СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Урок на тему «Г.Н. Волков. Ăслă ача»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок литературного чтения на чувашском языке по произведению Г.Н.Волкова. 

Просмотр содержимого документа
«Урок на тему «Г.Н. Волков. Ăслă ача»»

«Г.Н. Волков. Ăслă ача» темăпа хатĕрленĕ урокăн методика разработки

С.Г. Прокопьева, Шупашкар районĕнчи

Иккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта

пуçламăш классене вĕрентекен





Урок тĕллевĕ: ашшĕ-амăшне, ватта юратма, хисеплеме вĕрентесси.

Урок задачисем:

1. Г.Н. Волков биографийĕпе паллаштарасси.

2. Г.Н. Волков çырнă «Ăслă ача» хайлавпа паллаштарасси.

3. «Ăслă ача» хайлава тĕрĕс, палăртуллă вулама хăнăхтарасси.

Кĕтекен результатсем:

1. Чăваш чĕлхи пуянлăхне туйма, чĕлхене хисеплеме вĕренсе пыни.

2. Харпăр-хăй, юлташĕсен ĕçне хак пама вĕренсе пыни.

3. Ачасен вулав пултарулăхĕ çирĕпленни.

4. Вĕренÿ задачисем лартма вĕренсе пыни.

5. Героя, унăн хăтланăвне хак пама пĕлни.

6. Хайлавăн тĕп шухăшне палăртни.

Урокра усă курма кирлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем:

1. Презентаци.

2. А.Р. Кульева, Э.В. Анатольева, И.А. Федорова хатĕрленĕ «Асамат кĕперĕ. 3 класс» хушма вулав кĕнеки.









Урок юхăмĕ

1. Класа урока хатĕрлени.

Вĕрентекен. Пурне те ырă кун сунатăп. Шăппăн парта хушшине кĕрсе ларăпăр. Урокра пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатăп. Вулав урокне юрăпа пуçлăпăр.(1-мĕш слайд.)

«Урокра» юрă (сăвви Юрий Петровăн, кĕвви Анатолий Никитинăн) янăрать. (Ачасем учительпе пĕрле юрлаççĕ.)

Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.

Ак кĕрет учитель савăк сăнпалан.

Кăмăллă вăл питĕ пирĕнпе ялан.

Урокра тупатпăр хамăр ăс-тăна.

Вĕренсе пыратпăр пиллĕкпе кăна.

2. Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

Вĕрентекен. Ачасем, киле панă ĕçе аса илер-ха. (Ачасен хуравĕсем: килте пирĕн «Манăн çемье» проект хатĕрлемелле пулнă.)

Вĕрентекен. Сирĕн ĕçсемпе паллашăпăр. (Ачасем тухса калаçни.)

Вĕрентекен. Мĕнле хак пама пулать проектсене? (Ачасен хуравĕсем.) Питĕ аван. Çемье сирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăннине ăнлантăмăр.

3. Урок темине, задачисене палăртни.

Вĕрентекен. Çемье-мĕн пур пуçламăшĕн пуçламăшĕ. Çемьере эпир пĕр-пĕрне юратма, ăнланма, каçарма, аслисене тата ватта хисеплеме, пулăшма вĕренетпĕр. Шел пулин те, çемьере йывăрлăхсем те сиксе тухма пултараççĕ. Çак йывăрлăхсенчен тĕрлĕ çемье тĕрлĕрен тухать. Паян эпир сирĕнпе пĕр çемьере пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен вулăпăр. Ку пăтăрмах çинчен«Ăслă ача» хайлавра çырса кăтартнă. Хайлав авторĕ-Г.Н. Волков. Урок темине палăртăпăр (Ачасен хуравĕсем.) (2-мĕш слайд. Урок теми: Г.Н. Волков. Ăслă ача)

Вĕрентекен. Хамăр ума тĕллев лартăпăр та ĕçе тытăнăпăр. Урокра мĕнле ĕçсем тăвăпăр-ши? (Ачасен хуравĕсем.)

Вĕрентекен. Урокра Г.Н. Волков биографийĕпе паллашăпăр, вăл çырнă «Ăслă ача» хай- лава вулăпăр.( 3-мĕш слайд.

1. Г.Н. Волков биографийĕпе паллашасси.

2. Г.Н. Волков çырнă «Ăслă ача» хайлавпа паллашасси.

3. «Ăслă ача» хайлава тĕрĕс, палăртуллă вулама хăнăхасси.)

4. Автор биографийĕпе паллашни.

Вĕрентекен. Кам-ха вăл Г.Н. Волков ? Эсир мĕн пĕлетĕр ку çыравçă çинчен?(Ачасен ху- равĕсем.)(4-мĕш слайд.)

Геннадий Никандрович Волков (Хуначи Кашкăр)-чăваш халăхĕн тĕнчипе паллă ывăлĕ, педагогика наукисен докторĕ, профессор, академик, çыравçă. Вăл 1927-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнă. 2010-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Г.Н. Волков ачасем валли вуншар калав ҫырнӑ, кӗнекесем пичетленӗ. Чăваш литературинче Геннадий Волков ăса вĕрентекен хайлавсем çырса палăрнă.

5. Г.Н. Волков çырнă «Ăслă ача» хайлавпа паллашасси.

Вĕрентекен. Итлесе пăхар-ха Геннадий Никандрович Волков ҫырнӑ «Ăслă ача» хайлава. Автор ку хайлавпа вулакана мӗн каласшӑн пулнӑ? (Хайлавăн тӗп шухăшӗ мӗнле?) Ку ыйту ҫине урок вӗҫӗнче хурав парăпăр.(Вĕрентекен «Ăслă ача» хайлава вулать.)

6. Словарь ĕçĕ.

Вĕрентекен. Килĕшрĕ-и сире хайлав? Хайлаври сăмахсене пурне те ăнланмалла-и? (Класри ачасем сăмахсене ăнланмаççĕ пулсан словарь ĕçĕ туса ирттермелле: вуланă предложенисене вырăсла куçарса е ăнланман сăмахсене ăнлантарса).

7. Физкультминутка. Вĕрентекен. Кăшт канса илĕпĕр.( 5-мĕш слайд.)

(Ачасем сăвă сăмахĕсене калаççĕ, хусканусем тăваççĕ.)

Ачасем. Кам пурăнать хваттерте?

Пĕрре,иккĕ, виççĕ,тăваттă.

Кам пурăнать хваттерте?

Пиллĕк,улттă тата çиччĕ.

Савнă аттепе анне,

асаттепе асанне,

пиччепеле йăмăк, эпĕ –

Пирĕн туслă çемье.

8. Текстпа ĕçлени.

Вĕрентекен. Ачасем, «Ăслă ача» хайлавра мĕн çинчен çырса кăтартнă? (Ачасен хуравĕ- сем: ку хайлавра пĕр çемьере пулса иртнĕ ĕç çинчен çырса кăтартнă.)

Вĕрентекен. Çак ĕҫ мĕнле йĕркепе пулса иртет? Текста абзацсем çине уйăрса вулăпăр, кашни абзаца ят парăпăр, ĕҫ мĕнле йĕркепе пулса иртнине палăртăпăр.(Вĕрентекен ертсе пынипе ачасем калаври ĕҫ йĕркине палăртаççĕ:1)ватă çын ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнни; 2)ватă çынна ывăлĕпе мăнукĕ çунашкапа çырмана лартса кайни; 3)ывăлĕ ватă çынна çыр- мана тĕксе яни ; 4)ача çунашкана çырмаран илсе хăпартни; 5)ашшĕпе ывăлĕ хушшинчи калаçу; 5)ача сăмахĕсем ашшĕне шухăшлаттарни; 6)ватă çын пурнăçĕ лайăхланни.) (6-мĕш слайд.)
Вĕрентекен. Çак çемье çинчен эсир мĕн калама пултаратăр? (Ачасен хуравĕсем.)

Вĕрентекен. «Ăслă ача» хайлавра ачан ашшĕпе амăшĕ питĕ пысăк йăнăш тунă. Йăнăш кăна та мар, хăрушă ĕç пулса тухма пултарнă. Ачи юнашар пулни кăна çак инкекрен хă- тарнă.

Урок пуçламăшĕнчи ыйту çине хурав пама та вăхăт: автор ку хайлавпа вулакана мӗн каласшӑн пулнӑ? Хайлавăн тӗп шухăшне калăр, калаври хăш йĕркесем тӗп шухăша па- лăртаҫҫĕ.(Ачасен хуравĕсем: ватта сума сăвакан-хăй те ырă куракан, ватта хурлăх тăвакан- хăй те хурлăх куракан).

Вĕрентекен. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен мĕн пур лайăх енне ачисене халаллаҫҫĕ, ăс-тăн параҫҫĕ,тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Ачисем вĕсенчен вĕренсе пыраççĕ, вĕсене тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Ватта хисеплеме те ачасем ашшĕпе амăшĕнченех вĕренеççĕ. Çак ачасем ÿссе çитсен ватăлнă ашшĕ-амăшне пăрахмаҫҫĕ. (7-мĕш слайд. )

Вĕрентекен. Çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшне эсир калавăн тӗп шухăшне палăртма суй- ласа илнĕ пулăттăр.(8-мĕш слайд. )

Вĕрентекен ваттисен сăмахĕсене ăнлантарса парать, ачасем ваттисен сăмахĕсене суйласа илеҫҫĕ.

Çилĕ кирек камăн та пур, ăна виçеллĕ тытас пулать.

Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Ырă йывăç усал çимĕç кÿни çук.

Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест.

Йăнăш айăп туни мар, ăна тÿрлетме пулать.

Такăнман лаша çук.

Вĕрентекен. Ачасем, ҫак ÿкерчĕксем калаври хăш йĕркесене килĕшÿллĕ? (Ачасем ÿкерчĕксене килĕшÿллĕ йĕркесене калавра тупса вулаççĕ.) (9,10,11,12,13,14 слайдсем.)

Вĕрентекен. Ачасем, манăн сĕнÿ пур: хайлава рольсемпе вулар-и? (Ачасем калава рольсемпе вулани.)

9. Урока пĕтĕмлетни. Киле ĕç пани.

Вĕрентекен. Пирĕн урок вĕçленсе пырать. Ачасем, урок пуçламăшĕнче палăртнă ĕçсене эпир пурнăçларăмăр-и? Кам пурнăçларăмăр тесе шухăшлать, калава тĕрĕс, палăртуллă вулама вĕреннĕ тесе шухăшлать дневникре вулав урокĕ тĕлне «5» паллă лартать, кам тата та ĕçлемелле тесе шухăшлать çак ĕçе килте пурнăçа кĕртмелле пулать. Калаври хăвăра хумхантаракан вырăна ÿкерчĕк тумалла пулать.

Вĕрентекен ачасем урокра мĕнле ĕçленине хаклать.

Урокра туслă, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн пурне те тав тăвас килет.Тепре тĕл пуличчен! (15-мĕш слайд. )




Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!