Урок теми: «Пĕр йышши членлǎ предложенисем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни»
Хат ĕ рлекен ĕ – ЧР Елч ĕ к район ĕ н Кив ĕ Эйпе ç т ĕ п шкул ĕ н ч ă ваш ч ĕ лхипе литературине в ĕ рентекен
Федорова Елена Сергеевна
Т ĕ ллев ĕ сем:
- пĕр йышши членлǎ предложенисем çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хǎварасси;
- чǎваш халǎх культурин хǎш-пĕр пайрǎмĕсемпе паллашасси, чăваш халăх культурине ытти халăх культурипе танлаштарса пăхасси;
- чǎваш тени чǎвашлǎхпа илемлĕ пулнине пал ă ртасси.
Т ă ван ч ĕ лхене хисеплеме в ĕ рентекен м ĕ нле с ă в ă сене п ĕ лет ĕ р?
Упрар тǎван чĕлхемĕре,
Чун-чĕрери хĕлхемĕре,
Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,
Çĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ.
(В. Давыдов – Анатри)
Чǎвашра вǎрман та чǎвашла кашлать,
Шǎпчǎк та юрлать кунта, ав, чǎвашла. Сассǎм пин чĕлхеллĕ халǎх хушшинче Янǎрать хавассǎн, уççǎн, чǎвашла. (Л. Мартьянова)
Т ă ван ч ĕ лхене хисеплеме в ĕ рентекен выр ă с поэч ĕ сен м ĕ нле с ă ввисене п ĕ лет ĕ р?
Иван Сергеевич Тургенев ă н
«Выр ă с ч ĕ лхи» проз ă лл ă с ă вви
Николай Заболоцкин
«Ч ĕ лхем ç инчен с ă в ă сем»
Рим цифрисем, араб цифрисем тата ч ă вашсен шутлав ĕ
I , II , III , IV , V , VI , VII , VIII , IX , X т. ыт. те
0, 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 …
ч ă вашсен шутлав ĕ :
I, II, III, IIII, ⁄ , I ⁄ , II ⁄ , III ⁄ , IIII ⁄ , X, XX, XXX, XXXX …
1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 20, 30,
40 …
Ч ǎ вашсене ытти хал ǎ хсенчен м ĕ нле палл ǎ семпе уй ǎ рма пулать ?
Ч ă ваш т ĕ рри
Ч ă ваш тумтир ĕ , ĕçĕ- х ĕ л ĕ
Т ĕ ртсе, т ĕ рлесе тун ă япаласем
Эрешсем (украшения)
Ч ă ваш ташши
Ч ă ваш юрри
- 1. Ай, юрлар-и, юрлар-и,
- Пĕртǎвансем, юрлар-и!
- Пĕртǎвансем, юрлар-и!
- Шǎкǎл-шǎкǎл пурнар-и.
- Ай, юрлар-и, юрлар-и,
- Ĕмĕр пĕрле пурнар-и?
- Ĕмĕр пĕрле пурнар-и?
- Туслǎх пире тыттǎр-и.
- 2. Ай, ташлар-и, ташлар-и,
- Аппа ташне ташлар-и,
- Аппа ташне ташлар-и,
- Ятне асра тытар-и?
- Ай, ташлар-и, ташлар-и
- Пǎркаланса ташлар-и.
- Пǎркаланса ташлар-и,
- Шур акǎш пек курнар-и?
- 3. Ай, упрар-и, упрар-и,
- Атте ятне упрар-и?
- Чǎвашлǎха тытар-и,
- Анне юрне юрлар-и?
- Ай, пурнар-и, пурнар-и,
- Вĕсен пилпе пурнар-и?
- Вĕсен пилпе пурнар-и,
- Ырǎ ятне тǎсар-и?
- 4. Ай, выляр-и, выляр-и,
- Çут хĕвел пек выляр-и?
- Çут хĕвел пек выляр-и,
- Чун хевтипе пурнар-и?
- Хĕвел ялан пǎхтǎр-и,
- Уйǎх ялан тухтǎр-и?
- Пурнǎç тулǎх пултǎр-и,
- Халǎх туслǎ пурǎнтǎр-и?
Выр ă сла ку ç ар ă р
Ш ǎ нк ǎ р - ш ǎ нк ǎ р шыв пек ш ǎ нк ǎ ртатакан ч ǎ ваш ч ĕ лхи , чуна ç ат ǎ рласа илекен ч ǎ ваш юрри ; с ǎ пайл ǎ, ç ав хуш ǎ рах ытарма ç ук илемл ĕ хусканусенче х ĕ мленсе т ǎ ракан таш ǎ; х ĕ велл ĕ т ĕ ссемпе ил ĕ ртекен т ĕ р ĕ, ч ǎ вашсен авалхи т ĕ н ĕ – ç аксем пурте пир ĕ н хал ă х ă н авалл ă х тымар ĕ сем.
Выр ă с хал ǎ хне ытти хал ǎ хсенчен м ĕ н уй ǎ рса т ă рать ?
Кашни хал ǎ х ǎ нах х ǎ й ĕ н юратн ǎ йыв ǎçĕ, чечек ĕ, символ ĕ сем пула ççĕ
Словарь ĕçĕ
Ш ă нал ă к – кар ă , чаршав (полог, занавес)
Пĕр йышши членсем –
Пĕтĕмлетни –
Пĕтĕмлетÿ сǎмахĕ -
Предложенири пĕр йышши членсене тупасси, чарǎну паллисене ǎнлантарасси.
- Тĕнчере чи йывǎр, чи кǎткǎс «механизм» этем чунĕ-çке. (Уяр) Шерккей тĕпленĕ кǎçаттине тǎхǎнса ячĕ, виçĕ пилĕклĕ кĕрĕкне тǎхǎнчĕ, çĕлĕкне пусарах лартса тухса кайрĕ. (Илпек) Иван Ивановича халǎхсем хушшинчи тансǎрлǎх, çынсем хушшинчи тикĕс марлǎх та хытǎ шухǎшлаттарать. (Элкер) Унта кино та кǎтартаççĕ, спектакльсем те лартаççĕ. (Кипек)
- Ялта чирлĕ-чирлĕ ватǎ-вĕтĕ тата салтак çулне çитеймен ар çынсем кǎна юлнǎ. (Аслан) Нумаях пулмасть шĕшкĕ пит илемлĕ, тикĕс тǎрǎллǎ, хǎмла пек мǎйǎрлǎ курǎнса ларатчĕ. (Трубина) Коля Маруç сǎмахĕсене илтсен калама çук тарǎхрĕ, анчах ун тарǎхǎвĕ çавǎнтах сирĕлчĕ, чĕрине йывǎр хуйхǎ пусрĕ. (Артемьев) Праски патне Мускавран та, Санкт-Петербургран та, Кустанай çеçен хирĕнчен те – пур çĕртен те çыраççĕ. (Алентей)
Пĕтĕмлетÿ
– Мĕнле членсене пĕр йышши членсем теççĕ?
– Союзсǎр çыхǎнакан пĕр йышши членсене чарǎну паллисемпе епле уйǎраççĕ?
- Мǎшǎр тата икĕ е темиçе хут калакан союзсемпе çыхǎнакан пĕр йышши членсене запятойпа уйǎраççĕ-и?
– Тата мĕнле союзсем умĕн запятой лартаççĕ?
– Сыпǎнтаракан «та (те)», «тата», «ни» е уйǎракан «е» союзпа çыхǎнакан пĕр йышши членсене союзĕ пĕччен чухне запятойпа уйǎраççĕ-и?
– Мĕнле сǎмахсем вĕсем пĕтĕмлетÿ сǎмахĕсем? Пĕтĕмлетÿ сǎмахĕ пур чухне чарǎну паллисене епле лартаççĕ?
Килти ĕç
- « Тǎван чĕлхене, чǎваш юррине, ташшине, тĕррине – пурне те чǎвашлǎх паллисен шутне кĕртетепĕр. Пуриншĕн те савǎнатǎп: Атǎл шывĕ пек вǎйлǎ чĕлхешĕн те, шǎнкǎр-шǎнкǎр юхакан чǎваш юрришĕн те, тǎпǎл-тǎпǎл тǎпǎлкка чǎваш ташшишĕн те, асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн те. » предложенисене вырăсла куçармалла .
Ч ǎ вашсене ытти хал ǎ хсенчен уй ă рса т ă ракан палл ǎ сем
- Чǎвашсене çутта кǎларакан чǎваш халǎхĕн Улǎпĕ И.Я.Яковлев: «Пирĕн халǎхǎн çĕр пин сǎмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрǎ», – тенĕ.
- Эпир хамǎр çепĕç, янǎравлǎ чǎваш чĕлхипе тĕрĕс те илемлĕ калаçсан, чǎваш юррисене юрласан, чǎваш тĕррисене тĕрлесен, чǎвашла ташласан, чǎваш йǎли-йĕркисене пǎхǎнса пурǎнсан чǎваш пулма пǎрахмǎпǎр. Чǎваш тени чǎвашлǎхпа илемлĕ. Сирĕн, килес ǎрусен, чǎвашлǎха, чǎваш культурине аталантарса пымалла.