Василий Эктел – асра юлнă сăнар.
(класс тулашĕнче ирттермелли мероприяти)
Ертсе пыракан:
Ырă кун пултăр,вĕрентекенсем, ачасем, килнĕ
хăнасем! Эпир паянхи куна хамăрăн ентешĕмĕре,
прозăпа поэзи тата ÿнер ăстине, публициста,
литература тĕпчевçине, Чăваш Республикин культурăн
тава тивĕçлĕ ĕçченне, «Тăван Атăл» журналăн тата
Чăваш тавра пĕлÿçисен Алексей Миллин ячĕллĕ
премийĕсен лауреатне Василий Петрович Эктеле
(Сидорова) халаллас терĕмĕр, вăл пурăннă
пулсан 65 çул тултармаллаччĕ.
Этем – тинĕсри çивĕч кулçă кĕсменçĕ,
Тытать киммине саманамăрпа тан.
Кун-çул çаврăмне çухрăмпа çеç виçмеççĕ –
Ĕçне кура çын чыс илет авалтан.
Çак йĕркесене хăй çинчен тенĕ пекех çырнă поэтăмăр, «Ĕçне кура …чыс»…Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ тата тухăçлă. Вăл хăй евĕрлĕхĕпе тата кăмăл ăшшипе уйрăлса тăрать. Унăн хайлавĕсене вуласан тахçан çывăх паллашса хуйха-суйха пайлама хатĕр çынпа калаçнă пекех туйма пулать. Чăвашлăх тата уçă чун хавалĕ сисĕнет Василий Эктел хайлавĕсенче.
Ертсе пыракан:
«Жизнь ,борьба и вечное усилие стать собой»,- тет испани философĕ Хосе Ортеса-и-Гасст. Василий Эктелĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне тĕпчесе пĕлнĕ май çак сăмахсене аса илмесĕр май çук. Писатель чăваш литературипе искусствин куллен кунхи ÿсĕмĕсемпе çитменлĕхне курса тăнă. Урăхла каласан, Эктел поэт, Эктел прозаик, Эктел драматург, Эктел публицист танлă пурнăçăн ылмашуллă сăн-питне тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа сăнласа пама ăнтăлнă.
«Кун-çул сукмакĕсем»
Ĕçлес пулать, тăванăм, ĕçлес пулать
Ял-йыш çинче ятлă пуличчен.
Ял-йыш çинче ятлă пулсассăн,
Ыр çынсемпе пĕрле çÿрес пулать.
Çыврас пулать, тăванăм, çыврас пулать
Хĕвел тухса куçа уçиччен.
Хĕвел тухса куçа уçсассăн,
Ыр кун çути пулса тăрас килет.
Юрлас пулать,тăванăм, юрлас пулать
Шăпчăк чĕппи чĕлхе уçиччен.
Шăпчăк чĕппи чĕлхе уçсассăн,
Ыр кăмăлпа ăна тăнлас пулать.
Пурнас пулать,тăванăм, пурнас пулать
Ĕмĕр алли куçа хупиччен,
Ĕмĕр алли куçа хупсассăн,
Ырра пехил туса каяс пулать.
«Çуралнă эпĕ нарăсра»
Тĕнче курмашкăн эп ÿтленнĕ,
çуралнă эпĕ нарăсра:
çил ачисем тулта ÿленĕ,
вĕсен ирĕклĕхне иленнĕ
пепке чухне хуп сăпкара.
Эп ĕмĕр варринче çуралнă;
кайсассăн юр, таса уйра
ача-пăча крахмал шыранă,
атте çÿренĕ-ха суранлă.
Тĕнче асапĕ – юнăмра!
Хам сассăмпа кунта эп килнĕ
анне пилленĕ кунăмра.
Чуна ун хуйхине те илнĕ,
силлетĕрех шăпамçăм-кимĕ-
мире мухтатăп юррăмра!
Сар хĕвеле эп саламланă
телейлĕ, савăк вăхăтра.
Нихçан сÿнми сăмахăм манăн:
ан тухтăр атом çил-тăманĕ
ешерекен тĕнче тавра!
Çут тĕнчере этем çуралтăр
çу кунĕнче, шартламара –
ăна кашни тасан ал патăр,
чи тăнăç çул кăна кăтарттăр:
пуласлăх - пĕчĕкçĕ çынра!
«Кукамай»
Çанталăк пăсăкĕ иртсессĕн,
Тĕнче пуçлать кулкалама.
Име-симе, ăшша сиссессĕн,
Тухать васкавлăн кукамай.
Ват тунката унпа хĕп-хĕрлĕ –
Чупать, кумать çеç вĕтĕ йăх.
Килет çулла та уншăн хĕлĕ,
Хĕвел çеç пăхтăр йăл та йăл.
Пит ырăран-ши çак кăпшанкă
Чăваш ят панă – «кукамай»?
Кирлехчĕ типĕ вутă-шанкă,
Шел вĕсене хăвалама.
Пĕчĕк чунсем асилтереççĕ
Карчăксене йăлисемпе.
Иртсе кайсан сив хĕл черечĕ
Пÿртум чăпарччĕ вĕсемпе.
Кунтахчĕ суккăр кукамай та
Халап-юмахĕпе пĕрле.
Хĕвел вăл кирлĕ такама та.
Асамлă вăй пекех шевле.
Вутти пĕрре кăна хутмалăх,
Хÿтермĕп уншăн кăпшанка:
Çапла тухкалăп ăшăтмалăх
Эп хам та ватă шăм-шака.
«Анне алли»
Тÿрем хирти çырма пек пĕркеленнĕ,
вăхăтпалан, çилпе, ĕçпе тĕрленнĕ –
çак алăран çемçи тек çук.
Чĕре ăшши унра ялан упраннă,
кÿтсессĕн те пире хĕрÿлĕх панă –
çак алăран ăшши тек çук.
Вăл çĕр те пĕр ĕç-пуç кунне тытсан та,
кушăркасан, ĕçре варалансан та -
çак алăран таси тек çук.
Çул куркипе ăсатнă чух ал сĕлтнĕ,
каллех курасшăн, ачашласшăн кĕтнĕ –
çак алăран сумли тек çук.
Эпир ÿссе çитсе инçе каятпăр,
ыр ĕç тусан, анне лăпкать, туятпăр,-
çак алăран асли тек çук.
Ертсе пыракан:
Василий Эктелĕн чи юратнă поэчĕсенчен тата художникĕсенчен пĕри вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов пулнă. Вăл Константин Васильевичран сăвăсем çырма та, ÿкерме те вĕреннĕ. Çамрăк поэтсенчен вара Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Любовь Федорова, Афалек Энтепе, Василий Кервен, Николай Кушманов поэтсемпе туслă пулнă. Вĕсемпе пĕрле çулленех «Çеçпĕл çеçкисем» сборникре сăввисене пичетленĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче поэт вулакан умне тарăн шухăшлавĕпе, паянхи пурнăç тĕллевĕсемпе çаврăнса çитет. Çавăнпа та вĕсем пурте чĕрĕ ÿкерчĕклĕ, витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ. Итлесе пăхар-ха унăн чуна тивекен сăввисене.
«Суран ÿт илнĕ хыççăн юлĕ çĕвĕ»…
«Суран ÿт илнĕ хыççăн юлĕ çĕвĕ»…
Чĕре çунни иртсессĕн те, пĕрех
таçта асаилÿ пĕр тĕвĕ
Малашлăхшăн çыхса хăваратех.
Мĕн чухлĕ эп саншăн асапланнă,
Эс çавăн чухлĕ сивĕннĕ манран,
Çап-çутă сукмака халь пурте маннă,
Пĕр эп çеç ăна хальччен манман.
Сăнна самантлăха анчах курасшăн
çав сукмакпа çÿреттемччĕ ирччен.
Хĕвел çути те, ним те çукчĕ маншăн:
Пĕр эсĕ çеç, пĕр эсĕ – пĕр тĕнче.
Шăпчăксемпе чечексене шăвартăм
Куççулĕмпе эп сывлăм вырăнне.
Шутлаттăмччĕ: хама çука хăвартăм.
Пĕлмесĕр чун пуянлăх пухнине.
Эх, мĕскĕнлĕх, вун çиччĕри айванлăх.
Сăнна Турамăш евĕр пуççапни,
Çĕр кăшласа, выртса ĕсĕклени –
Çак пурте таврăнсассăн пĕр самантлăх,
тата та çутă пулĕччĕ раскалăм,
Хĕрÿллĕрех те тапĕччĕ чĕре.
Эп пуррине манса, эс пурăн канлĕ,
Асаилÿре çавах манпа çÿре.
«Уйрăлу»
Чарлан сасси ытла салхуллă
Паян мăн Атăл хĕрринче.
Сăн-питĕмрен çухалчĕ кулă-
Сана ăсатрăм ир çинче.
Сана асăтрăм та, çухалтăн
Яланлăхах эс куçăмран.
Нихçан, нихçан та типмĕ Атăл
Нихçан эс тухмăн асăмран
Çил карăнтарнă шурă парăс
Мана чĕнет таçта инçе.
Çут ĕмĕт çипĕ сÿнчĕ харăс –
Ытла та пулчĕ вăл çинçе.
Эс çуккипе эп каçăн-ирĕн
Текех тупаймăп лăплану.
Тĕлпулусем вĕçленчĕç пирĕн,
Çапах умран каймасть сăну.
«Санпа тата сансăр ярăмран»
Санăн шухăшлă куçу та
тунсăх пуснă сăн-питÿ
çуллахи каç евĕр çутă,
пăлхануллă илĕртÿ.
Уярти тÿпе пек çутă
Вăрттăн туйăмсен тĕнчи.
Калăн, лăпкă чÿхенÿллĕ
Тĕпсĕр тинĕссен ĕнчи.
Эп унта чăмса çитеймĕп,
хывас çук çинçе сукмак,
Шанчăк çук çĕртен вĕçтерĕп
кĕмĕл çĕрĕ çек сăмах.
Унăн пур асамлă тупсăм,
чунăм вăрттăнлăхĕ пур.
Эс ăна, ман çамрăк тусăм,
куçăхран пытарса хур.
Санăн шухăшлă куçу та
тунсăх пуснă сăн-питÿ,
эп пĕлетĕп: пулмĕ çутă,
Маншăн чĕртнĕ хĕпĕрт
Ертсе пыракан:
Пирĕн ентешĕмĕр Василий Эктел мĕн çамрăкранпа нумай пĕлме тăрăшнă, çивĕч ăслă пулнă, ÿкерме юратнă, сăвăсем хайланă. «Пурнăç вăл - кашниех хăй вырăнне унта тупма пĕлни… Манăн хамăн тулли пурнăçпа пурăннине, шутланине ыттисене пĕлтермелле, хамăн юратушăн, телейшĕн кĕрешмелле», - акă мĕнле ăнланнă вăл пурнăçа.
Аслă пурнăç! Сана халаллатăп
Чĕререн шăранан юррăма.
Илеме мухтаса гимн хыватăп,
ÿстеретĕн эс вăй-халăма.
Ертсе пыракан:
Эктелшĕн паттăрлăх теми те ют пулман. Вăл Афганистанра интернационалла пулăшу панă чухне пуçне хунă салтаксен паттăрлăхĕ умĕнче пуç тайса вĕсене халалласа «Пирĕн паттăрлăх – юнра» сăвăсен ярăмне çырнă.
«Ĕмĕр-ĕмĕр,туссем, иртнине манар мар,
Кам паян çÿремест пирĕнпе юнашар,
Кам Афган çĕрĕнчен каялла таврăнман –
Ир пулсан, каç пулсан, яланах асăнар»,_
çапла ярăнаççĕ сăвă йĕркисем. Итлесе пăхар-ха «Пирĕн паттăрлăх – юнра» сăвăсен ярăмне кĕнĕ сăвăсене.
«Кабул -Ташкент» (салтак çырăвĕнчен)
Çырмалли нумай капланчĕ,
Мĕн кăна курмарăм пуль!
Раштавра мана ал пачĕ
Кĕтнĕ хăна пек Кабул.
Чухăн ен тесе кам калĕ –
Кундузран чылай хитре.
Пур унта Совет кварталĕ,
Тĕрлĕ халăх хисепре.
Конференцие суйларĕç
Туркестан çар округне
Ташкентра аван чысларĕç
Комсомол делегатне.
Телевизорпа, тен, куртăр?
Хаçатра та сăнăм пур.
Ахальтен-и ырă сунтăр:
«Пул,ачам,хастар,сатур».
Эп чăваш ятне ямарăм
Нихăçта,атте-анне.
Тăван ял,уй-хир сăнарĕ
Āшăтать салтак чунне.
Таврăнсассăн, Улăп-трактор
Заводне ĕçе кайсан,
Асăмран çавах тухмасть-тĕр
Кăнтăрти Афганистан.
Эп кунта мĕн чул тус тупрăм.
Чăваш пек вĕсем ĕçчен.
Ан кĕрлетĕрех тек тупă–
Çакă шухăш дехкансен.
Заводсем чылай тăваççĕ
Халь чечеклĕ çĕршывра,
Паранджисене хываççĕ
Хĕрĕсем те хулара.
Пур çĕрте те асăрхатăн
Мирлĕ пурнăç паллине.
Çавăнпа та эс сыхлатăн
Афгансен пуласлăхне.
Ташкентра сĕлкĕшлĕ юрччĕ,
Урамра – арык сасси.
Виçĕ уйăх тăрса юлчĕ
Эп çартан таврăнасси…
«Юлашки çапăçу» (çарти тусĕн калавĕ)
Ун чухне приказ анчах тухсаччĕ.
Чаçсенче вуларăмăр хыпар.
Дембель! Çак сăмахăн пур хăвачĕ –
Уйăхран ал парĕ Шупашкар.
Вĕçленет пуш уйăхĕ.Хаваслăн
Шыв юхать тусен пăрлакĕнчен.
Çавă каç эпир вĕçсе каяссăн
Чăвашла юрларăмăр темччен.
Ир-ирех тревога янăрарĕ –
Вертолет ăшне чăмать десант.
Гена мĕншĕн çавăн чух юлмарĕ,
Командир канмашкăн хăварсан?
Ункăра-мĕн Шахабад кишлакĕ,
Халăха хĕсеççĕ духисем.
Ак,эпир пуçларăмăр атака –
Шăхăраççĕ хирĕç пульăсем.
Аллă-утмăл метр çеç çитмешкĕн
Тăм дувал патне. Унта тăшман.
Çамрăк воин сикрĕ тăчĕ темшĕн,
Гена шухăш тытнă пулăшма.
«Чак!» тесе вăл вирхĕнчĕ самантлăх
Çамрăк салтака хÿтĕлесе.
Ак, пĕр сассăр ÿпĕнчĕ сасартăк,
Хăй çине вут-çулăма илсе.
Гена тусăм! Ĕмĕр юлтăн паттăр,
Саншăн вирлĕ пулчĕ тавăру.
Пуç тайса кашни çул асăнатпăр,
Çутă çăлтăр санăн сăнару.
«Āруран ăрăва»
Хĕллехи çÿçенчĕк каçсенче
Кăмака пире пит тараватчĕ:
Улăпсем те паттăрсем çинчен
Кукамай халап-юмах яратчĕ.
Шăрчăксем юрлатчĕç кĕтесре,
Халапсем, çĕрсем майпен иртетчĕç
Аçтаха, шуйттан тата эсрел
Тĕлĕкре пире курса йĕрлетчĕç.
Çырмара вылянă «чапайла»,
Хăваран хĕç тунă та çĕкленĕ.
Вĕтĕ çар «атакине» пула
Касăлатчĕ хытхура çĕленĕ
Геройсем те урăх ÿснĕçем:
Āмсанса асли çине пăхатпăр.
Ĕнтĕ çамрăк, харсăр чĕресем
Улăпла ĕçсем тума та хатĕр.
Ма хăш чух калатпăр-ши эпир:
«Пирĕн ăруран тухас çук паттăр.
Самани те тăнăç, лăпкă ир.
Иртнинче çеç харсăрлăх куратпăр!»
Ертсе пыракан:
Шел, Василий Эктелĕн кун-çулĕ ытла кĕске пулчĕ. Йывăр чире пула 2005-мĕш çулта вăл пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çак çухату çемйишĕн çеç мар, районшăн та, республикăшăн та пысăк çухату пулса тăчĕ.
«Пултаруллă çынсем вĕсем час çунакан çурта евĕр. Пире çуттине парса хăвараççĕ те çухалаççĕ».Çак çутă вара халăхра ĕмĕрлĕхех упранĕ.
Çакăнпа паян пирĕн паянхи тĕлпулу вĕçленсе пырать. Кунта пуçтарăннă хăнасене, вĕрентекенсене, ачасене тав сăмахĕ калас килет.
Василий Петрович Сидоров (Эктел) ячĕ яланах пирĕн асра юлĕ!
Юрă «Елчĕк ен»