СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Письмо на тему «Я и моя семья – вперед в будущее» (посвящено Году семьи в Республике Башкортостан).

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Конкурсное сочинение "Пою мою республику"

Просмотр содержимого документа
«Письмо на тему «Я и моя семья – вперед в будущее» (посвящено Году семьи в Республике Башкортостан).»

Республиканский конкурс сочинений «Пою мою республику»,

посвященный Дню Республики и празднованию 100 – летия образования

Республики Башкортостан






Письмо на тему

«Я и моя семья – вперед в будущее»

(посвящено Году семьи в Республике Башкортостан).








Автор: Ефимова Диана Юрьевна,

обучающаяся 10 класса муниципального

бюджетного общеобразовательного учреждения

Средняя общеобразовательная школа

д.Новофедоровка муниципального района

Аургазинский район Республики Башкортостан


Руководитель: Глухов Николай Михайлович,

учитель чувашского языка и литературы




Ырă кун пултăр хаклă юлташăм!

Тĕлĕнмелле ырă та телейлĕ кун е лăпкă та тӳлек, ҫăлтăрлă та асамлă каç пултăр сана, хаклă тусăм, манăн çырăва алла илсе вуланă чух.

Йышăнса илсем манран çӳллĕ тусем хушшипе шăнкартатса юхакан юхан шыв пек тап-таса, туй кунĕнче каччă хайĕн савнă пикине парнĕленĕ хĕп-хĕрлĕ кĕлчечек, шурă хурăн айĕнче хĕрпе каччă юрату пирки калаçнине вăрттăн сăнаса ителесе кĕмĕл тулли тăракан уйăх пек çап-çутă, хĕвелтен те пы-ы-сăк, ман чунра çунакан вут пек хĕрӳллĕрен те хĕрӳллĕ салам.

Еплерех пурăнатăн эсĕ унта? Вĕренӳре ĕçсем епле?

Манăн хамăн вĕçех лайăх. Эпĕ кунта «Телейлĕ çемьен рецептне» çыртăм. Хамăн шухăшсене санпа пайласшăн. Вуласа тухсан хăвăн шухăшусене мана çырса пĕлтерĕн.

«Манăн çемье-манăн крепость»- теççĕ халăхра. Крепость вара чи шанчăклă тыл. Кунта кашниех хăйне валли хӳтлĕх, пулăшупа ăнланулăх тупма пултарать. Çынна ăнланса йышăнма, ăна юрату парнелеме тăванлă чунсем кăна - санăн çемйӳ пултарать. Пирĕн çемье пысăках мар: аттепе анне, икĕ аппа тата эпĕ. Питĕ туслă килĕштерсе пурăнатпăр. «çемье - атте патшалăхĕ, анне тĕнчи тата ача çăтмахĕ» - тесе каланă халăхра. Çавăн пек çăтмах пире валли аттепе анне тума тăрăшнă. Ывăнма пĕлмесĕр, кунран - кун вĕсем пирĕншĕн тăрăшаççĕ. Анне пӳрте тасалăхпа тирпейлĕх, ăшă кĕртет. Чи «пысăк çын» килте вара атте. Унăн пуçĕ çинче кил-çурта тытса тăрасси, киле укçа - тенкĕ илсе килесси. Паллах, мул пирĕншĕн пĕрремĕш вырăнта мар. Анне тăрăшнипе килте тирпейлĕхпе тăнăçлăх хуçаланать. Хĕрарăмăн çивĕч ăсĕпе вăл яка мара якатма, кирлĕ чухне вырăнлă сăмахсем пире валли те, атте валли те тупма пултарать. Атте чăваш юманĕ пек çирĕп, патвар та вăйлă, нумай телевлĕ çын. Кунĕпĕ ĕçре пулса ывăнса таврăннине пăхмасăр вăл пире валли те вăхăт çитерет. Яланах манран кун иртсе кайни çинчен ыйтать, мĕскер кулянтарнипе мĕн савăнтарнине те тĕпчет.

Çав кĕске калаçура ăшă сăмахсем маншăн питĕ хаклă. Атте хăш чухне манпа усал та пулать. Ку манăн кăмăл-туйăма тĕрĕс аталантарма кирлĕ.

Манăн юратнă икĕ аппа та Ĕпху хулинче пурăнаççĕ, унтах ĕçлеççĕ. Кашни вырсарни кун тăван киле таврăнаççĕ. Кунта вĕсене кĕтеççĕ. Аттепе анне кайнă кунах шăнкăравласах тăраççĕ, ĕç пирки ыйтса пĕлеççĕ. Килте пурте сĕтел хушшине пуçтарăнсан чăн-чăн уяв çитет çурта. Илемлĕ хурса тухнă сĕтел çинче апат-çимĕçĕ, ăшă калаçу - çакă мар-и телей? Эпир уявсене пите юрататпăр. Уйрăмах çĕне çула, кашни çуралнă кунне паллă тума. Сав уявсем пире тата та туслăштарса çывăхлатаççĕ. Хуçалăх пирĕн пысăк. Пахчара тĕрлĕрен çимĕç, карта тулли выльăх-чĕрлĕх ,çавăнпа вăрах вăхăта килтен пăрахса кайма май çук. Анчах кашни çулах Инзер шывĕ хĕрне канма кайма вăхăт тупатпăр. Нихăçан манмасла самантсем вĕсем. Эпир пурте шыва кĕретпĕр, пулă тытатпăр, шашлык пĕçеретпĕр. Хуçалăха тытса пымасшкăн эпир те аттепе аннене пулăшатпăр. Хăш-пĕр ĕçсене хамăр çине илсе вăхăтрах пурнăçлатпăр. Аттепе аннене пĕрре те кулянтарас килмест. Килте лайăх, кăмăллă, ăшă.

2018 – мĕш çул пирĕн Республикăра çемье çулне туллин паллă тăваççĕ. Ахальтен мар Республика Пуçлăхĕ хальхи саманара çемье чи пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Йывăр вăхăтра çемье институчĕ арканать теççĕ. Питĕ нумай çемьесем уйрăлаççĕ. Çамрăксем хушшинче тивĕçлĕхрен хăранипе «гражданла çемье» тени тĕвĕленет. Çемье вăл чи кирли, унсăрăн патшалăхăн пуласси те иккĕленӳллĕ, çавăнпа та патшалăх ун çине çитнĕ таран витĕмлĕх уйăрать. Çемье епле çирĕпрех, çавăн чухлĕ патшалăх та çирĕп. Тĕслĕхе китай халăхĕн аслă çынни Конфуций каланă сăмахсемпе çирĕплетесшĕн : «Тĕнчене тĕрĕс çулпа уттарас тесен чи малтан патшалăха тĕрĕс çулпа ямалла. Патшалăха йĕркене кĕртес тесен чи малтан çемьене кĕртмелле. Çемьере йĕрке пултăр тесен чи малтан хамăр чуна таса йеркене кĕртмелле».

Эпир питĕ йывăр вăхăтра пурăнатпăр халь. Тĕнче пăсăлни телейлĕ малашлăх пĕтессипе хăратать, çавăнпа та, пирĕн çамрăксен, атте аннесен, асатте асаннесен тĕслĕхĕ çине таянса çемье пĕлтерĕшне ӳстермелле. Çемье пуриншĕнех кашни ир ырă кăмăлпа вăранма, тулли кăкăрпа сывлама кирлĕ. Аслă Турăран вара ăна упраса тăма ыйтмалла.

Çакăнпа эпĕ хамăн çырăва вĕçлетĕп.

Сывă пул тусăм! Чăтăмсăррăн санран хурав кĕтетĕп.

Салампа Диана.






















Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!