СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Экология и литература

Категория: Литература

Нажмите, чтобы узнать подробности

Экологи  темипе хатĕрленĕ вăйă сценарийĕ. 

 Тĕллевсем:

1. Вĕренекенсен литературăпа тата экологипе çыхăннă тавракурăмне  аталантарасси.

2.Литература пурнăç тĕкĕрĕ пулнине ăнлантарасси.

3. Вак жанрсемпе ĕçленĕ май вĕсене пурнăçра вырăнлă усă курма хăнăхтараси.

Просмотр содержимого документа
«Экология и литература»

Экологи темипе хатĕрленĕ вăйă сценарийĕ

Тĕллевсем:

1. Вĕренекенсен литературăпа тата экологипе çыхăннă тавракурăмне аталантарасси.

2.Литература пурнăç тĕкĕрĕ пулнине ăнлантарасси.

3. Вак жанрсемпе ĕçленĕ май вĕсене пурнăçра вырăнлă усă курма хăнăхтараси.

Вăййа хатĕрленесси:

Вăййа икĕ ушкăн хутшăнать. Ачасем ушкăн ячĕсене тупаççĕ. Вăйăра литературăпа тата биологипе хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравламалла. Вăйçăсен хуравне жюри членĕсем хаклаççĕ.

1 тйм „Кам çырнă-ши сăвă йĕркисене?”

Йĕртсе пыракан: Эпĕ сире чăваш çыравçисм çырнă сăвă йĕркисене вуласа паратăп. Кам çырнине пĕлес пулать.

1.Ачаш ача пек Атăл ирхине:

Ăш çил лăпкать, вăл тутлăн анаслать...

Вăран, юлташ! Уç чатăр аркине,

Мал ен сана хавассăн саламлать! (Атăл юрри. М.Ваçлейĕ)

2.Çăлтăрсем сÿнеççĕ

Ерипен,илемлĕн,

Уйăх шурса çитрĕ

Çÿллĕ тÿпере. (Тул çутăлать. И.Ивник)

3. Тăванĕ-тусĕнчен тарса аташнă

Пĕр пĕлĕт килчĕ манăн ял çине,

Юри чĕнтернĕ пек пырса ачашшăн

Тăрать çĕрпе хĕвелĕн хушшинче. (Хĕвеллĕ çумăр. У.Яккăвĕ)





4. Çÿл ту çине эп улăхмассерен

Инçетелле пăхмашкăн юрататăп.

Йĕри –тавра –тÿпе. Пит инçетрен

Шур пĕлĕтсем иртеççĕ татăк-татăк... (Пĕлĕтсем. А Афанасьев)

2 тайм. „Чечек çинчен пĕр- ик сăмах”

Ертсе пыракан: Çĕр çинче чи çепĕççи, чи хитри - чечек. Уявсенче пĕр – пĕрне саламласа чечек çыххисем парнелеççĕ. Ăçтан пулса кайнă-ши чечек ячĕсем? Ушкăнсем валли ĕç.

 1.Çак чечекĕн латинла ячĕ „галактус”, Вăл шуррăн –кăваккăн тĕслĕ. Пĕр легелдăра çапла çырнă: Адампа Евăна райран кăларса ярсан вăйлă юр çума пуçланă. Ева шăнса кайнă. Çĕр çинче ÿкекен темиçе юр пĕрчи самантрах чечек пулса тăнă. Çакăнтан чечек ячĕ çуралнă (Подснежник)

2.Унăн çĕр шывĕ – Перси. Легендă тăрăх ака уйăхĕнче чечекскен турри Флора Хĕвелпе тата асамат кĕперĕн туррипе Иридăпа çĕр çине аннă. Асамат кĕперĕ çинчи сăрăсене вĕсем çĕр çине сапаласа тăкнă. Анчах та çурçĕр енне çитсен сăрăсенчен кĕрен тĕс анчах юлнине асăрханă. Вара вăл нумай шутласа тăмасăр йывăç тĕмĕсем çине кĕрен тĕслĕ чечексем ывăтнă. Вара илемлĕ ......шăтса тухнă. (Сирень)

1.Мĕле çĕр шывра чечек пуххи (букет) хатĕрлессине шутласа тупнă? (Япони)

2. Мĕле чечек Хĕвел палли (символĕ) тата Япони çĕр шывĕн палли (символĕ) шутланать? (Хризантема)

3 тайм. Кам хăвăртрах?

Ертсе пыракан: Ушкăнсене çут çанталăк темипе çыхăннă тупмалли юмахсем паратăп . Хăшĕ хăвăртрах хуравлĕ.

1-мĕш ушкăна валли

Çут тĕнчере мĕн мăнтăр?(Çĕр)

Атăл урлă пурçăн тилхепе картăм (Асамат кĕперĕ)

Пурте ăна юратаççĕ, куçран пăхма вăтанаççĕ. (Хĕвел)

Çулла симĕс – хĕлле çара. (Вăрман)

Симĕс арчара хĕрлĕ тавар (Арбуз)

Çĕр ăшăнчен шлепке тăхăнса тухать (Кăмпа)

Хăрах ураллă пиччен пин саплăк(Купăста)

Çытмасть, чĕпĕтмест, макăртать (Сухан)

Хăй шалта, çÿçĕ тулта (Кишĕр)

Тимĕрĕ тулта, çимĕçĕ шалта (Мăйăр)

2-мĕш ушкăна валли

Пĕр çăмхана пин йĕп чикнĕ (Чĕрĕп)

Ăстаçă мар, çĕвĕçĕ мар –аллинче хачă (Рак).

Мана пурте кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ. (Çумăр)

Хĕлле çыврать, çулла ташлать (Юхан шыв).

Улпут майрин ылтăн çÿç (Хĕвелçаврăнăш)

Шыва кĕрсен те типĕ çÿрет(Хур кăвакал)

Сăхманĕ кĕске, хăй вăрăм (Тăрна)

Пĕр салтакăн пин алă, пин ура (Йывăç)

Ÿплере вĕтĕ халăх вĕркет(Кăткă)

Тулта хуралçă, пÿртре улпут(Йытă)



4. тайм. „Эпĕ –сана,эсĕ мана”. Ушкăнсем пĕр – пĕрне ыйтусем параççĕ.

5. тайм „Ăста ÿнерçĕ” Ертсе пыракан сăвă вуланă май ушкăнсем ÿкерчĕк тăваççĕ.

Хĕл илемĕ (И. Тукташ)

Вăш – вăш, вăш – вăш ай çил вĕрет,

Каш – каш, каш – каш вăрман кашлать.

Шур сухаллă Хĕл Мучийĕ

Питрен – куçран ай хыпашлать.

Ух! Шеремет.

Çил ачисем сиккипеле

Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ,

Мĕнпур хăрăк туратсене

Турта – турта хуçкалаççĕ.

Шарт! Тутараççĕ.

Армак – чармак ват юманĕ

Шухă çилпе ай тавлашать,

Чĕрик – чĕрик чĕриклетсе

Аллисемпе сулкалашать.

Ух! Тăрмашать.

Ешĕл тумтирлĕ чăрăшĕ

Вăш – вăш çилпе авкаланать,

Шап – шур пĕркенчĕк юр çине

Кĕмĕл укçа ай сапалать.

Их! Сапалать.

Тулли уйăх пĕлĕт çине

Хуллен – хуллен шуса тухать,

Лăпкă-лăпкă ялсем çине

Ылтăн – кĕмĕл пĕрчи тăкать.

Эх! Тăкать.

6. тайм „Ай, юрлар-и юррине”. Йывăç-курăк, чĕр чун ячĕсем тĕл пулакан чăваш юррисене аса илмелле.(Юрăсен пĕрер куплетне ушкăнсене валеçсе парсан тата лайăхрах пулать)

1.Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн та

Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн

Кăштах çилĕ вĕрнипе те

Кăштах çилĕ вĕрнипе.

2.Уй варринче лаштра юман,

Атте тесе , ай, кайрăм та,

„Килех, ывлăм”, -ай, темерĕ:

Чун хурланчĕ – макăртăм та...

3. Уçланкăри палан

Шап-шурă çурăлсан

Эпир сăмах татсаччĕ сан палан.

Ан ман, савни ,ан ман

Халь хĕп – хĕрлех палан

Пире кĕтсе упрать вăл çырлине.

4.Ах, аттеçĕм, нумай пурăн

Эс пире савăнтарса.

Эс ÿстернĕ шурă хурăн

Ялан лартăр кашласа.

Сан садра çитĕнеççĕ

Эс ÿстернĕ йывăçсем

Пÿртÿнте чупса çÿреççĕ

Чун юратнă мăнуксем.

Ертсе пыракан: Маттур, ачасем, питĕ аван ĕçлерĕр. Халĕ вара жюри членĕсене сăмах паратпăр.






















Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!