Родионова Людмила Николаевна,
Кабуркина Ираида Семеновна
55 – мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем
И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ.
Урок тĕсĕ: Хутăш урок.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашасси, «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавне вуласа тишкересси.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Ачасене чăваш халăхне çутта кăларакан çыннăн ятне, унăн ĕçĕсене хисеплесе тĕрĕс хаклама хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Ачасен тавра курăмне, çыхăнуллă пуплевне, пултаруллăхне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: кĕнеке выставки, презентаци, картăчкăсем, унăн калавĕсем.
Урок юхăмĕ.
1. Класа йĕркелени.
А) сывлăх сунни;
Ă) сăвă:
Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр,
Урок пырать ку класра.
Эп çыратăп, эп вулатăп,
Калаçатăп чăвашла.
2. - Эпир мĕнле Республикăра пурăнатпăр?
- Эсир мĕнле паллă çынсене пĕлетĕр?
Пирĕн Республикăра чăнах та паллă çынсем нумай. Эпир паян вĕсенчен пĕринпе И.Я. Яковлев пурнăçĕпе паллашăпăр. Унăн «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавне вуласа тишкерĕпĕр.
Слайдсемпе усă курса И.Я. Яковлев пурнăçĕпе паллаштарни.
Ачасем мĕнле астуса юлнине тĕрĕслени:
А) Кам вăл И.Я. Яковлев?
Ă) Вăл ăçта çуралнă?
Б) И.Я. Яковлев ăçта вĕреннĕ?
3. Халь эпир сирĕнпе «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калава вуласа тишкерĕпĕр. Ăнланман сăмахсене доска çине çырса хунă, малтан учитель вулать, унтан ачасем вулаççĕ, тетрадьсем çине çырса хураççĕ:
Тÿрлетес килетчĕ – хотелось починить
Сĕртĕнме те хушмастчĕç – не разрешали прикасаться
Тыткаласа пăхаттăм – притрагивался
Сехете салатса тăкрĕ – разобрал на части
Сансăр пуçне- кроме тебя
Тунма тăрăшрăм – стал отрицать
1) «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калава учитель вуласа пани.
2) Ачасем черетпе вулани.
3)Калавăн содержанине каласа пани.
4)Ачасем ыйтусем çине ответлени:
А)Мĕншĕн Ванюк ашшĕне сехет Хĕветĕрĕ тенĕ?
ă) Ванюк кам пек пулма ĕмĕтленнĕ?
Б) Ашшĕ Ванюка мĕнле сĕнÿ панă?
В) «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавпа И.Я. Яковлев мĕн каласшăн пулнă?
Г) Калав ачасене мĕнле пулма вĕрентет?
4. Хускану саманчĕ: Тăратпăр, алăсене яратпăр, çĕклетпĕр, яратпăр, ларатпăр.
5. Ачасем «Кушакпа шăши» калава лартса пани. Ыйтусем:
А) Эсир юмаха мĕнле ăнлантăр? (Çиелтен пăхсан питĕ хитре япала та ăшĕпе япăх пулма пултарать)
6. Пĕтĕмлетÿ: 1) Эсир паян И.Я. Яковлев çинчен мĕн çĕннине пĕлтĕр? (Унăн 5 ача пулнă, унăн шкулĕнче арçын ачасемпе хĕрачасем уйрăм классенче вĕреннĕ.)
2) И.Я. Яковлев «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавпа мĕн каласшăн пулнă? (Атте-аннене итлемелле, ĕçе тума пĕлмесен ун патне пырса çыпçăнмалла мар, суймалла мар.)
7. Киле ĕç: И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем тума.
8. Урокра лайăх ĕçленĕ ачасене палăртни, урока вĕçлени.