«Атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни» темăпа ирттернĕ урок конспекчĕ
Маруськина Елена Петровна
Чăваш Республикинчи Улатăр районĕн
«Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»
муниципалитетăн пĕтĕмĕшле веренÿ бюджет учрежденийĕ
Предмет: Чăваш чĕлхи
Класс: 4 класс
Урок теми: «Атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни» ăсри журнал
Урок тĕсĕ: Хутăш урок
Урок тĕллевĕсем:
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем: чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1.Сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
2.Пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни; ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем: сăмахпа каласа е çырса пелтернине (текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;
Мелпе меслетсем: тус тата тăшман „мĕнле” пулнине хаклакан хĕвеллĕ кластерпа кăсăклантарса яни; ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; шырав, словарь ĕçĕ; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; синквейн туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни,ушкăнпа ĕçлени.
Технологисем: вăйă, ушкăнпа ĕçлени, юлташпа пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси, «Критикăллă» шухăшлава аталантарасси, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, таблица.
Урок йĕрки
I.Класа урока йĕркелени. Ырă кун пултăр,ачасем!
Сасă зарядки.
Шăнкăрав сас пачě
Урока чěнсе.
Пěтěм класс шăпланчě
Парта хушшинче.
II.Вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарни. Урок темипе тĕллевĕсене палăртни
Учитель. – Ачасем, зпир чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр. Халĕ мана вара тимлĕ итлесе ларма ыйтатăп.. (Ачасем сценка лартса параççĕ)
Сасă илтĕнет.Тахçан-тахçан ….Сцена çинче ватă мучи çăпата хуçса ларать. Вăйăран аслашшĕ патне мăнукĕ чупса кĕрет:
Мăнукĕ: - Асатте , эсĕ нумай çул пурăннă. Çĕр çинче чылай чĕлхе пур теççĕ. Кала-ха, эсĕ хăш чĕлхене ытларах юрататăн?
Аслашшĕ:- Ачам, эпĕ пур чĕлхене те кăмăллатăп, анчах вара чи юратни - тăван чĕлхе, паллах.
Мăнукĕ: Чи илемли хăш чĕлхе -ши? Манăн питĕ пĕлес килет
Аслашшĕ: Чи илемли те, мăнукăм –тăван чĕлхе.
Мăнукĕ: Чи пуянни вара?
Аслашшĕ: Чи пуянни те , маншăн- тăван чĕлхех шутланать.
Мăнукĕ: Мĕнпе пуян вара вăл?
Аслашшĕ: Кун çинчен пĕлес килсен айта вара пĕрле хуравне тупма тăрăшăпăр.
Учитель. – Ачасем, эпĕ вуласа пĕтертĕм.Тавтапуç сире итлесе ларнăшăн.
Чи пуянни те ,чи çепĕççи те, чи хитри те маншăн - тăван чĕлхех шутланать.
Мăнукĕн ыйтăвĕ çине эпир урок вĕçĕнче хуравлăпăр.
- Паянхи урокăн теми мĕнлн-ши? Эпир паян урокра мĕнле чĕлхе çинчен çинчен калаçăпăр – ши?
Ачасем. – Чăваш чĕлхи çинчен.
III.Вĕреннине аса илсе анлăлатни, çĕнĕ пĕлÿ çине куçарни (актуализаци).
Учитель. -Тĕрĕсех каларăр эсир. Паян эпир сирĕнпе урокра чăваш чĕлхи çинчен калаçăпăр.
- Çакăн пек çепĕç чĕлхепе ,чăвашла калаçма пире кам чи малтан вĕрентнĕ- ши ?
Ачасем. Аннепе атте – пирĕн чи çывăхта юратнă çынсем.
Учитель.Урока « Ăсри журнал» евĕрлĕ ирттерĕпĕр. Журналăн страницисем пире урокра тĕрлĕрен ĕçсемпе пурнăçлама хистĕç.
Учитель.1 –мĕш страницăна уçатпăр. Вулатпăр.
Ачасем. - Чăваш чĕлхи.
Учитель. - Ачасем, ку страница пире çепĕç чĕлхе çинчен, аттепе - анне калаçма вĕрентнĕ чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратнă чĕлхепе паллаштарĕ. Итлесе пăхар-ха. ачасене.
Чăваш чĕлхи – сăмах тĕлĕшĕнчен çав тери пуян чĕлхе. Илемлĕхĕпе те, çепĕçлĕхĕпе те уйрăлса тăрать вăл ытти чĕлхесенчен.Чăваш чĕлхи маншăн тăван чĕлхе. Аннен кăкăр сĕчĕ урлă куçнă вăл ман чуна. Манра аттепе аннен юнĕ чупать, чăваш юнĕ, çавăнпа та чăвашлăх туйăмĕ манра ĕмĕрлĕхех хуçаланать. Чăвашăн сăпайлăхĕ те, ĕçченлĕхĕ те пур ман çумра. Хама чăваш туса çуратса янишĕн чунтан савăнатăп, аттепе аннене çĕре çити пуç таятăп. Чĕлхине те аттепе аннене юратнă пек юрататăп,вĕсене хисепленĕ пек хисеплетĕп.
Атте,анне… Кашни çыннăн чĕритĕпелĕнче упранаççĕ çăк сăваплă сăмахсем. Çак сăмахсемпе пирĕн чĕлхемĕр уçăлать. Çак сăмахсене илтсен, куç умне чи çывăх çын сăнарĕсем тухса тăраççĕ. Хамăрăн виçсе тухайми аслă Тăван сĕршывăмăра та эпир Анне тетпĕр. Çуралнă килтен пуçласа виçесĕр аслă Тăван çĕр-шыв таран – акă мĕн анлăш вăл - Анне сăмах. Çавăнпа та çынна вăл амăшне мĕнле пăхнине кура хаклаççĕ. Мĕн авлтан чăваш: «Аннене кўрентерме юрамасть, ăна кўрентерни пуç çине ўкет», -- тенĕ. Чăн-чăн çын чи йывăр самантра амăшне аса илет те, унăн сăн-пичĕ шалтан çуталсакаять, варавăл кирек мĕнле йывăрлăха çĕнтерме те вăй-хал тупать. Аннемĕрсене чĕнме эпир чи çепĕç сăмахсем шыратпăр, анчах… Атте, анне сăмахсенчен лайăхраххи те çепĕçреххи тупаймастпăр. Вĕсенчен хаклăраххи те пулаймĕ. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе манăн аттепе анне калаçать, пĕрремĕш сăмахĕ те пирĕн чăвашлах пулнă – анне. Çавăнпа та тăван чĕлхене пирĕн тăван аннемĕре хисепленĕ пек, юратнă пек хисеплемелле те юратмалла.
IV.Çĕнĕ пĕлÿ уçни. (Çĕнĕ материалпа ĕçлени).
(Ачасем сăвă пăхмасăр калаççĕ.)
1 – мĕш ача
Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!
Мĕн ĕмĕрлĕх анне пире пÿрни.
Чĕрем юрри , çут пурнăçăн юрри
Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе
Эс-чи пахи, эс-чун уççи
Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе
Пин чĕлхерен чи çепĕççи
Çак чĕлхепе эп калаçатăп
Куллен çыратăп та вулатăп.
Çак чĕлхепе эп мухтанатăп
Куллен кунах ăса туптатăп
Тăван чĕлхе, тăван сăмах
Сана упратăп чĕремрех
Анне чĕлхи, атте чĕлхи
Мана вăй кÿрĕн яланах!
2 – мĕш ача.
Яковлева асра тытатпăр.
Чăвашлăхшăн чун ăшшине
Хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă.
Саспаллипе çырулăха
Пире ыр пил парса хăварнă
Малашлăха,малаллăха
Телейлĕ пурнăç халалланă.
Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта
Чăваш çынни ăс мулĕ пухнă.
Вăл акнă вăрлăх пит шÿлтра,-
Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.
Ивановпа Шупуççынни ,
Тайăр Тимки те Федор Павлов…
Вĕсем çунатланса çырни
Халь сумлă та мăнаçлă палăк.
2 – мĕш страница. Тест ирттерни.
Учитель. – Журнал страницисене малалла уçнă май эпир сирĕнпе И.Я.Яковлев биографине те аса илер. Иван Яковлевич Яковлев – вĕрентекен. Вăл Чĕмпĕрте пурăннă. Унта чăваш шкулне уçнă. И.Я.Яковлев чăваш алфавитне тунă. Букварь хатĕрленĕ. Ачасене çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ. Ачасем валли калавсем çырнă.И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан çын. Иван Яколвлевич чăваш халăхне вĕрентес тесе нумай ĕçленĕ. Ăна чăваш халăхĕ юратать, яланах асра тытать. Кун çинчен эпир малаларах вĕреннĕччĕ. Халĕ вара аса илмелле. Сирĕн ыйтусене хуравламалла пулать. Ĕç валли сирĕн партăр çинче карточкăсем пур. Сирĕн виçĕ хуравран пĕрне суйласа илмелле те кирлĕ карточкăна кăтартмалла.
а) И.Я.Яковлев хăçан çуралнă?
1) 1930; 2) 1848; 3) 1870.
ă) Пĕчĕк Йăван миçере тăлăха юлнă?
1) Виççĕре; 2) виçĕ кунта; 3) вун виçĕ çулта.
б) И.Я.Яковлев миçемĕш çулта Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă?
1) 1870; 2) 1875; 3) 1872.
в) И.Я.Яковлевăн вĕренекенĕ кам пулнă?
1) А.Г.Николаев; 2) К.В.Иванов; 3) Çеспĕл Мишши.
г) И.Я.Яковлев вилнĕ çулĕпе пытарнă вырăнне калăр.
1) 1930, Мускав; 2) 1932, Чĕмпĕр; 3) 1930, Чĕмпĕр.
д) Шупашкарăн И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăннă паллă вырăнĕсене палăртăр.
1) Шкул, лавкка, театр;
2) палăк, институт, музей, проспект, библиотека;
3) ял, урам.
(Кашни хурав хыççăн тĕрĕс варианта каласа пĕтемлетÿ тумалла.)
3 – мĕш страница. «Пирĕн паллă ентешсем» - кроссорд.
Эп - чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах!
(Петĕр Хусанкай)
Учитель. - Чăваш çĕр-шывĕнче ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем хăйсен çепĕç чĕлхипе, сăпайлăхĕпе палăрнă. Чăваш Республикинче нумай паллă çын – писательсемпе поэтсем, композиторсемпе художниксем, артистсемпе ученăйсем çуралса ÿснĕ. Кам-ха вĕсем, чăваш ятне çĕкленсем, чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем?
«Пирĕн паллă ентешсем» кроссвордпа ĕçлени.

Çÿлтен – аялалла.
1.Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, виççĕмĕш летчик-космонавт.
2.Сылтăмалла.
3.Паллă ученăй, Тухăçри халăхсен авалхи историне тĕпчекен.
4.Ученăй, чăваш чĕлхин 17 томлă словарь авторĕ.
5.Чăваш халăхне çутта кăларакан, педагог, просветитель.
6.Архитектор, Санкт-Петербурги «Çуллахи сад» карта авторĕ.
7.Кăвар чĕреллĕ поэт, чăваш поэзине пуçарса яраканĕ.
8.Шупашкарта çуралнă, Мускаври Пысăк Театрта ташланă паллă балерина.
9.Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ.
10.Чăваш литература классикĕ, «Нарспи» поэма авторĕ.
(Ачасен хуравĕпе экран çине Чăваш Республикинче çуралнă паллă çынсен портречĕсем тухаççĕ)
Кану саманчĕ.
Пĕрре, иккĕ – эпĕ тăратăп,
Виççĕ, тăваттă, - алă çупатăп.
Çиччĕ, саккăр – эпĕ чупатăп,
Тăххăр, вуннă – эпĕ ларатăп.
3 – мĕш страница. Анаграммăсем.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.
Анаграммăсемпе ĕçлени.
Учитель. - Чăваш Республикинче 2 пин ытла юхан шыв юхса выртать. Вĕсен хушшинче пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур. Паллă юхан шыв ячĕсене эпир анаграммăсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.
1. Мăнаçлăн, лăпкăн сарăлса юхатăп,
Эп–Чăвашри чи пысăк юхан шыв
Пĕр сас палли илсен сан урунта пулатăп.
Çăвать-тĕк çумăр - тăхăн, çук-тăк - хыв. (Атăл-атă).
2. П сас палли манра пулсан
Ман патăма çÿрен пулла.
С-па ăна улăштарсан
Юхса кĕретĕп Атăла. (Пĕве-Сĕве).
3. Темех мар-ха курăк маншăн
Хам кăшт çивĕчрех пулсассăн.
Эх, юхатап! Кур та савăн,
Хыçа л хушса хурсассăн (Çава-Çавал).
- Чăваш Республикинче тата мĕнле юхан шыв пур? (Пăла, Кĕтне, Ункă, Энĕш, Сурăм) Учитель.- Пирĕн аттепе аннесем, асаттесепе асаннесем те çак Чăваш Республикинчех çуралса ÿснĕ. Пире юратнă чĕлхе парнеленĕ – чăваш чĕлхи. Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Шкулта тăван чĕлхе –пĕрремĕш предмет. Итлесе пăхар-ха татах ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуланине.(Ачасем сăвă вулаççĕ.)
Çепĕççĕн, сулмаклăн,
Савăккăн, хăватлăн
Янăратăн эсĕ ман тăван чĕлхем.
Тимĕре тататăн,
Чул сăрта вататăн,
Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!
Савнă ялăмра-и,
Шавлă хулара-и
Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.
Учитель. - Чăнах та чăваш чĕлхин йыхравĕ пире яланах пуçтарать. Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе, Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи,
Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи,
Чăваш чĕлхи – пуян чĕлхе.
Таçти çĕре çитсен те эп
Сана нихçан та манас çук,
Темле чĕлхе пĕлсен те эп
Санран нумай юратас çук.
Çитсессĕн те тĕнче хĕрне,
Ишсен те тĕпсĕр тинĕсре
Анне калаçнă чĕлхене.
Эп упрăп хамăн чĕрере.
Тăван чăваш сăмахĕсем - Мерчен те ылтăн пĕрчĕсем! Шăтса вĕри чĕремĕрте, Пучах кăлартăр пур çĕрте. Ăс вучĕпе, чун тарĕпе Шăрçаланса куçа йăпатăр,- Пин-пин этем тухатнă пек Килентĕр, тĕмсĕлтĕр, пăлхантăр.
Халĕ эпир «Атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни» журнал стриницисенпе малалла паллашăпăр.
4 – мĕш страница «Пăтраштарнă сăмахсем».Пăтраштарнă сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем туса çырмалла.
1. Республики, юхан, Атăл, вырнаçнă, Чăваш, хĕрринче, анлă, шывĕ.
2. Пысăк, унăн, мар, территорйĕ.
3. Хула, Чăваш, тăхăр, Республикинче.
4. Пур, сакăр, йышши, поселок, хула.
5. Пĕтĕмпе, яллă, Республикинче, çирĕм пĕр, административлă, Чăваш, район.
6. Хулара, чăвашсем, тĕп, пурăнаççĕ, ытларах.
7. Пурăнаççĕ, аллă пилĕк, наци, республикăра, ытла, çыннисем.
8. Çулта, йĕркеленĕ, Чăваш, 1992, Республикине.
9. Ялав, пур, Конституци, Республикин, герб, Чăваш, гимн.
10. Чĕлхисем, вырăс, патшалăх, тата, чĕлхисем, чăваш.
(Ачасем сăвă вулаççĕ)
3 – мĕш ача.
Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ:
Тăван чĕлхе – телей шевли
Тăван чĕлхе –çĕн алăк уçĕ
Куллен кунах пире валли?
4 – мĕш ача.
Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ:
Тăван чĕлхе – анне сасси
Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ:
Тăван чĕлхе вăл – пуласси
Савар: мухтар чĕлхемĕре
Ăна усрар чыс-хисепре
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ:
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ
5 мĕш ача.
Упрар тăван чĕлхемĕре:
Чун-чĕрери хĕлхемĕре
Унпа эпир ялан çĕнтернĕ:
Çĕршыв ятне çÿле çĕкленĕ.
Учитель. - Халĕ эпир «Атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни» журнал стриницисенпе малалла паллашăпăр.
5 –мĕш страница - «Ребус». Ребуспа ĕçлени.Палăртнă сас паллисем тăрăх Чăваш Республикинчи хуласен ятне вуламалла.
Çĕрпÿ
Етĕрне
Улатăр
Канаш
V.Урокра вĕреннине пĕтĕмлетни. Рефлекси.
- Ачасем, паянхи урокра эпир мĕнле чĕлхе çинчен калаçрăмăр? (Чăваш чĕлхи çинчен)
Учитель. - Çакă çутă тĕнчере пурăнакан çичĕ миллиард çын ик çĕр патшалăхра пурăнать, сахалтан та икĕ пин çурă чĕлхепе калаçать. Вĕсенчен 250-шĕ кăна çырулăхлă. Çав шутра- чĕлхемĕр те. Телейлĕ вăл, пирĕн чăваш чĕлхи, юратнă чĕлхе аттепе анне калаçма вĕрентнĕ чĕлхе. Апла пулсан унăн малашнехи телейне те пирĕн татас марччĕ, ура айне хурса сĕмсĕррĕн таптас марччĕ. Пурăнтăрччĕ вăл çак чăваш çĕрĕ çинче ыр курса, чăваш халăхне савăнтарса атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни.
Учитель. - Ачасем , чи янăравли, чи çепĕççи, чи илемли, чи хăватли, чи ăшши, чи юратни- мĕнле чĕлхе – ши ? ( Чăваш чĕлхи)
- Кам калаçм вĕрентнĕ пире çак чĕлхепе
Вĕренекенсем пурте харăс:
Чĕлхемĕр пулсан – эпир пуян!
Чĕлхемĕр пулсан – эпир патвар!
Чĕлхемĕр пулсан – эпир мăнаç!
Чĕлхемĕр пулсан – эпир хастар!
VI.Киле ĕç пани. „Атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи – чи юратни” темăпа калав çырса килесси.
Хушса пани. Рефлекси таблици
Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни | Ĕçе хаклани |
Урок материалĕ … пулчĕ. | çăмăл / йывăр |
Урок материалне эпĕ … . | ыттисене пулăшма хатĕр пĕтĕмпех ăнлантăм кăштах ăнлантăм пачах ăнланмарăм |
Урок мана … . | килĕшрĕ / килĕшмерĕ |
Урокра эпĕ … ĕçлерĕм. | хастаррăн / сÿрĕккĕн |
Урокра эпĕ … . | ывăнмарăм кăштах ывăнтăм питĕ ывăнтăм |
Урокри хамăн ĕçпе эпĕ … . | кăмăллă / кăмăлсăр |
Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп. | 5 / 4 / 3 / 2 |