СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Тест 3 класс предложени

Нажмите, чтобы узнать подробности

3 класс тест_Предложени

Просмотр содержимого документа
«Тест 3 класс предложени»

Чăваш чĕлхи, 3 класс

«Предложени» темăпа тест

  1. Хăшĕ тĕрĕс?

а) Предложени – сăмахсен йышĕ

ă) Предложени – шухăш енчен çыхăнман сăмахсен йышĕ

б) Предложени - шухăш енчен çыхăннă, вĕçленнĕ шухăша пĕлтерекен сăмахсен йышĕ



  1. Хăшĕ предложени пулать?

а) çырать, ача, хитре.

ă) Мишук юлан утпа ярăннă.

б) Пăхать, хĕвел, хĕртсе, кăнтăрла.



  1. Тĕрĕс пĕлтерĕшсене йĕрпе çыхăнтар:

Калуллă предложени вăл…


Мĕн çинчен те пулсан ыйтать

Ыйтуллă предложени вăл…


Мĕн çинчен те пулсан каласа парать

Хистевлĕ предложени вăл…


Мĕн те пулсан тума ыйтать, хушать



  1. Хăшĕ тĕрĕс:

а) Предложени вĕçĕнче яланах точка лартăнать

ă) Предложени вĕçĕнче яланах запятой лартăнать

б) Предложени вĕçĕнче точка, ыйту палли е кăшкăру палли лартăнать



  1. Тĕп членсем:

а) дополнени, сказуемăй

ă) определени, подлежащи

б) подлежащи, сказуемăй

  1. Панă сăмахсенчен хăшĕ подлежащи пулма пултарать:

а) вăрман

ă) шкулта

б) ачана



  1. Предложенисенчи подлежащисене палăрт:

а) Хура кĕркунне иртрĕ.

ă) çанталăк кунран-кун сивĕтет.

б) Сивĕ, çил-тăманлă хĕл çитет.



  1. Хăш предложени схемăпа килĕшет: __________ _ _ _ _ _ _ ____________ .

______________________________________________________________

а) Ачасем хаваслă юрларĕç.

ă) Ачасем юр тасатрĕç.

б) Ачасем килĕсене кайрĕç.


  1. Хăш предложенире тĕп членсем кăна:

а) Анне ĕçе кайрĕ.

ă) Сасă илтĕнчĕ.

б) Сарă хĕвел курăнчĕ.



  1. Палăртнă сăмах предложенире мĕнле член пулать?

Пирĕн пÿрт умĕнче йывăçсем ÿсеççĕ

а) тĕп член

ă) кĕçĕн член