СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Чувашский праздник "Акатуй"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий праздника "Акатуй" познакомит детей с чувашскими играми, песнями, стихами. Поможет организовать праздник в классе. Дети выступают в чувашской национальной одежде.

Просмотр содержимого документа
«Чувашский праздник "Акатуй"»

Уяв сценарийӗ

ВӐЙӐРА

(Чăваш халăх йăли-йӗркипе çыхăннă уяв)

Тӗллевӗ: ачасене чăвашсен авалхи тата хальхи культурипе, йăли-йӗркипе паллаштарасси; чăваш халăх йăли-йӗркисене, культурине юратма вӗрентесси.

Вӗрентекен: Чăваш халăхӗн уявӗсем нумай тӗрлӗ. Мӗн авалтан аталанса, илемленсе, вӗсем пирӗн вăхăта çитнӗ. Хӗлле – сурхури; çуркунне – çăварни.акатуй; çулла – çимӗк. Пурте вӗсем хăйне евӗрлӗ илемлӗ пулнă. Ěçлесе ывăннă халăх çак уявсене эрнипе, уйăхӗпе кӗтнӗ, хатӗрленнӗ.

Ачасем, паян эпир сирӗнпе акатуй çинчен калаçăпăр.

Акатуй – çурхи ӗçсене халалласа ирттернӗ чăвашсен уявӗ. Акатуй куне ялсене уяв сăнӗ çапнă. Улăхра ăмăртусем ирттерме вырăн суйласа илнӗ.

Ӑмăртусем вӗçленсен, çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн пайланса вăйăсем вылянă. Савăнăçлă уяв çӗрлечченех тăсăлнă. Каç енне хӗрсемпе каччăсем ташланă, юрланă, ташланă. Хӗрсемпе яшсем уява капăр тумланса тухнă. Хӗрсем илемлӗ кӗпесем, тухья тăхăннă, тӗрӗллӗ сапун çакнă, çӗнӗ çăпата сырнă.

(Хӗр ачасемпе арçын ачасем алла-аллăн тытăнса юрласа тухаççӗ)

Урам ик айкки к(ă)вак çеçке.

Урам ик айкки к(ă)вак çеçке.

Пайла-пайла татар-и те,

Пайла-пайла татар-и ?



Ик кас вăййа та тухсассăн,

Ик кас вăййа та тухсассăн,

Карталанса юрлар-и те,

Карталанса юрлар-и?

(Ачасем куракансем умӗнче вырнаçса тăраççӗ.)

Ертсе пыракан. Ырă кун пултăр пурне те! Эпир паян сирӗн пата чăваш вăййисене, юррисене илсе килтӗмӗр.

(«Çӗмӗрт çеçки çурăлать» юрă янăрать. Ачасем карталанса юрлаççӗ.)

Çӗмӗрт çеçки çурăлать те,

Çӗмӗрт çеçки çурăлать.

Вăрман витӗр курăнать.

Вăрман витӗр курăнать.



Шурă кӗпе тăхăнсан та,

Шурă кӗпе тăхăнсан,

Вăйă витӗр курăнать.

Вăйă витӗр курăнать.

Ертсе пыракан. Атьăр-ха мӗнле те пулин вăйă выляр.

Ачасем. Выляс, выляс!

Ертсе пыракан. Мӗнле вăйă выльăпăр?

Ачасем. Ят пӗлмелле!

Ертсе пыракан. Ят пӗлекннине шут сăвви каласа тупар.

Ача. Эпӗ шутлаканни пулатăп.

(Пӗр ача шут сăввине калать.)

Манăн пӗчӗк пӳлӗме

Тахăшӗ тустарнă.

Пӗрре, иккӗ, виççӗ,

Чăн та, эс тустарнă.

(Ят пӗлекен ача варрине тухть. Ытти ачасем ун тавра карталанса тăраççӗ. Ушкăнпа утса, юрлаççӗ.)

Ларать, ларать, Унтри ларать

Шӗшкӗ тӗмӗ айӗнче.

Çиет, çиет, Унтри çиет

Шӗшкӗн сарă мăйăрне.

Вăхăт çитсен тăрас пулать,

Ятне тӗрӗс калас пулать.

(Юрлса пӗтерсен, ачасем чарăнса тăраççӗ. Ушкăнран пӗри, хыçалтан пырса, ят пӗлекен ачан куçӗсене хуплать. Унтрин унăн ятне пӗлмелле.)

Ертсе пыракан. Унтри пӗлеймерӗ-çке, мӗн тутарар ăна?

Пӗр ача. Сăвă калаттарас!

(Унтри сăвă калать. Вăйă малалла тăсăлать. Тепӗр ача сăвă калать.)

Инке икерч пӗçерет,

Сӗтел çине купалать.

Пӗр икерчне пар терӗм те

Çатма аврипе хăвалать.

(Ят пӗлекенни урăх ача пулса тăрать. Ачасем каллех юрă юрласа çаврăнаççӗ. Юрă вӗçленсен, пӗр ачи варринче тăракан ят пӗлекенӗн куçне пырса хуплать.)

Ертсе пыракан. Таня пӗлеймерӗ. Ӑна мӗн тутарар?

Ача. Ташă ташлаттарар!

(Ачасем юрласа яраççӗ. Таня ташлама вăйă картине тухать.)

Тух-ха, Таня, пирӗн ума,

Эсӗ ташша пит ăста.

Тух-ха, Таня, пирӗн ума,

Эсӗ ташша пит ăста.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут, тут!

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут, тут!

Ертсе пыракан. Татах выляр-и?

Ачасем. Выляс!

Ертсе пыракан. Халӗ мӗнле выляр?

Ачасем. «Çерем ватса вир акрăм» вăййа выляр!

(Ку вăййа икӗ ушкăна пайланса выляççӗ. Малтан пӗр ушкăнӗ, унтан тепри ылмашăнса пӗрер çаврăм юрласа илеççӗ. Юрланă май пӗр ушкăнӗ хирӗç тăракан ушкăн патне утса çывхарать, унтан каллех хăй вырăнне каялла чакать.)

Çерем ватса вир акрăм, вир акрăм.

Эпир ăна таптатпăр, таптатпăр.

Эсир мӗнпе таптатăр, таптатăр?

Кӗтӳ ярса таптатпăр, таптатпăр.

Эпир ăна тытатпăр, тытатпăр.

Эсир мӗнпе тытатăр, тытатăр?

Чӗн йӗвенпе тытатпăр, тытатпăр.

Ӑна ăçтан илетӗр, илетӗр?

Чӗмпӗр енчен илетпӗр, илетпӗр.

Пӗр ача. Тантăшсем, атьăр пиçиххи пăрахмалла выляр.

Ачасем. Выляр!

(Шут сăвви каласа, пиçиххи пăрахакана палăртаççӗ. Ачасем кукленсе лараççӗ. Пиçиххи пăрахакан сăвă каласа утать. Кам хыçне те пулин пиçиххи пăрахса хăварать. Икӗ ача хире-хирӗç чупса пушă вырăна йышăнма васкаççӗ. Кая юлнă ача вăййа малалла тăсать. Вăл пиçиххи пăрахаканни пулать.

Эп утатăп хурланса,

Хама юлташ шыраса.

Утсан-утсан чупатăп,

Пиçиххи пăрахса хăваратăп.

Пӗри. Çитет пулӗ, ташларăмăр, вылярăмăр та. Тепре ушкăнпа юрлар!

Сасăсем. Юрлас! Юрлас!

Пӗри. Мӗн çинчен юрлар?

Сасă. «Пахчи, пахчи» юрра юрлас!

(Ачасем юрлаççӗ.)

Пахчи, пахчи,çырла пахчи,

Çырла çисе ӳсрӗмӗр.

Эх, ӳсрӗмӗр.

Çампа хӗрлӗ пултăмăр.



Пахчи, пахчи, палан пахчи,

Палан çисе ӳсрӗмӗр.

Эх, ӳсрӗмӗр,

Çампа паллă пултăмăр.



Пахчи, пахчи, хăяр пахчи,

Хăяр çисе ӳсрӗмӗр.

Эх, ӳсрӗмӗр.

Çампа хаяр пултăмăр.



Пахчи, пахчи, мăйăр пахчи,

Мăйăр çисе ӳсрӗмӗр.

Эх, ӳсрӗмӗр.

Çампа сарă пултăмăр.

(Çав вăхăтра автан авăтса ярать. Ачасем хыпăнса ӳкеççӗ.)

-Пӗтрӗмӗр! Тул çутăлса килет. Автансем те авăта пуçларӗç.

- Ну, лекет ӗнтӗ аннесенчен!

- атьăр хăвăртрах киле!

(Ачасем васкаса тухса каяççӗ.)

Вӗрентекен: «Тăван чӗлхесӗр чăн-чăн пӗлӳ çук,» - тенӗ чăвашсен паллă вӗрентекенӗ И. Я. Яковлев. Тăван чӗлхене пӗлмесӗр, унăн йăли-йӗркисене те, уявӗсене те упраймăпăр, ачасем.