СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

"Контрольная работа по литературе на родном (чувашском) языке ( 9 класс)

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тестовые задания по литературе на родном (чувашском) языке

Просмотр содержимого документа
«"Контрольная работа по литературе на родном (чувашском) языке ( 9 класс)»

  1. Прочитай и расскажи о чем идет речь. Подготовь сообщение про автора данного произведения.



Спиридон Михайлов-Янтуш

(1821 - 1861)

Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш — чăвашран тухнă чи

пирвайхи çыравçă, фольклорист, этнограф тата историк. Вăл

Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. Ашшĕ ăна Чикме хулине

Михеев сутăç патне вĕренмешкĕн янă. Унта вăл чиркÿ азбукине

тата тĕн кĕнекине вулама хăнăхнă, хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхса

пынă. Вырăс тата чăваш халăх историйĕпе интересленнĕ. Вăл

тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче, Чикмери

земство сучĕн куçаруçинче ĕçленĕ. Ытларах этнографи, истори,

географи тата статистика тĕлĕшĕнчен статьясемпе заметкăсем

çырнă, калав жанрĕнче ĕçленĕ. С. М. Михайлов чăваш калавĕн

жанрне пуçарса яраканĕсенчен пĕри.

Наукăпа тĕпчев, литературăпа публисцистикăри ĕçсемшĕн Раççейри географи

пĕрлешĕвĕн кĕмĕл медальне илме тивĕçлĕ пулнă.

Çыравçăн паллăрах ĕçĕсем: «Чăваш кĕвви-çемми çинчен» (О чувашской музыке),

«Чăваш туйĕсем» (Чувашские свадьбы) очеркĕсем, «Чее кушак» (Хитрая кошка) калавĕ,

«Чăваш юррисемпе каларăшсем» (Чувашские песни, пословицы, приметы) кĕнеки.


ХУТЛА ВĔРЕНЕС КИЛЕТ

«Хам çинчен» очерк сыпăкě

Эпě пилěк çултаччě. Манăн питě хутла вěренес килетчě. Хам пěр сас

палли те палламан. Çапах та кěнекесене уçкаласа ларма кăмăллаттăм. Вăл

кěнекесем маншăн питě асамлăччě.

Хутла вěренес килнипе эпě хÿмесем çине тěрлě эрешсем ÿкерме

юрататтăм. Пěррехинче ун пек аппаланнăшăн атте мана хытă ятланăччě.

Анчах манăн хутла вěренес кăмăлăм ÿснěçемěн ÿссе пычě.

— Хутла вěренес килет! Хутла вěрент-ха, — тесе хытă макăраттăм.

Анчах атте мана пулăшма пултарайман çав. Ман вăхăтра чăвашсем

хушшинче хутла вěреннě çынсем питě сахалччě. Пуррисене те салтака тыта-

тыта янă.Пěррехинче атте Чикме хулине Михеев купса патне кайма пуçтарăнчě.

Хăйпе пěрле мана та илме пулчě. «Ну халě хутла вěренетěпех», — шутлатăп

эпě.

Словарь ěçě

_______________________________________________________________________________________________________________________________

хутла вěрен — обучаться к

грамоте

сас палли палла — знать буквы

уçкаласа лар — перелистывать

асамлă — волшебный (-ая, -ое, -

ые)

аппалан — заниматься

ятла — ругать

Чикме хули — город Козьмодемьянск

салтака тыта-тыта янă — отправляли в

солдаты

Хайлавсен авторěсене палăртăр.

1. «Арçури» поэма

2. «Чăваш халăхне панă халал»

халал

3. «Сěтел хушшинче» очерк

4. «Хам çинчен» очерк

5. «Ылтăн çěр» калав

a) Спиридон Михайлов-

Янтуш

ă) Михаил Федоров

б) Геннадий Волков

в) Иван Яковлев

г) Никифор Охотников


3. Хăш сăввине П. Хусанкай çырнă?

а) «Çÿпĕ»

ă) «Тезаврус лингве чувашорум»

б) «Çăкăр»

в) «Сас паракан пулмарě»


4. Панă йěркесене вуласа тухăр, хайлав жанрне палăртăр. Прочитайте и определитежанр произведения.

Ним хускалмасăр выртакан Çÿппе

Тем тивĕçпе

Çил килнĕ те çĕкленĕ çÿлелле —

Кăвак тÿпенелле.

Вун метр çĕкленсен каланă

Çÿпĕ каçăртса пуçне:

— Çич тÿпере халь эп!

Ман алăра — мĕнпур тĕнче!

Вариантсем: а) гимн; ă) сăвă;стихотворение б) юптару;басня выляну (драма).


5. Çак йěркен авторě кам?

1) Çемйěре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракě, патшалăх чаракě.

Çемье пурнăçě тěлěшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхě ялан хытă

тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенěн лăпкă пурнăçě

пире пурнăç хыттинчен хÿтěлесе тăрать.


Варианты ответов: И.Я. Яковлев, А.С. Пушкин, П.Хусанкай