СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Интервью: «Пушкартстанăн чаплă ҫынни- писатель В.С. Музыкантов»

Категория: Внеурочка

Нажмите, чтобы узнать подробности

Интервью с писателем В.С.Музыкантовым.Писатель,музыкант.

Просмотр содержимого документа
«Интервью: «Пушкартстанăн чаплă ҫынни- писатель В.С. Музыкантов»»

Пелепей районĕнчи муниципаллă районĕн вĕрентÿ управленийĕ Муниципаллă бюджетлă вăтам пĕлÿ паракан учреждени

Пелепей хулинчи 15- мĕш шкул









Интервью теми:

«Пушкартстанăн чаплă ҫынни-

писатель В.С. Музыкантов»









Çыраканĕ: 15-мĕш вăтам шкулта 7 г класра вĕрекенĕ

Трофима Наталья Леонидовна

Ертсе пыраканĕ: 15-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи

вĕрентекенĕ Михайлова Ирина Ильинична





Пелепей

Пушкăртстан - пирĕн тăван килĕмĕр. Кунта нумай нациллĕ халăх, тĕрлĕ-тĕрлĕ культурăсем пĕрле юлташлăн пурăнаҫҫĕ. Вĕсен хушшинче чăвашсем тăваттăмĕш вырăн йышăнаҫҫĕ. Халĕ эпĕ Пушкăртри чаплă ҫынпа тĕл пулса интервью илесшĕн.

Ку вара Василий Семенович Музыкантов-Семенов- писатель. Вăл Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнче кун кунлать.


-Калăр-ха, тархасшăн, эсир ăҫта, хăҫан ҫуралнă, Василий Семенович?

-Эпĕ 1938 ҫулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанри Шаран районĕнчи Ново-Петровка ятлă чăваш ялĕнче ҫуралнă.

-Мĕнле пĕлÿ илнĕ?

-Вăтам шкул пĕтернĕ, Ĕпхÿре музыка пĕлĕвĕ илнĕ.

-Вара эсир ăҫта ĕҫленĕ?

-Малтан Шаранти Культура ҫуртĕнче баянист пулса тăрăшнă, ача-сачĕсемпе шкулсенче, Благовещенскри музыка шкулĕпе педучилищĕре ачасене музыка парас енĕпе воспитани парассипе ĕҫленĕ.

-Хăш ҫул эсир ҫырса пичетленме пуҫланă?

-1970 ҫултанпа чылай хаҫат-журналсенче ман статьясем, очерксем, илемлĕ

литература хайлавĕсем тата коллективла сборниксенче сăвăсем пичетленнĕ.

- Чи малтан сирĕн мĕнле кĕнеке тухнă?

-«Савели ăраскалĕ» - манăн пĕрремĕш кĕнеке. Унта тĕрлĕ темăпа ҫырнă

сăвăсемпе калавсем калапланă. Унтан малтан пĕчĕк кĕнеке (буклет) «Телей»

ятпа кун ҫути курать.

-«Шуратăл» литпĕрлешÿ членĕсем хушшинче сăвăсемпе калавсем, пысăк мар поэмăсе ҫыракансем чылайăн. Анчах пысăкрах калăплă произведени хайлакансенче эсир пĕри. Мĕнле повеҫсемпе романсем ҫырнă эсир?

-Халĕ Пушкăртстанри чăваш ялĕсемпе шкулĕсен библиотекисенче ҫак кĕнекесене курма пулать: «Манăҫми каҫсем», «Инҫетри шуҫăм ҫути», «Туртăм», «Капли росы. Сывлăм тумламĕсем».

-Калăр-ха, тархасшăн, «Манăҫми каҫсем» романра сăмах Атăл тăрăхĕнчи выҫлăхран Кăнтăр Уралти Пушкартстана ҫăлăнăҫ шыраса килнĕ темиҫе чăваш пурнăҫĕ - шăпи ҫинчен пырать.Ун ҫинчен эсир ăҫтан лайăх пĕлетĕр?

-Ку вара эпĕ пурнăҫа лайăх пĕлнинчен, ăна сăнанинчен, курни-туйнинчен чи кирлине суйласа илнинчен килет пуль тетĕп.

-Сирĕн пултарулăха курса Чăваш Республикин профессиллĕ писателĕсен Союзĕн членĕ тăваҫҫĕ, Раҫҫейри писательсен Союзне йышăнаҫҫĕ. Тавтапуҫ, Василий Семёнович, чăтăмлăхшăн, пысăк шухăшлă хайлавсем ҫырнăшăн. Ырлăх та сывлăх, вăй-хăват та хастарлăх, чун хĕртĕвĕ сĕнетпĕр Сире, Василий Семенович!

Паянхи калаҫăва Раиса Сарпи сĕневĕпе вĕҫлес килет:

«Парнелер ăна хут-кăранташ,

Эпопея ҫырма шак парар!

Чĕрине хĕвел- парăс карар!

Çеменсен Çемен ывлĕ Ваҫли

Паян кун шур сухал. Шур пуҫли!

Пуҫ таяр ҫитмĕлти яш чуна,

Тепĕр ҫитмĕл ҫул хал сунар!»