СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

План-конспект урока "Домашние животные. Кошка."

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

План-конспект урока "Домашние животные. Кошка." может использоваться на уроках чувашского языка учителями-предметниками.

Просмотр содержимого документа
«План-конспект урока "Домашние животные. Кошка."»

Урок теми «Кушак»

(4-мĕш класс)

Сапӑрлӑх тӗллевӗ : Чӗр чунсене юратас, вӗсене упрас, пулӑшас туйӑма аталантарасси.

Пӗлӳ тӗллевӗ: Чӑваш ҫӗр-шывӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр чӗр чунсен ячӗсене аса илесси, килти чӗр чунсем ҫинчен вӗренме пуҫласси, кушак ҫинчен пӗлнине анлӑлатасси.

Аталантару тӗллевӗ : Ачасен пуплевне аталантарасси, сӑмах йышне пуянлатасси.

Курӑмлӑх хатӗрӗсем : компьютер, проектор, слайдсем, чӗр чунсене сӑнлакан ӳкерчӗксем.

Урок юхӑмӗ.

  1. Класа йӗркелесси.

-Сывлӑх сунатӑп , ачасем.

-Сывлӑх сунатăп!

Сывлăх сунатăп!

Эпĕ аван пурăнатăп.

Эпĕ аван пурăнатăп.

Сире те çавна эп сунатăп!

  1. Малтанхи уроксенче вӗреннӗ тискер чӗр чунсен ячӗсене аса илесси.

А. «Найди рифму» вӑйӑ.

1) Качӑр! Качӑр! Кач-кач-кач!

Купӑста ҫиет…(мулкач).

2) Тирӗп-чӗрӗп, тирӗп-чӗрӗп!

Хӑратать мана ват…( чӗрӗп).

3) Чӑх-чӗп тытма вӑл вӑрттӑн килӗ

Ҫӑмламас та чее…(тилӗ).

4) Сарӑ, тутлӑ пылпа

Килчӗ хӑнана…( упа).

5) Хам йӑвара эп – патша!

Мӑйӑр шӗкӗлчет…(пакша).

6) Пӗчӗк чӗр чун вӑл – шӑши.

Пысӑкки вара-…(пӑши).

-Ачасем, мулкач, чӗрӗп, тилӗ, упа, пакша, кашкӑр тата пӑши мӗнле чӗр чунсем?

-Тискер чӗр чунсем

Ӑ. Экран ҫинче мулкача, чӗрӗпе, тилӗне, упана, пакшана, кашкӑра, пӑшине тата кушака

сӑнлакан слайдсем.

-Кунта мӗнле чӗр чун ытлашши?

-Кушак.

-Мӗншӗн?

-Мӗншӗн тесен вӑл килти чӗр чун, ыттисем тискер чӗр чунсем.

3. Ҫӗнӗ темӑпа ӗҫлесси.

1) Экран ҫинче тупмалли юмах. Мӗнле чӗр чун ҫинчен-ши вӑл?

-Час-часах ҫӑвӑнать. Кӑнтӑрла ҫывӑрать. Хӗвел ҫинче ӑшӑнать. Каҫхине сунара тухать.

-Кушак ҫинчен.

-Тӗрӗс. Апла пулсан паянхи урок теми мӗн ятлӑ пулӗ-ши?

-«Кушак» ятлӑ.(Тема ятне доска ҫине ҫырса хуратӑп)

-Кушак ӑҫта пурӑнать?

-Кушак илте пурăнать.

-Паян эпир килти чӗр чунсем ҫинчен вӗренме пуҫлатпӑр. Вӗсенчен пӗри вӑл-кушак. Урокра тӗрлӗ кушаксем ҫинчен вуласа пӗлӗпӗр, килти кушаксем ҫинчен калаҫӑпӑр.

2) Урокра тӗл пулакан сӑмахсемпе ӗҫлесси.

Сӑмахсене доска ҫине ҫырса хунӑ. Вӗсене учитель хыҫҫӑн вулатпӑр, куҫаратпӑр.

Ачаш- нежный

Ывӑн- уставать

Ҫивӗч – острый

Юлашки вӑхӑтра- в последнее время

Усра- держать дома

3) Кушаксен йӑхне кӗрекен тискер чӗр чунсемпе паллашасси. (Вӗсене сӑнлакан ӳкерчӗксем доска ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ)

-Кушаксем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Доска ҫинче эсир пысӑк кушаксене куратӑр: арӑслан, тигр, пума, гепард, юр барсӗ, леопард. Вӗсем кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ, анчах та вӗсем тискер чӗр чунсем.

4) Кушаксем ҫинчен калакан текстпа ӗҫлесси.(98-мӗш стр.,5-мӗш хӑн. )

а) Текста черетпе вуласси.

ӑ) Уйрӑм предложенисене куҫарасси.

-Пирӗн килте 2 кушак. Иккӗшӗ те шурӑ тӗслӗ, ҫӑмламас.Кушаксем 36 тӗрлӗ пулаҫҫӗ. Вӑрман кушакӗ кил кушакӗ пек. Вӑл чее те йӑрӑ. Кил кушакӗ ачаш, ҫӑмламас чӗр чун. Ҫывӑрма юратать. Хӑвӑрт чупать, ҫӳллӗ сикме пултарать, анчах та хӑвӑрт ывӑнать.

-Кошка- чистое животное. Она любит мыться. У кошки острые зубы. Деревенские кошки- хорошие охотники. Ловят мышей, ящериц, птиц, насекомых. В последнее время городские люди начали держать сиамских кошек. У них голубые глаза, мягкая шерсть. Сиамские коты умные, трудолюбивые.

4. Хускану саманчӗ.

Ӳсрӗм, ӳсрӗм, ҫӳллӗ, ҫӳллӗ

Татах ӳсрӗм ҫӳллӗ, ҫӳллӗ.

Унта пӑхрӑм, кунта пӑхрӑм

Кунта пӑхрӑм, унта пӑхрӑм.

Хаш сывларӑм, лартӑм.

Тепре тӑтӑм, лартӑм.

5. Ыйтусем ҫине хуравласси.(98-мӗш стр., 7-мӗш хӑн.)

6. «СМС-чат» вӑйӑ.(Нужно восстановить часть затерявшихся сообщений о кошке)

1) Кушак килти…(чӗр чун).

2) Кушак ҫывӑрма…(юратать).

3) Вӑл хӑвӑрт…(чупать).

4) Кушак таса…(чӗр чун).

5) Кушакӑн шӑлӗсем…(ҫивӗч).

6) Кушак сӗт…(юратать).

7) Вӑл шурӑ, хура, ула тӗслӗ…(пулать).

7. «Журналист» вӑйӑ. (Кушак ҫинчен нумайрах информации пуҫтарма тӑрӑшмалла)

-Санӑн кушак пур-и?

-Вӑл мӗн ятлӑ?

-Вӑл мӗн тӗслӗ?

-Унӑн шӑлӗ мӗнле?

Вӑл мӗн тума юратать?

Кушак мӗн ҫиет?

8. Кушак ҫинчен калав тӑвасси.(1 е 2 ача)

-Манӑн кушак пур. Вӑл Тишка ятлӑ. Тишка ҫӑмламас, хурапа шурӑ тӗслӗ. Унӑн шӑлӗсем ҫивӗч. Тишка выляма юратать. Кӑнтӑрла вӑл ҫывӑрать. Тишка сӗт ҫиет.

9. Пӗтӗмлетӳ.

-Паян урокра мӗнле чӗр чун ҫинчен калаҫрӑмӑр?

-Кушак мӗнле чӗр чун? (Ҫӑмламас, ачаш, йӑрӑ, чее, пӗчӗк, килти чӗр чун)

- «Мы в ответе за тех, кого приручили» тенине эсир мӗнле ӑнланатӑр? (Чӗр чунсене пулӑшмалла, упрамалла, сыхламалла тата юратмалла)

11.Рефлекси.

-Паянхи урокра сире мĕн килĕшрĕ?

-Çак урок темипе усă курса эсĕ мĕн тума пултаратăн?

10. Килти ӗҫе ӑнлантарасси.

1) Камӑн килте кушак пур, вӗсен кушак ҫинчен калав тумалла.

2) Камӑн кушак ҫук, вӗсен сӑвӑ пӑхмасӑр вӗренмелле (97-мӗш стр., 2-мӗш хӑн.)

11. Ачасен ӗҫне хакласси.

12. Сыв пуллашни.

-Сывӑ пулӑр, сывӑ пулӑр!

Яланах хаваслӑ пулӑр!

Яланах илемлӗ пулӑр!

Яланах телейлӗ пулӑр!

Сывӑ пулӑр, сывӑ пулӑр.