Егорова Инна Михайловна
И.И.Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул
Урок теми: Ударение - Пусăм.
(вырăс шкулĕ, 9-мĕш класс)
I. Теори.
Ударение в чувашском языке определяется наличием или отсутствием в слове неполных (или слабых, кратких) гласных ă, ĕ. Правила ударения:
-
При отсутствии неполных гласных ударение падает на последний слог слова: самана «эпоха», анкарти «огород», кÿренÿ «обида».
-
Если в слове все гласные являются неполными, то ударение падает на первый слог: вăйлă «сильный», вăхăтлă «своевременный», пĕлĕтлĕ «облачный».
-
Если в словах имеются и полные, и неполные гласные, то ударение падает на последний полный гласный звук: тÿлевлĕ «платный», кĕркунне «осень».
В начальной форме заимствованных из русского языка слов сохраняется русское ударение. Если к заимствованным словам добавляется аффикс с неполным гласным, то русское ударение сохраняется. Если добавляется аффикс с другими гласными, то ударение перемещается на последний слог. Ср.: урок – урокшăн «ради урока», урокра.
II. Хăнăхтарусем.
-
Ударени правилисене кура самахсене виçĕ юпана çырăр.
Хавхалан, пуçламăшĕ, асамлă, телейлĕ, вĕçĕ, саламла, саламлă, тĕслĕх, вашават, кăмăллă, кăмăлла, тĕрĕслĕх, сăпайлă.
-
Çак сăмахсенче ударени хăш сыпăк çине (пуçламăш, варринчи, вĕçĕнчи) ÿкет? Мĕншĕн?
Каюра, хурама, хĕвеллĕ, ăнăçуллă, сухаллă, тусан, çырмалла, сĕлĕ, тăвăр, ĕмĕрлĕх, валашка, хăмăл, вĕренекенсем, ăнăçуллă, каюра, эмеллĕ, тĕвĕ, вĕренекен.
-
Текста вулăр. Виçĕ сыпăклă сăмахсенче ударени 1, 2, 3-мĕш сыпăксем çине ÿкекен сăмахсене икшер тупса çырăр.
Лутра хÿме çине чакак вĕçсе пырса ларчĕ. Илемлĕ те таса хăй, хура кĕрĕкпе, шурă чĕр çиттипе. Ларчĕ те чакăлтатма тытăнчĕ. Юр çуни ăна та килĕшнĕ пулас. Анчах Снежок çавăнтах хăй йăвинчен сиксе тухрĕ те вĕре-вĕре чакак патнелле ыткăнчĕ. Чакак паçăрах вĕçсе кайнă ĕнтĕ. Снежок вара çаплах юр тăрăх вĕре-вĕре чупрĕ. Йĕпе-сапа çанталăк иртсе кайни ăна та килĕшет ĕнтĕ.
Таня чÿрече патĕнче хăйĕн çăмламас анчăкĕ çĕнĕ кăпăшка юр çинче сиксе çÿренине пăхса кулса тăчĕ. (Л.Воронина.)
-
[ă], [ĕ] сасăллă сăмахсене тупăр та пусăм хăш сыпăк çине ÿкнине хĕрлĕ тĕспе паллă тăвăр.
Ахальтен Илем темен пулĕ ку юхан шыва. Вăл чăннипех те ытарайми илемлĕ. Унăн çыранĕсем е сĕвек, е чăнкă, е сакăлталлă. Вĕсене хăвасемпе çÿçесем хупăрласа илнĕ. Унта кайăк кăвакалĕсем чĕпĕ кăлараççĕ. Чарлансемпе тăрнасем анса лараççĕ. Хăмăшсене, хăяхсене тата ятти шыв курăкĕсене пулăсем хускаткаласа илеççĕ. Текĕрлĕксем те, карăшсем те юхан шыв сулхăнне кăмăллаççĕ.
Мĕнле кăна пулă çук-ши Илем юхан шывĕнче?! Уланкă, кăртăш, партас, çупах, шампа, ыраш пăтри… Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Пулăçсемшĕн çăтмах пек хăтлă кунти вырăнсем. Ватăраххисем те, ачасем те çу каçиччен миçе хут каллĕ-маллĕ кумаççĕ-ши юхан шыв çыранĕсем тăрăх! (Ю.П.-Вирьял.)
III. Тĕрĕслевпе хаклав ĕçĕ.
-
Сăмах сыпăкĕсенчен пĕрне вăйлăрах каланине мĕн теççĕ?
а) подлежащи
ă) дополнени
в) ударени
-
Сăмахра ă, ĕ сасăсем çук пулсан ударени яланах малти сыпăк çине ÿкет.
а) тĕрĕс
ă) тĕрĕс мар
3. Сăмах сыпăкĕсенчи уçă сасăсем пурте ă, ĕ сасăсем пулсан ударени пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет.
а) тĕрĕс
ă) тĕрĕс мар
4. чăваш чĕлхинче ударени мĕнле уçă сасăсем пурринчен килет
а) у, ÿ
ă) ы, и
б) ă, ĕ
5. çĕнтерÿпеле сăмахра ударени хăш сыпăк çине ÿкет
а) 1
ă) 2
б) 3
в) 4
г) 5
6. Хăш ушкăнри самахсенче ударени паллине тĕрĕс лартнă.
а) лаша, вăрман, пĕлĕт, халăх
ă) юман, сĕтел, çăкăр, кукăль
б) путене, кăвак, кĕмĕл, çеçпĕл
в) телей, хĕвел, тăлăп, кÿлĕ
7. Лар, пĕл, вĕрен, сăвă, юман самахсен формине улăштарса ударени урăх сыпăк çине ÿкмелле тăвăр.
8. Сăвва ударени палли лартса çырса илĕр.
Пур тесе ан мухтан,
Çук тесе ан хурлан.
Пуçра сывлăх пулсан
Эс телейлĕ ялан.
9. Хăш сăмахра пусăм пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет?
а) ăнсăртран
ă) ĕмĕтсĕррĕн
б) хăватлăрах
в) вăйланнă
Хурав: 1-в, 2-ă, 3-а, 4-б, 5-г, 6-ă, 7-лару, пĕлÿ, вĕренÿ, сăвăçă, юманлăх. 8 - Пур тесе ан мухтан, 9 – ă.
Çук тесе ан хурлан.
Пуçра сывлăх пулсан
Эс телейлĕ ялан.
IV. Хушма материал.
Чăваш ударенийĕн йĕрки
Сăмахра ă, ĕ сасăсем çук пулсан ударени яланах малти сыпăк çине ÿкет: калаçу, миçе, килелле, пукане.
Сăмах сыпăкĕсенчи уçă сасăсем пурте ă, ĕ сасăсем пулсан ударени пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет: кĕмĕл, вăрăм, тăнăçлăх, пĕчĕкçĕ.
Сăмах сыпăкĕсенче ă,ĕ сасăсемпе пĕрле ытти уçă сасăсем те пулсан ударении ÿкесси çакăн пек:
а) ударени нихçăн та ă, ĕ сасăллă сыпăк çине ÿкмест;
ă) ă, ĕ сасăсем юлашки сыпăкра маар чухне ударении юлашки сыпăк çине ÿкет: пăта, пăтасем, вĕрен, вĕренÿ, кĕнеке, кăмака;
б) ă, ĕ сасăсем юлашки сыпăкра е юлашки сыпăксенче пулсан ударении вĕсем умĕнчи сыпăк çине ÿкет: паттăр, паттăрлăх, çирĕк, çирĕклĕх, саламларăм, ăнланатпăр.