СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Рабочая программа по чувашскому языку для 6 класса национальных школ по ФГОСу

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

Рабочая программа предназначена для учителей национальных школ, где ведутся уроки чувашского языка и литературы. В программу включены и тексты диктантов для 6 класса. 

Просмотр содержимого документа
«Рабочая программа по чувашскому языку для 6 класса национальных школ по ФГОСу»

Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕ

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»

Шкулти педсовет Çирĕплететĕп

ларăвĕнче пăхса тухнă Шкул директорĕ

Ертÿçи _________А.В.Романов

_________ № протокол _________ № хушу «____________» 2017 çул «____________» 2017 çул

Чăваш чĕлхи

(6 класс)

Ĕç программи

Программăна пурнăçа кĕртмелли вăхăт 2017-2018 вĕренÿ çулĕ

Çак программăна тĕпе хурса хатĕрленĕ: Чăваш чĕлхи программи. Чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли. 2013 çул. Программăна хатĕрлекенĕсем: И.А. Андреев профессор, Г.Н. Семенова профессор, Ю.М. Виноградов доцент.









Ǎнлантарса пани

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2016 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче 5-мĕш вариантпа тăван чĕлхене вĕрентме 6 класра эрнере 3 сехет уйăрнă.

Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ: И. А. Андреев профессор 2013 çулта чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи программине», 2010-мĕш çулта Мускавра кăларнă Пĕтĕмĕшле Вĕрентĕвĕн Федераллă Патшалăх Стандартне тата 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче 1577 № приказпа йышăннă, 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче 40937 № Минюст çирĕплетнĕ улшăнусене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 6 класс (105 сехет)

Вĕренÿ учебникĕ: Л.Г.Петрова, Ю.М.Виноградов. Чăваш чĕлхи: 6-мĕш класс валли / Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014.-223 стр.



Хушма литература: 1. Петрова Л. Г. Хăнăхтару пуххи: 6-7 класс валли – Шупашкар: 2006 - 102 с.

2. Майков Е. А.: Михайлова З. П., Кузьмина Г. В. Чăваш чĕлхи. 5-9 классенче вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тест пуххи. – Шупашкар: 1999 – 37 с.

3. Данилова М.Г., Табакова М.З. Сочинени евĕр изложени: Чăваш шкулĕн 5-11классем валли –Шупашкар 2003 – 202с.

4. Петрова Л.Г., Егорова В.А. Диктант пуххи. 5-11 классем валли – Шупашкар, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2006 – 218 с.

5. Сергеев Л. П., Брусова Г. Ф., Павлов В. В. Диктант тексчĕсен пуххи: 5 -11 классенче чаваш чĕлхи вĕрентекен учительсем валли – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2012 – 128 с.

6. Сергеев Л. П. Грамматика вǎййисем. Вĕрентупе меслетлĕх пособийĕ. Л П Сергеев – Шупашкар: ЧППУ, 2008. - 44с.





Ачасем валли литература:

  1. Сергеев Л П Грамматика вǎййисем.5-9 классем валли. Л.П.Сергеев. – Шупашкар: Чǎваш кěнеке изд-ви, 2008. - 110с.

  2. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç-2008: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И.Мерлина, А.С.Егорова, Ю.М.Виноградов, Е.А.Майков. – Шупашкар: Руссика, 2008. – 48 с.

  3. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç-2009: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И.Мерлина, А.С.Егорова, Е.А.Майков. – Шупашкар: Руссика, 2009. – 48 с.

  4. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç – 2010: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И. Мерлина, А.С. Иванова, Е.А. Майков – Шупашкар: Руссика, 2010. – 47 с.

  5. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç – 2011: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И. Мерлина, А.С. Иванова, Е.А. Майков – Шупашкар: Руссика, 2011. – 74 с.

  6. Мерлина Н.И. т. ыт. те. Чĕвĕлти Чĕкеç – 2012: Чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри вăйă конкурсĕ: Ыйтусем, хуравсем, информаци, статистика / Н.И. Мерлина, А.С. Иванова, Е.А. Майков – Шупашкар: Руссика, 2012. – 58 с.


«Чăваш чĕлхи» предметăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем:

- вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси тата тĕрĕс те илемлĕ вулама хăнăхтарасси

- вĕренекенсен калаçăвне тĕрĕс йĕркелесси

- ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен лексикине пуянлатасси

- вĕренекенсен логикăллă шухăшлавне аталантарасси

- вĕренекенсене фонетика, лексика, грамматика никĕсĕсемпе тата чĕлхе наукин тĕп ыйтăвĕсемпе, чĕлхен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллаштарасси

- орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕсене çирĕплетесси

- уроксенче ачасен çыхăнуллă калаçăвне аталантарасси

- тăван чĕлхене юратма, чĕлхе урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе ÿлĕмрен пурнăçра, ĕçре усă курма хăнă хăнăхтарасси

- грамматикăн кашни темине вĕрентнĕ чух ачасене литература чĕлхин çирĕпленнĕ нормисемпе паллаштарасси, пуплеве çав нормăсене пăхăнса йĕркелеме вĕрентесси.

Планлакан результатсем

Ачасен çаксене тума пĕлмелле тата пултармалла:

_ сайра тĕл пулакан сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăса хывса вĕсене пуплеве кĕртсе пыма;

_ вĕреннĕ пуплев пайĕсенчи иккĕмĕшле сăмахсем епле пулнине ăнлантарма, сăмах пулăвĕн моделĕсем тухăçлă е тухăçсăр пулнине каласа пама, тухăçлă модельпе пулнă сăмахсем тупма;

_ вĕреннĕ пуплев пайĕсен формисемпе пуплевре тĕрĕс усă курма (сăмахран: магазинта кĕнекесем мар, кĕнеке сутаççĕ; аттен аллисем мар, алли ăста; пахчара тем тĕрлĕ улмуççисем мар, улмуççи пур; вăл манпа кăмăлпа калаçрĕ мар, кăмăллăн калаçрĕ; анчах: эпир сире ырă кăмăлпа кĕтсе илĕпĕр т.ыт.те);

_ синонимлă формăсемпе вырăнлă усă курма: ĕçлекен çын _ ĕçчен çын; пурăнакан çурт - пурăнмалли çурт; кунсерен _ кашни кун; килсерен - кашни килтех - килрен килех т.ыт.те.;

_ вĕреннĕ пуплев пайĕсен тĕп уйрăмлăхĕсене ăнлантарма (тĕслĕхрен: япала ячĕсем вĕçленеççĕ; наречисемпе евĕрлев сăмахĕсем вĕçленмеççĕ);

_ япала ячĕсемпе местоименисен падежĕсене уйăрма; пуплевре çав формăсемпе тĕрĕс усă курма. Тĕслĕхрен: мĕнпе усă кураççĕ (кĕреплепе, тăварпа _ кĕреплене, тăвара мар).











Чăваш чĕлхине вĕреннин результачĕсем



Харкамлăх результачĕсем



1) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе ÿлĕмрен кулленхи пурнăçра, суйласа илнĕ профессире усă курма пултарни;

2) чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни; чăваш пуплевĕн нормисене наци культурин пуянлăхĕ шайне лартса сыхласси кашни чăвашшăн пысăк тивĕç тесе йышăнни; пуплеве куллен-кун аталантарма тăрăшни;

3) шухăшпа туйăма палăртма усă куракан сăмахсем, грамматика хатĕрĕсем пуплевре йышлă пулни; ача хăй пуплевне (калаçнине те, çырнине те) сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни.



Пур предмета та вĕренме кирлĕ (метапредметлă) результатсем



1) пуплевĕн мĕн пур тĕсĕпе усă курни:

. сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;

. вулавăн тĕрлĕ мелĕпе усă курни;

. тĕрлĕ çĕртен (хаçат-журналтан, Интернетран, радиопа телевиденирен т.ыт.те) килекен материалпа паллашса информаци пухма пултарни;

. ку е вăл темăпа çыхăннă материала вуласа е илтсе тупма, ăна пухса, тишкерсе, кирлине суйласа илме пултарни; пухнă информацие сыхлама, улăштарма тата кирлĕ çĕрте усă курма пултарни (информаци çăл куçĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен техника хатĕрĕ пулма пултарать);

. пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни, ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни;

. шухăша сăмах вĕççĕн е çырса ирĕклĕ те тĕрĕс уçса пама пултарни;

. тантăшсем умĕнче пĕчĕк е пысăкрах доклад тума хăнăху пурри;

2) вĕренÿре илнĕ тĕрлĕ пĕлÿпе, нумай-нумай хăнăхупа яланхи пурнăçра усă курни; тăван чĕлхене вĕренсе пухнă пĕлÿпе тата хăнăхупа ытти предмета (тăван мар чĕлхесене, литературăна т.ыт.те) вĕренме усă курни;

3) калаçнă май, пĕр-пĕр ĕç тунă чух е мĕнле те пулин тавлашуллă ыйтăва сÿтсе явнă чух çынсемпе тĕрлĕ çыхăнăва кĕме хăнăху пурри; пĕр-пĕр йĕркепе иртекен хутшăнура е яланхи калаçура наци культуринче çирĕпленнĕ пуплев нормисене пăхăнни.

Предмета вĕреннин результачĕсем

1) чăваш чĕлхи чăваш халăх чĕлхи, хамăр республикăра патшалăх чĕлхи (вырăс чĕлхипе пĕрле) пулнине ăнланни; тăван чĕлхепе культура хушшинче тачă çыхăну пуррине пĕлни; чăваш чĕлхи уйрăм çынпа общество пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăша хывни;

2) тăван чĕлхене пĕлни чăваш культуришĕн, халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çавăнпа чĕлхене вĕренме тивĕç пуррине ăнланни;

3) пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курма пултарни:

илтнине ăнланни тата вулав хăнăхăвĕ:

. сăмахпа каласа е çырса пĕлтернине ( текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;

. стильпе жанр енчен мĕнле пулнине пăхмасăр текста вулавăн тĕрлĕ тĕсĕпе (çиелтен пăхса тухни, паллашмалла пăхса тухни, вĕренни) усă курни;

. вуланă текста информаци енчен улăштарса çĕнетме (план тума, тезиссем çырма) пултарни; кĕнекепе, хаçат-журналпа ĕçлеме пĕлни;

. словарьсен тĕрлĕ тĕсĕпе, пĕлкĕчсемпе (вăл шутра электрон носителе кĕртнисемпе) усă курма хăнăху пурри;

. стильпе жанр енчен расна текстсене çын вулани тăрăх ăнланни; аудированин тĕрлĕ тĕсне (тулли ăнланни, тĕп содержанине ăнланни, кирлĕ информацие суйласа илни) алла илни;

. пуплев сыпăкне содержани, функци, усă курнă чĕлхе хатĕрĕсем тăрăх танлаштарма пултарни;

сăмах вĕççĕн калани тата çырни:

. итленĕ е вуланă текста пĕр-пĕр виçепе кĕскетсе (улăштармасăр, план туса, тезис хатĕрлесе) каласа е çырса пани;

. шухăша сăмахпа каласа тата çырса ирĕклĕн те тĕрĕс уçса пама пултарни; текст тытăмне тĕрĕс тытса пыни (логикăлăх, шухăш юхăмĕн йĕркелĕхĕ, çыхăнулăх пурри, темăпа килĕшсе тăни); çыраканнин пурнăçри пулăмсем

çинчен, вулани-илтни çинчен хăй шухăшне калама хăнăху пурри;

. стильпе тĕсне, хутшăну тĕллевне, лару-тăрăвне шута илсе сăмахпа каласа е çырса ку е вăл йышши текст хайлама пултарни; хутшăну задачисене кура ку е вăл чĕлхе хатĕрĕ суйласа илсе пĕр-пĕр жанр законĕсем тăрăх текст (калав, хаклав, çыру, расписка, шантару, заявлени) тума пултарни;

. монологпа диалог тĕсĕсене пĕлни; ачан хăйĕн тантăшĕсем умĕнче кĕске хыпар вуласа пама, доклад тума хăнăху пурри;

. пуплевре литература чĕлхин орфоэпи, лексика, грамматика нормисене тытса пыни; сăмахсемпе пĕлсе усă курни; çырура орфографипе пунктуаци правилисене пăхăнни;

. çынсемпе калаçнă чух пуплев этикетне шута илни; чĕлхе хатĕрĕсем вырăнне пуплев хатĕрĕсемпе (мимикăпа, ал хусканăвĕпе) вырăнлă усă курни;

. кашни хăйĕн пуплевне сăнаса тĕрĕслесе тăма, содержани, чĕлхе енчен, хутшăну тĕллевне пурнăçлас тухăçлăхĕ енчен хаклама пултарни; грамматикăпа пуплев йăнăшĕсене тупма, тÿрлетме пултарни; харпăр хăй тунă текста лайăхлатма тата редакцилеме пултарни;

4) чăваш чĕлхине тĕпчекен ăслăлăхăн никĕсне ăша хывни; чĕлхен шайĕсемпе единицисем хушшинчи çыхăнусене ăнланни;

5) чĕлхе ăслăлăхĕн тĕп ăнлавĕсене алла илни: чĕлхе вĕрентĕвĕ тата унăн тĕп пайĕсем; чĕлхе тата пуплев, пуплевпе усă курса хутшăнни, калаçу тата çыру; монолог тата диалог; пуплев ситуацийĕ; пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем (калав, сăнлав, ăслав); текст, чĕлхе единицисем, вĕсен паллисем тата пуплевре усă курнă чухнехи уйрăмлăхсем;

6) сăмаха фонетика, тытăмĕ, пулăвĕ, лексика енчен тишкерме пĕлни, сăмах майлашăвĕпе предложение синтаксис енчен тишкерни; текста ун содержанийĕ, тĕп паллисемпе тытăмĕ енчен, пуплевĕн функцире палăракан тĕсĕсене кура, чĕлхе уйрăмлăхсене пăхса, илемлĕх хатĕрĕсене шута илсе тишкерни;

7) тăван чĕлхен эстетика функцине ăнланса илни, илемлĕ литература тексчĕсене тишкернĕ май пуплев единицин илемлĕхне курма пĕлни.





















Вĕренекенсен результачĕсем

Ачасен çаксене тума пултармалла

Ачасен пултараяслăхĕ

- Кĕнекепе, словарьсемпе тата ытти пĕлÿ хатĕрĕсемпе, вĕсен шутĕнче хаçат-журналпа тата Интернетпа, ĕçлеме хăнăхăвĕ пулни;

- вулавăн пур тĕсне те алла илни (ăнлануллă, паллашуллă, тишкерÿллĕ (пăхса тухни) вулав) тата вуланă материала ăша хывни;

- аудированин мĕн пур тĕсĕпе ĕçлеме пултарни (мĕн пурне ăнланса, тĕп содержанине ăнланса, хăш-пĕр информацие суйласа илсе) тата чĕлхен тĕрлĕ функциллĕ уйрăмлăхне шута илсе текста тĕрĕс информацилени;

- текстсене кирлĕ пек ăнланма, шухăшне тĕрĕс уçса пама тата текст тĕсĕсене шута илсе (калав, сăнлав, ăслав) ăнлантарса пама пултарни;

- полилогра тата диалогра хутшăнма, калаçу тĕллевне, ситуацине, сферăна кура чăваш литература чĕлхин нормисене тата пуплев этикетне тытса пырса монолог тума пултарни;

- чăваш литература чĕлхин тата пуплев этикечĕн нормисене шута илсе тĕрлĕ жанрлă, стильлĕ текстсене йĕркелеме пĕлни тата редакцилеме пултарни;

- текстăн тĕп шухăшне, темине, тĕллевне ăнланса текста тишкерме пĕлни;

- сăмахсене сыпăксем çине пайлама; - сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

-синонимлǎ формǎсемпе тĕрĕс усǎ курма;

-чĕлхен нормине (орфоэпи, орфографи, лексика, грамматика нормисене) пǎхǎнма;

- калаçура этикет нормисене пǎхǎнма;

- орфографи тата пунктуаци правилисене тĕрĕс усǎ курса çырма;

-тÿрĕ пуплеве тÿрĕ мар пуплеврен уйǎрма;

-сасǎпа сас паллисене уйǎрма, сасǎсене ушкǎнлама; хупǎ сасǎсен хытǎлǎхĕпе çемçелĕхне, янравлǎхĕпе янǎравсǎрлǎхне, вǎрǎмлǎхне çырура палǎртма;

-тǎван сǎмахсемпе вырǎс чĕлхинчен йышǎннǎ сǎмахсене тĕрĕс ударенипе калама;

- сǎмах пĕлтерĕшĕсене ǎнлантарма, синонимсем, антонимсем е омонимсем

тупма;

- синонимсемпе пуплевре тĕрĕс усǎ курма;

-иккĕмĕшле сǎмахсене пĕрремĕшлисенчен, сǎмах тǎвакан аффикссене сǎмаха улǎштараканнисенчен уйǎрма;

- сǎмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма;

- хутлǎ предложенисене хутсǎррисенчен уйǎрма;

-текст планĕ тума, текстǎн темипе тĕп шухǎшне палǎртма;

-текст содержанине кĕскен тата тĕплĕн каласа пама;

- чǎваш литература чĕлхине пĕлме тата унпа тĕрĕс усǎ курма.




- Палăртнă результат тăрăх калаçу ситуацийĕпе ăнăçулăха пăхса хăй тухса калаçнине тишкерме; калаçу ăнăçсăрлăхĕн тĕп сăлтавĕсене ăнланма тата ăнлантарма пултарни;

- сăмахсене тĕрĕс, вырăнлă тата илемлĕ калас тĕлĕшĕнчен пăхса хăйĕн тата ют çын калаçăвне хак пама пултарни;

- чĕлхен илемлĕх мелĕсене пĕлни;

- тĕрлĕ калаçăва хутшăнма, хай шухăшне аргументсемпе çирĕплетсе пама пултарни;

- хǎйсем тĕллĕн вĕренÿ тĕллевне палǎртма, хǎйсем валли вĕренÿре аталанас тĕлĕшпе çĕнĕ задачǎсем лартма, йĕркелеме; хǎйсен пултараслǎхне, интересĕсене аталантарма; эффектлǎ мелсем суйласа илсе хǎйсен тĕллевне пурнǎçлама пултарни.










Вĕренÿ содержанийĕн темисем

Ачан вĕренÿ результачĕсем

(ача мĕн-мĕн пĕлмелле тата пултармалла)

6-мĕш класс

(105 сехет)

Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ.

Тăван чĕлхе, вырăс тата ытти чĕлхесем пекех, тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ панине ĕненмелле.

Морфологи – чĕлхери сăмахсен тытăмĕ, вĕсен ушкăнĕсемпе пĕлтерĕшĕсем çинчен вĕрентекен наука.

Морфологи пуплев пайĕсем çинчен вĕрентекен наука пулнине пĕлмелле.

Чĕлхери сăмахсене ушкăнламалли яланхи йĕрке. Çĕнĕлле ушкăнлама май пурри.

Пуплев пайĕсем виçĕ пысăк ушкăна уйрăлнине (хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пулăшу сăмахĕсем, междометисем) пĕлмелле. Пирĕн чĕлхере хăй пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр сăмах тулли тата тулли мар пĕлтерĕшпе çÿреме пултарнине асăрхамалла. Çакă пирĕн чĕлхен пысăк уйрăмлăхĕ пулнине ăнланмалла.

Япала ячĕсем. Япала ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисем, синтаксис уйрăмлăхĕсем. Пуплев тата хутшăну.

Япала ячĕн пĕлтерĕшне, морфологи паллисене пĕлмелле, текстра тупнă япала ячĕн паллисене кăтартма пултармалла. Япала ячĕ мĕнлерех сăмахсене пăхăнтарнине, мĕнле пуплев пайĕсене пăхăннине курмалла. Япала ячĕ ытти сăмахсемпе е вĕсен ушкăнĕсмпе мĕнле мелсемпе çыхăннине ăнлантарма пултармалла. Япала ятне ытти сăмахсемпе çыхăнтаракан ятарлă аффикссене пĕлмелле, вĕсем падеж системине кĕменнине ăнланмалла. Çыхăну мелĕсен синонимлăхĕпе усă курма пĕлмелле: ялсерен – кашни ялта, ялтан яла; каçчен – каç пуличчен; упала ут – упа пек ут т.ыт.те. Мĕнле сăмахпа çыхăннине кура япала ятне кирлĕ формăна лартма пултармалла. Тухăçлă аффикссем хушса иккĕмĕшле япала ячĕсем тума пĕлмелле. Иккĕмĕшле япала ячĕсен, камăнлăх формин стиль уйрăмлăхĕсене чухламалла. Пĕрреллĕ тата нумайлă хисеп формисемпе тĕрĕс (пĕлтерĕшне тата мĕнле сăмахсем пăхăнса тăнине кура) усă курмалла. Япала ячĕ пуплевре паллă ячĕ пек те, наречи пек те çÿреме пултарнине (йывăç çурт – улма йывăç; Мăн кун эрни – чăваш чĕлхи урокĕ эрнере иккĕ пулать; кĕркунне çитрĕ – кĕркунне çумăр час-час çăвать) уйăрса илмелле. Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсене палласа илмелле, сăмах хăш текстра тулли пĕлтерĕшлĕ иккенне (кун иртет те, çул иртет), хăшĕнче тулли пĕлтерĕшлĕ маррине (пĕр кун иртрĕ, виç çул иртрĕ) пĕлмелле, пуплевре тĕрĕс усă курмалла. Чăваш чĕлхинчи япала ячĕ вырăс чĕлхинчинчен мĕн енчен пĕрешкел е уйрăм пулнине ăнланмалла.

Паллă ячĕсем. Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем. Пуплев тата хутшăну.

Паллă ятне тупма, морфологипе синтаксис уйрăмлăхĕсене (япала ячĕ вырăнĕнче, глагол çумĕнче çÿренине) кăтартма, пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлама пĕлмелле. Паллă ячĕсем япала ячĕ вырăнĕнче çÿреме пултарнине, глаголсемпе çыхăнма пултарнине курмалла. Иккĕмĕшле паллă ячĕсене япала ячĕсенчен уйăрма хăнăхмалла. Текстра тулли тата тулли мар пĕлтерĕшпе çÿрекен паллă ячĕсене палласа илмелле, вĕсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма пултармалла. Паллă ячĕсен хăйсен тата çыхăну мелĕсен синонимлăхĕпе усă курмалла: çанталăк сивĕрен (сивĕшĕн, сиввипе) ачасем килтех лараççĕ. Танлаштару тата вăйлă формăри паллă ячĕсене тĕрĕс çырма пĕлмелле. Чăваш чĕлхинче паллă ячĕ вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан мĕн енчен раснарах пулнине (икĕ пысăк ушкăна уйрăлманнине, тулли тата тулли мар пĕлтерĕшлĕ пулма пултарнине, хыç сăмах пĕлтерĕшĕпе çÿренине курмалла.

Хисеп ячĕсем. Хисеп ячĕсен пĕтĕмĕшле паллисем: пĕлтерĕшĕ, морфологипе синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Хисеп ячĕсене ытти пуплев ячĕсенчен уйăрса илмелле. Хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курма пултармалла. Уйăхăн ку е вăл числине палăртнă чух сăмах йĕркине тĕрĕс тытса пымалла (ака уйăхĕн çирĕм улттăмĕшĕ). Пĕтĕмлетÿ хисепĕн формисене местоименипе тата местоименисĕр калама хăнăхмалла: эпир иксĕмĕр – иксĕмĕр; эсир иксĕр – иксĕр, вĕсем иккĕшĕ – иккĕшĕ; эпир иккĕн ĕçлерĕмĕр, эсир виççĕн пурăнтăр. Пĕрре хисеп ячĕн йĕрке формине хăй тĕллĕн туллин те, кĕскен те (пĕрремĕш е пĕрмĕш), умĕнчи теçетке, çĕр тата ытти ятсемпе кĕскетсе çеç (вун пĕрмĕш, пин пĕрмĕш) калама тата çырма пĕлмелле. Шут форминче вун пĕр (кĕскен) каламалла (вун пĕрре тени йăнăш). Япала ятне пăхăнса тăракан аллă хисеп ятне единица ячĕсем пекех кĕке формăра калама (алă страница) хăнăхмалла.

Местоименисем. Местоименисен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисем, синтаксис уйрăмлăхĕсем. Местоименисен текстри вырăнĕ. Пуплев тата хутшăну.

Местоимени текстри предложенисене çыхăнтарма кирлине курмалла. Предложенисен шухăш тытăмне кура местоимение предложенин тема ушкăнне кĕртсе калама тата çырма хăнăху аталантармалла. Местоименисен падежĕсене уйăрма, ку е вăл падеж формисемпе литература чĕлхипе килĕшÿллĕ усă курма пĕлмелле. Местоимениллĕ пĕрлешÿсен синонимĕсемпе усă курма пултармалла: кашни килтех – килсерен, килрен киле.

Наречисем. Ытти пуплев пайĕсенчен уйăрмалли паллăсем. Наречисен пулăвĕ. Пуплев тата хутшăну.

Наречисемпе наречи пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсене, паллă ячĕсене, хисеп ячĕсене, местоименисене пĕр-пĕринчен уйăрмалли мелсене пĕлмелле. Наречисемпе, ытти пуплев пайĕсен синонимлăхĕпе тата антонимлăхĕпе усă курма пултармалла.

Евĕрлев сăмахĕсем (евĕрлевсем). Евĕрлевсен пĕлтерĕшĕ, пуплеври вырăнĕ. Тĕсĕсем.

Евĕрлев сăмахĕсен пĕлтерĕш ушкăнĕсене, пуплевре мĕнле сăмахсемпе çыхăнура тăнине, сăмах пулăвĕнче мĕнле вырăн йышăннине, япала ячĕ пĕлтерĕшĕпе çÿреме пултарнине ăнланмалла, стильне кура вырăнлă усă курма, пуплеве синонимлăх вăйĕпе пуянлатма, орфографи енчен тĕрĕс çырма пĕлмелле.

Глагол. Глаголăн пĕлтерĕшĕ, тулашри паллисем. Глаголăн пулаю форми.

Глаголăн лексика пĕлтерĕшне аса илмелле, сăмах тытăмне пĕлмелле, глаголсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлама пултармалла. Глаголăн пулаю формине (каяймарĕ, таяймарĕ, тееймерĕ, тееетĕп) тĕрĕс çырмалла, вырăнлă усă курма пĕлмелле.

Глаголăн кăтарту наклоненийĕ.

Кăтарту наклоненийĕн формисене кулленхи калаçура кĕскетсе каласан та (каяп, пĕлмес, каян, вăл каймаç, пĕлмеç) литературăра туллин каламаллине тата çырмаллине (каятăп, пĕлместĕп, каятăн, вăл каймасть, пĕлмест т.ыт.те) асра тытмалла, темиçе иртнĕ вăхăт формипе паллашмалла, унпа калаçура тата çырура тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Пĕр формăна тепĕр форма пĕлтерĕшĕпе каланине асăрхамалла.

Глаголăн хушу наклоненийĕ.

Хушу наклоненийĕн формисене тĕрĕс калама тата çырма пултармалла. 2-мĕш сăпатăн пĕрреллĕ хисепри форми глаголăн пуçламăш форми шутланнине чухламалла.

Глаголăн ĕмĕт наклоненийĕ.

Ĕмĕт наклоненийĕнчи глагол мĕнле тытăмлă пулнине пĕлмелле, калаçура пĕлсе тата çырура тĕрĕс çырма пултармалла.

Глаголăн килĕшÿ наклоненийĕ.

Килĕшÿ наклоненийĕн формисемпе тĕрĕс усă курма, тытăмне ăнлантарса пама пултармалла.

Текст. Ансат калаçупа сăпайлă калаçу. Калав, сăнлав, ăслав.

Текстăн темипе тĕп шухăшне тупма, тытăмне ăнлантарма пултармалла. Ансат калаçăва сăпайлă калаçупа танлаштарма, пĕр-пĕринчен уйăрма хăнăхмалла. Текстăн хăш пайне мĕнле кĕвĕпе çырнине ăнлантарма пултармалла. Калаçăва е çырăва калав, сăнлав тата ăслав кĕввипе йĕркелеме пĕлмелле, сочинени çырмалла. Сăмах вырăнĕнче çÿрекен сăмах майлашăвĕсемпе усă курма пĕлмелле. Хамăр таврара сарăлнă йывăç-курăк, чĕр чун, кайăк-кĕшĕк, хурт-кăпшанкă ячĕсене пĕлмелле, вĕсене пуплеве кĕртсе пымалла, çав ятсен, микротопонимсен словарĕсене тăвас хăнăху пулмалла.















С о д е р ж а н и



Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл куçĕ

V класра вĕреннине аса илесси



5-мĕш класра вĕреннине аса илесси

Морфологипе орфографии

Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем



Япала ячĕсем

Япала ячĕсем çинчен ăнлантарни

Тулли мар пĕлтерешлĕ япала ячĕсем

Падеж системине кĕмен аффикссем

Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем

Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси

Япала ячĕсен хисепĕ

Япала ячĕсен пулăвĕ

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ япала ячĕсене çырасси

Япала ячĕсен камăнлăх форми

Камăнлăх форми

Камăнлăх форминчи япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

Япала ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Паллă ячĕсем

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем

Паллă ячĕсен пулăвĕ

Паллă ячĕсен пахалăх виçине палăртакан формисем

Паллă ячĕсен палăрту форми

Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ

Паллă ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни



Хисеп ячĕсем

Хисеп ячĕсем çинчен ăнлантарни

Хисеп ячĕсен ушкăнĕсем.

Хисеп ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни





Местоименисем

Местоименисем çинчен вĕреннине аса илни

Сăпат местоименийĕсем

Таврăну местоименийĕсем

Кăтарту местоименийĕсем

Ыйту местоименийĕсем

Çуклăх местоименийĕсем

Паллă мар местоименисем

Паллă местоименисем

Местоименисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни



Наречи

Наречисем çинчен ăнлантарни

Наречисен пĕлтерĕш ушкăнĕсем

Наречисен пулăвĕ

Наречисен танлаштару формисем

Наречисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Евĕрлев сăмахĕсем

Евĕрлев сăмахĕсемпе паллаштарни

Евĕрлев сăмахĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Глаголсем

Глаголсем çинчен ăнлантарни

Глаголсен пулăвĕ

Глаголсен сăпатлă формисем, наклоненийĕсем

Кăтарту наклоненийĕ. Хальхи, пулас, пĕрре иртнĕ вахăт

Темиçе иртнĕ вăхăт

Ĕмĕт наклоненийĕ

Хушу наклоненийĕ

Килĕшÿ наклоненийĕ

Глаголсене тĕрĕс çырасси

Текст

Ансат калаçупа сăпайлă калаçу

Калав, сăнлав, ăслав

6-мĕш класра вĕреннине аса илмелли ыйтусемпе ĕçсем

Класран класа куçнă чухнехи аттестаци ирттермелли форма: тĕрĕслев ĕçĕ – диктант е тест

Тематика планĕ



Темăсен ячĕсем

Сехетсен шучĕ

1.

Тăван чĕлхе — пĕлÿ çăл куçĕ

1

2.

5-мĕш класра вĕреннине аса илни

2

3.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Кĕрхи çанталǎк»

1

4.

Вĕреннине аса илни. Фонетика, графика

1

5.

Вĕреннине аса илни. Лексика

1

6.

Вĕреннине аса илни. Сăмах тытăмĕпе пулăвĕ

1

7.

Вĕреннине аса илни. Вырǎс чĕлхинчен тата вырǎс чĕлхи урлǎ йышǎннǎ сǎмахсем. Вĕсене çырасси

1

8.

Вĕреннине аса илни. Тăтăш усă куракан тата сайра тĕл пулакан сăмахсем. Вырǎнти сǎмахсем

1

9.

Словарьсемпе усǎ курма хǎнǎхасси

1

10.

Текст. Стиль. Вĕсен тĕсĕсем

1

11.

Сочинени евĕр изложени «Туслǎ класс» (ИТП, 49 с.)

2

12.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Вăрманта» (Диктант тексчĕсен пуххи. 5-9 классем валли.- Ш., 2012. 33 с)

1

13.

Тишкерÿ урокĕ

1

14.

Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем

1

15.

Япала ячĕсем çинчен ăнлантарни

1

16.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем

1

17.

Падеж системине кĕмен аффикссем

1

18.

Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем

1

19.

Пайăр ятсене тĕрĕс çырасси

1

20.

Изложени «И.Я. Яковлев» (Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи. Ш.: 2007, 35 с.)

1

21.

Япала ячĕсен хисепĕ

1

22.

Япала ячĕсен пулăвĕ

2

23.

Диктант «Вăрмана чунтан парăннă çын» ( Диктант тексчĕсен пуххи. 5-9 классем валли.- Ш., 2012, 39 с.)

1

24.

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

1

25.

Вырăс чĕлхинчен йышăннă япала ячĕсене çырасси

1

26.

Япала ячĕсен камăнлăх форми

1

27.

Камăнлăх форминчи япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

1

28.

Япала ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

29.

Изложени «Тилĕ тус кучченеçпе килни» (Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи. Ш.: 2007, 48 с.)

1

30.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Кайăк хур» (Л.ГПетрова «Диктант пуххи», 2006, 54 с.)

1

31.

«Пирĕн тǎрǎхра» ирĕклĕ диктант (Л.ГПетрова «Диктант пуххи» 2006, 58 с. )

1

32.

Тишкерÿ урокĕ

1

33.

Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем

2

34.

Текста çывăх çырнǎ изложени «Аннеçĕм, анне…» (Г.Брусова «Излож.тексчĕсен пуххи», 1997, 63 с.)

2

35.

Паллă ячĕсен пулăвĕ

1

36.

Паллă ячĕсен пахалăх виçине палăртакан формисем

1

37.

Паллă ячĕсен палăрту форми

1

38.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Анкарти хыçĕнчи вăрман» ( Диктант тексчĕсен пуххи. 5-9 классем валли.- Ш., 2012, 55 с.)

1

39.

Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ

1

40.

Паллă ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

41.

Класри сочинени «Туслă çемье»

1

42.

Йǎнǎшсене тÿрлетни. Япала ячĕсемпе паллă ячĕсене тĕрĕс çырасси

1

43.

Хисеп ячĕсем çинчен ăнлантарни

1

44.

Хисеп ячĕсен ушкăнĕсем

1

45.

Шут хисеп ячĕсем

1

46.

Валеçÿ хисеп ячĕсем

1

47.

Йĕрке хисеп ячĕсем

1

48.

Пĕтĕмлетÿ хисеп ячĕсем

1

49.

Автобиографи çырма хăнăхасси

1

50.

Хисеп ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

51.

«Кашалотсем» тĕрĕслев диктанчĕ (ДП, 2006, 66с.)

1

52.

Изложени «Амантнă хурăнсем» (Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи. Ш.: 2007, 55 с.)

1

53.

Тишкерÿ урокĕ

1

54.

Местоимени

1

55.

Сăпат местоименийĕсем

1

56.

Таврăну местоименийĕ

1

57.

Кăтарту местоименийĕ

1

58.

Ыйту местоменийĕ

1

59.

Çуклăх местоименийĕсем

1

60.

Тĕрĕслев изложенийĕ «Хветÿкпе йытă çури» (Брусова «ИТП», 1997, 58 с.)

1

61.

Паллă мар местоименисем

1

62.

Паллă местоимени

1

63.

«Юратнǎ аттепе аннерен хакли никам та çук» сочинении

1

64.

Местоименисене тишкересси

1

65.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Наркотик-сиенлĕ чир» (Петрова «ДТП» 2006,75 с.)

1

66.

«Çут çанталăк – пирĕн пуянлăх» сочинени

1

67.

Йǎнǎшсене тÿрлетни

1

68.

Наречисем çинчен ăнлантарни

1

69.

Наречисен пĕлтерĕш ушкăнĕсем

1

70.

Наречисен пулăвĕ

1

71.

Наречисен танлаштару формисем

1

72.

Наречисене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

73.

Тĕрĕслев диктанчĕ ««Симĕс аптека» операци иртет»

1

74.

Класри сочинени «Ман юратнă йывăç»

1

75.

Йǎнǎшсене тÿрлетни

1

76.

Евĕрлев сăмахĕсемпе паллаштарни

1

77.

Евĕрлев сăмахĕсене тĕрĕс çырасси

1

78.

Евĕрлев сăмахĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

1

79.

Изложени «Кашкăрсене тытни» ( Сочинени евĕр изложени тексчĕсен пуххи. Ш.: 2007, 63 с.)

1

80.

Глаголсем çинчен ăнлантарни

1

81.

Глаголсен пулăвĕ

1

82.

Глаголсен сăпатлă формисем, наклоненийĕсем

1

83.

Кăтарту наклоненийĕ. Хальхи, пулас, пĕрре иртнĕ вахăт

1

84.

Темиçе иртнĕ вăхăт

1

85.

Ĕмĕт наклоненийĕ

1

86.

Хушу наклоненийĕ

1

87.

Килĕшÿ наклоненийĕ

1

88.

Глаголсене тĕрĕс çырасси

1

89.

Тĕрĕслев диктанчĕ «Мĕн тери илем»

1

90.

Текст. Ансат калаçупа сăпайлă калаçу

1

91.

Калав. Сăнлав. Ăслав

2

92.

6-мĕш класра вĕреннине аса илни

2

93.

Вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни. Асăрхаттару диктанчĕ

1

94.

Пĕтĕмĕшле аттестаци ĕçĕ. Тĕрĕслев диктанчĕ «Кайăк пурнăçĕ»

1

95.

Йăнăшсемпе ĕçлени. 6-мĕш класра вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетни

1

96.

Резерв урокĕ

3

















Тестсем

1-мĕш вариант

1. Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 11

б) 9

2. Япала ячĕ мĕне пĕлтерет?

а) ĕçе

ă) япалана

б) хисепе

3. Çак сăмахсенчен хăшĕ иккĕмĕшле паллă ячĕ?

а) тирпейлĕ

ă) шултра

б) симĕс

4. Хисеп ячĕ мĕне кăтартать?

а) ĕçĕн паллине

ă) япалан паллине

б) хисепе

5. Таврăну местоименине туп

а) эпĕ, эсĕ, вăл

ă) хам, ху, хăй

б) кам, мĕн, хăшĕ

6. Глаголăн ыйтăвĕсем:

а) мĕнле? епле? мĕн тери?

ă) миçе? миçемĕш? хăш?

б) мĕн тăвать? мĕн тунă? мĕн тăвĕ?

7. Ĕмĕт наклоненийĕнчи глагола туп

а) юрлаттăм

ă) юрлăттăм

б) юрларăм

8. Хăш ваттисен сăмахĕнче наречи пур?

а) Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар.

ă) Çын ĕçпе илемлĕ.

б) Куç хăрать те, алă тăвать.



2-мĕш вариант

1. Хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсен ушкăнĕсем миçе пуплев пайне пайланаççĕ?

а) 5

ă) 7

б) 9

2. Япала ячĕсем мĕнле ыйтура пулаççĕ?

а) кам? мĕн?

ă) миçе?

б) хăшĕ?

3. Хăш паллă ячĕ тĕп виçере пулать?

а) шурă

ă) шап-шурă

б) шурă-шурă

4. Хисеп ячĕсем миçе ушкăна уйăрăлаççĕ?

а) 5

ă) 4

б) 3

5. Кăтарту местоименине туп

а) ку, çак, леш, хайхи

ă) кам, мĕн, хăшĕ

б) никам, нихăш, ниепле

6. Глагол мĕне кăтартать?

а) ĕç тунине

ă) япалана

б) хисепе

7. Темиçе иртнĕ вăхăтри глагола тĕрĕс палăрт

а) ырлатăп

ă) пахаларĕç

б) килĕштеретчĕ

8. Наречи мĕне кăтартать?

а) ĕçĕн, паллăн, япалан уйрăмлăхне

ă) хисепĕн, ĕçĕн, япалан уйрăмлăхне

б) япалан, паллăн, хисепĕн уйрăмлăхне







6-мĕш класс валли хатĕрленĕ тест хуравĕсем





Ыйту номерĕсем


Вариантсем

1

2

1

ă

ă

2

ă

а

3

а

а

4

б

ă

5

ă

а

6

б

а

7

ă

б

8

а

а











Интернет ресурссем:

http://www.lib.cap.ru/ - Национальная библиотека ЧР

http://forum.chuvash.org/ - чăваш халăх канашлăвĕ (справочники, словари)

http://yumah.ru/

http://cv.wikipedia.org

http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=243&id=46601 скачать чувашские шрифты

http://cheboksary-vse.ru/chuvashskie-pesni-besplatno-slushat-chuvashskie-pesni/ слушать чувашские песни он –лайн

http://vula.narod.ru/ - чтение на чувашском языке

http://hypar.ru/ - издательский дом Хыпар

http://pedkanash.chuvash.org/ - форум учителей чувашского языка и литературы

http://comissi.chv.su/ru

http://samahsar.chuvash.org — онлайн чăваш сăмахсарĕ

http://smi21.ru — Чăваш Енри периодикăллă кăларăмсен сайчĕ





Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă

учреждени «Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» йышăннă 89 №-лĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ

2015-2016 вĕренÿ çулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсене чăваш чĕлхипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕ



Кайăк пурнăçĕ



Çынсенни пекех, кайăксен те кашнин хăйĕн юрри-кĕвви, хăйĕн савăнăçĕпе хурлăхĕ, хăйĕн тусĕсемпе тăшманĕсем пур иккен. Пĕр кайăкăн юрри ансат, тин калаçма вĕренекен ача сăмахĕсем пек. Теприн кăткăс, пуян, вун ик кукăрлă. Пĕр кайăк вăрманта сăпай кăна пурăнать, никама тивмест, никама кансĕрлемест. Тепри пурне те хăвалать, пурне те хĕсĕрлет.

Акă çывăхрах чăп-чап! чăп-чап! тунă сасă илтĕнет. Ку пилеш кайăкĕ. Сукмакран инçе те мар тепĕр пĕчĕк кайăк хыр йĕкелне кăшăклать. Ку вăл кукăр сăмса, хĕл кунĕнчех чĕпĕ кăларакан хитре кайăк.

Сасартăк темле кайăк кÿлĕрен вĕлтĕртетсе чупса тухрĕ. Ишсе мар, чупса тухрĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв айĕнче те çĕр çинчи пекех çÿрет иккен. Вăл хăйне валли апат-çимĕç шырать. Вăрман çерçийĕ теççĕ ăна. (113 сăм.) (К.Турхан.)



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

Текстне Л.Г.Петрова, В.А.Егорова. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Шупашкар, 2006 çулта кăларнă кĕнекерен илнĕ





















































Изложени

Тилĕ тус кучченеçпе килни.















Изложени

Кашкăрсене тытни.