СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Олимпиадные вопросы по чувашскому языку и литературе

Нажмите, чтобы узнать подробности

Вопросы для олимпиады по чувашскому языку и литературе

Просмотр содержимого документа
«Олимпиадные вопросы по чувашскому языку и литературе»

Чăваш чĕлхипе литератури

2018-2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

7 класс

Ыйтусем


1. Пирěн тăрăхра хěл каçакан кайăксен чăвашла ячěсене çырăр.

2. Хăвăра килěшекен пěр-пěр пахчаçимěçе сăнласа кăтартăр

(7 предложенирен кая мар).

3. Ытлашши сăмах тупăр. Мěншěн ытлашши пулнине ăнлантарăр.

Чěрěп

Каюра

Мулкач

Кăйкăр


Хăнтăр

Арлан

Пăрăнтăк

Пăсара

4. Йăнăш тупăр.

Машăн кукамайĕ кукăль пĕçерет.

5. Синонимсене тупса çырăр.

Çи -

Калаç -

Ятла -

Кул –


6. Ваттисен сăмахěсене çырса пěтерěр.

Ваттин вěрентес пулать, …

Çамрăкла вěренни чул çинче, …
Ĕмěр пурăн, …

Уй куçлă, …

7. Чăвашла куçарăр.

Читающий мальчик

Хочется спать

Не могу кушать

Книга для чтения

Переплыл


8. «Шкул библиотекинче» темăпа диалог тăвăр (10 предложенирен кая мар).

9. Чăваш Республикинчи пур хула ятне те чăвашла çырăр.

10. Чăваш Республикинчи кăçалхи çула мěне е кама халалланă? Çав сăмахпа синквейн çырăр.

(Кашни тěрěс хуравшăн 5 –шер балл)










Чăваш чĕлхипе литератури

2018-2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

7 класс

Хуравсем


Кашни ыйтăва 5 балл парса хакламалла. Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан 50 балл пухма пулать.


1. Улатакка, ула курак, чана, чакак, çерçи, кăсăя…

3. Тĕрĕс хурав - кăйкăр (кайăк пулнине палăртмалла, ыттисем тискер чěр чунсем).

4. Машăн кукамăшĕ кукăль пĕçерет.

6. Ваттин вěрентес пулать, çамрăккин итлес пулать.

Çамрăкла вěренни чул çинче, ватăлла вěренни юр çинче .

Ĕмěр пурăн, ěмěр вěрен.

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.

7. Вулакан ача

Çывăрас килет

Çиейместĕп

Вуламалли кĕнеке

Ишсе каçрĕ

9. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Канаш, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка

10. И.Я.Яковлев çулталăкĕ.




















Чăваш чĕлхипе литератури

2018-2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

8 класс

Ыйтусем


1. Пирěн тăрăхра ÿсекен кăмпа ячěсене чăвашла çырăр.

2. Хăвăра килěшекен пěр-пěр тискер чĕр чуна сăнласа кăтартăр.

(7 предложенирен кая мар).

3. Ытлашши сăмах тупăр. Мěншěн ытлашши пулнине ăнлантарăр.

Сěлě

Ыраш

Ясмăк

Пăрçа


Тулă

Урпа

Хăях

Вир

4. Йăнăш тупăр, тÿрлетĕр.

Çуллахи каникулсене эпир питĕ лайăх ирттертĕмĕр.

5. Антонимсене тупăр.


Тăвалла -

Мăка -

Кăнтăралла -

Айĕнче –

6. Кĕркунне çинчен ваттисен сăмахěсене тупса çырăр.

7. Чăвашла куçарăр.

Попрыгал –

Не могу пить -

Рассказывают-

Похаживал –

Обед -



8. «Кĕнеке лавккинче» темăпа диалог тăвăр (10 предложенирен кая мар).

9. Чăваш Республикинчи пур хула ятне те чăвашла çырăр.

10. Чăваш Республикинчи кăçалхи çула мěне е кама халалланă? Çав сăмахпа синквейн çырăр.






Чăваш чĕлхипе литератури

2018 - 2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

8 класс

Хуравсем


Кашни ыйтăва 5 балл парса хакламалла. Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан 50 балл пухма пулать.

3. Тĕрĕс хурав - хăях ( тыр-пул шутне кěмест ).

4. Çуллахи каникула эпир питĕ лайăх ирттертĕмĕр.

5. Тăвалла - анаталла

Мăка - çивěч

Кăнтăралла - çурçěрелле

Айĕнче – çийěнче


7. Попрыгал - сиккеленĕ

Не могу пить - ĕçейместĕп

Рассказывают- каласа параççĕ

Похаживал - уткаланă

Обед - кăнтăрлахи апат

9. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Канаш, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка

10. И.Я.Яковлев çулталăкĕ.



























Чăваш чĕлхипе литератури

2018- 2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

9 класс

Ыйтусем


1. Пирěн тăрăхра пурăнакан пулă ячěсене чăвашла çырса тухăр.







2. Хăвăра килěшекен пěр-пěр йывăç - курăка сăнласа 10 предложенирен тăракан калав çырăр.

3. Чăваш чěлхинче професси сăмахěсене тăвакан аффикса тупăр. 3 тěслěх çырăр.

4. Йăнăш тупăр.

Саша аттепе пулă тытма кайрě.

5. Синонимсене тупса çырăр.


Шелле -

Йěр -

Пускил -

Юлташ –

Кул –


6. Çемье çинчен ваттисен сăмахěсем çырăр.

7. Вырăсла пěр сăмахпа куçарăр.

Икě питлě

Чěлхÿне çырт

Турти кěске

Тимěр пăрçа

Ыйхă чăпти

8. «Зоопаркра» темăпа диалог тăвăр (10 предложенирен кая мар).

9. Чăваш Республикинчи пур хула ятне те чăвашла çырăр.

10. Чăваш Республикинчи кăçалхи çула мěне е кама халалланă? Çав сăмахпа синквейн çырăр.

















Чăваш чĕлхипе литератури

2018-2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

9 класс

Хуравсем


Кашни ыйтăва 5 балл парса хакламалла. Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан 50 балл пухма пулать.

3. -çă (-çĕ)

4. Саша ашшěпе пулă тытма кайрě.

5. Синонимсене тупса çырăр.


Шелле - хĕрхен

Йěр - макăр

Пускил -кÿршĕ

Юлташ –тус

Кул – ахăлтат


7. Икě питлě - двуличный

Чěлхÿне çырт - замолчи

Турти кěске - обидчивый

Тимěр пăрçа - жадный

Ыйхă чăпти - соня

9. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Канаш, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка

10. И.Я.Яковлев çулталăкĕ.

















Чăваш чĕлхипе литератури

2018-2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

10-11 классем

Ыйтусем


1. Текста малалла тăсăр.

Манăн Тăван çěршыв – Чăваш çěршывě. Чăваш çěршывěнче …

2. Ылтăн кěркуннене сăнласа 10 предложенирен тăракан текст çырăр.

3. Ытлашши сăмах тупăр. Мěншěн ытлашши пулнине ăнлантарăр.

Карăш

Курак

Çтерлěк

Шăкăлчи

Вěршен

Текерлěк

4. Йăнăш тупăр.

Санăн йăмăк юлташсемпе театра кайрě.


5. Синонимсене тупса çырăр.

Уй -

Çырма -

Улăх -

Инкек–

Йышлă -

6. Ваттисен сăмахěсене çырса пěтерěр.

Ут вěçерěнет – тыттарать, …
Усал хыпар тÿр çулпа, …
Ырă хыпар ырхан лаша çинче, …
Килти мул эрнелěх, …
Вут пек вăйли çук, …

7. Чăвашла куçарăр.

Солнце село.

Кошка уселась на заборе.

От дающего бери, от бьющего беги.

Снег растаял.


8. Çак хайлавсен авторěсене пěлěр.

«Нарспи»

«Хура çăкăр»

«Арçури»

«Байкал»

«Чăваш ачине»


9. Ермей Рожанский кам вăл?Ун çинчен мěн пěлетěр? Унăн мěнле ěçсем пур?


10. Чăваш Республикинчи кăçалхи çула мěне е кама халалланă? Çав сăмахпа синквейн çырăр.



Чăваш чĕлхипе литератури

2018-2019 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

10-11 классем

Хуравсем



3. Çтерлěк – пулă ячě. ( ыттисем кайăксем)


4. Санăн йăмăку юлташсемпе театра кайрě.

5. Синонимсене тупса çырăр.

Уй - хир

Çырма - вар

Улăх - çаран

Инкек– хуйхă

Йышлă - нумай

6. Ваттисен сăмахěсене çырса пěтерěр.

Ут вěçерěнет – тыттарать, сăмах вěçерěнет – тыттармасть .
Усал хыпар тÿр çулпа, ырă хыпар çавра çулпа.

Ырă хыпар ырхан лаша çинче, усал хыпар – урхамах çинче.

Килти мул эрнелěх, пуçри мул – ěмěрлěх.
Вут пек вăйли çук, çил пек усалли çук .

7. Чăвашла куçарăр.

Солнце село. - Хěвел анчě.

Кошка уселась на заборе. - Кушак карта çинче ларать

От дающего бери, от бьющего беги. - Паракантан ил, çапакантан тар.

Снег растаял. - Юр ирěлсе кайрě.


8. К.Иванов

М.Ильбек

М.Федоров

Н.Бичурин.

М.Сеспель


10. И.Я.Яковлев çулталăкĕ.








Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!