Республиканский конкурс сочинений «Пою мою республику»,
посвященный Дню Республики и празднованию 100 – летия образования
Республики Башкортостан
Сочинение на тему
«Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса)
(посвящено Году семьи в Республике Башкортостан).
Автор: Никитина Ольга Владимировна,
обучающаяся 8 класса муниципального
бюджетного общеобразовательного учреждения
Средняя общеобразовательная школа
д.Новофедоровка муниципального района
Аургазинский район Республики Башкортостан
Руководитель: Глухов Николай Михайлович,
учитель чувашского языка и литературы
«Чтоб долог был природы век - ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса)
«Çут çанталăк пултăр тесен - сан ăслăрах пуласчĕ-çке, этем».
Ырă пул та ăслă пул,
çут çантлăкран ан кул.
Эс ялан ăна упра,
Çут çанталăк вăл-тупра.
Çут çанталăк… Мĕнле илемлĕ те ырă вăл пуриншăн те. Ăна курса çын савăнать, унпа пĕрле чĕрĕлет, вăй-хал пухса ĕçлеме пуçлать. Çут çанталăк - вăл пирĕн тавралăх, çĕр çинчи пур пуянлăх. Вăл – пирĕн пурнăç, çыннăн малашнехи кун - çулĕ. Этем пуласлăхĕ унпа тачă çыхăнса тăрать – çке... Çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем пур. Вĕсене пирĕн пăхăнса пурăнмалла. Тăван тавралăх пуянлăхне упрасси - кашни çыннăн тивĕçĕ.
Çĕр çинче этем темиçе çĕр пин çул хальхи çут çанталăкра пурăнать. Уншăн тавралăх хăйне майлă «пысăк пӳрт» пулса тăрать. Этем сĕм авалтанах çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курма тăрăшнă. Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçе юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. «Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кӳрет», - теççĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ - хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Çĕр çинчи мĕн-пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс - хакăлĕ тăвать.
Çут çанталăк малашне те пултăр тесен этемĕн илемлĕ те хаваслă юрă шăратакан кайăксене, тĕрлĕрен чĕр чунсене, ешерекен вăрмансене упрас пулать. Вăрман - вăл пирĕн пуянлăх. Тĕнчери вăрмансемпе халăх мĕн чухлĕ кăна усăланмасть пуль! Вăрман пире уçă та таса сывлăш парать.
Хĕллехи шартлама сивĕ вăхăтра хĕл каçма юлнă кайăксене апат - çимĕç парса хăварма тăрăшмалла. Вĕсем валли йăвасем хатĕрлемелле. Кайăксем - пире пулăшакансем, вăрмансемпе хирсене, пахчасемпе садсене упракансем.
Кӳлĕри пулăсене тытассине саккун йĕркипе пăхăнмалла. Кашни çын хăй пурăнакан вырăна яланах таса тытмалла. Çӳп - çапсене пуçтарсах тăрсан, тавралăх таса, илемлĕ пулĕ, сывлăш та уçă, пурăнма та кăмăллă. Тĕнчере мĕн чухлĕ тăрăшса ĕçлетĕн, усăллă ĕç тăватăн, çавăн чухлĕ çут çанталăк хитререх те илемлĕрĕх.
Анчах çухалсах пырать чăваш уй-хирĕн ĕмĕрхи тусĕ, юрăçи сарă путене? Хир чăххисем ăçта-ши тата? Кам айăплă-ха çакăншăн? Палах, çын. Вăл çĕрсем çинче, шыв çинче хуçалансах пынă май хăй хыççăн варласа пĕтерсех пырать. «Ĕлĕкрехри вăхăтсенче çут çанталăк тата та илемлĕрехчĕ», - тесе асăнаççĕ ваттисем. Ĕлĕк улăх-çаранра утă çулнă. Пĕвесем туп-тулли пулнă, вĕсенчи тăрă шывра тем тĕрлĕ пулă ĕрчетнĕ. Халĕ вара… унчен утă çулнă вырăнсене выльăх таптать, пĕвисем юшкăнпа тулнă. Ялта та мĕн чухлĕ тасамарлăх, удобрени, тĕрлĕ химии им-çамĕ.
Хими завочĕсем таврашĕнче типсе ларнă йывăçсем çулла та хĕллехи пек шап-шурă курăнса лараççĕ. Унта паллах, кайăксемпе тискер чĕр чунсене кураймастăн. Çулсерен сахалланаççĕ вĕсем.
«Çĕре сахал парса нумай илеймĕн» - тенĕ ваттисем мĕн авалтан. Чăваш хăй ачине мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка упрама вĕрентсе ÿстернĕ. «Эпĕ пĕчĕк чухне пире аслисем çулталăкра икĕ хут йывăç лартма илсе тухатчĕç: пĕрре çуркунне, юр кайса пĕтсен, тепре кĕркунне»,- аса илет анне.
Кайăк-кĕшĕке, тĕрлĕ чĕр чунсене упрас тĕллевпе тунă заповедниксем сахал мар. Анчах браконьерĕсем те нумай-çке. Пирĕн вăрмансенче пăшисем, пурăшсем, хир сыснисем питĕ сахал. Мулкачсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ, тилĕсен хисепĕ те самаях чакса пырать.
Çавăнпа та çут çанталăк пуянлăхне упрама ăслă – тăнлă çынсем нумайрах пулччăр тесен пирĕн шкулта тăрăшса вĕренмелле. Вĕренсе тухсан тĕрĕс професси суйласа илсен авантарах пулĕччĕ. Пурнăçăн çулне тĕрĕс тупсан тавралăха та тĕрĕс куçпа пăхма пулать. Тавралăх вăл пирĕн пурнăç, çакна пирĕн кашнин ăнланмалла тата манса каймалла мар.
Çулталăк хушшинче çут çанталăк тăватă хут улшăнать, тăватă тум тăхăнать. Хĕлĕ те, çăвĕ те, çурĕпе кĕрĕ те хăйне май хитре, ырă, пуян, пархатарлă.
Хĕллехи шап - шурă витĕннĕ вăхăтра эпир çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнса киленетпĕр. Ачасем юр – пикисем, хĕл мучисем купаласа савăнаççĕ.
Çурхи кунсем çитсен пĕтĕм тĕнче вăранать, хĕвел пăхать йăл кулса. Тавралăх ешерсе илем кӳрет. Кайăк-кĕшĕк савăнать, çунат çапса юр юрлать. садри ĕçсем те тапранаççĕ.
Çуллахи ăшă та шăрăх кунсенче пахча-çимĕç çитĕнет, çырла-улма ӳсет. Ача пăча савăнать, кӳлĕре шыва кĕрет. Выльăх-чĕрлĕх улăхра ешĕл курăк çинче çӳрет.
Кĕркунне питĕ пуян та илемлĕ. Пысăк тухăçлă вăхăт. Кам ӳркенмест ĕçлеме, вăл савăнать тухăçпа.
Тăван тавралăхăн илемлĕхĕ, тасалăхĕ пĕтĕмпе этемрен килет.
Çĕр çинче этем çурт - йĕрсем лартать, заводсем, фабрикăсем ĕçлеттерет, çемье кăрать - çав пĕтĕмпе çут çанталăкпа çыхăннă.
Çут çанталăк шăпи-пирĕн шăпа, санăн шăпу. Атьăр çапла пурăнма тăрăшар: пирĕн çĕр яланах пуян та илемлĕ пултăр, таса шыв шăнкăртатса юхтăр, ӳсен-тăрансем чечекленчĕр, кайăксем юрлаччăр.
Çут çанталăк çыншăн пурнăç çăл куçĕ пулса тăнă, çавăнпа та ăна пирĕн яланах упрамалла тата юратмалла. Унăн пуянлăхне ачаранах упрама вĕренмелле.
Çапла вара пĕтĕм халăх тăрăшса пĕрле пĕтĕм йĕркесене пăхăнса тăрсан, çутçанталăк пулĕ - çке.
Çут çанталăк илемĕ, шăплăхĕ яланах хăй патне туртать. Чăваш писателĕсем ешĕл курăклă урамсене, çара уран чупнă хăйăрлă çарансене, пулă тытнă ăшăх юхан шывсене ытарайми пыл шăршиллĕ улăха, пин-пин сасăллă чăтлăх вăрмана, ĕмĕр-ĕмĕрлĕх сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ.
Хальлĕхe ват йăмраллă ялсен уçă сывлăшпах сывлаççĕ-ха, анчах та хамăр тирпейсĕрлĕх, малашлăха курма пĕлменни тавралăха тасамарлăх айне путарса пырасшăн.
Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха-суйха сирет. Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла.
Чăваш писателĕсем çут çанталăк çинчен çырнă чух тавралăха çав тери юратни, ăна сиен тăвакансенчен хăтарас килнине курма пулать.
Çут çанталăкпа туслă пулсан хамăра та сăвап пулĕ.