СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Проектная работа "Чăваш чěлхи кунě мĕн тума кирлě ? "

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Пректная работа разработана в помощь учителям чувашского языка и литературы

Просмотр содержимого документа
«Проектная работа "Чăваш чěлхи кунě мĕн тума кирлě ? "»



















Чăваш чěлхи кунě мĕн тума кирлě ?

Проект ĕçĕ





Авторĕ:

Федорова Ирина Михайловна,

Красноармейскинчи Трак шкулĕн

чāваш чĕлхи вĕрентекенĕ











Шупашкар-2014



I.Проект йĕрки.

1. Проект теми: Чгваш чěлхи кунě мĕн тума кирлě ?

Проект тĕллевĕсем:

1) Чăваш чěлхи кунне ирттермелли материала пузтарасси.

2) «Чāвашла вĕренетпĕр» темāпа чāваш чĕлхи эрнинче уçā урок ирттерме хатĕрленесси.

3) Чāваш чĕхине юратма , хисеплеме вĕрентесси.

3. Проект ĕзĕн задачисем:

1) Ачасен хāйсем тĕллĕн ĕзлес āсталāхне ŷстересси.

2)Ачасене тĕпчев –шырав ĕзне хăнăхтараса пырасси, хăйсен шухăшне калама, зырма вĕрентесси.

3)Ачасен тавра курăмне анлăлатасси, ăс-тăнне, чун-чĕрине пуянлатасси,тăван чĕлхе илемлĕхне, пуянлăхне кăтартса парасси, зынлăх саккунĕпе пуранмаллине ăса хывтарасси.

4. Проект тухăçлăхĕ :

1) Проект ĕзне активлă хутшăнтарасси.

2) Кирлĕ материалсем пузтарса уçă урок ирттересси.

5. Проект актуаллăхĕ:

Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине упраса хăварасси –чи зивеч ыйтусенчен пĕри шутланать. Чăваш чĕлхипе калазакан зынсен шучĕ те чакса пыни зинчен пĕлтереззĕ тĕпчевзĕсем. Ашшĕ-амăшĕ зуралнă-çуралманах ачисене вырăсла калазма вĕрентни те чăваш чĕлхине аталанма кансĕрлет. Чăваш чĕлхине упраса хăварас тесе уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен нумай тăрăшма тивет.

Эпир республикăри тĕрлĕ халăх ачисем вĕренекен шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕп тĕллевне ачасене кулленхи пурнăçра чăвашла хутшăнма вĕрентесси тесе палăртатпăр. Хуласенче тата поселоксенче ŷсекен ачасем чăвашла калазнине ăнланччăр, хăйсем те калазма пултарччăр , чăвашла вулама-зырма пĕлччĕр тесе ĕзлетпĕр, чăваш чĕлхине юратма, чăваш чĕлхин илемне туйма вĕрентетпĕр.

Пирĕн нумай нациллĕ зĕр-шывра халăхсем пĕр- пĕринпе хутшăнмалли хатĕр-вырăс чĕлхи, анчах та кашни халăх пурнăçĕнче унăн хăйĕн тăван чĕлхи калама зук пысăк вырăн йышăнать. Вăл халăхăн культура пуянлăхĕсене упраса хăварма, вĕсене малалла аталантарма май парать, аслă ăрусене замрăккисемпе зыхăнтарать. Завна май, Чгваш чěлхи кунне ирттересси те йглана кěнě япала. Эпир шкулсенче Чгваш чěлхи кунне ирттерни кирлě тесе шутлатпгр, мěншěн тнсен ку пирěн наци уявě, çак кун шкулта пурте чгвашла калазма тгргшаççě, шкулта чгвашла мероприятисем иртеççě, ачасем чгвашла юрлаççě, ташлаççě, сгвг калаççě, чгвашсен паллг зыннисем зинчен йěркеленě выставкгпа паллашаççě, чгваш писателěсемпе поэчĕсене чěррěн курса паллашма пултараззĕ, вěсен хайлавĕсене алла илсе вулаççě, ачасем чгваш тумне тгхгнса саркаланаççě, савгназзĕ; чгвашла диктант зыраззĕ; пирěн шкулта пĕрремĕш класс ачисене «Яковлев хунавĕсем» ача-пгча организацине илеççě, организацин гимне, тупа сгмахěсене чгвашла шгрантараççě, пĕтĕм шкул зак кун чгвашлгхра пургнать.

6.Тĕп шухăшĕ:

«Чăваша чăваш чĕлхи кирлě…»

Каларăш

7. Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем:

1) Суйласа илнĕ темăпа литература шырани;

2) И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ зинчен интернетра, библиотекăра материал шырани; кирлĕ материалсене ксерокопии туни;

3) Чăваш чĕлхи кунне ирттернĕ чăвашла мероприятисене хутшăнни;

4) Шкулти ача-пăча организацийĕн(детско-юношеская общественная организация «Ростки Яковлева») гимне, тупа сăмахĕсене, кун йĕркине вĕренни;

5) Шкулти ачасене пĕр-пĕринпе зак кун ,уйрăмах, чăвашла калазтарни;

6) Пĕрремĕш классене ача-пăча организацине илнĕ зĕре хутшăнни;

7)Шкулĕпех чăвашла диктант зырни;

8) Кĕнекесен выставкине йĕркелени;

9)Уçă урок валли презентации туни;

10) Я.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ŷкерчĕксен курăмне йĕркелени;

11) Хамгр таргхри зыравзгсемпе тĕлпулу йěркелени.



8. Проекта хутшăнакансем:

1) чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ – Ирина Михайловна Федорова;

2) 6-мĕш класс ачисем;

3) ашшĕ-амăшĕсем;

4) шкул библиотекарĕ;

5) шкулти аслă вожатăй

9. Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:

429620

Чăваш Республики

Красноармейски районĕ

Трак шкулĕ

Ленин урамĕ, 39 çурт

Чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ(307 пŷлĕм).

10. Проекта пурнăçа кĕртмелли тапхăрсем:

Тапăрсем

№№

Тума палăртнă ĕзсем

Яваплисем

Хатĕрленŷ

тапхăрĕ

1.

Вĕренекенсемпе калазу ирттерни,

проект зинчен ăнлантарни

Вĕрентекен


2.

Проект темипе, тумалли ĕçсен вăхăтне палăртни

Вĕрентекен


3.

Кашни ача хăйне килĕшекен ĕç суйласа илни

Вĕрентекен,

ачасем

Тĕп ĕз тапхăрĕ


Проекта хутшăнакансем кашниех хăйсене шанса панă ĕçе пурнăçлаззĕ



1.

Суйласа илнĕ темăпа литература шырани

Вĕрентекен


2.

И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ зинчен интернетра, библиотекăра материал шырани

Вĕрентекен,

библиотекарь,

ачасем


3.

Чăваш чĕлхи кунне ирттернĕ чăвашла мероприятисене хутшăнни

Вĕрентекен,

ачасем


4.

Шкулти «Яковлев хунавĕсем» ача-пăча организацийĕн(детско-юношеская общественная организация «Ростки Яковлева) гимне, тупа сăмахĕсене, кун йĕркине вĕренни

Вĕрентекен,

шкулти аслă вожатăй,

ачасем



5.

Пĕрремĕш классене ача-пăча организацине илнĕ зĕре хутшăнни

Вĕрентекен, шкулти аслă вожатăй,

ачасем,

ашшĕ-амăшĕсем



6.

Шкулĕпех чăвашла диктант зырни


Вĕрентекен,

ачасем


7.

Кĕнекесен выставкине йĕркелени

Библиотекарь


8.

Я.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ŷкерчĕксен курăмне йĕркелени

Вĕрентекен,

ашшĕ-амăшĕсем


Пĕтĕмлетŷ

тапхăрĕ

1.

Ачасем пурнăçланă ĕзсене пузтарни, тĕрĕслени,хак пани

Вĕрентекен



2.

Уçă урок валли презентации, план-конспект хатĕрлени

Вĕрентекен




Теори бази:

  1. В.И.Игнатьева. Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине зĕнĕ стандартсемпе килешŷллĕн вĕрентесси:ĕз тĕллевĕсемпе содержанийĕ. Лекци материалĕ.

  2. М.К.Волков, О.И. Печников. Чăваш чĕлхине иккĕмĕшле е ютла вĕрентессин меслетлĕхĕ.- Шупашкар,2008.

12. Проекта пурнāçа кĕртни:

Чăваш чĕлхи кунěнче 6 класра «Чāвашла вĕренетпĕр» тема тāрāх уçā урок пани.

13. Пулмалли результат:

1. Ачасен активлāхĕ,тāрāшулāхĕ, пуçарулāхĕ.

2. Ачасен тавра курāмпа āс –хакāл аталанāвĕ, тĕпчев-шырав āсталāхĕ.

3. Ачасем чāваш чĕлхине юратаззĕ, унпа вāтанмасāрах калазаззĕ, мāназланаззĕ, чāвашлāх туйāмĕ вĕсене пĕрлештерет.

14. Проектпа усā курасси

Чāваш чĕлхи эрнинче 6 класра «Чāвашла вĕренетпĕр» тема тāрāх уçā урок пани.

Чāваш чĕлхи эрнинче йĕркеленĕ курāмсенче ачасен ĕçĕсене тāратни.

Проектри материалсемпе ытти уроксенче усā курни.



15. Проект смети

№№

Мĕн илнĕ

Мизе илнĕ

Мĕн хакпа туяннā

1.

Шурā хут(А4)

15 листа

16 тенкĕ

2.

Тĕрлĕ тĕслĕ хут(А4)

20 листа

60 тенкĕ

3.

Кĕнеке пичетленĕ


20 тенкĕ



Пурĕ

96 тенкĕ





























II. Проект результачĕ

  1. Узā урокāн тулли планĕ

Урок теми: «Чāвашла вĕренетпĕр»

Класс: 6

Урок эпиграфĕ:

«Ырā, ĕзчен, хастарлā пул, вара санāн пурнāзу телейлĕ пулĕ.»

И.Я.Яковлев, «Халал сāмахĕ»

Урок тĕллевĕсем:

Пĕлŷ тĕллевĕ: текста вуласа āнланасси,калавāн тĕп шухāшне палāртма тāрāшасси, вуланā чух сāмахсем патне тĕрĕс пусāм лартма, текста вуласа кузарнā май словарьпе усā курма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: чāвашла тĕрĕс те илемлĕ калазма хāнāхтарасси.

Сапāрлāх тĕллевĕ: чāваш чĕлхине хисеплеме,юратма, И.Я.Яковлевāн халал сāмахне асра тытса пурāнма вĕрентесси.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: урок темине узса пама пулāшакан презентации, И.Я. Яковлевāн сāн ŷкерчĕкĕ, Н.Г.Красновāн «Выдающийся чувашский педагог –просветитель» кĕнеки, «Ача-пāча сāмахлāхĕ» хрестомати, И.Я.Яковлевāн «Халал» кĕнеки, Чāвашла-вырāсла словарь, Вырāсла-чāвашла словарь, «Яковлев хунавĕсем» ача-пāча организацийĕ» презентаци, компьютер, видеопроектор.

Урок юхāмĕ

  1. Класа йĕркелени.

Учитель: Сывāх сунатāп ,ачасем.

Ачасем: Сывāх сунатпāр.

Шāппāн ларāр ,

Шāппāн ларāр.

Урок пырать ку класра.

Эп вулатāп,эп зыратāп,

Калазатāп чāвашла(фонозарядка).

Учитель: Паян класра кам дежурнāй ?

Дежурнāй: Паян эпĕ дежурнāй. Паян ака уйāхĕн зирĕм пиллĕкмĕшĕ, шāмат кун. Класра пурте пур.

Учитель:Паян мĕнле çанталāк?

Дежурнāй: Урамра занталāк āшā,уяр,хĕвел пāхать. Тŷпе янкāр кăвак тĕслĕ. Кайāксем юрлаззĕ. Çуркунне.

Учитель: Маттур, лар, тархасшăн.

  1. Зĕнĕ темăпа ĕзлени.

1. Учитель:Ачасем, эсир чăваш чĕлхи урокĕсенче мĕн тăватăр?

Ачасем: Вулатпăр, калазатпăр, çыратпăр.

Учитель: Мĕнле чĕлхепе калаçатăр?

Ачасем: Эпир чăвашла калаçатăр.

Учитель:Апла пулсан паян эпир урокра мĕн тăвăпăр?

Ачасем: Чăвашла вĕренĕпĕр.

Учитель: Паянхи урок темине палăртрăмăр та. (тема ятне ,урок эпиграфне тетрадь çине зырса хураççĕ, кашни ача хāйĕн тĕллевне палāртать)

2.Фонозарядка.

Ĕ- çĕ- ĕç

Ěçлеме пуçлар.

Ă- сă- ăс-

Ăслăрах пулар.

Учитель:Апла пулсан ĕзе пузлāпāр. Ман сирĕн валли пĕр вāрттāнлāх пур.Çак кавир айĕнче пĕр япала выртать,тупсāмне пĕлĕр.

3.Тупмалли юмах: Çакāнта манāн питĕ лайāх та сāпайлā тус.Питĕ āслā хāй. Эпĕ унпа кашни кунах калазатāп. Вāл ним те чĕнмест, запах пурне те вĕрентет. Вāл чĕлхесĕр, ури те çук унāн.

Ачасем: Кĕнеке.

Учитель: Чāваш ачисен пĕрремĕш кĕнеки- Чāваш букварĕ.

Ачасем, эсир пĕлетĕр-и? Чāваш ачисем валли кам пĕрремĕш

чāваш букварьне хатĕрленĕ? Чāваш алфавитне тунā?

Ачасем: И.Я.Яковлев.

Учитель: Кам-ши вāл И.Я.Яковлев?

Ачасем: Просветитель, педагог, писатель.

3.Учитель: Просветитель сāмах пĕлтерĕшне кам пĕлет?(ачасем вырāсла-чāвашла словарьпе ĕçлессе 309 стр., ыттисем пĕлтерĕшне тетрде çырса хураззĕ)

4.Ачасем, Яковлев чāнах та просветитель, педагог пулнине интернетран илнĕ информаци зирĕплетет (Кĕске биографийĕпе паллашаззĕ).

5.Учитель:И.Я.Яковлев зинчен тепĕр интереслĕ япала пĕлес килет-и? Пĕлес килет пулсан сĕтел зинче выртакан «Ача-пāча сāмахлāхĕ»текен кĕнекене 77 стр. узатпāр та калавсен авторне тупатпāр.

Ачасем: И.Я.Яковлев.

Учитель: Ачасем, калав çыракана мĕнле калатпāр?

Ачасем: Писатель.(чāвашла кузнине словарьте тупаççĕ,çыравçā сāмаха словарь тетрадьне çырса хураççĕ, И.Я.Яковлев писатель пулнине зирĕплетсе хāвараççĕ, унāн калавĕсем āçта пичетленсе тухнине 77стр. вуласа пĕлеççĕ(«Чāваш кĕнекинчен»)).

6. Пĕр ача «Автан» калава пāхмасāр каласа парать.

7.Учитель: И.Я.Яковлевгн паллā ĕзĕсенчен пĕри -зак кĕнеке.

«Чāваш халāхне панā халал» (учитель кāтартать). Халал сāмах пĕлтерĕшне вара Чāвашла-вырāсла словарьти 534 стр. тупса вулāр та словарь тетрадьне зырса хурāр.



8. «Халал сāмахĕ» текстпа ĕзлени:

а) учитель вулавĕ;

ā) ачасем зурма сасāпа вулани;

б)зĕнĕ сāмахсемпе паллашашни:

Асра тытāр!

пузна ан казāрт,кāмāл кур, кивзен, суезтер, наян, пĕлĕшсем (видеопроекторпа кāтартни)

в) суйлавлā вулав: зĕнĕ сāмахлā предложенисене тупса вулани, вырāсла кузарани;

г) текста пайāн- пайāн вуласа вырāсла кузарни;

д) текста āнланнине ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем парса тĕрĕслеззĕ (ыйту-хурав);

д) текстāн тĕп шухāшне палāртни:

Ырā, ĕзчен, хастарлā пул, вара санāн пурнāзу телейлĕ пулĕ.

е) ачасем кěске содержанине каласа пāхни.

9.Кану саманчĕ(такмак çеммипе чāвашла ташлани).

III.Çирĕплетни.

  1. Учитель: Пирĕн шкулти ача-пāча организацийĕ кам ячĕпе хисепленсе тāрать ? Эсир,6 классем, организацийĕн хāш ступенĕнче тāратāр? Унāн девизĕ(ŷкĕт сгмахĕ)мĕнле?

Ачасем: И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленсе тāрать. Унāн ячĕ - Яковлев хунавĕсем( ŷкĕт сāмахĕсене вырāсла кузараззĕ, организаци зинчен хатĕрленĕ презентации пāхни).

  1. Ушкāнпа ĕзлени. Ачасем организацин пурнāз йĕркинчи (заповеди) предложенисене кузараззĕ, тетрадь зине зырса хураççě, кашни мĕнле ырā ĕз тума пултарнине калать.

IV. Пĕтĕмлетни (рефлексии). « Телей чечекĕ» пуçтарни.

1. Учитель: Ачасем,паянхи урок килĕшрĕ-и?Хāвāра валли мĕн зĕнни пĕлтĕр?Телейлĕ пулас тесен мĕн тумалла?

Ачасем хāйсен ĕзне хаклани, кāмāла палāртни(смайликсем зĕклеззĕ)

  1. «Телей чечекĕ» пуçтарни.

Учитель: Апла пулсан И.Я.Яковлев халалне асра тытса, ырāпа пурāнма тупа тāвар, туслā пурāнар,ч āвашла вĕренер,лайāх вĕренер, телейлĕ пулар , «Телей чечекне» пухар.

4.Ача-пāча организацийĕн гимне юрлани , гимн сāмахĕсен авторне палāртни(Ачасем Трак шкулĕнчи кĕзĕн класс учителĕ К.И.Васильева гимн авторĕ пулнине палāртаззĕ).

V. Киле ĕз пани(суйласа илме ирĕк пур):

1. И.Я.Яковлев калавĕсем тāрāх ŷкерчĕк тумалла.

2. «Кам вāл И.Я.Яковлев?» пĕчĕк сочинении(10-12 предложени).

3. «И.Я.Яковлев- педагог, просветитель, писатель» презентации хатĕрлемелле.



2. Урок валли хатěрленě презентации.