СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Манăн педагогикăри шухăшсем

Нажмите, чтобы узнать подробности

Просмотр содержимого документа
«Манăн педагогикăри шухăшсем»

Эй, чĕлхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре!

(Николай Сандров)

Тӑван чĕлхе. Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе?

Тӑван чӗлхемӗр, чӑваш чӗлхи! Эсӗ — пирӗн несӗллӗх ҫӑл куҫӗ. Эсӗ янравлӑ та хӑватлӑ. Эсӗ ҫурхи ҫут хӗвеллӗ кун йӑлтӑртатса тӑракан таса ҫӑл шывӗ пек шӑнкӑртатса юхатӑн. Санпа эпир, чӗвӗл чӗкеҫ чӗпписем пек, пуплетпӗр, ӗҫ умне тӑратпӑр.Ҫӗршыв-аннемӗр ятне, хӑватне, чысне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклеме тӑрӑшатпӑр. Тӑван чӗлхемӗр, асаттесен чӗлхи! Эсӗ — пирӗн тӑнӑҫлӑхпа туслӑх чӗлхи. Сана юратнине пула тӑванла ытти халӑха, вӗсен чӗлхине юратма, хисеплеме вӗренетпӗр. Эсӗ пире тӑванлӑх, мирпе туслӑх кӗперне хывма пулӑшатӑн.

Тӑван чӗлхемӗр, атте-анне чӗлхи! Сан ҫинчен пирӗн аслӑ ҫынсенчен пӗри - Иван Яковлевич Яковлев каланӑ ӑслӑ сӑмахсене яланах чун-чӗрере тытса пурӑнатӑп. “Асра тытӑр, - тесе хӑварнӑ пире Иван Яковлевич, — халӑх чӗлхинчен ютшӑнмасан кӑна эсир халӑх шанӑҫне тивӗҫлӗ пулӑр...” Эпӗ хамӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн аслӑ поэчӗсем ҫырса хӑварнӑ ҫулӑмлӑ сӑмахсене яланах асра тытса пурӑнатӑп.

«Ҫӗршывӑма тӑван халӑх хавасламасан,

Чун савнӑ чӑваш чӗлхийӗ,

Пӗтмелле пулсан, —

Усал курӑк та ан шӑттӑр

Ман тӑпрам ҫине.

Ҫӗр ҫурӑлтӑр та ҫӗр ҫӑттӑр

Вил шӑммӑмсене», —

тенӗ кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши.

Тӑван чӗлхемӗр, чӑваш чӗлхи! Эсӗ Ҫӗршыв-аннемӗршӗн ҫав тери йывӑр вӑхӑтсенче, вӑрҫӑ пынӑ ҫулсенче вырӑс халӑхӗн чӗлхипе пӗрле, тӑванла мӗн пур халӑх чӗлхисемпе пӗрле вутпа ҫулӑм витӗр тухрӑн. Ҫак йывӑр ҫулсенче йыхравлӑн кӗрлерӗн, вутлӑ вӑрҫӑ хирӗнче туптантӑн. Усал та хаяр тӑшманшӑн аҫа-ҫиҫӗм пултӑн! Ҫаксене пурне те аса илсе шухӑшласассӑн яланах сана пуҫа тайса тав сӑмахӗ калассӑм килет. Тӑван чӗлхемӗр, атте-анне чӗлхи! Эпӗ сана мӗн ачаранпах пӗтӗм чун-чӗререн юратса, хисеплесе пурӑнтӑм. Пархатарлӑ та ырӑ ӗҫе пурнӑҫласа пырасси, тӑван чӗлхемӗре упраса хӑварасси чи малтан хамӑртан, чӑвашсенчен, пирӗн ачасенчен, мӑнуксенчен питех те нумай килнине яланах асра тытатӑп.

Кам-ха эпĕ? Эпĕ, Теренина Альбина Николаевна, Елчĕк районĕн Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине 26 çул вĕрентетĕп. I категориллĕ учитель. Эпĕ – чăваш чĕлхи учителĕ, тăван чĕлхене вĕрентекен! Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш çĕр-шывне «çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ», - тенĕ. Апла пулсан çĕр пин юрра, çĕр пин тĕрре, çĕр пин сăмаха ачасем патне çитермелле, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштармалла, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма вĕрентмелле. Ку манăн тивĕç.

Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын та çук пулĕ çĕр çинче. Ытарайми чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çÿпçи, сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăх. Кашни чĕлхе пекех пирĕн чăваш чĕлхи иртнĕ ĕмĕрсемпе паянхи куна çыхăнтарса тăракан асамат кĕперĕ.

Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Унсăрăн хăвна çуратнă халăхран уйрăлса каясси те часах. Çакă вара чăн–чăн инкек. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын – тымарсăр йывăç. Çапла ан пултар тесен пирĕн, вĕрентекенсен, çамрăк ăрăва вĕрентес, воспитани парас ĕçре тĕрлĕ меслет шырама тÿр килет. Эпĕ хамăр халăха, хамăн чĕлхене, йăла-йĕркене, уявсене, сăмахлăха юрататăп. Çавăнпа та ачасене вĕсемпе кăсăклантарма тăрăшатăп. Çак тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем тăватăп: ал-ĕç ăстисен куравне йĕркелетĕп, халáх юрри-ташшине вĕренетпĕр, тăван ял историне тĕпчетпĕр.

Чӑваш чӗлхи — пирӗн тӑван чӗлхе. Ку чӗлхене атте-анне парнеленӗ, унпа мӗн пӗчӗкрен куллен калаҫса ӳснӗ эпир. «Анне панӑ кӑкӑр сӗтӗнче, хам ҫуралса ӳснӗ ҫӗрӗм-шывӑм сывлӑшӗнче, ҫӗр ҫыннин тарӗпе тӑварланнӑ ҫӑкӑрта, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ ҫӑл куҫри сиплӗ шывра туятӑп эпӗ санӑн вӑйна-хӑватна, илемне, ачаш чӗлхем, тӑван чӗлхем! Тӑван чӗлхем — анне чӗлхи!» — тесе ҫырать Валем Ахун ҫыравҫӑ. Чӑнах та, епле пархатарлӑ туртӑм вӑл тӑван чӗлхене сума суни. Вӑл хамӑрӑн атте-аннемӗре тав туниех.

Тӑван чӗлхемӗр, асаттесен чӗлхи!Сан ҫинчен сӑмах тапратнӑ чух ҫакна та каламасӑр иртсе кайма пултараймастӑп. Пирӗн хушӑмӑртанах сана юратман, сана шанман, сана хисеплемен ҫынсем сике-сике тухнине туйма пуҫларӑмӑр. Вӗсем, хӑйсем чӑвашсем иккенне манса, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхинчен писсе пыни сисӗнет, ачисене, мӑнукӗсене хамӑрӑн илемлӗ те ҫепӗҫ, хӑватлӑ та янравлӑ чӗлхемӗре вӗрентме тӑрӑшмаҫҫӗ. Вӗсем куҫ умӗнчех тӑван чӗлхемӗре манса пыраҫҫӗ. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Ӑнланатпӑр-и эпир хамӑр йӑнӑш тунине, ҫамрӑк ӑру умӗнче ҫав тери пысӑк парӑмра юлнине?! Мӗншӗн тунмалла-ха: хамӑр хушӑмӑртанах ҫавӑн пек ҫынсем тупӑнаҫҫӗ. Чӑвашсемех! Вӗсемшӗн пулсан тӑван чӗлхемӗр мӗне кирлӗ?! Ку ҫеҫ те мар - вӗсем тӑван чӗлхешӗн ҫунакан, тӑрӑшакан ҫынсене хурлама,ятлама та именсе тӑмаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш чӗлхине упраса пурӑнас, ҫӗклесе пырас вырӑнне аякран йӗрӗнсе пӑхса тӑраҫҫӗ. Сан ҫинчен пуҫа тайса ырӑпа каламалли сӑмахӑм ҫав тери нумай. Эсӗ пур чухне, пирӗн чун-чӗрере янӑраса тӑнӑ чухне тӑванла ытти халӑх ҫемйинче хамӑр ӗҫченлӗхпе хисепре пулӑпӑр, туслӑх кӗрекинче пирӗн илемлӗ сӑвӑ-юрӑ янӑраса тӑрӗ. Пирӗн ӗмӗртен пыракан ырӑ йӑласем, вӑйӑсем, ташӑ-кӗвӗ Чӑваш Ен илемлӗхне, ӗҫченлӗхне, сӑпайлӑхне татах та ҫӳле ҫӗклӗҫ. Эпӗ ҫакна чун-чӗререн шанса пурӑнатӑп.

Халь ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен вырăсла калаçтарать. Шкула кайма пуçласан ачисем умне те, вĕрентекен умне те йывăрлăх сиксе тухать. Ялтан тухсан чăваш чĕлхи кирлĕ мар текен ашшĕ-амăшĕ те пур. Çавăнпа ачасем чăваш чĕлхинчен ан писчĕр тесен чылай тăрăшма тивет. Ку ĕçе эпĕ урокран урока, класс тулашĕнчи мероприятисенче туса пыма тăрăшатăп. Чăваш чĕлхи юратнă предмет пулса тăрасси вĕрентекентен тата ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет тесе шутлатăп.

Эпир пӗр-пӗр ӗҫе тума пуҫласан укҫа ҫитменни ҫине йӑвантаратпӑр. Анчах та чӑвашла шухӑшлама, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫма, чӑвашла юрлама, ачасене чӑвашла калаҫма вӗрентме, хамӑр шухӑша чӑвашла уҫҫӑн палӑртма укҫа кирлӗ мар — чун тата кӑмӑл кирлӗ. Чунпа кӑмӑл хуҫисем вара — эпир хамӑр.

Ман шутпа, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене вĕрентмелле. Тăван чĕлхе никĕсĕ çинче ытти чĕлхесене танлаштарса вĕренмелле.Кашни урокрах ачасенче ыррине, чыса, тĕрĕслĕхе аталантарма тăрăшатап. Кашни кун ман çине темиçе мăшăр куç çĕннине кĕтсе пăхаççĕ. Ман вĕсене тивĕçтермелле. Ачасен ăшă куçĕсем. Вĕсен ăшши ман ÿте куçать. Чĕре хытăрах тапма пуçлать. Партăсем хушшинче Раççейĕн, Чăваш çĕршывĕн, чăваш ялĕн пуласлăхĕ. Çав пуласлăхра манăн та пурăнмалла. Хамăн пуласлăха çав ачасенче, хам вĕрентекен ачасенче куратăп. Вĕрентекен ачасене юратать пулсассăн ачасем те вĕрентекене юратаççĕ. Çавăн пек вăл хире-хирĕçле юрату.Тăван чĕлхе – предмет çеç мар, манăн пурнăç тĕшши.

Ачасене чăвашла вĕрентер! Ачасем чăвашла пĕлмесĕр тăван чĕлхен пуласлăхĕ çук!

Чăваш тесен – пурте пĕлеççĕ:

Вăл харсăр, паттăр та йăваш.

Ан тив, кун-çулсем иртеççĕ-

Çухалмĕ çĕр çинче чăваш.