СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Л. Сарине "Кукамай"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Просмотр содержимого документа
«Л. Сарине "Кукамай"»

Предмет: Чăваш литератури

Урок теми: Лидия Сарине ,“Кукамай” калавĕ.

Вĕренекенĕсем: 6 класс

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

Урок тĕллевĕсем:

Пĕлÿ тĕллевĕ: Лидия Сарине ,“Кукамай” хайлавĕн содержанине, тĕп шухăшне уçса парасси, пурнăçĕпе паллаштарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: ,“Кукамай” хайлаври ĕçсене, хайлаври герой йăнăшсене курса харпăр хăй ăнланма вĕрентесси, харпăр хăй шухăшсене уççăн ыйтма, ăнланма пулăшасси.

Илемлĕх тĕллевĕ: Ватă çынсене хисеплеме, çыннăн ырă енĕсене сăлтавласа ăнлантарасси, хамăр тунă йăнăшсемшĕн каçару ыйтма, ăнланма пулăшасси.

Пулмалли результачĕсем:

-Харкамлăх результачĕсем: текста тишкернĕ май аталанса пынă пĕчĕк çитенÿсене хаклама пултарни; ваттисене хисеплесси.

-Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем: харпăр хăйĕн шухăшне калаçăва хутшăнакансен шухăшĕпе танлаштарни; ушкăнпа тунă йышăнăва хаклани.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

-учитель сăмахĕ

-калаçу

-ыйту-хурав

-ыйтусене туллин хуравлани

-кластер туни

-синквейн çырни

Пуплеве аталантарасси:

-панă ыйтăва туллин хуравлама

-харпăр хăй шухăшне калама

-уйрăмшарăн калаçма хăнăхтарасси

Урокра кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, интернет, смайлики.

Словарь ĕçĕ: Чыс – честь; тивĕç – долг, обязанность; сăпайлăх – скромность, вежливость, воспитанность; сипетлĕх – благородство, порядочность; кăмăл – характер; çынлăх – человечность; йăнăш – ошибка; каçару – извинение; намăс – совесть, стыд, чувство стыда; инкек – беда, несчастье; хуйхă – горе, беда.

Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелесси:

- Ырă кун пултăр сире, ачасем! Урок пуçлăпăр.

II. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси:

- Ачасем, эпир паян сирĕнпе Лидия Саринен ,,Кукамай” хайлавĕн содержанине, тĕп шухăшне уçса парăпăр, ,,Кукамай” хайлаври ĕçсене, сăнарсене тишкерсе хак парăпăр, шухăша çыхăнуллă йĕркелесе калама пĕлнине кăтартса памалла сирĕн паян. Çавăнпа пĕрлех ватă çынсене хисеплеме, хамăр тунă йăнăшсемшĕн вăхăтра каçару ыйтма, вĕсемшĕн явап тытма кирлине ăнланса илмелле. Ырă кăмăллă çын кирек кампа та пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе пурăнать. Пурнăçра пирвайхи суя сăмахран уйрăмах асăрхануллă пулни те кирлĕ. Çын хăйне халăх хушшинче тытма пĕлни çынсемпе яланах ырă кăмăллă пулни этеме илем кÿрет. Шăп çавăн пек пулăм çинчен каласа парать Лидия Сарине.

III. Тема тăрăх ĕçлесси:

1. Словарь ĕçĕ:

- Ачасем, хайлава вуласа тухнă май сире çакăн пек сăмахсем тĕл пулчĕç. Атьăр-ха вĕсен пĕлтерĕшĕсене пăхса тухар. Тÿрех тетрадь çине çырса пырса хурăпăр. https://wordwall.net/ru/resource/54811238

Чыс – честь. Тивĕç – долг, обязанность. Сăпайлăх – скромность, вежливость, воспитанность. Сипетлĕх – благородство, порядочность. Кăмăл – характер. Çынлăх – человечность. Йăнăш – ошибка. Каçару – извинение. Намăс – совесть, стыд, чувство стыда. Инкек – беда, несчастье.

Хуйхă – горе, беда.

2. Викторина «Игровое шоу» , «Хайлав содержанине астăватăр-и?”:

https://wordwall.net/ru/resource/54809242

-Малалла эсир хайлав содержанине мĕнле астуса юлнине тĕрĕслĕпĕр?Эпĕ сире ыйтăвĕсене вуласа парăп, сирĕн хăвăртрах алă çĕклемелле те хуравламалла. Кам маларах тата тĕрĕсрех.

1.Толя мĕн ятлă яла шкула çÿренĕ? (Метикасси).

2.Толя кукамăшĕ патĕнче вăрттăн çисе янă çимĕç ячĕ. (Шушкă).

3.Тольăран кам ĕлĕкхи кивĕ укçа çук-и тесе ыйтать? (Елисюркки).

4.Толя çухатнă çĕçĕ камăн пулнă? (Кукашшĕн).

5.Çĕçĕ çухалнине сиссен Толя кам патне чупса каять? (Масмаюркки).

6.Анатолий Михайловича кукамăшĕ мĕнле çимĕçпе сăйлать? (Шăрттан).

7.Анатолий Михайлович кукамăшĕ патне Çĕпĕртен мĕнпе килет? (Пуйăс).

-Хайлаври тĕп сăнар.

-Мĕншĕн Анатолий Михайлович чĕрине темле йывăр туйăм пусса тăрать.

( Анатолий Михайлович ялтан çыру илнĕ. Çав çырăва вуланăранпах унăн ăш вăркать.

Ăна кукамăшĕ йăлтах ватăлса çитни çинчен çырса пĕлтернĕ. Çапла çырнă çырура ,,Вилсе кайиччен килсе кур кукамуна, Толя!” – тенĕ. Ачалăх кунĕсене Анатолий Михайлович ытларах ун патĕнче ирттернĕ. Кукамăшĕ çинчен шухăшланă май паян вĕçсĕр ун умĕнче айăпа кĕнисем тухса тăраççĕ.)

-Мĕнле айăпа кĕнĕ-ха Толя кукамăшĕ умĕнче. Атьăр-ха унăн ача чухнехи айăпĕсене каласа тухар.

(Виçĕ ача Тольăн айăпĕсем çинчен текста çывăх каласа параççĕ.)

-Аса илĕр-ха, ачасем,çак айăпсене тунă хыççăн ача хăйне мĕнле тытнине. (79,80,81)

-Мĕншĕн канăç памаççĕ-ха Анатолий Михайловича ача чухне тунă çак йăнăшсем.

(Мĕншĕн тесен вăл çак йăнăшсемшĕн кукамăшĕнчен каçару ыйтман.

-Апла пулсан Анатолий Михайлович мĕншĕн тăван ялне васкать-ши? Текстри йĕркесемпе усă курса хуравлăр.

(Анатолий Михайлович хăй çинчен утияла сирсе ячĕ.Унăн çак самантра халех-халех аякра-аякра пурăнакан кукамăшĕ патне çитсе ÿкесси ун умне ларса каçару ыйтасси килсе кайрĕ. Эх, чунне уçса калаçаччĕ вăл халь унпа, ăшĕнче мĕн пуррине йăлтах ним юлмиччен кăларса тăкĕччĕ.)


-Тольăпа Анатолий Михайлович çинчен нумай калаçрăмăр. Атьăр-ха вĕсен кăмăлĕн паллăрах енĕсене палăртса тухар та танлаштарар. Мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем пур вĕсем хушшинче?

3.Танлаштаруллă характеристика тăвасси:

https://wordwall.net/ru/resource/54811986

Толя

  • шкулта аван ĕлкĕрсе пырать

  • тутлă çиме юратать

  • чăтăмсăр

  • тирпейсĕртерех

  • хăй айăпне туять

  • аванмарланма, кулянма пĕлет

  • ырă кăмăллă

  • кукамăшне юратать


Анатолий Михайлович

  • ĕçчен

  • çирĕп чунлă

  • кукамăшне питĕ юратать, уншăн пăшăрханать, ăна валли парнесем илсе килнĕ

  • куçран пăхса каçару ыйтать.


-Ачасем, Толя чĕринчи йывăр çĕклем хăçан çăмăлланать-ха?

Кану саманчĕ. «Урай тата мачча» халь выльăпăр.

-Мачча тесен тăратпăр, урай тесен пĕшкенсе ларатпăр.

4. Кукамăшĕн сăнарне тишкерсе кластер тăвасси

-Кукамăшĕн сăнарне эсир мĕнле куратăр. Унăн кăмăл-туйăмне палăртакан йĕркесене текстра тупса вулăр.

Ĕçчен: ,,Кукамăшĕ колхоз ĕçне кайнă пулас та, таврăнайман-ха.”; ,,Сĕтел çинче пĕр чашăк пĕçернĕ çĕр улми, тепĕр чашăк йÿçĕтнĕ купăста ларать.”; кукамăшĕн турăх та пур; Ватă пулин те мăнукне Анатолий Михайловича кĕтсе сăрине те, шăрттанне те туса хунă, ÿркенсе тăман.

Вăр-вар та йăрă: ,,Ах, чăннипех те питĕ пĕтсе кайнă иккен кукамăшĕ, ĕнтĕ пĕрре те ĕлĕкхи пек вăр-вар та йăрă карчăк мар...”

Мăнукне юратать: ,,Толя сурчăкне çăта-çăта пĕр самант шушкă çыххи çинчен куçне илмесĕр пăхса тăчĕ. Ахăртнех, çывхарса килекен Мăнкун валли илсе çакнă пуль ăна кукамăшĕ. Мăнкун çитсен, паллах, хăйнех çитерет-ха вăл ăна – Тольăна юратать кукамăшĕ.”; хăйне юратнине туйсах ĕнтĕ Толя кун каçиччен мĕн курни-илтнине чи малтан кукамăшне каласа парать; ,,Епле тасалса кайнă эсĕ, мăнукăм,”-хыткан аллипе ача чухнехилле пуçран савса илчĕ мăнукне кукамăшĕ.”

Йăваш та ырă кăмăллă: ,,Чылай вăхăт иртсен тин кĕчĕ Толя кукамăшĕ патне. Вăл хăйне хăтăрса тăкасса вăрçасса кĕтрĕ, кукамăшĕ вара Тольăна пĕр сивĕ сăмах та каламарĕ, хăтăрса та тăкмарĕ.”; ,,Кукамăшĕ каялла пушă чашăкпах таврăнчĕ. Нимĕн те чĕнмерĕ, калаçмарĕ. Пÿртре пĕр вăхăт шăп пулчĕ. Толя кукамăшĕ сиввĕн пăхса кăшкăрса тăкасса кĕтрĕ, анчах лешĕ ним пулман пекех сĕтел хушшинче кĕрсе ларчĕ те вĕри çĕр улмине чашăкран илсе аллинчен аллине куçарса çиме тытăнчĕ.

- Çĕр улмине турăхпа çисен аван пулатчĕ те, юрĕ ĕнтĕ, тепĕр чухне те çийĕпĕр турăхне,- терĕ яланхи лăпкă сассипе.

Ача-пăча чухне камăн пулмасть, уншăн мĕн калаçмалли,- аллине сулчĕ кукамăшĕ.”

Тарават: Тольăна ялан юратса пăхать тутлă çитерме тăрăшать, ăна валли чи тутлă çимĕçсене хатĕрлесе хурать. ,,Чăлантан кăкшăмпа сăра ăсса тухрĕ, Толя ятне усранă шăрттанне сĕтел çине хучĕ.”

Чее, тавçăруллă: ,,Чăланта пăтара çакăнса тăракан шушкă çыххи чипер çакăнса тăнă çĕртех таçта кайса кĕчĕ, кам çисе ячĕ-ши çавна,... (79-мĕш стр.)

Турăх чĕресне таçтан темле майпа çумăр шывĕ тумласа тулнă. Анчах хальхаççăн çумăрĕ те çуманччĕ-çке,- вăл каллех Толя çине куç хĕррипе вăрттăн пăхса илчĕ.”

Ăслă: ,,Э-э, ялан вăрçнипе юрамасть çав вăл пурнăçра. Тепĕр чухне вăрçнинчен вăрçманни усăллăрах килет.”

Хăй çуралса ÿснĕ вырăна чун-чĕререн юратать: ,,Эпĕ ĕнтĕ ĕмĕр çакăнта, тăван килте, ирттернĕ, вилме те çакăнтах вилмелле пулĕ. Çуралнă çĕр-шывран ăçта пăрахса тухса кайăн ĕнтĕ халь тин.”



5. Каçару ыйтмалли сăмахсемпе паллашасси

-Эсир çак айăпсемшĕн аçу-аннÿрен, аслисенчен, юлташсенчен каçару ыйтнă-и-ха? Мĕнлерех ыйтнă? Вĕсенчен каçару мĕнлерех ыйтнă пулăттăр?

Каçару ыйтмалли сăмахсем

  • Каçар мана тархасшăн...

  • Ÿкĕнетĕп...

  • Мана хытах ан кÿренсем...

  • Чĕререн каçару ыйтатăп...

  • Тархасшăн мана ан айăплăр...

  • Эп сирĕн умăрта айăплă, мĕншĕн тесен...

  • Сирĕнтен каçару ыйтма ирĕк парсамăр...

  • Эпĕ хам сăмахсемшĕн каçару ыйтатăп...


-Ачасем, хайлава автор мĕншĕн ,,Кукамай” тесе ят панă-ши? Эсир ăна урăхла ят пама пултаратăр-и?

-Сирĕн те хăвăр хисеплекен, юратакан ватă çынсем пурах ĕнтĕ. Атьăр-ха вĕсем çинчен те калаçар.

-Хăвăр хисеплекен ватă çын çинчен çак йĕркепе каласа парăр.

а)хушамачĕ, ячĕ, хăçан çуралнă

б)сăн-сăпачĕ

в)ĕçĕ-хĕлĕ

г)кăмăлĕ

д)шухăшĕ

е)тыткаларăшĕ

(Ачасем хăйсен кукамăшĕсем, асламăшĕсем çинчен кĕскен каласа параççĕ.)

,,Куçĕ умĕнчен кукамăшĕн сăнарĕ самантлăха та кайма пĕлмерĕ Тольăн.” Мĕншĕн çавăн пек шухăшланине палăртма синквейн тăвăпăр:

1)кукамай

2) ырă, ăслă, хаклă.

3)юратать, хăналать, вĕрентет.

4)Кукамай пире ăс парать.

5)чун ăшши, юрату.

IV. Урока пĕтĕмлетесси. Ачасен пĕлĕвне, шухăшлавне, ĕçне, хастарлăхне палăртасси.

-Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

- Кама килĕшрĕ паянхи урок култарăшлă смайлик кăтартăр, кама килĕшмерĕ тунсăхлă смайлик кăтартăр.

-Пурнăçра тунă йăнăшсемшĕн вăхăтра каçару ыйтма тăрăшмалла. Кашнин ăшă кăмăллă, чыслă-сумлă пуласчĕ. Çынлăха çухатас марччĕ.

V. Киле ĕç.

Кукамай е асанне çинчен пĕчĕк калав çырасси.