СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Ҫитрӗ,ҫитрӗ сар сентябрь!

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий внеклассного мероприятия.

(Чӑваш шкулӗнчи “Пӗрремӗш шӑнкӑрав” уяв сценарийӗ).

Тӗллевсем: ачасем вӗренӱ туйӑмне, шкула каяс туйӑмне вӑйлатасси ; вӗрентекенсене хисеплеме , шкула юратма хӑнӑхтарасси .

Шкул умне плакатсемпе  , ялавсемпе , шарсемпе илемлетнӗ. Вӗренӱпе ҫыхӑннӑ илемлӗ юрӑсем янӑраҫҫӗ . Ачасем класӑн – класӑн ретпе тӑрса тухнӑ.

Просмотр содержимого документа
«Ҫитрӗ,ҫитрӗ сар сентябрь!»

Ҫитрӗ,ҫитрӗ сар сентябрь!

(Чӑваш шкулӗнчи “Пӗрремӗш шӑнкӑрав” уяв сценарийӗ).

Тӗллевсем: ачасем вӗренӱ туйӑмне, шкула каяс туйӑмне вӑйлатасси ; вӗрентекенсене хисеплеме , шкула юратма хӑнӑхтарасси .

Шкул умне плакатсемпе , ялавсемпе , шарсемпе илемлетнӗ. Вӗренӱпе ҫыхӑннӑ илемлӗ юрӑсем янӑраҫҫӗ . Ачасем класӑн – класӑн ретпе тӑрса тухнӑ.

Уяв юхӑмӗ

  1. Кӗр уйӑхӗн пӗрремӗш ирӗ –

Ытла та ырӑ чӗремре!

Паян пӗлӱ уявӗ пирӗн,

Каллех пуҫлатпӑр вӗренме.

  1. Сыв пул, хавас ҫу кунӗ,

Сывӑ пул!

Халь кӗтет пире пурне те

Савнӑ шкул!

  1. Каллех кӗр кунӗ таврӑнать

Хыҫа ҫу кунӗ юлчӗ.

Сентябрь пӗтӗм таврана

Сапать сап-сарӑ ҫулҫӑ.

  1. Ирех шавлать ача-пӑча:

Хӑнусене, шкул, йышӑн!

Эс тунсӑхланӑ ҫу каҫа

Хӑв тусусем ҫуккишӗн!



Пӗрремӗш ертсе пыракан: Хаклӑ ачасем, учительсем, ашшӗ-амӑшӗ тата чӗннӗ сумлӑ хӑнасем! Паян эпир ҫак хаваслӑ кун сирӗнпе тӗл пулма питӗ хавас!

Иккӗмӗш ертсе пыракан: Пӗлӱ кунӗ – вӗренӱ ҫулӗн пуҫламӑшӗ, тӑсӑмӗ, малашлӑхӗ. Умра хаваслӑ вӗренӱ кунӗсем.

Пӗрремӗш ертсе пыракан: Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ялавӗсене хӑпартма 9-мӗш класра вӗренекен -------------------------------------- ирӗк парар.

Иккӗмӗш ертсе пыракан: Акӑ ӗнтӗ пирӗн шкул та хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗтсе илет. Кунта сахал мар ӑру ӱссе аталанса пӗлӱ илнӗ.

Пӗрремӗш ертсе пыракан: Кӗҫех шкула вӗренме тин килнӗ ачасен ячӗпе пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрӗ.

Иккӗмӗш ертсе пыракан: Чи кӗтнӗ, чи хумхантаракан самант та ҫитрӗ ӗнтӗ. Халӗ пӗрремӗш класс ачисене чысласа саламлар, пирӗн шкул вӗренекенӗсен ретне илер.

Пӗрремӗш ертсе пыракан: Кӗтсе илӗр! 1-мӗш класа килнӗ ачасем тата вӗсен класс ертӱҫи Зайцева Марина Анатольевна . ( “Первоклашка” юрӑ янӑрать , ачасем хӑйсен вӗрентекенӗпе линейкӑна тухаҫҫӗ.)

Иккӗмӗш ертсе пыракан: Хаклӑ пӗрремӗш класс вӗренекенӗсем! Эпир пурте сире Ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ ячӗпе саламлатпӑр.

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Паян эсир пӗрремӗш хут шкула вӗренме килтӗр, пӗрремӗш учительпе паллашатӑр, пӗрремӗш парта хушшине ларса алла букварь тытатӑр… Ҫак самантсем сирӗн асра ӗмӗрлӗхех юлӗҫ. (Пиллӗкмӗш классем сӑвӑ калаҫҫӗ.)

  1. Юратӑр тӑван ҫӗр-шыва,

Юратӑр тӑван шкулӑра!

Хисеплӗр тӑван халӑха,

Упрӑр кашни саманта!

  1. Ан ӱркенӗр, ӑслӑ пулӑр,

Пӗлмелли питех нумай,

Шырӑр, тупӑр, ҫырӑр, вулӑр,

Ҫивӗчленӗр тӗрлӗ май.

  1. Кӗнеке вӑл – анлӑ парӑс,

Пурнӑҫ ятлӑ тинӗсре.

Кӗнеке – маяк пӗр харӑс

Ҫутатать пур ҫул-йӗре.

Иккӗмӗш ертсе пыракан: Халӗ сӑмах шкул директорне Антонова Ирина Николаевнӑна паратпӑр.(Шкул директорӗ калаҫать.)

  1. Пирӗн патра хӑнара паян сумлӑ хӑнасем. Вӗсем те сӑмах илеҫҫӗ.

  2. -------------------------------------------------------------------

  3. --------------------------------------------------------------------

  4. -------------------------------------------------------------------

  5. --------------------------------------------------------------------

Хӑнасем калаҫаҫҫӗ.



Пӗрремӗш ертсе пыракан :Хаклӑ 1-мӗш класс ачисем! Сирӗн пӗрремӗш учитель те салам сӑмахӗсене сирӗн пата ҫитересшӗн.(Пӗрремӗш класс учителӗ калаҫать.)

Хаклӑ ачасем! Эпӗ сире пурне те Ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа чӗререн саламлатӑп. Паянтан эпир сирӗнпе тӑхӑр ҫуллӑх Вӗренӱ уҫлӑхне ҫул ҫӱреве тухса каятпӑр. Класра пире кӗтекен партӑсем карапсем пулӗҫ. Эсир, пӗрремӗш класра вӗренекенсем, ҫул ҫӱревҫӗсем пулатӑр. Ҫул ҫӱревре эпир кунран кун ҫӗнӗ сӑмахсемпе, япаласемпе паллашатпӑр, пӗлӱ тӗнчинче пысӑк ӱсӗмсем тӑвӑпӑр, тӗрлӗ йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӗренӗпӗр.

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Марина Анатольевна каланӑ сӑмахсем ҫумне пирӗн те хушса каламалли пур. Шкул пурнӑҫӗ питех те интереслӗ те савӑк. Кунта сире тарават та пултаруллӑ учительсем вӗрентӗҫ.

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Класри ачасемпе туслашӑн. Вӗсем сана вӗренӱре пулӑшса пырӗҫ.Тӗрлӗ вӗренӱ кӗнеки, компьютер, куҫа курӑнман уҫлӑх сана ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарӗҫ.

Иккӗмӗш ертсе пыракан :1-мӗш класс ачисем пире валли хӑйсем те сӑвӑ йӗркисем вӗреннӗ терӗҫ-ха мана. Тӗрӗслесе пӑхар-и вӗсем мӗнлерех сӑвӑ калама пултарнине.

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Тӗрӗслесе пӑхар паллах.(1-мӗш класс ачисем сӑвӑ калаҫҫӗ.)

1-мӗш ача. Уяври пекех илемлӗ

Урамра паян.

Мӗн тери эпир тӗлейлӗ,

Мӗн тери хавас!

2-мӗш ача. Ҫитрӗ,ҫитрӗ сар сентябрь!

Тӑтӑм эп ирех.

Юлташпа шкула утатпӑр,

Хӗпӗртет чӗре.

3-мӗш ача. Савнӑ шкулӑм , эс ларатӑн

Таврана илем кӱрсе.

Хӑв патна эс йыхӑратӑн

Ӑс, пӗлӱ парас тесе.

4-мӗш ача. Питӗмре ҫиҫет йӑл кулӑ!

Сисрӗр пулӗ сӑлтавне?

Йыхӑрать - ҫке савнӑ шкулӑм

Ир-ирех ҫап – ҫут классне.

5-мӗш ача. Алӑри чечек ҫыххи те

Хамӑр пек чечен.

Йӑл- йӑл кулӗ ман учитель

Чечеке илсен.

Пурте. Эпир пӗчӗк ача мар -

Шкул ачисем паянтан!

Пулӑпӑр ялан хастар,

Вӗренӗпӗр кӑмӑлтан!



Пӗрремӗш ертсе пыракан :Маттур, питех те маттур! Пӗлетӗн-и, ------------------, мана пирӗн шкулти пӗр наян вӗренекен ӗнер урамра мӗн каларӗ?

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Мӗн каларӗ вара?

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Эпӗ ӱссен президент пулатӑп терӗ. Вӑл ни вуламасть, ни ҫырмасть, ни шутламасть – ҫынсене хушусем кӑна парса ларать. Эпӗ ӑна телевизорпа час-часах куратӑп терӗ.

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Ай-уй! Мӗн хуравларӑн вара эсӗ вӑл айван ачана?

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Президент пулас тесессӗн санӑн биографи ҫырма та, республика аталану программине хатӗрлеме те, укҫа-тенкӗ шутлама та, кирек мӗнле ыйтӑва хуравлама та пултармалла терӗм.

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Апла унӑн вӗренмелли питех те нумай, ятарлӑ пӗлӱ илмелле. Аслӑ вӗренӱ заведенине вӗренме кайиччен вара шкулта пӗлӱ пухмалла. Кам пулнӑ-ши вара ҫав наян ача?

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Паян эпир унӑн ятне каламӑпӑр. Тен, хӑех вӑл йӑнӑшне ӑнланӗ, тӑрӑшса вӗренме тытӑнӗ.

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Шкул ачисем! Эпир ---------------------- иксӗмӗр сире кашни кунах ирех тӑма, рюкзак ҫӗклесе шкула утма сунатпӑр! Ан кахалланӑр!

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Шкулта тӑрӑшса вӗренмелле: ҫырмалла, шутламалла , юрламалла, ташламалла тата мӗн чухлӗ тӗрлӗрен интереслӗ ӗҫ тумалла.

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Пире паян саламласа шкул ачисем илемлӗ ташӑ хатӗрлерӗҫ.



Ташӑ: Флешмоб





Иккӗмӗш ертсе пыракан :Паян пур ача та ҫул ҫӱреве тухса каяҫҫӗ. Ҫула тухса кайиччен вӗсене тӗрӗслесе илер-и? Пирӗн тупмалли юмахсен тупсӑмне вӗсем пӗр харӑс пурте калама пултараҫҫӗ.

  1. Чӗлхесӗр, сасӑсӑр, пӗтӗмпех каласа парать.( кӗнеке).

  2. Хӑй шап-шурӑ – сурӑх мар, тытсан ҫырать – ручка мар.(мел)

  3. Кӗпе мар- ҫӗленӗ, йывӑҫ мар – ҫулҫӑллӑ, ҫын мар – каласа парать.(Кӗнеке).

  4. Пӗрене ӑшӗнче хура ҫӗлен пур.(Кӑранташ).

  5. Уҫӑ сасӑллӑ майра юрӑ юрларӗ, ачасем пурте урока ларчӗҫ.(шӑнкӑрав)

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Хӑҫан пулать-ши вара пӗрремӗш шӑнкӑрав? Кӗтсе илейӗпӗр-ши?

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Ан васка, ----------------------. Васкакан вакка сикнӗ. Ваттисен сӑмахӗ. Чи малтанах эпир ачасене шкулти правилӑсене аса илтерер.

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Тӗрӗс. Эпӗ те манман-ха вӗсене…



  1. Ирпе ирех тӑмалла, кахаллӑха манмалла.

  2. Сывлӑм чечеке ҫӑвать, сана супӑнь юратать.

  3. Юлхавланса эс ан лар, урока юлса ан кил.

  4. Килтен тухса кайиччен шкул сумкине эсӗ тӗрӗсле.

  5. Шкулта эсӗ тирпейлӗ пул.

  6. Тумтире эсӗ хисепле, ялан тирпейлӗ ҫӱре.

  7. Аслисене хисепле, кӗҫӗннисене ан кӱрентер.

  8. Лайӑх паллӑсем Ӑывӑҫ ҫинче ӱсмеҫҫӗ.

  9. Хисеплӗ ҫын пулма нумай тӑрӑшмалла, лайӑх вӗренмелле, ӗҫчен пулмалла.

  10. Тӑван тавралӑха, шкула юратӑр. Шкулӑн йӑли-йӗркисене ҫирӗп тытса пырӑр, хисеплӗр.

  11. Кӗнекӗрсене упрӑр. Хӑвӑр ҫак шкул вӗренекенӗ пулнипе мухтанӑр, шкул чысне ан ярӑр



- Паян ачасем шкула нумайӑшӗ пушӑ алпа килменни курӑнать. Вӗсем пурте хӑйсен юратнӑ учителӗсене саламласшӑн.(Чечек ҫыххисене парнелени.)

Пӗрремӗш ертсе пыракан :Хӗвеллӗ кун сан кӑмӑлу хӗвеллӗ!

Вӗр ҫӗнӗ портфеле букварь хурса,

Хитре чечек ҫыххи тытса телейлӗн,

Пӗрремӗш хут кӗретӗн эс класа.



Иккӗмӗш ертсе пыракан :Кунта сана кӗтсе илеҫҫӗ чыслӑн

Ӑс-тӑн пухмашкӑн тусӑм ҫанна тавӑр

Пуҫламӑш хут туссем тупатӑн йышлӑн,

Янрать юратнӑ шкулӑн шӑнкӑравӗ.(Пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрать. )



Пӗрремӗш ертсе пыракан : Шӑнкӑрав сас пачӗ

Урока чӗнсе.

Пӗтӗм класс шӑпланчӗ

Парта хушшинче.

Ак кӗрет учитель,

Савӑк сӑнпала.

Кӑмӑллӑ вӑл питӗ

Пирӗнпе ялан.

Урокра туптатпӑр

Хамӑр ӑс-тӑна

Вӗренсе пыратпӑр

Пиллӗкпе кӑна.

Иккӗмӗш ертсе пыракан :Хаваслӑ шӑнкӑрав сасси пурне те пӗлӱ тӗнчине чӗнчӗ. Вӑл ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ пуҫланнине систерчӗ. Пурте малалла вӗренме тытӑнар. Пуриншӗн те паян кунӗ хаваслӑ пултӑр!

Пӗрремӗш ертсе пыракан : 9-мӗш класра вӗренекенсене 1-мӗш класс ачисене вӗренӱ пӱлӗмне ӑсатма ыйтатпӑр. (Ачасем классене кӗреҫҫӗ.)




























Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!