СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Под пушистой елочкой на чувашском языке

Нажмите, чтобы узнать подробности

Лаштра чǎрǎш айĕнче

(пуçламǎш классем валли хатĕрленĕ Çĕнĕ çул ёлкин сценарийĕ))

 

Хĕл Мучи, Юр пике, Шыври, Кашкǎр, Упа, Пакша, Мулкач

Хĕл Мучин пулǎшаканĕсем

Ертсе пыракан: Салам, хисеплĕ ачасем! Аван-и, тусǎмсем? Эпир паян сире çак уявра курма питĕ хавас. 

Ертсе пыракан:           Курǎр-ха, епле илемлĕ

                                       Капǎрлатнǎ чǎрǎша.

                                      Пурте халь эпир телейлĕ,

                                     Çĕнĕ çул, салам, сана!

Просмотр содержимого документа
«Под пушистой елочкой на чувашском языке»

Лаштра чǎрǎш айĕнче

(пуçламǎш классем валли хатĕрленĕ Çĕнĕ çул ёлкин сценарийĕ))


Хĕл Мучи, Юр пике, Шыври, Кашкǎр, Упа, Пакша, Мулкач

Хĕл Мучин пулǎшаканĕсем

Ертсе пыракан: Салам, хисеплĕ ачасем! Аван-и, тусǎмсем? Эпир паян сире çак уявра курма питĕ хавас.

Ертсе пыракан: Курǎр-ха, епле илемлĕ

Капǎрлатнǎ чǎрǎша.

Пурте халь эпир телейлĕ,

Çĕнĕ çул, салам, сана!


В лесу родилась елочка

Шел по лесу Дед Мороз


Хĕл Мучи: Эх-хе-хех! Кам? Кам вǎрланǎ çǎра уççине? Сивĕ температурине тĕрĕслесе тǎракан холодильник алǎкне уçаймастǎп вĕт. Мĕн тǎвас? Ǎçта шырас? Мĕнле шǎнтма пуçларĕ тата. Кун пекех сивĕ пулсан кǎçал татах уй-хирте тырǎ-пулǎ, вǎрманта йывǎç-курǎк шǎнса пĕтĕç ĕнтĕ. Мǎнтарǎн чǎрǎшĕ, сивĕ мар-и сана? Тен кĕрĕке хывса парас? Çук, малтан ĕçе пĕтерес. (Шǎхǎрать)


Хĕл Мучин пулǎшаканĕсем Мучиçĕм! Мĕн пулнǎ тата. А-а?

Хĕл Мучи: Килĕр-ха кунта. Юрать-и?

Хĕл Мучин пулǎшаканĕсем Юрать. Юрать.

Хĕл Мучи: Холодильник уççи çухалнǎ. Шыраса тупмалла!

Хĕл Мучин пулǎшаканĕсем Пĕр шит те тĕрĕслемесĕр хǎвармǎпǎр. У-ух, си-и-ивĕ ...

ХЕЛ МУЧИ: Шырава! (Тухса каяççĕ)


Ертсе пыракан: Ёлочка,ёлка лесной аромат

Танец маленьких утят

Пакшапа Мулкач кĕреççĕ:

Пакша: У-у-ух! Си-и-вĕ!

МУЛКАЧ: Çапла çав, мĕн пур çимĕç шǎнса пǎрланнǎ.

ПАКША: Сана вара мĕн е?

МУЛКАЧ: Ара мана Çĕнĕ çул тĕлне чи пысак уçланкǎри чи çÿллĕ чǎрǎшсем айĕнче сĕтел хатĕрлеме хушнǎ.

ПАКША; Ас ту пуль. Мана хушнǎ çак ĕçе. Санǎн нимĕн те çук вĕт ара. Манǎн темĕн те пур: кǎмпа, çырла, мǎйǎр тата ... тата ...

МУЛКАЧ: Ан суй-ха. Манǎн та пур, вара мĕн? Кишĕр, купǎста, ǎвǎс вулли тата ... тата... тата Хĕл Мучи алǎ пусса çирĕплетнĕ хут...

ПАКША: Ас ту пуль. Ǎçта? Kǎтарт-ха?. Интереслĕ! Манǎн та пур-çке ун пекки.

Мулкач: Во! (хут тĕркине туртса кǎлapca).

ПАКША: Манǎн ак! (Вǎл та хут тĕркине туртса кǎлapaть). Пĕр­-пĕрин хучĕсене вулаççĕ

ПАКША: Ара кунта санǎн сетелĕн сулахай енне хатĕрлемелле тенĕ вĕт.

МУЛКАЧ: Санǎн сылтǎм енне тенĕ

ПАКША: Апла пĕрле ĕçлес (Мулкача xирĕç тǎрса алǎ парать). Итле-ха, тусǎм, манǎн сылтǎм енне юр-вар лартмалла, акǎ манǎн сылтǎм алǎ. Апла тǎк ку енне хатĕрлĕп.


Меня укусил гиппопотам

Упа çури утаман


Шыврин сасси uлтěнет: Ы-ы-ых, си-и-ивĕ!

МУЛКАЧ: Такам килет. Пытанар. Хǎрама хǎрамастǎп-ха эп. Анчах сыхланакана тур сыхлать теḉçĕ те.

ПАКША: Ас ту пуль. Эn вуçех те тапранмастǎмччĕ те-ха, юрĕ ĕнтĕ, санпа пĕр шухǎшлǎ пулас тесе кǎна. Пыратǎп. Атя часрах апла, пытанар.


Шыври тухать, аллинче пысǎк уçǎ.


Шыври : Ы-ы-ых! Си-и-ивĕ! Мĕне пĕлсе кĕтĕм-ши çав пÿлĕме? Мĕншĕн туртрǎм-ши çав кантраран? Тата çак уççине мĕн тума йǎтса тухрǎм-ши?

Ачасем: кам ку? Кам ку?

Шыври: Эпĕ-и? эпĕ камне ыйтатǎр-и эсир? Эпĕ – водяной, чǎвашла шыври пулатǎп. Пурǎнма вара кÿлĕре пурǎнатǎп. Тĕнче курма тухрǎм та ак темле пÿлĕме кĕрсе кайрǎм. Темскер кантрине туртрǎм, темскер ванчĕ. Сивĕ пулса кайрĕ. Кÿлĕри ваксем пурте шǎнса ларчĕç. Халь ак çÿретĕп шǎл шаккаса.


Кашкǎр тухать.

(Кĕрĕк , çĕлĕк, алсиш, кǎçат тǎхǎннǎ. Сылтǎм куçне хура хǎюпа çыхнǎ.


Кашкǎр: Ай, тур, тур. Эс кам? (уçǎ çине кǎтартса). Ку мĕн тата?

Шыври: Эп-шыври, ку – винтовка.

Кашкǎр: Ай турах!

Шыври: Ас ту, пĕлетĕн-и? мана сивĕ. Ман апат çиес килет. Эсĕ вара Хĕл мучи пекех хулǎн тǎхǎннǎ. А ну, хыв кĕрĕкне.

Кашкǎр: Мĕн? Мĕскер эсĕ?

Шыври: Хыв тенĕ сана!

Кашкǎр: Эх-эх-эй! Ме! (Кĕрĕкне хывса парать) ахалех сана тилĕрен хывса илтĕм. Ме! (çĕлĕкне хывса парать) Ахалех сана сǎсартан хывса илтĕм. Ме! (алсишне хывса парать) Ахалех сана Мулкачран хывса илтĕм-çке. Ай, тур, тур, си-и-ивĕ.

Шыври: Ме сана пушмак, эс вара çǎматтусене хыв.

кашкǎр: Ме! Ме! Ахалех сана упаран хывса илтĕм. Эх! Ку пǎшална ǎçтан тупрǎн –ха?

Шыври: Ара пǎшал мар вǎл, сывлǎш температурине виçсе тǎракан «ǎшǎ-сивĕ» пÿлĕмĕн уççи çеç.

кашкǎр: Çапла-и ха? .. А- ну хыв кĕрĕк-çĕлĕке.

Водяной: (çухалса каймасǎр) Вǎл уççи пулсан та перет. Асту!

Кашкǎр: Э-э-э, ан иртĕх. Вǎйǎран вǎкǎр тухать теççĕ.

Шыври: Тухтǎрах, пусатпǎр та çиетпĕр. Ман апат çиес килет, часрах мĕн те пулин çитер-ха.

Кашкǎр: Мĕн эс, манǎн хамǎн та хырǎм выçнǎ., анчах çимелли çук-çке.

Шыври: Атя, атя, ут часрах. (Тухса каяççĕ.)


Лавата

Буги Вуги

Маленькой ёлочке


Пакшапа мулкач кĕреççĕ.


Пакша: Илтрĕн-и? Атя Хĕл Мучине пĕлтерер.

Юр пике кĕрет.

Юр пике: Вǎт мурсем . Сивĕ пÿлĕмĕн уççине такам çаратса кайнǎ ĕнтĕ. Таканланǎ пушмак йĕрĕ хыççǎн чупса çитрĕм-ха. Кунта акǎ тата çǎматǎ йĕрĕ хушǎнать. Халь камра-ши ĕнтĕ уççийĕ?

Мулкачпа Пакша (пĕр-пĕрне пÿлсе): Эпир пĕлетпĕр. Малтан таканлǎ пушмаклинчеччĕ, халь кǎçатǎ тǎхǎннинчĕ. Урǎхла каласан малтан пушмак тǎхǎнни халь кǎçатǎллǎ.

Юр пике: ǎнлантǎм. апла вĕсен хыççǎн каяр.

Мулкачпа Пакша. Хǎвǎртрах.


Тухса каяççĕ.


Ташǎ ХОРОВОД


Юрǎ е ташǎ


Кашкǎрпа Водяной пыраççĕ


Кашкǎр:.Кашкǎр-кашамана ырǎ теççĕ пуль.Шиш! Мĕнле туртса илес уççине. Вара пурǎнаттǎм ыр курса. Хĕл кирлĕ тĕк—хĕл, çулла тǎк—çулла, вǎт пурнǎç.

(Такǎнса).

Ы-ых! Тем пулчĕ урана. Ы-ых, пусаймастǎп та.

Шыври вара мен тǎвар? Ман апат çиес килет-çке-ха. Ну юрать, çаклан майран

(Йатса каять)

Кашкар: Акǎ çитрĕмĕр те, ку манǎн никам пĕлмен шǎтǎкǎм

Шыври: Юрать. Атя, атя апат илсе кил.

Кашкар Шыврин мǎйне пǎвма тытǎнать.

Шыври: Яр…яр…сыв-ывлǎш çитмест… яр (чавсипе çапса кашкǎра айккине ыткǎнтарать). Эс мĕн… мана вĕлересшĕнччĕ-и? Эп сана!

Кашкар: Ай, тур, тур. Ан вĕлерсем, шеллесем.

Шыври: Апат, апат илсе кил хǎвǎртрах.


Кашкǎр тухса каять. Водяной шǎтǎкпа паллашать.

Пĕр кĕтесре алǎк тупать. Кашкǎр кĕрет.

Кашкар: Ме, си, чых, купĕн. Юлашки апат-çимĕçе кавлетĕн.

Шыври: Санǎн ǎшаланǎ шапа урисем е пĕçернĕ раксем çук-и?

Кашкар: Мĕ-ĕ-ĕн?

Шыври: Ну юрĕ-çке. Куçа хупса çисен ку та кайĕ.

Кашкар ( айккинелле пахса ):Куçа хупса тетĕн. ( Уççине илме тарать)

Шыври: ас ту, ас ту тетĕп. А ну, кĕр вǎн леш шǎтǎка.

Кашкар: Ара, вǎл нухреп-çке, унта татах та сивĕрех.

Шыври: Кĕр, кĕр тетĕп сана!

( Тĕртсе кĕртет те алǎкне тĕкĕлесе хурать. Хǎй тухса тарать.)

Юр пике, мулкач, пакша кĕреççĕ.

Кашкǎр шаккать

Юр пике пырса уçать

Кашкар: Ы-ы-ых, си-и-ивĕ!

Юр пике: Уççи ǎста?

Кашкар: Таçта çавǎнта, шалта, кĕрсе шы-ырǎр.


Юр пике, пакша, мулкач кĕрсе каяççĕ.

Кашкǎр питĕрсе хурать, тарма пикенет.

Хирĕç Упапа Шыври кĕреççĕ.


Шыври: Эп вǎрламан кĕрĕк-çĕлĕке, çǎматǎсене те.

Упа: Калама пултараймастǎп, çǎрнǎ чухне хывса илнĕ ман çǎматǎсене.

Шыври: (Кашкǎра курса) Авǎ! Авǎ! Чǎн вǎрри çавǎ.

Упа: Кашаман! Кил-ха кунта! Кил терĕм сана!

(Юр пике шаккть, Утаман пырса уçать.)

Юр пике: Ах путсĕрсем! Ǎçта уççи?

(Хĕл Мучи кĕрет.)Ǎçта уçǎ?

Шыври: Ак çак япала çинчен сǎмах пырать пулсан, вǎл акǎ манра.

Хĕл Мучи: Эх, водяной, водяной! Мĕн туса хутǎн –ха эсĕ? Чутах Çĕнĕ çул уявне пǎсса хураттǎнччĕ вĕт.

Шыври: Ман кÿлле таврǎнас пулать.

Хĕл Мучи: Чуп хǎвǎртрах, сан шыври тусусем паçǎрах уяв пуçланǎ ĕнтĕ. Çырмари вакǎ шǎнсах ларайман-ха, васка. Упа утаман, эсĕ те Кашкǎр-кашамана каçар ĕнтĕ. Вǎл сана япалусене тавǎрса парĕ, вара пирĕнпе пĕрле уяв картине тǎтǎр. Халĕ ĕнтĕ пурте пĕрле савǎнар!

Пакша, мулкач, кашкǎр: пурте пĕрле ташǎ ташлар, савǎнар, вǎйǎсем выляр.



Юрǎ - ташǎ

Хĕл Мучи: Туссем, паянхи уяв ячĕпе ачасем пире валли сǎвǎ-юрǎ, ташǎсем хатĕрленĕ, атьǎр-ха вĕсене итлесе пǎхар тата. Малтан пĕрремĕш классене сǎмах паратпǎр.




Уява вĕçленĕ май вĕренÿре малта пыракансене чыслама та вǎхǎт пулĕ.



Пирĕн кайма вǎхǎт, ачасем. Тепĕр çулччен сывǎ пулǎр, Çĕнĕ çулта çĕнĕ ǎнǎçусем пулччǎр сирĕн.




Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!