Анне вăл – хĕвел ăшши.

Тĕллевĕсем:1) Ҫемьери чи хаклă ҫынсене – аннесене, асаннесене хаклама,вĕсене хисеплеме, упрама, юратма вĕрентесси; 2)ачасен ҫыхăнулла пуплевне,тавра курăмне, шухăшлавне аталантарасси;3) ачисемпе ашшĕ-амăше хушшинчи ҫыхăнăва вăйлатасси, ырă хутшăнусем йĕркелесси, пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма хăнăхтарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: мультимедиа проекторĕ, экран, шарсем, класри ачасем хăйсен амăшĕсен портречĕсене укернĕ выставка, «Эсир пуртан кил-ҫуртăм ăшă» стенд, ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă аннесем, асаннесем валли хатĕрленĕ парнесем.
Уяв умĕнхи ĕҫсем: кашни ача хăй амăшĕн портретне ӱкерет, парнесем хатĕрлет, анне ҫинчен юрăсем, сăвăсем вĕренет, пĕчĕк- пĕчĕк шӱтсем хатĕрлет.
Мероприяти юхăмĕ:
Ачасем хаваслă кĕвĕ янăранă май доска умĕнче йĕркеленсе тăраҫҫĕ.
Экран ҫине ҫакăн пек сăмахсем тухса тăраҫҫĕ: «Анне вăл – хĕвел ăшши.»
1-мĕш ача:
Паян анне уявĕ –
Хаваслă, паллă кун.
Килти ĕҫ-пуҫăн лавĕ
Чупма памасть ун-кун.
2-мĕш ача:
Эп кашăк-чашăк ҫурăм
Теттесене пухсан,
Илемлĕ ҫивĕт турăм
Йăмăк ҫума ларсан.
3-мĕш ача:
Анне хĕвел пек ҫиҫрĕ,
Унччен ларса канман.
Туятăп, чунăм сисрĕ-
Аннем телейле ман.
Ертсе пыракан:
Ырă кун пултăр хисеплĕ аннесем, асаннесем тата ачасем! Паян ҫак уява пуҫтарăннă ятпа сире пурне те саламлатăп. Анне синчен сăвă итлерĕмер пулсан, пирĕн калаҫу аннесем тата асаннесем ҫинченех пулĕ.Ҫак уяв ячĕпе аннесене, асаннесене, кукамайсене чунтан хисеплесе юрăсем шăранĕҫ, сăвăсем вуланĕҫ тата вĕсене парнесемпе чыслăпăр.
4-мĕш ача: (2 мĕш слайд)
«Анне» - çĕр çинчи чи çепĕç сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет. Çĕр çинчи пур чĕлхере те çак сăмах çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри – чи ырри, аннен алли – чи ăшши. Ăçти çĕршывра çуралсан та ача «Анне» сăмахран ун чĕлхи пуçланать.
Анне – уншăн сывлăш, хĕвеллĕ вучах,
Унпа ăшăнать вăл, унпа вăл вылять!
(Юрă янăрать «Добрая, милая мама»)
4-мĕш ача:
Хĕвел йăл- йăл кулсан
Кĕрес килмест тултан.
Кĕрес килмест тултан
Хĕвел савса пăхсан.
Анне пӱртре пулсан,
Анне хавас пулсан
Выляп кула-кула,
Тухас килмест тула.
4-мĕш ача: (3-меш слайд)
Ĕлĕкрех ял-йыш ача çуралнине пĕлсен çапла ыйтнă: «Ылтăн-и, кĕмĕл-и?» «Ылтăн!» - тенĕ арçын ача пулсан. «Кĕмĕл!» - тенĕ хĕрача пулсан. Пирĕн çемьере вара ылтăнĕ те , кĕмĕлĕ те пур. Эпир туслă пурăнатпăр. Пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Эпĕ хамăн йамака чунтан юрататăп, эпе ана час-часах кĕнеке вуласа паратап, тĕрлеме, ÿкерме вĕрентетеп.
4-мĕш ача:
Пит пуян чăваш чĕлхи
Тĕрлĕрен самахсемпе.
Ҫав сăмахсенчен пĕри-
Пурте пĕлекен – Анне.
Аннене эп юрататăп.
Тав сăмахĕсем калатăп.
Ан чирле эс нихăҫан,
Тайма пуҫ сана ялан!
Ертсе пыракан: Пурте харăс калатпăр: «Ялан пултăр анне!».Эсир халĕ Андреева Ульяна шăрҫаланă сăвва итлерĕр.
(Юрă янăрать «Самый лучший друг»)
5-мĕш ача:
Ҫӱл тӱпере мĕн нумай?
Ҫутă ҫăлтăр ҫав нумай.
Ҫӱл тӱпере мĕн пĕрре?
Сарă хĕвел – ҫав пĕрре.
6-мĕш ача:
Ҫак ҫĕр ҫинче мĕн йышлă?
Тĕрлĕ халăх – ҫав йышлă.
Ҫак ҫĕр ҫинче кам пĕрре?
Тăван анне - ҫав пĕрре.
7-мĕш ача:
Хĕвел йĕрлет хăй ҫулне
Хĕрхенмесĕр ăшшине.
Хĕвел ăшши – тĕнчене,
Анне ăшши – ҫемьене.
8-мĕш ача: (4-меш слайд)
Пирĕн анне çĕр çинчи чи ырă çын. Анне çумĕнче яланах ăшă, шанчăклă.Çут çанталăкĕ аннене çепĕç кăмăл, ырă чун,ĕçчен алă панă. Манăн анне хирти чечек пулнă пулсан, чи илемлĕ чечек пулнă пулĕччĕ. Тÿпери çăлтăр пулнă пулсан, чи çутă çăлтăр пулнă пулĕччĕ. Унăн илемĕ те, ăшă кулли те хĕвел пек туйăнать. Эпир аттепе аннене пулăшма тăрăшатпăр.Унăн сăн-пичĕ яланах кулăпа çиçтĕрччĕ!
(Арҫын ачасем «Бабушки –старушки» шӱтлĕ ташă ташласа параҫҫĕ)
9-мĕш ача:
Кам пире мĕн пĕчĕкрен
Устерет савса куллен?
Вăл – анне, тăван анне,
Тайма пуҫ сана, анне.
9-мĕш ача:
Кам пире ăс-тăн парать,
Ăшшăн, ăшшăн ачашлать?
Вăл – анне, манми анне,
Тайма пуҫ сана, анне.
10-мĕш ача:
Кам пире килте кĕтет,
Асĕнче тытса ҫӱрет?
Вăл – анне, тăван анне,
Тайма пуҫ сана, анне.
11-мĕш ача:
Камшăн эпир чи хакли,
Пурнăҫра чи юратни?
Вăл – анне, тăван анне,
Ĕмĕр-ĕмĕр тав,анне.
12-мĕш ача: (5-меш слайд)
Анне… Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчерипур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ-хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ. Аннеçĕм, хаклă аннеçĕм! Кăмăлу сан ылтăн. Эсĕ пире тÿрĕ чунлă, тĕрĕслĕхе юратакан çын пулма ÿстеретĕн. Тайма пуçăм сана!
Юрататãп аннене
Пулãшатãп аннене.
Анне мана ыр сунать,
Êçчен пулма вãл хушать.
(Юрă янăрать «Добрая, милая мама)
13-мĕш ача:
Юрататăп анне куллине,
Ăшшăн- ăшшăн куҫран пăхнине.
Ыр сăмах пил парса суннине,
Тĕнчери чи хитри – ман анне.
14-мĕш ача:
Анне мана телей пиллет,
Ҫурхи чипер хĕвелĕм тет,
Хĕвелĕм тет юратнипе,
Юратнипе, савăннипе.
15-мĕш ача:
Анне мана кун-ҫул пиллет,
Тăван кил-ҫурт тĕрекĕ тет,
Тĕрекĕм тет куҫран пăхса,
Куҫран пăхса, чунтан шанса.
16-мĕш ача: (6-меш слайд)
Эпĕ хама чăннипех те телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манпа
юнашар манăн юратнă çыннăмăрсем: атте, анне тата пичче. Эпир туслăн
пурăнатпăр, килти ĕçсене яланах пĕрле тăватпăр. Пушă вăхăтра техĕмлĕ
шашлык пĕçерме юрататпăр
(Юрă янăрать «Зореньки краше и солнца милей»)
17-мĕш ача:
Хĕвел пек хĕрӱ ҫыннăм – анне,
Ҫук санран ҫывăх ҫын тĕнчере,
Эс кӱретĕн кил-ҫурт илемне,
Юратса ӱстеретĕн пире.
18-мĕш ача:
Ҫăлтăр пек ҫутă ҫыннăм – анне,
Ҫук санран лайаххи тĕнчере,
Сывлăм пек таса чун хавалне
Пурнăҫра парнелетĕн пире.
19-мĕш ача:
Ылтăн пек ырă ҫыннăм – анне,
Ҫук санран кăмăлли тĕнчере.
Ҫĕклемешкĕн ҫĕршыв хăватне
Урăх кам-ши пире вăй кӱрет?
20-мĕш ача: (7-меш слайд)
«Анне» тесенех пирĕн ума çĕр çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.
Ертсе пыракан: (8-меш слайд) Кил-çурт – аннесем çинче.
Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен статистика.
Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр çулталăк хушшинче:
18 000 çĕçĕ, вилка, чашăк;
13 000 тарелка; 8 000 чашăк çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2 000 çухрăмпа танлашать.
20-мĕш ача:
Атте –анне пурри – телей.Аттепе аннене яланах хисеплемелле! Вĕсемшĕн эпир яланлăхах ача – пĕчĕк чухне те, ÿссе çитсен те. Пирĕн кашни утăм, кашни ĕç – аттепе
анне куçĕ умĕнче. Тĕрĕс те лайăх утăмсем туса вĕсене савăнтармалла.
Ертсе пыракан: (9-меш слайд)
Анне пулсан – хĕвел питре.
Атте пулсан – кун-çул хитре.
Çемье пулсан – телей питре,
Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре
Ҫемьере юратнă ҫынсем пулсан, килĕштерсе пурăнсассăн, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлсен эпир чăннипех те телейлĕ. Халĕ ачасем хăйсен амăшĕсене, кукамăшĕсене ăшă сăмахсем каласа саламлаҫҫĕ.

