Пěтěмлетÿ урокě: «Ēс-хěл».
Тěллев: «Ēс-хěл» темăра вěреннĕ правилăсене вěреннисене çирěплетесси;
Каласупа çырура тěрěс усă курма вěрентесси.
2)Этем хăй ĕмěрěнче ырă ят хăварма ăнтăлнине ăнлантарасси;
Çавăн пек çынсенчен тěслěх илме вěрентесси.
3)Ачасен шухăшлавне аталантарасси.
Урок тěсě :хутăш урок
Меслечě: калаçупа çыру.
Кирлĕ хатěрсем: вěренÿ кěнеки,тетрадь,уйрăм карточкăсем, таблица-раскладушка.
Урок йěрки:
Класа йěркелесси( Урок темипе паллаштарни; тěллевěсене палăртни)
Вěреннине аса илсе пěтěмлетни.
«Ēс-хěл тема тăрăх панă ыйтусем
- Япала ěс тунине кăтартакан сăмахсем мěнле пуплев пайě пулаççě?(ěс-хěл
-Глаголсене мěнле-мěнле стильре усă кураççě?(калаçу,ăслăлăх,официаллă ěс,илемлě литература,публицистика.)
-Глаголсен мěнле ушкăнěсене пěлетěр?( Ēс,куçăм,тăрăм, пуплев, сисěм, шухăшлав, общество пулăмěн, кăмăл
Глагол тăвакан мěнле тухăслă аффиксене пěлетĕр?
-ла( -ле) -ăн,(-ěн), (-н)
-лан ( -лен) -ăл(ěл), (-л)
-лат(-лет) -ăш(-ěш),(-ш)
-лаш(-леш) -ăс(- ěс) (с)
Глаголсем мěнле-мěнле формăра пулаççě?(пурлă-çуклă, сăпатлă-сăпатсăр, пěрреллě-нумайлă, наклонени)
-Глаголсен сăпатлă формисем мĕнле наклоненире пулаççě?
(кăтарту, килěшÿ, хушу, ěмěт.)
-Глаголсен сăпатсăр формисем мěн ятлă?
(причасти, деепричастии, инфинитив)
-Причасти формине тăвакан аффиксем?
-акан(-екен)
-нă(-нě)
-ас(-ес)
-малла(-мелле)
Деепричастии аффиксěсем:
-а (-е) -са(-се)
-сан(-сен)-сассăн-сессĕн -иччен -массерен(-мессерен) ,нăçем-нĕçем
-Инфинитив форми тăвакан аффиксем:
-ма(-ме) -машкăн( -мешкěн)
2)Диктант( грамматика ěçěпе пěрле)
Пуласчě ман ем-ешěл парăс,
Саманари çил вěрнипе
Тăван çěр-шывăма пěр харас
Курса тухасчě пěтěмпе.
(Ēс: Текстран (сăвăран) глаголсене çырса илěр те мĕнле формăра пулнине катартăр: пуласчě –пулас пр., пěр.х. вěрнипе-иртн.пр, палăрту форми., пěрлелěх п.
Курса- деепричастии, -са аффикс
Тухасчě – пулас пр.,-ас аффикс.
3). Иккěмěшле глагол тăвăр ( панă глагол тěпěсем çумне аффикс хушса сěнě сăмах тăвăр.) Пуç + ла(тар) типе + т
Пурнăç + ла чěрě + л
Ěмěт + лен чар+ ăл
Пысăк + лат йăл + тăртат( кăш)
Мухта + н илт + ěн
Сав+ ăн иккě +лен
Кала + ç тус +лаш
Пал + кА хус + ăл
Ыйту: Глагол тăвакан аффиксем мěнле п.п. çумне хутшăнаççě?
Глаголсене кирлě формаăа лартса тěрěс çыр
(карточкăсемпе ěçлесси- 3 ача)
1-мěш № лě карточка- 261- мěш хăн.
2-мěш № карточка – 264- мěш хăн.
3 – мěш № карточка 286 – мěш хăн.
5).Глаголсене сăпатлăр ( кашни рет валли уйрăм глагол)
Ут – хальхи в. çырса сăпатлăр
Ан – пул в. çырса сăпатлăр
Су – темисе и. в ---\-\-\-\-
Лар – ěмěт нак \-\-\-\-\-\-\-
Пыр – хушу нак.
6). Вăйă «Виççěмěшě ытлашши»
(Кашни йěркерех 3 сăмах , вěсенчен пěри ытти самахсем пек формăра мар.)
Сырчě – икерчě – пěтерчě ( икерчě сăмах я.я.)
Суртăр – култăр – маçтăр
Нумайччě – сыратчě – пыратчě
Кěрсе – килсе – ěнсе
Киличчен – виличчен – пиччен
7). Текстпа ěслесси.
Эпир Чěмпěр шкулěнчен вěренсе тухрăмăр. Иван Яковлевич аслă вěрентекен пире пехил сăмахě калать. –Эпě ěнтě пурне те пěлеп тесе ан мухтанăр. Яланах вěренěр. Пурнăçра пур чухне те анăçлăх пулмасть, çапах та пуçа ан усăр. Хăвăр ěçěре юрататăр пулсан , уншăн харсăр та хăюллă пулма тăрăшăр . Сирěн тěллев пысăк. Шанчăкăрпа ěмěтěр юнашар пулччăр. Пурнăç ăçта илсе çитерсен те , хăвăр ěçěре хисеплěр, ятăра ан ярăр. Пуласлăх çутă та илемлĕ, юратăр ăна, ун патнелле туртăнăр. Ырă ěçрен ырă ят юлě. Пурăннă чухне туссем шырăр , тăшмансем хăйсемех тупăнěç. Хăвăр тěл пулнă çынпа яланах ырă пулма тăрăшăр. Этем ĕмěрě вăрăм мар, анчах эсир тăвакан ěç вилěмсěр.
Пехил сăмахěсем пире тарăн шухăша ячĕç, чěререн хумхантарчěс.
(Ф. Андреев).
1- мěш ěс. Текстăн цитатăллă планне тăвасси. Тěслех: 1) «Иван Яковлевич пехил сăмахě калать.»
2). «Пуçа ан усăр.»
3).Хăвăр ěçе хисеплěр , ята ан ярăр.
4).«Этем ěмěре вăрăм мар….»
5).«Пехил сăмахěсем тарăн шухăша ячěс.»
2- мěш ěс. Текстăн тĕп шухăшне палăртасси.(« Пурнăç питě кĕскě, ыр ěç тума васка.»)
3- мěш ěс. Текстăн стильне палăртасси ( илемлĕ литература)
4- мěш ěс . Текста ят парар.(«Пехил сăмахě.»)
5-мěш ěс. Текстра усă курна фразеологизмсем.
6-мěш ěс : Текстра хăш формăри фразеологизмсем тěл пулаççĕ ( хушу наклонении, кăтарту наклонени)
8- мĕш ĕç:Вăйă « Кирлине туп».( хăш сăмах деепричасти пулать, çав сăмах номерне çыр.)
1.çăкара
2.кула- кула
3. вуласан
4.киличчен
5. çынсен
6. каласа
7. курмассерен
8. килсерен
9- мěш ěс. Сăмах диктанчě: çыхаттăм, пичетлетчě, лартатчě, çулмастăм, пыраттăмччě, лармастпăр, шутлаттăн, ан пăхчăр, кулянар мар, ан савăн.
10 – мĕш ĕç. .Вăйа «Тěрĕс палăрт».
1.пěрлешсе(д) (П) - причасти, (Д)- деепрчасти,( И )-инфинитив
2.ÿсекен(п)
3.хушнă(пр.)
4савăнмашкан(и)
5.ыйтиччен(д)
6.хĕпěртеме (и)
7.сăрламалла(п)
8. ÿркенес мар.(п).
11 –мěш ěс. Текстпа ěслесси.
12-мěш ěс. Киле ěç пани. Килěшнĕ ( хăвăр суйласа илнě ) темăпа сăвă (е сочинени) çырма. Тěслěхшĕн, пěр тема : «Ырă ят хăварнă асаттесем.»
13-мěш ěс. Урока пěтěмлени.
14- мěш ěс.Урока вěçлени.( Чи маттуррисене палăртни)