен сассине çěкленě: «Нимěнле шутлав виçипе те шутласа кăларма çук çухату, гектарě - гектарěпе шыв айне пулнă е çил илсе кайнă хура тăпра, атмосферăна, юханшывсемпе кӳлěсене пăрахнă каяшсем тоннипе, кубометрпа тата кубокилометрпа, - вěçех шутласа кăларма пулать. Чун ыйтнин çухатǎвě вара? Ǎна нихǎш наука та шутласа калараймě, пěр литература çеç ун çинчен тӳррěн калама пултарать», – тесе çырнǎ С. Залыгин.
Ǎсчахсем шутласа кǎларнǎ тǎрǎх кашни çулах 26 миллиард тонна углерод оксичě тата 190 миллиард сера оксичě атмосферǎна кěрет, çавǎн пекех ытти хими элемěнчěсем те ǎна варалаççě. Çав хисеп вара кашни çулах ӳсес енне кǎна улшǎнса пырать. Çěр чǎмǎрě çинче ытла та хǎрушла вǎрман йышě чакса пырать. Вǎрмана перекетсěр усǎ курнипе, этем айǎпěпех унта пушарсем пулнипе нумай çěрте вǎрманлǎ вырǎнсен 10-30 % лаптǎк вырǎнě анчах юлнǎ.
Вырǎс литературинче «Слова о полку Игоревěнчен» (халǎх сǎмахлǎхěнче тата та маларах) пуçласах çут çанталǎка упрас ыйту тěп вырǎна тухса тǎнǎ. ХIХ ěмěр çыравçǎсемпе вěсен хайлавěсенчи тěп геройěсене çут çанталǎкǎн илемěнче чун ыйтнине, тěрěслěхпе чǎнлǎх шыраттарассине тата та вǎйлатрě. Çав вǎхǎтрах класикǎлла çыравçǎсен творчествинче çут çанталǎк ěмěрхи пурлǎх, пěтме пěлмен вǎй – хǎват, тивлет, чун ыйтнине тивěçтерекен çǎлкуç пек. Пирěн вǎхǎтра çут çанталǎка сǎнласа парасси социаллǎ çивěч ыйтусем хускттарать, «хальхи экологи çут çанталǎк умěнче тǎракан хǎрушлǎх туйǎмěпе» тулать (С. Залыгин). Сǎмах нровственноçěн пысǎк статусне илнě тǎван литература пирки пырать. Тǎван тавралǎхпа çут çанталǎка упраса хǎварасси уншǎн паян Тǎван Çěршыва упраса хǎварассиех. Уçǎмлǎн çакǎ
К.Ивановǎн, Александр Яльмаровǎн, Геннадий Матвеевǎн, Галина Елисееван (Белгалис) творчествинче палǎрать.
Вырǎс çыравçисемпе чǎваш çыравçисен хайлавěсенче çут çанталǎкпа çын çинчен каланисем этемлěхěн чысěпе, тěнчен иртни, хальхи тата пуласлǎхě çинчен шухǎшланипе çыхǎннǎ. XIX ěмěрте çынпа çут çанталǎк туслǎ пулни палǎрать, этем ǎна «Эсир» тет. Саманапа пěрле ку вěçех улшǎнать те çын вара халь хуçа…
Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тыр-пул, улма-çырла, мăйăр-кăмпа, анлă улăх-çаран, симĕс тумлă вăрман, чĕвĕнти кайǎк-кĕшĕк юрри, ăшă çумăр, асамат кĕперě, уçă варкăш çил – çыннăн кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ. Тěрěсех кашни сǎвǎçпа çыравçǎ тǎван çут çанталǎкǎн илемлě те хаклǎ тавралǎхне упрама чěнеççě. Кашни çын çавна ǎнлантǎрччě. Пурте пěрле тǎрǎшсан çутçанталǎк сывǎ пулě, вǎл сывǎ пулсан çынсем те чирлемěç.