4 класс Тема: Çуллахи каникул
Урок тĕллевĕ: Çуллахи кану çинчен каласа пама хăнăхтарасси.
Урок задачисем: 1) çĕнĕ сăмахсене калаçура çирĕплетесси; 2) ачасем çулла ăçта канни çинчен калакан текст содержанийĕ тăрăх калаçасси; 3) ачасем Египетра канни çинчен калакан текста вуласа ăнланасси; 4) «Европăра» текст содержанийĕ тăрăх ĕçлесси.
Урок юхăмĕ
Урок темине палăртни
Сывăлх сунни.
Доска е экран çинче ĕç тетрадĕнчи 4-мĕш страницăри 1-мĕш ĕç.
– Калаçу татăкĕсене мĕнле йĕркепе вырнаçтарсан вĕçленнĕ диалог пулать?
Кашни вĕренекен хăй тĕллĕн ĕçлесе, панă вариантсенчен пĕрне суйласа илет. Ачасем хăйсен шухăшне ăнлантарса параĕ. Пĕр-пĕрин шухăшĕпе е килĕшеççĕ , е хирĕçлесе урăх шухăша çирĕплетеççĕ . Тĕрĕс варианта суйласа илнĕ хыççăн диалога вулаççĕ. Унăн содержанийĕ тăрăх ĕçлеççĕ.
– Калаçăва хутшăнакан ачасем çулла ăçта каннă?
– Малтан кукамăшĕ патĕнче пурăннă, унтан Мускавра пулнă. Кайран вара пĕри лагерте, тепри Египетра каннă.
– Ялта ачасем мĕн тунă?
– Ялта вĕсем пахчара ĕçленĕ, шыва кĕнĕ, хĕвел çинче хĕртĕннĕ, вăрмана çÿренĕ.
– Мускавра ачасем мĕн курнă?
– Унта вĕсем Кремле кайса курнă, зоопаркра пулнă, цирк пăхнă.
– Паян эпир çулла ачасем ăçта канни çинчен малалла калаçăпăр. Доска çине «ÇУЛЛА ĂÇТА КАНТĂМĂР» тесе çырса хурать.
2. Словарь диктанчĕ.
– Урок пуçламăшĕнче иртнĕ урокра вĕреннĕ сăмахсене аса илер. Словарь диктанчĕ. Паян эпир сирĕнпе 5 сăмах çырăпăр. çавăнпа хут листисем çине пĕрререн пуçласа пиллĕк таран 5 число çырса хурăр.
Ачасем хут листи çине пĕрререн пуçласа пиллĕк таран номерсем çырса хураççĕ. Вĕрентекен сăмахсене вырăсла калать. Ачасем вĕсене чăвашла куçарса кирлĕ номер тĕлне çыраççĕ.
– 1) арабский язык; 2) морское дно; 3) любуется; 4) пустыня; 5) путешествует.
Сăмахсене çырса пĕтернĕ хыççăн ачасем хут листисемпе улшăнса тĕрĕс хуравсен тĕслĕхĕпе пĕр-пĕрин ĕçне тĕрĕслеççĕ.
3. Çулла ăçта канни çинчен калаçни.
4. «Египетра» текстпа ĕçлени.
– Катьăпа Вова çулла ăçта каннă?
– Вĕсем Египетра каннă.
– Ун çинчен тĕплĕнрех «Египетра» ятлă текстра вуласа пĕлĕпĕр. Малтан текстпа кашни харпăр хăй тĕллĕн паллашăр.
Ачасем кашни хăй тĕллĕн текста пĕр хутчен вуласа тухаççĕ. Ун хыççăн икĕ-виçĕ ача черетпе пĕрер абзац сасăпа вулаççĕ. Унтан текста ăнланас тĕллевпе ĕлеççĕ.
– Катьăпа Вова Египетра мĕншĕн пĕрле каннă?
– Мĕншĕн тесен вĕсен çемйисем туслă. Час-часах вĕсем пĕрле канаççĕ.
– Вĕсем хăш уйăхра Египетра пулнă?
– Утă уйăхĕн çурринче вĕсем Египетра пулнă.
– Египет çинчен калакан абзаца тупса вулăр.
Ачасем текстри иккĕмĕш абзаца вуласа параççĕ.
– Текстра тупса çак предложенисене чăвашла вуласа парăр.
Катя и Вова купались в Красном море.
Дети побывали и в пустыне, любовались Египедскими пирамидами.
Познакомились с подводным миром.
В реке Нил видели крокодилов.
Любовались Коралловыми рифами.
Ачасем кашни предложение чăвашла тупса вулаççĕ.
–Çапла вара, Катьăпа Вова çулла ăçта каннă?
– Ачасем Египетра каннă.
– Текста вуласа эсир Египет çинчен мĕн пĕлтĕр?
Ачасем хуравлаççĕ.
– Ачасем Египетра мĕн тунă?
– Унта вĕсем Хĕрлĕ тинĕсре шыва кĕнĕ, …
5. «Европăра» текстпа ĕçлени.
– Аса илер-ха, Анюкпа Ванюк çуллахи каникула мĕнле ирттернĕ?
– Вĕсем Европăри çĕршывсем тăрăх çул çÿренĕ.
– Европăра мĕнле çĕршывсем вырнаçнă?
– Великобретани, Итали, Франци, Греци…
– Ванюкпа Анюк хăш çĕршывсенче пулнă-ши? «Европăри» текста вуласа ун çинчен пĕлĕпĕр.
Темиçе ача черетпе текста вуласа параççĕ.
– Çапла вара, Анюкпа Ванюк Европăри хăш çĕршывсенче пулса курнă?
– Анюкпа Ванюк Францире тата Великобретанинче пулнă.
– Çак çĕршывсен тĕп хулисем хăш хуласем?
– Великобретанин тĕп хули – Лондон. Францин тĕп хули – Париж.
– Çак çĕршывсенче çынсем мĕнле чĕлхесемпе калаççĕ?
– Францире çынсем француз чĕлхипе, Великобретанинче – акăлчан чĕлхипе калаççĕ.
– Ачасем Францире мĕн-мĕн курни çинчен вуласа парăр.
Ачасем иккĕмĕш абзаца вуласа параççĕ.
– Ачасем Великобретанире мĕн-мĕн курни çинчен вуласа парăр.
Ачасем юлашки икĕ абзаца вуласа параççĕ.
5. Урока пĕтĕмлетни. Текстсем патне панă фотоÿкурчĕксемпе ĕçлени.
– Эпир сирĕнпе 2 урок хушши ачасем çулла мĕнле вырăнсенче пулса курни çинчен калаçрăмăр. Тĕрлĕ çĕршывсемпе, хуласемпе паллашрăмăр. фотоÿкерчĕксем çинчи вырăнсене ăçта курма пулать?
– Эфель башни Францин тĕп хулинче Парижра вырнаçнă. Биг-Бен башни – Лондăнта. Букингем керменĕнче Англи королеви пурăнать. Кермен Великобретанире вырнаçнă. «Айсберг» спорт керменĕ– Сочире. Ăна 2014 çулта иртнĕ олимпиада валли тунă. Пирамидăсене Египетри пуш хирсенче курма пулать.
6. Киле ĕç пани.
– Килте тепĕр хут класра вуланă текстсене вуласа тухмалла. 8-мĕш ĕçре панă ыйтусем çине хуравламалла. Ытти ачасем валли текстсем тăрăх 2-3 ыйту туса хатĕрлемелле.