СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Сочинение-рассуждение "Моя малая родина" на чувашском языке

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тӑван ҫӗр-шыв… Мӗн-ши вӑл? Тен,  хам ҫуралнӑ ҫӗр-шыв? Тен , хам ҫуралнӑ ял, кил-ҫурт. Тӑван ҫӗр-шыв…  Вӑл , ман шутпа,  атте-анне, тăвансем, кÿршĕсем, ял-йыш. Вăл-тăван кил, эс çуралнă ял.  Вăл-пÿрт умĕнчи пысăк йăмра, пахчари йăрансем, садри улмуççисемпе чечексем. Инçе мар ларакан лавкка, пĕве, ферма. Вăл-ял çумĕнчи уйсем, вăрмансем, çырмасем, тапса тӑракан  çăл куçсем. Хамăрăн лăпкă халăхăн çепĕç чĕлхи-калаçăвĕ, сăвви-юрри, вăййи-кулли, йăли-йĕрки.

 

Просмотр содержимого документа
«Сочинение-рассуждение "Моя малая родина" на чувашском языке»

Тӑван ҫӗр-шыв.

Мӗн-ши вӑл тӑван ҫӗр-шыв?

Аякра-ши, ҫывӑх-ши?

Аякра та, ҫывӑх та ,

Каласа парам, тӑхта

(П. Хусанкай).

Тӑван ҫӗр-шыв… Мӗн-ши вӑл? Тен, хам ҫуралнӑ ҫӗр-шыв? Тен , хам ҫуралнӑ ял, кил-ҫурт. Тӑван ҫӗр-шыв… Вӑл , ман шутпа, атте-анне, тăвансем, кÿршĕсем, ял-йыш. Вăл-тăван кил, эс çуралнă ял. Вăл-пÿрт умĕнчи пысăк йăмра, пахчари йăрансем, садри улмуççисемпе чечексем. Инçе мар ларакан лавкка, пĕве, ферма. Вăл-ял çумĕнчи уйсем, вăрмансем, çырмасем, тапса тӑракан çăл куçсем. Хамăрăн лăпкă халăхăн çепĕç чĕлхи-калаçăвĕ, сăвви-юрри, вăййи-кулли, йăли-йĕрки.

Ырă чунлă кашни çыншăнах тăван кĕтес хаклă. Мĕншĕн тесен вăл пире çуратса тĕнчене кăларнă, лăпкаса ачашланă, çын тунă. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерме, çут тĕнчепе этемлĕхе юратма хăнăхтарнă.

Сӑмахран,ҫуралнă кĕтесе урăхла пĕчĕк тăван çĕр-шыв теме пулать. Вара çыннăн икĕ Тăван çĕр-шыв пулать: пĕчĕкки тата пысăкки. Пĕрремĕшĕ- кун курса ÿснĕ ен пулсан, тепри вара - Раççей. Вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă.

Нумай çамрăк тăван чĕлхепе йăла-йăркене пĕлмест, пĕлесшĕн те мар. Хăшĕ-пĕри чăвашла çырма та, вулама та веренесшӗн мар. Хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшне атте, анне текен сахал. Пурте папа, мама теççĕ. Чăваш халăхĕн паха енĕсене - ĕçченлĕхне, сăпайлăхне, тасалăхне çухатса пыракансем те пур.

Тавралăх ялан тирпейлĕ тата хитре пулнине курас килет. Шел те, вăл яланах ун пек мар: ял йĕри-тавра çырмасем пысăкланса пыраççĕ, вăрмансене касса пĕтереççĕ.

Тăван кӗтесе илемлетесси хамăртан, пурте пĕрле тăрашнинчен килет. Пирĕн ял варрипе çулсерен çурхи шыв çĕре çурса хăварать. Вăл ан сарăлтӑр тесе халăх нумай йывăҫ лартнă. Эпир те кашни çуркуннех çак ĕçе хутшăнатпăр. Унсăр пуçне йывăҫ вăррисем тăкăнса хăйсем шăтаççĕ. Пĕр пилĕк-ултă çул каялла унта хурăн сахалччĕ. Халĕ вара çамрăк хунавсем вăрман пек лараççĕ.

Манǎн пĕчĕк Тăван çĕр шывăм, Пӗршенер ятлӑ. Вăл пысăках мар, лайăх вырăнта вырнаçнă. Ял варринче пĕчĕк çеç пӗве пур. Шыв хӗррипе кашни утӑмра тенӗ пекех йӑмра,тирек, ҫӱҫе тӱпенелле кармашаҫҫӗ .Шывӗ пур пулсан, пулли те пур,паллах. Кунӗн-ҫӗрӗн хур-кӑвакал шывра пӗр-пӗринпе тытмалла выляҫҫӗ.

Ман тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс, пăхса илен те, кăмăл çĕкленет. Епле илемлĕ пирĕн тавралăх. Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать.Тавралăх шăпланать. Ирхине вара ĕçчен чăваш халăх ĕçе тытăнать. Тÿпере тăри юрлать, хĕвел хĕртсе пăхать, утă шăрши таврана сарăлать. Ĕçлет ман юратнă ял-йыш. Малаллах талпăнать, нимĕнле йывăрлăха та парăнасшăн мар-ха. Чун савăнать ывăнми ĕçлекен халăх çине пăхса.

Ытарайми ман çĕр-шывăм,

Ăна саватăп эп чунтан-вартан.

Кунта эп ÿснĕ те çĕкленнĕ сыввăн,

Телейĕме те тупнă çакăнта.(Н.Кушм.)

Çак йĕркесене мана валли çырнă пекех туйăнать. Тăван атте-анне килĕнчен тухса кайсан, ăшри пĕтĕм туйăм çапах та килеллех туртать. Хуть ăçта кайсан та, тăван кил аса килетех. Пирӗн паллӑ ӑсчах Г.Н.Волков этнопедагог ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ пылак»,- тенӗ вӑл. Ку, чӑнах та, ҫапла пулӗ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫа, ӗмӗт-туйӑма унсӑрӑн курмастӑп та.

Яланах пурăн эсĕ ман пĕчĕк Тăван çĕр-шывăм. Хальхи пурнăçпа пит капмар çĕкленсе кайма çук пулсен та пурăн эсĕ. Ан сÿн çеç. Эсĕ пире яланах кирлĕ.

Ĕçе пурнӑçлаканĕ: Яковлева Евгения 8 класс

Вĕрентекенĕ: Маслова Светлана Михайловна




Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!