Просмотр содержимого документа
«Литературный диктант по родной литературе»
Литературный диктант по родной литературе.
Контингент.Вырăс чĕлхеллĕ шкул.
Предмет. Чăваш литератури.
Класс. 7класс.
Блок (тема):Литература юмахĕсем.
Урок теми: Константин Иванов«Икĕ хĕр» сăвăлла юмах.
Кĕнеке: Чăваш литератури: вĕренÿпе вулав кĕнеки. 7-мĕш класс валли /А.А. Ядрицова, И,В.Ядранская . – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2021. – С.51-55.
Литература диктанчĕ
ИНФОРМАЦИЛЛĔ ДИКТАНТ
Диктант çырмалли йĕрке (инструктаж): 1. Предложени номерне лартăр. 2. Эпĕ вуласа панă ыйту çине хуравлăр (хуравсем пĕр сăмахран е предложенирен тăма пултараççĕ)
1.Ивановăн ячĕ, ашшĕ ячĕ (Константин Васильевич.)
2. «Икĕ хĕр» хайлавăн жанрĕ (Литература юмахĕ.)
3.Мĕн вăл Литература юмахĕ ? (çыравçă халăх юмахне тĕпе хурса çырнă хайлав.)
4. «Кăвак лаша пит мăнтăр» тесе кам каланă? (Аслă хĕрĕ.)
5. Ашшĕ аслă хĕрне мĕн парать? (çур мулне.)
6. Атте, аслă хĕр, вăтам хĕр, кĕçĕн хĕр . Хăш сăнар «Икĕ хĕр» сăвăлла юмахра тĕл пулмасть (Вăтам хĕр).
7. «Ыйхă тутлă, тĕнчере» тесе кам каланă?( Кĕçĕн хĕрĕ.)
8. «Икĕ хĕр» сăвăлла юмах мĕнле пуçланать? (Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»)
9..Хайлавра миçе хĕр ? (2)
10. «Санра пархатар сахал» тесе кам каланă? (Ашшĕ.)
Информациллĕ диктанта хакламалли критери
«5» –10 балл
«4» – 8-9 балл
«3» – 6-7 балл
«2» – 0- 5 балл