СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Методическая разработка урока по чувашскому языку по теме "Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем(антонимсем)

Нажмите, чтобы узнать подробности

Методическая разработка урока по теме "Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем" с родным (чувшским) языком обучения 3 класс.

Просмотр содержимого документа
«Методическая разработка урока по чувашскому языку по теме "Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем(антонимсем)»

Чăваш чĕлхи, 3 класс, тăван чĕлхеллĕ шкул.

Урок теми:

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем (антонимсем)

Урок тĕллевĕ:

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсемпе (антонимсемпе) паллаштарасси.

Задачисем:

  1. Ачасен чĕлхине, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

  2. Шухăшлава йĕркелесси, пĕтĕмлетесси, тавракурăма аталантарсси.

  3. Икшерĕн, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.

4. Тăван тавралăхăн илемне курма, туйма хăнăхтарасси.

Урока кирлĕ хатĕрсем:

  • Компьютер PowerPoint программипе

  • Мультимедийный проектор

  • Урокăн презентацийĕ «Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем (антонимсем)»

  • Л.П.Сергееев синонимсемпе антонимсен словарĕ I-Vклассенче вĕренекенсем валли. Шупашкар- 2014

  • А.В.Дмитриев Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнеки. Шупашкар- 2010

  • Электрон вĕренÿ пособийĕ 3- мĕш класс валли

  • Сăвă И.Ивникăн «Çуркунне»

  • Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсен тĕслĕхĕсем

  • Кайăксем çинчен çырнă тĕрлĕ кĕнекесен куравĕ

  • Кайăксен сăнÿкерчĕкĕсем чăвашла-вырăсла ячĕсемпе

  • Таса та илемлĕ çыр картăчка

  • Чăваш словарĕн сайт адресĕ

  • Вăйă- картăчка «Паллă тунă глаголсен антонимĕсене туп»

  • Синквейн валли панă сăмахсем



Урок юхăмĕ.

- Пурне те ырă кун пултăр! (Слайд)

  1. Класа урока йĕркелесси .

Пĕр – пĕрне ырă сунса

Ларар парта хушшине.

Ручка, кăранташ, тетрадь

Пултăр сĕтел çийĕнче.

Ăс-хакăла ÿстерер

Тăван чĕлхе урокĕнче.

- Пирĕн паянхи урокăн эпиграфĕ ваттисен сăмахĕ пулать. (Слайд)

Кайăк хитрее тĕкĕпе

Этем хитрее ăсăпе.

- Эсир çак ваттисен сăмахне мĕнле ăнланатăр? ( Кайăксем тĕрлĕ тем тери илемлĕ тĕслĕ пулаççĕ. Ăслă çын нумай пĕлет, нумай вулать. Унпа калаçма, ăна итлеме кăмăллă, Унран сĕнÿсем ыйтаçсĕ.)

-Çавăнпа та эпир урокра хамăр пĕлĕве ÿстерес тесе мĕн тăвăпăр-ши? (Ачасен хуравĕ)

( Тĕрлĕ ĕçсем,хăнăхтарусем тăвăпăр.)

  1. Таса та илемлĕ çыр.

- Халĕ тетрадь çине паянхи число, класри ĕç тата эпĕ валеçсе панă картăчкăран сас паллисене çыратпăр.

дгдлдадгдодлд дадндтдодндидмд

Кăранташ илетпĕр те д сас паллисене туртса тухатпăр.

III. Урок темипе паллаштарасси.

- Ачасем, мĕнле сăмахсем пулчĕç? (Глагол,антоним)

- Мĕн вăл глагол? Мĕне пĕлтерет?

( Пуплев пайĕ. Ĕç –хĕле пĕлтерет)

- Мĕн - ха вăл антоним? ( хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем)

- Паян эпир урокра мĕн çинчен калаçăпăр, пĕлĕпĕр? Эсир мĕнле шутлатăр? Кам тавçăрса илчĕ паянхи урокăн темине? Мĕнле ĕçсем тăвăпăр?

(Глагол-антонимсем çинчен пĕлĕпĕр)

IV. Çĕнĕ темăпа паллаштарасси.

- Предложенисене вулăр.

(Слайд)

Пÿлĕме кĕр. - Пÿлĕмрен тух.

Çу ирĕлет. – Çу шăнать.

Сăрт çине хăпар. - Сăрт çинчен ан.

Мечĕк ил. - Мечĕк пар.

- Паллă тунă глаголсене танлаштарăр. Вĕсен пĕлтерĕшĕ мĕнле?

(Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ)

- Ачасем,сирĕн шутпа, халĕ мĕнле пĕтемлтÿ тума пулать?

Пĕтĕмлетÿ: Чăваш чĕлхинче хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем пур. Хирĕçле пелтерĕшлĕ сăмахсене эпир мĕн тесе калатпăр?

-Мĕнле сăмаха урокра уçса памаллаччĕ-ха, пирĕн? (антоним)

Чăваш чĕлхинче хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем пур.

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене антонимсем теççĕ.

Тĕслĕхрен:тăр- лар, кай –кил, çĕкле – ÿкер, мухта –хурла. (Слайд)

- Правилăпа 145 мĕш стр. паллашатпăр.

( Тĕслĕхсем доска çинче)

- Ачасем, чăвашла Л.П.Сергееев çырнă синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ пур. Хăшпĕр антонимсене çакăн пек словарьтен тупса усă курма пултаратăр. Вĕсем сирĕн парта çинче выртаççĕ. Тата интернетра чăваш словарĕн адресĕ пур. ru.wikipedia.org/wiki/Словарь_чуваш Çак адреспа килте, хăвăра кирлĕ чух усă курма пултаратăр.

V. Кану вăхăчĕ. (физкультминутка)

(Слайд)

VI. Вĕреннине çирĕплетмелли ĕçсем.

  1. Сăвăпа ĕçлесси.

Икшерĕн ĕçлени.

- Иван Ивникĕн сăввине вуласа тухăр. (Хăйсем тĕллĕн ăсра вулани)

Иртенпех ав чĕвĕл-чĕвĕл

сала кайăк савăнать.

Пур çерте те сасă-кĕвĕ.

Çур килет - мухтав ăна!

Униче урамĕ тăрах

шăнкăр- шăнкăр шыв юхать.

Çил вĕрет халь ăшшăн-ăшшăн.

Çут хĕвел юртан кулать. И.Ивник



Пĕр вĕренекен палăртуллă саспа вуласа парать.

- Мĕн çинчен вуларăр? Сăвва кам çырнă? Сăвва мĕнле ят пама пулать? (Çуркунне)

Словарь ĕçĕ. - Мĕнле ăнланман сăмахсем тĕл пулчĕç?

(сала кайăк- çерçи, униче урамĕ- ял хĕрри)

- Юртан кулать мĕнле ăнланатăр? ( юра ирĕлтерет)



- Тата мĕнле кайăксем çуркуннене хавас? (Ачасен хуравĕ)

- Ака уйăхĕн 1 –мĕшĕнче кайăксен кунĕ çитет.

(Слайд)

- Кĕçех пирĕн пата хĕл каçма кайнă кайăксем вĕссе килеççĕ. Эсир вĕсене кĕтсе илме хавас тесе шутлатăп эпĕ. Аса илер-ха çунатлă туссене.

Ушкăнпа ĕçлени.

- Эпĕ сире кайăксен сăнÿкечĕкĕсене валеçсе паратăп, ( 2 ушкăна уйрăлатпар) сирĕн пĕрремĕш ушкăнăн хĕл каçма юлаканнисене, тепĕр ушкăнăн хĕл каçма ăшă енне вĕçсе каяканнисене суйласа илмелле.

-Хуравсене кашни ушкăнăн ертÿçи тухса кайăксен сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартса хуравлать. (Ушкăнпа шутласа ĕçлеççĕ)

- Хуравсене тĕрĕслĕпĕр.

-Тĕрĕс хурав слайд çинче. (Слайд)

- Ачасем, кайăксем –пирĕн туссем. Вĕсене эсир йывăрлăхра мĕнле ĕçсем туса пулăшатăр? (Ачасен хуравĕсем). Вĕсене пирĕн упрамалла, йăвисене,çăмартисене тытмалла мар, хĕлле сырăшсем туса тырă пĕрчисемпе тăрантарсан, çуркунне кайăксем валли вĕллесем туса çакса кĕтсе илсен питĕ аван.

- Халĕ сахалланса юлнă, хăшĕсем пĕтсе пыракан кайăксене Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине (кĕнекене кăтартатăп) кĕртнĕ кайăксене пăхма сĕнетĕп.

(Слайд)

- Малалла ĕçлесе сăвăра паллă тунă глаголсене тупатпăр. Вĕсен хирĕçле пĕлтерĕшлĕ мăшăрĕсене(антонимĕсене ) тупатпăр, çырса хуратпăр. Словарьпе усă курма пултаратăр.

Савăнать- хурланать ,кулянать

Килет-каять

Кулать- макăрать, йĕрет

- Пĕр мăшăрĕпе предложении туса çыратпăр. Пĕр- пĕринпе тĕрĕслени. (Саспа вуласа тĕрĕслени)

- Маттур, ачасем!

2. Электрон вĕренÿ пособийĕпе ĕçлесси. ЧĂВАШ ЧĔЛХИ. 3 КЛАСС

- Ачасем, эпир сирĕнпе электронлă пособипе ĕçлĕпĕр.

Тимлĕ пулăр, хуравсене тĕрĕс лартсан , поезд тапранса каять.

  1. Вăйă «Паллă тунă глаголсен антонимĕсене туп» икшерĕн тăвăпăр. (Курма килнĕ хăнасене те выляттарма юрать.)

Утать, утать ват мучи

Вăрман тăрăхĕпеле

Темĕн сассине илтсе

Тăпах чарăнса … (тăрать).

Унта çăмламас пакша

Йывăç вуллипе анать.

Тепĕр енче çывăхра

Сăсар çÿле … (хăпарать)

Пĕчĕк чĕрчун пит маттур

Пытанать мучи çумне.

Сăсарĕ çухалсанах

Ун хыçĕнчен… (тупăнать )

Ушкăнсен хушшинче тĕрĕслени, хак пани.

(Слайд)

(Хуравсене тĕрĕслени)

  1. Урок тăрăх пĕтĕмлетÿ туни.

- Паян урокра мĕн çĕнни вĕрентĕмĕр?

- Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене мĕн теççĕ? Доска çинче панă сăмахсемпе вĕреннине пĕтĕмлетсе синквейн çырар.

Глагол

пĕлтерĕшлĕ, вăхăтлă

улшăнать, хирĕçлет, пулать

Чăваш чĕлхинче хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем пур.

антоним





- Ачасем, эсир урокра паян аван ĕçлерĕр, ушкăнпа та, икшерĕн те.

- Чăнах- та, кайăксем пирĕн питĕ хитре, эпир те паян сирĕнпе урокра ăс-хакăла пуянлатрăмăр. Çапла пултăр.

  1. Киле ĕç .

314 - мĕш хăнăхтару стр.146 (Доска çинче). Творчествăлла ĕç. Калава вуланă хыççăн малалла тăсмалла. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем усă курмалла.

IХ. Ĕçе хаклани

(Слайд)

Ачасем, хăвăр урокра мĕнле ĕçленине çак сăмахсемпе хаклăр?

- Мĕне вĕрентĕр?

– Мĕнле çĕнĕлĕхсем уçрăр?

– Мĕн çинчен татах пĕлес килет?

- Маттур, ачасем! Тавтапуç урокшăн! (Слайд)