СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Место работы

МБОУ "Байглычевская ООШ Яльчикского района Чувашской Республики"

Обо мне

        Эпĕ, Федорова Елена Сергеевна, 1964-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 17- мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнче çуралнă. Ыхра Çырминчи вăтам шкула Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1986-мĕш çулхине вĕренсе тухсан Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç вăтам шкулĕнче вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнтăм. 1992 çултан вара мĕн пур класра чăваш чĕлхипе литература предметне ертсе пынă. Паянхи кунччен çак шкулта ĕçлетĕп. Халĕ вăл тĕп шкул пулса юлчĕ.

        Эпĕ пĕчĕккĕ чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕ пулнă. Хам ăна ас тумастăп. Анчах, аппасем каланă тăрăх, пĕрремĕш класра пĕрремĕш урокра пулнă хыççăн киле çитсен: «Эпĕ те учитель пулатăп», –  тенĕ. Халĕ ак хам шкулта ĕçлеме пуçлани те 30 çул çитрĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

         Учитель ĕçĕ çăмăл мар, анчах ачасемпе ĕçленĕ самантсенчен ыррисем, лайăххисем çеç асра юлаççĕ. Паянхи кун ман профессие суйласа илнисем 20 ытла, вĕсем республикăри тата республика тулашĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ, хăшĕ-пĕрисем хаçатра ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, 1996 çулхине Кивĕ Эйпеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Семёнова (халĕ – Клементьева) Ирина Николаевна «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра ĕçлетчĕ, халĕ – «Хыпар» хаçатра.

          Çулсем иртни сисĕнмест. Халĕ çеç Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç вăтам шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăннăччĕ. Пулас мăшăрăм, Федоров Михаил Мефодьевич, ун чухне шкул директорĕ пулса ĕçлетчĕ. Вăлах ман уроксене çÿресе мана уроксене мĕнле тухăçлăрах ирттерме май пуррине ăнлантарнă. Шкулта вăл географи тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Талантлă педагог пулнипе çеç мар, нумай пĕлнипе те тĕлĕнтеретчĕ вăл мана. Ырă кăмăллăскер яланах çынсене пулăшма хатĕрччĕ. Паянхи кун вăл хисеплĕ канура.

          Ачасен çитĕнĕвĕсем пире савăнтараççĕ. Вĕсемшĕн ĕçленĕ самантсем – чи савăнăçлă та телейлĕ самантсем. Пурне те вĕсене хăйсен ĕçĕсенче ăнăçусем тата çитĕнÿсем çеç сунас килет.

 

 

 

Моё образование

Высшее образование. В 1986 году закончила историко-филологический факультет ЧГУ им. И.Н.Ульянова. С этого года работаю в Байглычевской школе Яльчикского района Чувашской Республики. Последний раз проходила курсы в ЧРИО по разработке программ по чувашской литературе по ФГОСу ООО. 

Рейтинг

Баллов: рейтинг11698.4 Место: место2594 (Подробнее)

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!