- Халӑх сӑмахлӑхӗ тени мӗне пӗлтерет? - Эсир чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн мӗнле жанрӗсене пӗлетӗр?
Çĕр пин
сăмах ςĕр-шывĕнче
(«Хал ӑ х с ӑ махл ӑ хӗ» тем ă на
пӗтӗмлетмелли урок,
ҫул ҫӳрев урокӗ)
Фольклор (акӑлчанла folk — народ (халӑх),
lore — мудрость (ӑслӑлӑх, халӑх сӑмахлӑхӗ)
Урок эпиграфĕ:
«Чăваш халăхĕн
çĕр пин сăмах,
çĕр пин юрă,
çĕр пин тĕрĕ»
И.Я.Яковле в
Урок тĕллевĕсем:
1.Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн жанрӗсем ḉинчен урокра илнӗ пӗлӗве ḉирӗплетесси.
2.Ҫут ҫанталӑка сӑнама, унӑн илемне курма, сыхлама вӗрентесси,
3.Ача-пӑча сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсемпе кулленхи пурнӑḉра усӑ курма вӗрентесси.
4. Тус-юлташа хисеплеме, йывăр вăхăтра пулăшма, упрама вĕрентесси.
5. Тăван çēр-шыва юратма, хисеплеме, хаклама вēрентесси.
6.Ачасенче ырӑ та сӑпайлӑх, илемлӗх туйӑмӗсене аталантарасси.
Çĕр пин сăмах ςĕр-шывĕ
«Тупмалли юмахсем »
«Ваттисен сăмахĕсем»
«Чӑваш халӑх юррисем »
«Пулмасла халапсем»
«Ача-пӑча вӑййисем »
«Юмахсем»
1-мӗш чарӑну
«Тупмалли юмахсем»
Тупмалли юмахсем - фольклорăн чи авалхи жанрĕсенчен пĕри.
Тупмалли юмахсенче япалан тӗп паллисем ҫинчен вӑлтса калаҫҫӗ. Час-часах пӗр япалана тепринпе танлаштараҫҫӗ. Чӗрӗ мар япалана чӗрӗ пек туса та кӑтартаҫҫӗ.
Тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупӑр
- Пĕри калаçать, иккĕн итлеççĕ, иккĕн пăхаççĕ.
- Лăпсăр-лăпсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать
- Кашта тулли шурă чăхă.
- Çавра питлĕ сар пики хĕвел çинчен куç илмест.
- Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.
- Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ.
- Пĕри калаçать, иккĕн итлеççĕ, иккĕн пăхаççĕ. (чĕлхе, хăлха, куç)
- Лăпсăр-лăпсăр кинĕм пур, килен-каян чуптăвать(ал шăлли)
- Кашта тулли шурă чăхă. (шăлсем)
- Çавра питлĕ сар пики хĕвел çинчен куç илмест.(хĕвел çаврăнăш)
- Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ.(ḉумӑр)
- Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ. (Асамат кӗперӗ)
2-мӗш чарӑну
«Ваттисен сăмахĕсем»
- Ваттисен сăмахĕсем — ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем.
- Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччен, ытарлăн палăртаççĕ.
- Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ.
Ваттисен сӑмахӗсене йӗркене кӗртӗр
- Аллупа ӗḉле, ӗḉ нумай
- Тарличчен ӗḉле, хӑвнах ырӑ пулӗ
- Аḉупа аннӳне хисепле, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
- Ĕḉрен ан хӑра, тӑраниччен ḉи.
- Ĕḉчен ḉыннӑн пуḉупа щухӑшла .
Аллупа ӗḉле, пуḉупа шухӑшла.
.
Тарличчен ӗḉле, тӑраниччен ḉи.
Аḉупа аннӳне хисепле, хӑвнах ырӑ пулӗ.
.
Ĕḉрен ан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
.
Ĕḉчен ḉыннӑн ӗḉ нумай.
3-мӗш чарӑну
«Чӑваш халӑх юррисем»
Юрӑ- чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн чи вӑйлӑ аталаннӑ жанрӗ.
Унта халӑхӑн кун- ḉулӗ, йӑли-йӗрки, кӑмӑл- туйӑмӗпе шухӑш- ӗмӗчӗ, савӑнӑ ḉ - тарӑхӑвӗ сӑнарланнӑ.
Юрӑ этеме пурнӑ ḉ ри йывӑрлӑхсене ḉӗнтерме, телейшӗн кӗрешме хавхалану кӳрет.
Вӑл халӑх тытса пыракан ырӑ йӑлапа пурӑнма вӗрентет, ḉ ав йӗркене малалла аталантарма пулӑшать.
4-мӗш чарӑну
«Пулмасла халапсем»
Шатра шапа купӑс калать:
Шӑши салтака каять:
Йӗке хӳре йӑкӑртатса
Хӑнисене хӑналать
Сӑмахсене т ӗ рӗс вырнаḉтарса
пулмасла халап тӑв ӑр
Сикрӗ тухрӗ пӗр _________
Пӑшӑлтатрӗ __________
- Пит маттур ḉке - эс:_________
Пыр-ха хӑнана _________
Пӑхрӑм тинкерсе _________
шӳтлемест-ши ку __________
Ҫук, кулмарӗ __________
-Юрӗ, пырӑп, алӑк_________
Усӑ курмалли сӑмахсем: хӑлхаран, куян, куḉран,куян, уḉ,Чалӑш куḉ,Ҫтаппан, паян.
Сикрӗ тухрӗ пӗр куян
Пӑшӑлтатрӗ хӑлхаран
- Пит маттур ḉке - эс: Ҫтаппан
Пыр-ха хӑнана паян.
Пӑхрӑм тинкерсе куḉран
шӳтлемест-ши ку куян
Ҫук, кулмарӗ Чалӑш куḉ,
-Юрӗ, пырӑп, алӑк уḉ.
5 -мӗш чарӑну
«Ача-пӑча вӑййисем»
К ă вак ш ă р ç а пу ç тармалла выль ă п ă р. См ӗ ссипе сиктермелле выль ă п ă р. Х ӗ рлипелен х ӗ реличчен выль ă п ă р Хурипелен хураличчен выль ă п ă р.
6-мӗш чарӑну
«Юмахсем»
Юмах –халăх хушшинче сăмах вĕççĕн çӳрекен асамлă, тĕлӗнмелле ĕçсем çинчен калакан калав.
-Эсир м ӗнле юмах тӗсӗсене пӗлетӗр?
«Асамл ӑ юмах арчи» вӑйӑ
Киле ĕç:
Халӑх сӑмахлӑхӗн хайлавӗсене библиотекӑран илсе вуламалла.
Урока пӗтӗмлетни
- - Халӑх сӑмахлӑхӗ вӑл хальхи е ӗлӗкхи?
- Халӑх сӑмахлӑхне пӗлни пире пурнӑ ḉ ра
мӗн тума кирлӗ?
Рефлекси ирттерни
- Сире паянхи ҫул ҫӳрев килӗшрӗ -и ?
- Хӑш чарӑнура ытларах сире килӗшрӗ? Доска патне тухса ḉав чарӑну патне хӗвел вырнаḉтарӑр.