Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Варюхина Надежда Владимировна хатĕрленĕ.
Аннесен уявĕ валли çырнă сценарий.
Тĕллевсем: Аннене хисеплеме, юратма, хаклама вĕрентесси; ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ачасен çыхăнуллă пуплевне, лексикине, шухăшлавне аталантарасси.
Уяв йĕрки.
1-мěш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклăран та хаклă аннесем!
2-мěш ертсе пыракан: Сире чунтан-чĕререн аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.
1-мěш ертсе пыракан: Тăван çĕршыва юратасси те аннерен пуçланать, этемлĕх те аннепе çыхăннă. Кашни çыншăн «анне» тени пĕрремĕш сăмах, пĕрремĕш çын, пирвайхи туйăм…
2-мěш ертсе пыракан: Анне…Аннеçĕм… Чи юратнă çынна кăна çапла çепĕç чĕнме пулать. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç кунçулĕ.
1-мěш ертсе пыракан: Аннесем, пире эсир ырă та вашават, ăслă та пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентетĕр. Пăхса ÿстеретĕр, ура çине тăратса телей парнелетĕр.
2-мěш ертсе пыракан: Яланах ырă канашсем парса пурнăçри кăткăс лару-тăрура упратăр, çавăнпа эпир сире чунтан-чĕререн ( пурте пĕрле) ЮРАТАТПĂР!!!
1-мěш ертсе пыракан: Аня, эсĕ аннÿне юрататăн-и?
Аня: Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп.
2-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Дима, аннÿне юрататăп тесе каланă- и?
Дима: Тен, каламан та пулĕ, анчах эпĕ уншăн тем тума та хатĕр.
1-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Милена?
Милена:
Юратнă аннеçĕм,
Эс ман чĕрере.
Эс маншăн илемлĕ
Çут çăлтăр пекех.
Мана эс çуратнă,
Вĕрентнĕ утма.
Юратнă аннеçĕм,
Ялан пул манпа.
Йывăр чух пулатăн
Ялан эс çумра.
Мана пулăшатăн
Чăн-чăн çын пулма.
(Ачасем юрă юрлаççĕ.)
1-мěш ертсе пыракан: Кирилл, сан аннÿ мĕнле çын?
Кирилл: Вăл пуринчен те илемлĕ, ырă кăмăллă, алли вара ылтăн.
2-мěш ертсе пыракан: Ирина, аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши?
Ирина: Темле япалана та туянма пулать, амăшĕшĕн ачисенчен хакли ним те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах. Эсир килĕшетĕр-и манпа?
1-мěш ертсе пыракан: Çаплах, аннен çепĕç аллисем лăпканине, ачашланине мĕн çиттĕр енте.
Света: Анне пуртан эпир телейлĕ.
Саша: Вăл манăн вĕрентекен, юлташ, чи çывăх тус, вăл манăн чи çывăх çын.
2-мěш ертсе пыракан: Радик, эсĕ аннÿне час-часах пулăшатăн-и?
Радик: Паллах, хуçалăхра ĕç нумай. Аннесем ан ватăлччăр тесен вĕсене яланах пулăшмалла. Пирĕн пулăшу вĕсене кирлĕ.
1-мěш ертсе пыракан: Майя ! Санăн аннÿ тума пĕлмен ĕç пур-и?
Майя: Манăн анне пур ĕçре те маттур. Ларса канма пĕлмест, эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç тейĕн. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать, ĕç вăл- пурнăç илемĕ-çке.
2-мěш ертсе пыракан: Юля! Аннÿне мĕнле савăнтаратăн?
Юля: Эпир лайăх вĕренсен аннесем пуринчен ытла савăнаççĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсем хăйсен ачисене ăслă-тăнлă, пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă курасшăн.
1-мěш ертсе пыракан: Аннен чи ырă чĕре теççĕ, тĕрĕсех-ши, Катя?
Катя:Манăн анне питĕ ырă.
Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.
Мана ăшшăн çупăрлать,
Хăйĕн çумне чăмăртать.
Унпа лайăх калаçма,
Пĕрле çырма, вулама.
Сăвă çырма вĕрентет,
Лайăх пулсан хĕпĕртет.
(Ачасем ташлаççĕ).
Коля: Манăн анне те тĕнчере чи ырри, айăпа кĕрсен те каçарать. Ачасем, ан кÿрентерĕр аннĕрсене! Вĕсем хисепе тивĕç.
2-мěш ертсе пыракан: Володя, эсĕ чи çывăх çынран каçару ыйтса курнă-и?
Володя: Астумастăп, анчах халĕ çак уявра эпĕ каçару ыйтасшăн. Каçар, аннеçĕм, кӳрентернĕ пулсан.
1-мěш ертсе пыракан: Ксюша, аннÿне тав тăвас килет-и?
Ксюша:Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,
Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.
Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,
Чечексенчен те эсĕ чи хитри.
Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,
Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.
Санăн хитре, илемлĕ йăл-кулли
Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши.
Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,
Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.
2-мěш ертсе пыракан: Тата камăн тав тăвас килет? Кам тав сăмахĕ каласшăн?
Регина: Эпĕ аннене саватăп:
«Юратап», — тесе калатăп.
Сăвăсем çырса паратăп,
Аннене савăнтаратăп.
Вăл та мана юратать,
Ăшăтать, сиплет, савать,
Юратать те кăмăллать,
Çепĕç сăмахсем калать.
Пирĕн анне пит маттур,
Вăл ĕçлет, сиплет, тимлет.
Апат тутлă пĕçерет,
Ăшă кукăль çитерет.
(Ачасем «Анне ялан чĕрере» юрра юрлаççĕ.)
1-мěш ертсе пыракан: Эпир анне умĕнче парăмра, çавăнпа та яланах хисеплесчĕ, юратасчĕ, ĕмĕрех пĕрле пуласчĕ, нихăёан та сире сăмахпа та, ĕçпе те кӳрентерес марччĕ.
Саша: Ырă кăмăллă аннеçĕм,
Тав тăватăп пуç тайса
Пире пăхса ӳстернишĕн.
Юратнишĕн лăпкаса.
Ыррине çеç вĕрентетĕн,
Тӳрĕ кăмăллă пулма.
Яланах пире пиллетĕн
Пурнăçра телей курма.
Çут хĕвелĕм эс, аннеçĕм.
Сывлăху сан пултăр çирĕп
Нумай-нумай пурăнма.
Юрататпăр пит сана.
Майя: Аннеçĕм,санпа канашласа чуна уçма пулать, чĕрери тунсăха пусарма пулать.
Света: Çулсем иртнĕçемĕн аннесен сывлăхĕ хавшать, çавăнпа та сире чĕререн каланă ăшă сăмахсемпе савăнтарас килет.
Катя:
Анне эс пире ӳстернĕ,
Пăхнă пире ир те каç.
Ырă пурнăç эс пилленĕ,
Çĕр çултан та иртсе каç.
Тав сăмахĕ шав калатпăр
Сана анне кунсерен.
Ырлăх-сывлăх, вăй сунатпăр,
Пулсам пĕрле çулсерен.
Анне, анне, аннеçĕм!
Сана эп юрататăп!
Пĕр саншăн çеç çурхи ир
Хире чупса тухатăп.
Хитре чечек тататăп,
Ăна сана паратăп.
Аннеçĕм, ман, аннеçĕм!
Сана чунтан саватăп!
(Пурте пĕрле)
Шӳтсем.
Ашшĕпе хĕрĕ. (Виктор тата Юля)
- Ыран шкулта пĕчĕк пуху пулать.
- Мĕншĕн пĕчĕк? Мĕне пĕлтерет ку?
- Унта эсĕ,эпĕ тата Иван Иванович пулать.
***
Ывăлĕпе ашшĕ канашлаççĕ. (Сашăпа Майя)
- Итлетĕн пулсан, ывăлăм, сана трактор илсе паратăп.
- Прицеппа- и?
- Аха.
- Хĕрлĕ- и?
- Аха.
- Питĕ лайăх. Урра!!! Манăн икĕ трактор пулать.
- Мĕншĕн иккĕ?
- Тепри ман кравать айĕнче ларать.
***
Амăшĕпе хĕрĕ (Катя тата Ксюша)
- Катюша! Сана ку усал сăмаха кам вĕрентнĕ?
- Хĕл Мучи! Вăл çĕрле пукан уринчен такăнса кайрĕ те… эпĕ кайран парнесĕрех юлтăм.
***
Ашшĕпе ывăлĕ. (Димăпа Саша)
- Сана шкулта паян доска патне чĕнчĕç- и?
-- Чĕнчĕç.
- Вара мĕн хуравларăн?
- Ыран шкула сана чĕнеççĕ.
***
Амăшĕпе хĕрĕ çывăрма выртнă.(Катя В. тата Света)
- Анне,шыв илсе кил-ха.
- Тăр та хăв илсе кил.
- Аннеçĕм, илсе кил-ха.
- Каларăм сана, кайса илсе кил.
- Шыв кирлĕччĕ.
- Эп пиçиххи илсе килме пултаратăп.
- Ну, пиçиххи патне кайнă чух шыв илсе кил.
***
Икĕ арçын тĕл пулаççĕ.(Володя тата Коля )
- Эсир хăвăр ывăлăр валли алгебрăпа килти ĕç тунă-и?
- Тунă.
- Çырса илме парăр-ха.
***
Амăшĕпе хĕрĕ тухтăр патĕнче.( Регина, Аня, Катя)
- Кала-ха, кушакăн миçе ура?
- Тăваттă.
- Кушакăн миçе хăлха?
- Иккĕ.
- Кушакăн миçе куç?
- Иккĕ.
-Кушакăн хÿри пур-и?
-Анне, ку тухтăр кушаксене нихăçан та курман- и?
Такмаксем.
Аттене те хывман эп,
Аннене те хывман эп.
Шупашкарти артистсен
Кукамăшне хывнă эп.
Атте те вăрçать мана,
Анне те вăрçать мана,
Вĕсем вăрçни ним те мар,
Савни юратать мана.
Анне мана ма вăрçан,
Ху хĕр пулса ÿсмен-им?
Атте каччă пулман-им те
Иксĕр улах туман-им?
Эп юрлама юратап,
Эп ташлама юратап,
Юрланипе, ташланипе,
Аннене савăнтарап.
Утсассăн та, чупсассăн та,
Эпир шыва каяс çук.
Юрласан та, ташласан та,
Эпир намăс курас çук.
Эпир сире юрататпăр,
Уявпа саламлатпăр.
Сывлăх, телей, юрату
Сирĕн пултăр кашни кун.