СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Сухан – сиплĕ çимĕç

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Суханпа паллаштарасси, вал сиплĕ, паха çимĕç пулнине палăртасси, пулмалли причастисене калаçура вырăнлă усă курма хăнăхтарасси.

Просмотр содержимого документа
«Сухан – сиплĕ çимĕç»

Урок теми. Сухан – сиплĕ çимĕç.

Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ паракан урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ:ачасене çут çанталăк илемне курма, ĕçе юратма, сывлăха упрама вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Суханпа паллаштарасси, вал сиплĕ, паха çимĕç пулнине палăртасси, пулмалли причастисене калаçура вырăнлă усă курма хăнăхтарасси.

Ăнлантару тĕллевĕ: Калаçу хăнăхĕвĕсене, çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава аталантарасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем

Кăтарту меслечĕсем;

Халăх сăмахлăхне усă курни,

Словарьĕçĕ;Учительсăмахĕ,

Эвристикалла меслет;Практика ĕçĕсем;

Вулав, куçару ĕçĕсем.

Грамматика материалĕ: Пулмалли причасти

Курăмлăх хатĕрĕсем:Вĕрентÿ кĕнеки, компьютер, сухан ÿкерчĕкĕсем.

Урок эпиграфĕ: Пирĕн сухан çимелле сывлăха сиплемелле.

Урок юхăмĕ.

1 ОРГМОМЕНТ.

1)Сывлăх сунни.

2)Фонозарядка.

-Ак çапла тÿре ларар,

Пуçсене çÿле çĕклер,

Паян пурте ачасем

Пиллĕкпе çеç вĕренер.

3) Ачасемпе калаçма пуçлани:дежурнăйпа,-паянхи çанталăк.

-Çапла вара çантлăк кашни кунах улшăнса тăрать.Нумай чухне , çакăн пек çанталăкра, çынсем чирлеççĕ. Сирĕн хушăра та чирлекенсем пур пуль .Чирлес мар тесе эсир мĕн тăватăр?

Ачасен хуравĕ.

-кашни кун физкультура тăватпăр,

-лимон çиетпĕр,

-сухан, ыхра çиетпĕр.

-Тĕрĕс, кашни кун пĕрер шăл ыхра, çyp пуç сухан çисен аван пулмалла,ун хыççăн вара вĕри чейпе çу çисен эсир нихăçан та чирлеместĕр. Паянхи урокра Сухан усаллă та сиплĕ çимĕç пулнине вуласа пĕлĕпĕр. Текстпа ĕçлеме пуçличчен çĕнĕ сăмахсемпе паллашар.

Словарь ĕçĕ:

Суханпа сиплен-лечись луком Йÿçĕ сухан-горький лук, Сухан майи-связка. (плетенка лука)Шыравçă-исследователь, учёный.

Çĕнĕ тема.

-Ачасем , халĕ эпир умра выртакан текста алла илĕпĕр.Унта тĕл пулакан çĕнĕ сăмахсемпе паллашар.

1)учитель вулать,

2)учитель хыççăн калаççĕ,

3)пĕрремĕш ушкăнĕ чăвашла вулать,

4)иккĕмĕш ушкăнĕ вырăсла вулаççĕ,

5)предложенисем йĕркелеççĕ.

Текстпа ĕçлени.(Сухан йăранĕнче ачасем хайсене валли ĕç суйласа илеççĕ).

1. Текста вулани:

1)учитель вулать.

2)пĕр ачи вулать, вуланине кĕскен каласа парать.

3)Вуланине тÿрех куçарса парать.

4)Вуланине тÿрех чăвашла каласа парать.

5)вуласа куçарать.

Сухан. Сухан - авалхи, Африкара усекен çимĕç.Пирĕн пата вăл çĕрулминчен маларах килнĕ. Халĕ те Египетри пирамдасем çинче сухан укерчĕкесене тупакан шыравçăсем сахал мар. Пирĕн тăрăхра ытларах пуçлă сухан лартаççĕ. Вăл лайăх упранакан, типсе кайман, çĕрмен çимĕç шутланать.

Асанне калана тăрăх, ĕлĕк сухана мая туса типĕрех вырăна çакнă, çапла майпа ăна тепĕр çуркуннечченех упранă. Хулара халĕ сухана маяласа усракан сахал. Пирĕн асанне, сăмахран, мая тăвас вырăнне лайăх типнĕ сухана кивĕ капрон чăлха ăшне тултарать те кладовая çакать. Ялта вара халĕ те хĕлле валли хăваракан сухана маялаççĕ.

Суханан симĕс çулçи те, пуçĕ те çиме юрăхлă.Эпĕ хам сухан çулçине ытларах кăмăллатăп.Пирĕн килте сухан куллен усă курмалли, çимелли çимĕç шутланать: эпир ăна çаралла та çиетпĕр, яшкана та яратпăр, салат та кукаль те хатĕрлетпĕр.

Сухан паха çимĕç кăна мар,вăл сывлăхшăн та питĕ усăллă.Унра тĕрлĕ витамин, организмшăн кирлĕ микроэлемент йышлă. Çавăнпа та вăл нумай чир-чертен сывалмалли паха çимĕç пулса тăрать.

2.Ыйтусемпе ĕçлени.

-1. Сухан ăçта ÿсекен çимĕç?

2.Египетри пирамидăсем çинче хальте мĕн тупаççĕ?

З.Пирĕн тăрăхра ытларах мĕнле сухан лартаççĕ?

4.Сухана мăяласа мĕнле вырăна çакнă?

5.Халĕ сухана мĕнле yпpаççĕ?

Ă. Эсир сухана мĕнле çимĕçпе юрататар?

7.Пуçлă сухан вырасла мĕнле пулать?

8.Сухан сывлăха усăллă усăллă çимĕç-и?


З.Текстри причастисене тупни-куçарни.

ÿсекен-растущий

Тупакан-находящий

Упранакан-хранящийся

Усракан-держащий

Типнĕ-сушённый.

Халĕ, ачасем, текстпа усă курса сухан мĕнле çимĕç пулнине тепĕр хут пăхса тухатпăр.

4.КЛАСТЕР.

5. Физкультминутка.


Чирлес мар тесен ялан, Физкультура тумалла, Сикмелле, çаврăнмалла, тапăртатса илмелле, сухан – ыхра çимелле.

Грамматика пайне ăнлантарасси.

Урок эпиграфе: : Пирĕн сухан çимелле Сывлăха сиплемелле

Ачасем, тепĕр хут эпиграфа вулар-ха, çимелле сиплемелле самахсем мĕнле пуплев пайе-ши? - çапла вĕсем пулмалли причастисем.

Пулмалли причасти глаголăн сăпатсăр форми шутне кĕрет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -малла(-мелле),-малли (-мелле) аффикс хушăннипе пулать.

-Малли (-мелли) аффиксла причастисем предложенинче определении шутĕнче тел пулать,

-Малла (-мелле)аффиксла вара предложенинче сказуемай вырăнĕнче курма пулать, унăн хирĕçлев форми пур (килмелле -килмелле мар).

Темăна çирĕплетни

Халĕ хăнăхтарусем тăватпăр.

1.От основ глагола образуйте причастия долженствования.

Кан... кун,çывăр... вăхăт, вĕрен... вăхат, çи... апат, çунтар... вутă, сухала... çĕр, выр... тырă, тат... панулми, I йÿçĕт... хăяр, кас... турат, ĕç... шыв.(сăмахпа каласа пурнăçлани, ачасем пĕрерĕн вулаççĕ)

2.Образуйте причастия долженствования. Поставьте их по

смыслу в отрицательной форме.

Ман ыран пахчана кай..., типнĕ çулçăсене пуçтарса çунтар...,кишĕрпе купăста илсе кил... . Çул урлă светофора пăхса çеç каç..., машина умне чупса тух... мар. Ватă çынна хисепле..., хирĕç пулсан сывлăх сун..., кирлĕ чух çул урлă каçма пулăш... . Никама та кирлĕ мар çĕртен сивĕ сăмахпа кÿрентер... мар. Паян çанталăк : чат... мар сивĕ. Ку йыăр саманана мĕнле чăтса ирттер...-ши?( Вăхăт юлсан пурнăçлатпăр).


Причасти

аффиксем

тĕслĕх

Хальхи причасти

-акан /-екен

çыр-акан вĕрен-екен

Иртнĕ причасти

-на /-не

çыр- нă вĕрен- нĕ

Пулас причасти

-ас /-ее

çыр-ас вĕрен-ес

Пулмалли причасти

-малли /-мелли

çыр-малли


-малла/мелле

Вĕрен-мелли


3.От данных глагольных основ образуйте причастия настоящего, прошедщего, будущего времени и причастия долженствования.


Образец; вула- вулакан-вуланă- вулас-вуламалли.

Çыр, вĕрен, шктла, çул (утă), выр (тырă), калаç, тăрăш. (Доска умĕнче икĕ ача ĕçлет, ыттисем тетрадь çине сыраççĕ).

5. Физкультминутка Чирлес мар тесен ялан Физкультура тумалла. Сикмелле, çаврăнмалла,

Тапăртатса илмелле

Сухан - ыхра çимелле.



4.Киле ĕ . –мĕш ĕç.Ачасем, эсирдневниксене уçăр, киле ĕç çыратпăр. Киле ĕç страница 90- мĕш, 5 –мĕш ĕç. Экран çинчи таблица сире киле ĕç тума пулăшĕ.(Пĕр предложенине пĕрле туса пăхатпăр)

5.Урока пĕтĕмлетни.-Ачасем хăйсен мĕн пĕлнине çĕннине пĕлнине каласа параççĕ.-Кама мĕн килĕшрĕ?- кам мĕн астуса юлчĕ.-Ачасен ĕçне хаклани. Çапла вара , ачасем, паян эпир сывлăха сиплемелли çинчен калаçрăмăр. Пулмалли причасти çинчен вĕрентĕмĕр, вĕсемпе усă курма хăнăхрăмăр.