СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Жизнь и творчество Я.Г.Ухсая

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

В статье подробно рассказывается о жизни и творчестве чувашского народного поэта Якова Гавриловича Ухсая на чувашском языке. 

Просмотр содержимого документа
«Жизнь и творчество Я.Г.Ухсая»

Я.Г.Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě

Эпиграф:

Тÿрě тытрăм эп хама,

Утрăм халăх çулěпе.

Я. Ухсай.


План

1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě.

2. Вăрçăчченхи ěсě-хěлě.

3. Тăван çěр-шыв Аслă вăрçинче.

4. Вăрçă хыççăн.

5. Хайлавěсем.

6. Хисеплě ятсем, наградăсем.




Поэт ачалăхěпе вěренěвě

Яков Гаврилович Ухсай 1911 çулхи чÿк уйăхěн 26-мěшěнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кěрекен Слакпуç ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пулас поэтăн ачалăхě йÿçě тěтěмлě хура пÿртре иртнě. Пурнăç темěнле йывăр пулсан та ашшě ачана вěрентмех тăрăшнă.Акă мěнле çырса хăварнă вăл кун пирки хăйěн аса илěвěсенче: «Каçсерен, кăвайт умěнче ларнă чух, ăсра чи çутă çăлтăра курса çичě хут кěл тăваттăм. Халăхра çапла йăла пурччě. Кěл тумалли сăмахсене эпě тахçанах шутласа кăларнăччě. Мана телей ярса пыма, хутла вěренме, ялта писарь пулса ěçлеме, хамăр ялта пурăнакансем валли хутсем çырса пулăшакан пулма ыйтаттăм».

1891 çулччен Слакпуçěнче шкул пулман. Ялти 1200 çынран пěр çын çеç хутла пěлнě. Каярахпа çак шкулта К. Иванов та, Я. Ухсай та вулама-çырма вěреннě. Хăйне çывăх тăван тивекен К. Иванов пек пулма ěмěтленсе çамрăк ача сăвăсем çырма тытăннă.

Эс мана вăрат анне,

Илěм-тилěм ирхине.

Манăн выльăх пăхмалла,

Ман шкула та каймалла.

Эпě выльăх пăхмасан

Пирěн пулмě сěт те çу.

Эпě шкула каймасан

Пулмě ăслă калаçу.

Чăнах та, питě тăрăшуллă вěренекен пулнă вăл шкулта. Вырăс чěлхипе математикăна пултаруллă вěренсе пынă, юлташěсене те пулăшнă.


2. Вăрçăчченхи ěсě-хěлě

Унтан вăл Пишпÿлекри хресчен çамрăкěсен шкулěнче пěлÿ пухать, литература кружокне çÿрет, сăвăсем хайлать. 1928-1930 çулсенче Ěпхÿри халăх институчěн хатěрленÿ уйрăмěнче вěренет.Çак вăхăтра унăн пěрремěш сăвви «Юратрăм эп, хирсем, сире» «Сунтал» журналта пичетленет. 1930 – 1933 çулсенче Мускаври

М. В. Ломоносов ячěллě университетăн литература факультетěнче вěренет. Çакăнта вăл тутарсен чаплă поэчěпе Муса Джалильпе паллашса туслашать. Çак çулсенче Мускаври «Коммунар» хаçатра та ěçлет.

1933-1934 çулсенче Я. Г.Ухсай Пушкăртри машинăпа трактор станицийěсен политпайěсем кăларса тăракан хаçатсенче ěçлет, очерксем, фельетонсем, тěрлě сăнавсем ăсталать. 1935-1937 çулсенче Ульяновскри тата Патăрьелěнчи педагогика училищисенче чăваш чěлхипе литературине вěрентнě. 1938 çулта репрессирен хăтăлса Александр Твардовский патěнче пурăнать. 1939 çултан пуçласа Шупашкара килсе яланлăхах кунта тěпленсе ěçлеме тытăнать. 1940-1941 çулсенче унăн «Вут

чěлхе», «Ял хыпарěсем» сăвă кěнекисем, «Тутимěр», «Хура элчел» трагедисем т. ыт.

пичетленеççě.

Тăван çěр-шыв Аслă вăрçинче


Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан поэт хăй ирěкěпе халăх ополченине çырăнать, 1942 çулхи çу уйăхěнче вěренÿ батальонěн курсанчě пулса тăрать.

«Çар гимнастёркине эпě 1942 çулхи çу уйăхěнче тăхăнтăм, ăна 1946 çулхи кěркунне çеç хыврăм», - тесе каласа кăтартнă вăл тусěсене каярахпа.

Вăрçăра вăл политработник, çар журналисчě пулнă. Вăрçă çулěсемпе Атăлтан пуçласа Влтава шывě патне утса тухнă. Фронт пурнăçě çинчен çырнă май поэт сăвăсемпе поэмăсем те хайланă.

Поэт 1942 çулта хайланă «Пěр дивизири чăваш салтакěсемпе офицерěсем тăван халăхě патне çырнă çыру». Ăна раштавăн 24-мěшěнче, наступление каяс умěн, Дон хěрринче тăнă чăваш боецěсемпе командирěсен митингěнче йышăннă.

Ăмăрткайăк, тăван халăх,

Вăрçăри ачусенчен

Йышăн эсě чун хаваллă

Çырăва Дон хěрринчен.

Эх, Тăван çěр-шыв, аннемěр,

Шан пире, ěнен пире:

Аслă Атăлăн илемě

Сывă пулě ěмěрех!

Халăхăмăр, савнă халăх,

Çěртмěпěр чăваш ятне,

Ěмěр-ěмěр асăнмалăх

Çěклěпěр ун мухтавне.

Çак поэма – хăйне евěр произведени, чăваш салтакěсемпе командирěсен тупи… Мěнле тарăн шухăшлă, чěререн тухакан сăмахсем. Вěсем фронтри салтаксемпе тылри халăха хăват кěртме, тăшмана çěнтерме, çěр-шыва юратма хавхалантарнă.

Вăрçă вăхăтěнче çырнă сăвăсемпе поэмăсем унăн «Атă кунчинчи тетрадь», «Хурçă та çуннă чух» ярăмсене пěрлешсе совет çыннисен вăрçăри паттăрлăхěпе хăюлăхне, вěсем Тăван çěр-шыва чун-чěререн юратнине кăтартса паракан хайлавсем пулса юлчěç.


Вăрçă хыççăн


Вăрçă хыççăн Я.Ухсай каллех мирлě ěçе таврăннă. Чăваш кěнеке издательствинче редактор, «Тăван Атăл» альманах редакторě пулнă. 1948 çултанпа вара творчество ěçěпе çеç пурăнма тытăннă. Çулсерен вăйланса пынă унăн пултарулăхě. Вăл халăх валли кěнеке хыççăн кěнеке çырса хăварнă. «Кěлпук мучи», «Ту урлă çул», «Халăхăн ылтăн кěнеки», «Çěр», «Тутимěр», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Шуйттан чури» т. ыт. произведенисем тивěçлипех тăван халăх литературин ылтăн фондне кěчěç. Унăн произведенийěсене вырăсла, тутарла, пушкăртла, украинла куçарнă. Хăй те вăл 4 чěлхе пěлнě: чăвашла, вырăсла, тутарла, пушкăртла.Сăвă çырнипе çеç лăпланмасть поэтăмăр, халăх йăлине, ун чěлхине, çут çанталăка сăнасах тăрать. Шухăшласа, курса, тěлěнсе пурăнать. Час-часах

Н.И.Ашмарина, тěнче классикине вулать, çěр-шыв тăрăх çÿресе пулас кěнекесем валли

персонажсем шырать, куллен тăрăшса ěçлет, халăха кирлě хайлавсем çырать. Ахальтен мар ěнтě Я. Ухсай сăввисем тăрăх композиторсем юрăсем хыврěç, театрсем трагедийěсемпе поэмисем тăрăх спектакльсем лартрěç. Калас пулать, чи паха поэмисемпе романсене Ухсай Яккăвě Куславкка районěнчи Карач ялěнче çырнă.

Я.Ухсай хайлавěсем

«Шурă хурăнпа калаçни» поэма (1960 -1964 çç.).


Çынсем сана хěрхеннě хурăн,

Касман, хăварнă çěр çинче. Тымар çеç юлтăр!

Чěрě йывăçİ

Ўссе ларать тымарсенчен.

Ўстереймест Тăван çěр-шывăм

Ачисене шăммисенчен.

***

Вěри металл, усал, кăвар та

Тÿссе пуç хунă туссене

Аса илме юри хăпартăм

Ем-ешěл çÿллě ту çине.

***

Тăван тавралăха тиркеп-и?-

Сăлтавăм çук ман хурлама.

Кунта кăна халь хатěр эпě

Тепре çап-çамрăк çуралма…


Эппин, шавла та шěкěр пурăн,

Çěртен вăй ил, çуллен ěрче!

***

Ачаш çил вăрлăхна вěçтерě,

Вăл акě нÿрлě çěр çине.

Пуян çěр ашкăртса ÿстерě

Шăтса тухан ачусене.

***

Юман кěреш пек хулăн хуллă,

Кăвар чěреллě туссенчен

Сап-сарă шăмăсем çеç юлнă

Чаппа мухтав çăвисенче.


Жанр тěсěпе форми енчен «Шурă хурăнпа калаçни» - лирикăлла поэма. Кунта тěп вырăнта лирика геройěн шухăш-ěмěчě. Ăна калаçу евěр çырнă.

Чěрě палăк пек ларакан хурăн умěнче поэт хăй тăван çěр-шывěпе нихçан уйрăлми çыхăннине туять. Пире те вăрçă паттăрěсене асра тытма вěрентет.

«Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвă (1929 ç.)

Юратрăм эп, хирсем, сире,

Сана та сěм-хура вăрман!

Нихçан та шухă чěрере

Ку юрату çухалмě ман.

Ача чухне эп çаруран

Чупаттăм аркăр çийěнче,

Курка çěлеттěм хупахран,

Ěçеттěм шыв çăл куçěнчен.

Вăрманăм пачě хăй хупне

Хăй сăпкинче мана сикме,

Хирти ыраш хăй сěткенне

Тултарчě манăн пěвěме.

Нихçан та эп хăватăра

Манмастăп, хамăн юррăмра

Ура тапса, пуçа ухса

Сире мухтатăп эп, Ухсай.


Сăвăра тăван тавралăх кěвви янăрать. «Юратрăм эп, хирсем, сире Сана та, сěм вăрман», тет сăвăç пур кăмăлтан. Улăх-хирпе вăл юлташлăн калаçать. Çав вăхăтрах тупа тăвать: «Нихçан та шухă чěрере Ку юрату çухалмě ман», «Нихçан та эп хăватăра Манмастăп…». «Нихçан та» тени пěрремěш тата юлашки (4) строфасенче, йěрке пуçламăшěнче тěл пулать. Çапла вара шухăшăн чун уççилěхě ÿсет – поэт тăван енепě таса чěрěпе калаçать «Вăрманăм пачě хăй хупне», «Хирти ыраш хăй сěткенне Тултарчě манăн пěвěме»,- тет тата поэт. Мěнле илемлěх мелěсем-ши ку йěркесем? Малалла яш ача сăпка тесе мěне хаклать-ши? Çапла, сăвва малалла тишкернě майăн сăвăçа тěреклě ÿсме мěн-мěн кирли курăнать? Çавăнпа сăвва çапла вěçлет те поэт: Ура тапса, пуçа ухса Сире мухтатăп эп, Ухсай.


«Çăкăр кăвапи» ярăм


Унăн тěпěнче кăшт тăсарах «Çăкăр кăвапи» сăвă. Поэт ăна килтен тухса каяс умěн героя ашшě-амăшě кăвапаллă çăкăр пěçерсе сайлани çинчен каласа панă пек çырнă. Çăкăрăн «кăвапа та, куç та пур», вăл – «çěр ачи». «Кăвапаллă çăкăрăн сăмсине касса атте хăй манна тыттарчě». «Çăкăр кăвапи тавра çаврăнса çÿрет тěнче», - ăс парать асли кěçеннине, çав пилпе инçе çула ăсатать. Паллă: çăкăр кăвапи ěç, чие, тěнче кăвапи пулса тăрать хайлавра. Ăна Ухсай герой монологě йěркеленě.


Хисеплě ятсем, наградăсем

Яков Ухсая литературăна аталантарас енěпе хастар ěçленěшěн патшалăхăн чи пысăк нагрдисемпе палăртнă: Ленин, Октябрь Революцийě, Ěçлěх Хěрлě Ялав, «Хисеп Палли» орденěсем, нумай медаль парса чысланă. Чăваш Республикин Ěç Мухтавěпе Паттăрлăх Кěнекине кěртнě. Вăл М.Горький ячěллě Раççей Патшалăх премийěн, çавăн пекех Чăваш Республикин К.В.Иванов ячěллě патшалăх премийěн лауреачěн, Чăваш халăх поэчěн ячěсене илме тивěç пулнă.

Шел пулин те, йывăр чир юратнă поэтăмăра пирěнтен вăхăтсăр уйăрса кайрě. Я.Г.Ухсай 1986 çулхи утă уйăхěн 7-мěшěнче Шупашкарта вилнě.













Хăй хушнипе ăна çуралса ÿснě тăрăхěнче Кěслету çине пытарнă.






Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!