СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Экзаменационные вопросы по чувашскому языку

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

Экзаменационные вопросы в форме тестирования предназначены для выпускников основной общеобразовательной школы, изучавших чувашский язык. 

Просмотр содержимого документа
«Экзаменационные вопросы по чувашскому языку»

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

БВУ «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ»

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри

9-мĕш класра чăваш чĕлхипе экзамен тыттармалли тĕрĕслев материалĕ

Проект ĕçĕ

Ĕçе тăваканĕ – Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче

(Чăваш Республикин Елчĕк районĕ)

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна

Телефон 8-927-992-90-42 Ертсе пыраканĕ -

Юрий Михайлович Виноградов,

филологи наукисен кандидачĕ, доцент

Шупашкар − 2014

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

2014 çулта 9 класс пĕтерекенсене

чăваш чĕлхипе

патшалăх шайĕнче (пĕтĕмлетсе)

(çĕнĕлле) аттестацилекен

экзамена тыттармалли материал

1-мĕш вариант

Район (чăвашла тата вырăсла)………………………………………………..

…………………………………………………………………………………..

Хула (ял, поселок) (чăвашла тата вырăсла)…………………………………

…………………………………………………………………………………..

Шкул (чăвашла тата вырăсла)……………………………………………………..

……………………………………………………………………………………..

Класс……………………………………………………………………………..

Ачан хушамачĕ……………………………………………………………………………

ячĕ……………………………………………………………………………………

ашшĕ ячĕ.............................................................................................................

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 1-мĕш вариант Шифр……………………………………………………

Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци

Ку инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.

Экзамен ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна 75 минутра тума сĕнетпĕр.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла. Çавăнпа та ­ алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн 4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Çак заданисемпе ĕçленĕ май, Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тÿр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла. 2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче ­ итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине çырас пулать.

Ĕçсене мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.

Тимлĕ пулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн ĕçлеме вăй тата пĕлÿ пуррине шанăр!

Ĕçе пикенĕр.

Ăнăçу сунатпăр сире!

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 1-мĕш вариант Шифр……………………………………………

1-мĕш пай

1. Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.

Изложени тексчĕ

Вăрçă пуçланнă çул Укахви вун пиллĕкреччĕ. Тин çеç саккăрмĕш класс пĕтернĕччĕ. Шкулĕ ялтан тăватă çухрăмра. Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕрлех Укахви те шкула çÿреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкулта, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене – кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие.

Çапла Укахви шкулта вĕренме пăрахрĕ. Вун пиллĕкри хĕр ача мăн çынсемпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма каятчĕ. Паккус вĕçне тухмасăр чарăнман, никама та хыçран таптаттарса пыман, халăхран уйрăм канма та ларман.

Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Паккус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ.

Çапах та салху марччĕ çамрăк чĕрере. Ун чухне мăн çын хуйхи тытма вĕ ренсе çитейменччĕ-ха вăл. Хĕр ача чĕрине çут çанталăк илемĕ те кăтăкланă, ăнлансах çитме çук ăрăмлă япаласем те пулнă çĕр çинче уншăн, хÿхĕм ĕмĕтсем те тин çеç сăмсаланнă – пĕр çынсем ахлатни çеç чĕрене шар! çурнă, час та часах хаваслă кăмăла сирсе сĕвĕрĕлтернĕ. Çынсем хуйхăрса калаçма тытăнсанах ăçта та пулин пăрахса тарас килнĕ… Анчах çĕр-шыв çине йăтăнса аннă хура хуйхăпа пусăрăнман тĕлсем пулман пулĕ ку вăхăтра…

Юрий Скворцов çырни тăрăх

Çырса памалли сăмахсем: Укахви, паккус, шăм-шак.

Ачасене хисеп ячĕсене сăмахпа çырмаллине асăрхаттармалла, текст авторĕ кам пулнине пĕлтермелле.

2-мĕш пай

Алла панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1­2.10 ĕçсене тăвăр.

(1)Ахлатса, йынăшса сасă панăскер, вăл – пирĕн салтак, пирĕн çын… (2)Аманнă… (3)Шурă чечексем хушшине ÿкнĕ… (4)Салтакăн пуçĕ çаврăнса кайнă пирки куçĕ хуралса килнĕ, тĕттĕмленнĕ. (5)Ирхи çутă, унăн çурхи илемĕ таçта кайса çухалнă. (6)Умри çĕмĕрт тĕмĕ çакна курсан тÿсеймен: çил варкăшса килсен хăйĕн çеçкине пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕçтернĕ, эрленсе-хурланса йĕрсе янă…

(7)Çанталăк улшăннă: хура вăрман хыçĕнчен кăвак пĕлĕт çĕклемĕн- çĕклемĕн йăванса тухнă; сулхăн мĕлкисем, ялсем урлă чупса каçса, часах вăрçă хирне çитнĕ. (8)Çуркунне хĕвелĕ пĕлĕт хыçне пытансан хулăн пĕлĕтсен сулхăнĕпе пĕркенсе, çав аманнă салтак патне ÿтсĕр-тирсĕр Вилĕм сарăхнă шăлĕсене йĕрсе, типĕ шăммисемпе шăлтăртатса çитнĕ; юн тăкса вăйран кайнă салтакăн пуçĕ вĕçне кукленсе ларнă. (9) – Эсĕ халĕ хăтăлаймăн, тинех лекрĕн ман аллăма! – тет Вилĕм хăрăк-марăк шăлĕсемпе качăртаттарса.

(10)Çурхи чĕрĕлĕх çилĕпе пĕрле инçетрен-инçетрен, хĕвел тухăçĕнчен, хумăн-хумăн варкăшса ăшă çил килет. (11)Çил ачисем сулхăн пĕлĕтсене хăваласа ярсан хĕвелĕн вут пек пĕрчисем каллех салтака тупаççĕ, ăна питрен кăтăклаççĕ, ачашласа лăпкаççĕ, шухăшĕсене хускатса вăратаççĕ.

(12)Пĕтĕм вăйĕпе çапса ячĕ Пурнăç Вилĕме. (13)Таçтах кайса ÿкрĕ Чун илли. (14)Ÿкрĕ те çĕр хуçăк пулса выртрĕ, анчах хăрăк шăммисем пĕр самант хушшинче пухăнчĕç те сыпăнса ларчĕç. (15)Вилĕм каллех çĕкленчĕ те туйи çине уртăнса, уксахласа тепĕр хут салтак патне сĕтĕрĕнсе пычĕ, катăлса, çурăлса пĕтнĕ пушă шăммисене шăкăртаттарса пуç вĕçне каллех пĕшкĕнсе ларчĕ.

(16)Пурнăç татах çĕкленчĕ, каллех пĕтĕм вăйпа çавăрса çапрĕ сăхă куçлă Вилĕме. (17)Тÿпере ăшă та çемçе сасăпа тăри юрласа ячĕ. (18)Кĕсле каласа, юрă-сăвă шăрантарса çурхи кун сарăлать. (19)Малта, юхан шыв хĕрринче, çĕр çĕмĕрсе вăрçă кĕрлет. (20)Унта Пурнăçпа Вилĕм çапăçать.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 1-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2.1. Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Камăн тÿрĕ кăмăл, ăна ялан çăмăл.

2) Таса чуна таса тÿпе йышăнать, çылăхлă чун çĕр миминче çунать.

3) Хура чунлă çыннăн ăш-чикне хурт çиет.

4) Питри чипер пĕтет, ăшри ĕмĕре пырать.

2.2. Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Тăйлăк-тайлăк урапа шанчăксăр.

2) Ăшăпа сивĕ курман – пурнăç курман.

3) Вилĕмрен ан хăра, çылăхран хăра.

4) Вилĕмрен усалли ним те çук.

2.3. Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) наука стилĕ, ăслав

2) илемлĕ литература стилĕ, калав.

3) публицистика стилĕ, ăслав элеменчĕллĕ сăнлав

4) ĕçлĕ стиль, калав

2.4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе местоимени çыхăнтарать?

1) 6

2) 7

3) 8

4) 9

2.5. 1-мĕш предложенири ахлатса сăмахпа синонимлă сăмах хăш предложенире тĕл пулать?

1) 8

2) 6

3) 7

4) 5

2.6. Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 18-мĕш предложенирен илнĕ.)

1) кун

2) шăрантарса

3) юрă

4) çурхи

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 1-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2.7. 4-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (тĕттĕмленнĕ) мĕнле пулнă?

1) тĕттĕмлен глагол çумне -нĕ аффикс хушăннипе

2) тĕттĕмле наречи çумне -ннĕ аффикс хушăннипе

3) тĕттĕм паллă ячĕ çумне -лен, -нĕ аффикссем хушăннипе

4) тĕттĕм паллă ячĕ çумне -лен аффикс хушăннипе

2.8. 9-мĕш предложенири тин сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) япала ячĕ

2) наречи

3) глагол

4) паллă ячĕ

2.9. Тÿпере ăшă та çемçе сасăпа тăри юрласа ячĕ предложенире (17 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?

1) ăшă та çемçе сăмахсем çине

2) тӳпере сăмах çине

3) тăри сăмах çине

4) сасăпа сăмах çине

2.10. 8-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени

4) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3-мӗш пай

3.1. «Ан пултăр вăрçă нихăçан!» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.

Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене (ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине таянма та май пур. Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ­ ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

2014 çулта 9 класс пĕтерекенсене

чăваш чĕлхипе

патшалăх шайĕнче (пĕтĕмлетсе)

(çĕнĕлле) аттестацилекен

экзамена тыттармалли материал

2-мĕш вариант

Район (чăвашла тата вырăсла)………………………………………………..

…………………………………………………………………………………..

Хула (ял, поселок) (чăвашла тата вырăсла)…………………………………

…………………………………………………………………………………..

Шкул (чăвашла тата вырăсла)……………………………………………………..

……………………………………………………………………………………..

Класс……………………………………………………………………………..

Ачан хушамачĕ……………………………………………………………………………

ячĕ……………………………………………………………………………………

ашшĕ ячĕ.............................................................................................................

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 2-мĕш вариант Шифр……………………………………………………

Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци

Ку инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.

Экзамен ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна 75 минутра тума сĕнетпĕр.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла. Çавăнпа та ­ алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн 4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Çак заданисемпе ĕçленĕ май, Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тÿр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла. 2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче ­ итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине çырас пулать.

Ĕçсене мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.

Тимлĕ пулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн ĕçлеме вăй тата пĕлÿ пуррине шанăр!

Ĕçе пикенĕр.

Ăнăçу сунатпăр сире!

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 2-мĕш вариант Шифр……………………………………………

1-мĕш пай

1. Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.

Изложени тексчĕ

Вăрçă пуçланнă çул Укахви вун пиллĕкреччĕ. Тин çеç саккăрмĕш класс пĕтернĕччĕ. Шкулĕ ялтан тăватă çухрăмра. Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕрлех Укахви те шкула çÿреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкулта, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене – кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие.

Çапла Укахви шкулта вĕренме пăрахрĕ. Вун пиллĕкри хĕр ача мăн çынсемпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма каятчĕ. Паккус вĕçне тухмасăр чарăнман, никама та хыçран таптаттарса пыман, халăхран уйрăм канма та ларман.

Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Паккус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ.

Çапах та салху марччĕ çамрăк чĕрере. Ун чухне мăн çын хуйхи тытма вĕ ренсе çитейменччĕ-ха вăл. Хĕр ача чĕрине çут çанталăк илемĕ те кăтăкланă, ăнлансах çитме çук ăрăмлă япаласем те пулнă çĕр çинче уншăн, хÿхĕм ĕмĕтсем те тин çеç сăмсаланнă – пĕр çынсем ахлатни çеç чĕрене шар! çурнă, час та часах хаваслă кăмăла сирсе сĕвĕрĕлтернĕ. Çынсем хуйхăрса калаçма тытăнсанах ăçта та пулин пăрахса тарас килнĕ… Анчах çĕр-шыв çине йăтăнса аннă хура хуйхăпа пусăрăнман тĕлсем пулман пулĕ ку вăхăтра…

Юрий Скворцов çырни тăрăх

Çырса памалли сăмахсем: Укахви, паккус, шăм-шак.

Ачасене хисеп ячĕсене сăмахпа çырмаллине асăрхаттармалла, текст авторĕ кам пулнине пĕлтермелле.

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 2-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2-мĕш пай

Алла панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1­2.10 ĕçсене тăвăр.

(1)Ахлатса, йынăшса сасă панăскер, вăл – пирĕн салтак, пирĕн çын… (2)Аманнă… (3)Шурă чечексем хушшине ÿкнĕ… (4)Салтакăн пуçĕ çаврăнса кайнă пирки куçĕ хуралса килнĕ, тĕттĕмленнĕ. (5)Ирхи çутă, унăн çурхи илемĕ таçта кайса çухалнă. (6)Умри çĕмĕрт тĕмĕ çакна курсан тÿсеймен: çил варкăшса килсен хăйĕн çеçкине пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕçтернĕ, эрленсе-хурланса йĕрсе янă…

(7)Çанталăк улшăннă: хура вăрман хыçĕнчен кăвак пĕлĕт çĕклемĕн- çĕклемĕн йăванса тухнă; сулхăн мĕлкисем, ялсем урлă чупса каçса, часах вăрçă хирне çитнĕ. (8)Çуркунне хĕвелĕ пĕлĕт хыçне пытансан хулăн пĕлĕтсен сулхăнĕпе пĕркенсе, çав аманнă салтак патне ÿтсĕр-тирсĕр Вилĕм сарăхнă шăлĕсене йĕрсе, типĕ шăммисемпе шăлтăртатса çитнĕ; юн тăкса вăйран кайнă салтакăн пуçĕ вĕçне кукленсе ларнă. (9) – Эсĕ халĕ хăтăлаймăн, тинех лекрĕн ман аллăма! – тет Вилĕм хăрăк-марăк шăлĕсемпе качăртаттарса.

(10)Çурхи чĕрĕлĕх çилĕпе пĕрле инçетрен-инçетрен, хĕвел тухăçĕнчен, хумăн-хумăн варкăшса ăшă çил килет. (11)Çил ачисем сулхăн пĕлĕтсене хăваласа ярсан хĕвелĕн вут пек пĕрчисем каллех салтака тупаççĕ, ăна питрен кăтăклаççĕ, ачашласа лăпкаççĕ, шухăшĕсене хускатса вăратаççĕ.

(12)Пĕтĕм вăйĕпе çапса ячĕ Пурнăç Вилĕме. (13)Таçтах кайса ÿкрĕ Чун илли. (14)Ÿкрĕ те çĕр хуçăк пулса выртрĕ, анчах хăрăк шăммисем пĕр самант хушшинче пухăнчĕç те сыпăнса ларчĕç. (15)Вилĕм каллех çĕкленчĕ те туйи çине уртăнса, уксахласа тепĕр хут салтак патне сĕтĕрĕнсе пычĕ, катăлса, çурăлса пĕтнĕ пушă шăммисене шăкăртаттарса пуç вĕçне каллех пĕшкĕнсе ларчĕ. (16)Пурнăç татах çĕкленчĕ, каллех пĕтĕм вăйпа çавăрса çапрĕ сăхă куçлă Вилĕме. (17)Тÿпере ăшă та çемçе сасăпа тăри юрласа ячĕ. (18)Кĕсле каласа, юрă-сăвă шăрантарса çурхи кун сарăлать. (19)Малта, юхан шыв хĕрринче, çĕр çĕмĕрсе вăрçă кĕрлет. (20)Унта Пурнăçпа Вилĕм çапăçать.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 2-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2.1. Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Тимĕр тутăхса пĕтет, чĕре хуйхăрса пĕтет.

2) Таса чуна хура çыпăçмасть.

3) Кăмăллă çыншăн пурте кăмăллă.

4) Çын чунĕ чĕре патĕнче пурăнать, чĕрене тивсен çын вилет.

2.2. Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Виличчен этеме нумай кирлĕ.

2) Вилĕмпе кĕрешес пулать.

3) Ÿт суранĕ чуна кайса тивет.

4) Тÿрĕ пул та йăрă пул теççĕ.

2.3. Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) наука стилĕ, ăслав

2) публицистика стилĕ, ăслав элеменчĕллĕ сăнлав

3) ĕçлĕ стиль, калав

4) илемлĕ литература стилĕ, калав

2.4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне юнашар предложенипе пĕр сăмаха тепĕр хут калани çыхăнтарать?

1) 8

2) 9

3) 10

4) 11

2.5. 8-мĕш предложенири кукленсе сăмахпа синонимлă сăмах хăш предложенире тĕл пулать?

1) 20

2) 13

3) 15

4) 14

2.6. Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 19-мĕш предложенирен илнĕ.)

1) юхан шыв

2) çĕр

3) çĕмĕрсе

4) кĕрлет

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 2-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2.7. 9-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (кăчăртаттарса) мĕнле пулнă?

1) кăчăртат глагол çумне -тар тата -са аффикссем хушăннипе

2) кăчăр евĕрлев сăмахĕ çумне –тат тата тар аффикссем хушăннипе

3) кăчăр япала ячĕ çумне –тат тата тар аффикссем хушăннипе

4) кăчăртаттар глагол çумне -са аффикс хушăннипе

2.8. 7-мĕш предложенири хыçĕнчен сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) глагол

2) наречи

3) япала ячĕ

4) паллă ячĕ

2.9. Кĕсле каласа, юрă-сăвă шăрантарса çурхи кун сарăлать предложенире (18 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?

1) шăрантарса сăмах çине

2) çурхи кун сăмахсем çине

3) кĕсле каласа сăмахсем çине

4) юрă-сăвă сăмах çине

2.10. 11-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени

4) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3-мӗш пай

3.1. «Вăрçă инкекне нихăçан та курмалла ан пултăр!» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.

Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене (ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине таянма та май пур.

Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ­ ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

2014 çулта 9 класс пĕтерекенсене

чăваш чĕлхипе

патшалăх шайĕнче (пĕтĕмлетсе)

(çĕнĕлле) аттестацилекен

экзамена тыттармалли материал

3-мĕш вариант

Район (чăвашла тата вырăсла)………………………………………………..

…………………………………………………………………………………..

Хула (ял, поселок) (чăвашла тата вырăсла)…………………………………

…………………………………………………………………………………..

Шкул (чăвашла тата вырăсла)……………………………………………………..

……………………………………………………………………………………..

Класс……………………………………………………………………………..

Ачан хушамачĕ……………………………………………………………………………

ячĕ……………………………………………………………………………………

ашшĕ ячĕ.............................................................................................................

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 3-мĕш вариант Шифр……………………………………………………

Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци

Ку инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.

Экзамен ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.

1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна 75 минутра тума сĕнетпĕр.

2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла. Çавăнпа та ­ алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн 4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Çак заданисемпе ĕçленĕ май, Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тÿр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла. 2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.

Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче ­ итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине çырас пулать.

Ĕçсене мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.

Тимлĕ пулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн ĕçлеме вăй тата пĕлÿ пуррине шанăр!

Ĕçе пикенĕр.

Ăнăçу сунатпăр сире!

© Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 3-мĕш вариант Шифр……………………………………………

1-мĕш пай

1. Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.

Изложени тексчĕ

Вăрçă пуçланнă çул Укахви вун пиллĕкреччĕ. Тин çеç саккăрмĕш класс пĕтернĕччĕ. Шкулĕ ялтан тăватă çухрăмра. Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕрлех Укахви те шкула çÿреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкулта, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене – кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие.

Çапла Укахви шкулта вĕренме пăрахрĕ. Вун пиллĕкри хĕр ача мăн çынсемпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма каятчĕ. Паккус вĕçне тухмасăр чарăнман, никама та хыçран таптаттарса пыман, халăхран уйрăм канма та ларман.

Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Паккус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ.

Çапах та салху марччĕ çамрăк чĕрере. Ун чухне мăн çын хуйхи тытма вĕ ренсе çитейменччĕ-ха вăл. Хĕр ача чĕрине çут çанталăк илемĕ те кăтăкланă, ăнлансах çитме çук ăрăмлă япаласем те пулнă çĕр çинче уншăн, хÿхĕм ĕмĕтсем те тин çеç сăмсаланнă – пĕр çынсем ахлатни çеç чĕрене шар! çурнă, час та часах хаваслă кăмăла сирсе сĕвĕрĕлтернĕ. Çынсем хуйхăрса калаçма тытăнсанах ăçта та пулин пăрахса тарас килнĕ… Анчах çĕр-шыв çине йăтăнса аннă хура хуйхăпа пусăрăнман тĕлсем пулман пулĕ ку вăхăтра…

Юрий Скворцов çырни тăрăх

Çырса памалли сăмахсем: Укахви, паккус, шăм-шак.

Ачасене хисеп ячĕсене сăмахпа çырмаллине асăрхаттармалла, текст авторĕ кам пулнине пĕлтермелле.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 3-мĕш вариант Шифр……………………………………………

Алла панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1­2.10 ĕçсене тăвăр.

(1)Ахлатса, йынăшса сасă панăскер, вăл – пирĕн салтак, пирĕн çын… (2)Аманнă… (3)Шурă чечексем хушшине ÿкнĕ… (4)Салтакăн пуçĕ çаврăнса кайнă пирки куçĕ хуралса килнĕ, тĕттĕмленнĕ. (5)Ирхи çутă, унăн çурхи илемĕ таçта кайса çухалнă. (6)Умри çĕмĕрт тĕмĕ çакна курсан тÿсеймен: çил варкăшса килсен хăйĕн çеçкине пĕрчĕн-пĕрчĕн вĕçтернĕ, эрленсе-хурланса йĕрсе янă…

(7)Çанталăк улшăннă: хура вăрман хыçĕнчен кăвак пĕлĕт çĕклемĕн- çĕклемĕн йăванса тухнă; сулхăн мĕлкисем, ялсем урлă чупса каçса, часах вăрçă хирне çитнĕ. (8)Çуркунне хĕвелĕ пĕлĕт хыçне пытансан хулăн пĕлĕтсен сулхăнĕпе пĕркенсе, çав аманнă салтак патне ÿтсĕр-тирсĕр Вилĕм сарăхнă шăлĕсене йĕрсе, типĕ шăммисемпе шăлтăртатса çитнĕ; юн тăкса вăйран кайнă салтакăн пуçĕ вĕçне кукленсе ларнă. (9) – Эсĕ халĕ хăтăлаймăн, тинех лекрĕн ман аллăма! – тет Вилĕм хăрăк-марăк шăлĕсемпе качăртаттарса.

(10) Çурхи чĕрĕлĕх çилĕпе пĕрле инçетрен- инçетрен, хĕвел тухăçĕнчен, хумăн-хумăн варкăшса ăшă çил килет. (11)Çил ачисем сулхăн пĕлĕтсене хăваласа ярсан хĕвелĕн вут пек пĕрчисем каллех салтака тупаççĕ, ăна питрен кăтăклаççĕ, ачашласа лăпкаççĕ, шухăшĕсене хускатса вăратаççĕ.

(12)Пĕтĕм вăйĕпе çапса ячĕ Пурнăç Вилĕме. (13)Таçтах кайса ÿкрĕ Чун илли. (14)Ÿкрĕ те çĕр хуçăк пулса выртрĕ, анчах хăрăк шăммисем пĕр самант хушшинче пухăнчĕç те сыпăнса ларчĕç. (15)Вилĕм каллех çĕкленчĕ те туйи çине уртăнса, уксахласа тепĕр хут салтак патне сĕтĕрĕнсе пычĕ, катăлса, çурăлса пĕтнĕ пушă шăммисене шăкăртаттарса пуç вĕçне каллех пĕшкĕнсе ларчĕ. (16)Пурнăç татах çĕкленчĕ, каллех пĕтĕм вăйпа çавăрса çапрĕ сăхă куçлă Вилĕме. (17)Тÿпере ăшă та çемçе сасăпа тăри юрласа ячĕ. (18)Кĕсле каласа, юрă-сăвă шăрантарса çурхи кун сарăлать. (19)Малта, юхан шыв хĕрринче, çĕр çĕмĕрсе вăрçă кĕрлет. (20)Унта Пурнăçпа Вилĕм çапăçать.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 3-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2.1. Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?

1) Хырăм тĕкĕр мар, витĕр курăнмасть.

2) Чĕмпĕр енче чĕн хаклă, çут тĕнчере чун хаклă.

3) Пÿрнен те чунĕ пур, ыраттарсан вăл та ыратать.

4) Çын тĕсне мар, ăсне пăхса хакла.

2.2. Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?

1) Паттăр пĕр хут вилет, хăравçă çĕр хут вилет.

2) Инкек айăп шырамасть.

3) Çынна тултан ан пăх, ăш-чиккинчен пăх.

4) Этем ĕмĕтлĕ, шуйттан ĕмĕтсĕр.

2.3. Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.

1) наука стилĕ, ăслав

2) ĕçлĕ стиль, калав

3) илемлĕ литература стилĕ, калав

4) публицистика стилĕ, ăслав элеменчĕллĕ сăнлав

2.4. Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе синоним çыхăнтарать?

1) 10

2) 11

3) 12

4) 13

2.5. 7-мĕш предложенири сулхăн сăмахпа антонимлă сăмах хăш предложенире тĕл пулать?

1) 8

2) 9

3) 10

4) 11

2.6. Сас палли шучĕ сасă шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 16-мĕш предложенирен илнĕ.)

1) çĕкленчĕ

2) вăйпа

3) каллех

4) çапрĕ

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 3-мĕш вариант Шифр……………………………………………

2.7. 15-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (шăкăртаттарса) мĕнле пулнă?

1) шăкăр глагол çумне –тат, - тар тата -са аффикссем хушăннипе

2) шăкăр япала ячĕ çумне -тат тата -тар аффикссем хушăннипе

3) шăкăр евĕрлев сăмахĕ çумне -тат тата тар аффикссем хушăннипе

4) шăкăртаттар глагол форми çумне -са аффикс хушăннипе

2.8. 15-мĕш предложенири вĕçне сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?

1) наречи

2) япала ячĕ

3) глагол

4) паллă ячĕ

2.9. Малта, юхан шыв хĕрринче, çĕр çĕмĕрсе вăрçă кĕрлет предложенире (19 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?

1) çĕр çĕмĕрсе сăмахсем çине

2) малта сăмах çине

3) юхан шыв хĕрринче сăмахсем çине

4) вăрçă сăмах çине

2.10. 5 -мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?

1) пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

2) пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

3) пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени

4) хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени

3-мӗш пай

3.1. «Пурнăçран хакли çук» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.

Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.

Аргументсене (ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине таянма та май пур.

Енчен те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр пулсан ­ ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Хуравсем

Ыйту номерĕсем

Вариантсем

1

2

3

2.1

2

4

2

2.2

3

2

1

2.3

2

4

3

2.4

4

4

4

2.5

2

3

3

2.6

3

1

3

2.7

4

2

3

2.8

2

3

2

2.9

3

2

4

2.10

2

2

4

Литература

1. Вăрçă калавĕсем – Шупашкар: Чăв. кĕн. изд.-ви, 2012.

2. Юрий Скворцов. Уках хурăнĕ – Шупашкар: Чăв. кĕн. изд.-ви, 1998.

3. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем – Шупашкар: Чăв. кĕн. изд.-ви, 2007.