Рабочая программа
Предмет: литературное чтение
(на родном чувашском языке)
Класс:2
Предметăн пулас результачĕсем
1.1 Харкамлăх (личностные):
Вĕренекенĕн çакна пĕлмелле:
- ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;
- ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе, литература ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;
- ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;
- харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн яваплă пулма хăнăхса пыни;
- шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;
- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;
- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;
- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине ăнланни;
- ĕмĕтленни, вĕренни пурнăçра кирлĕ пулние тавçăрни.
- шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;
- ачан кăмăл-сипечĕ çырĕпленсе пыни: ваттисене хисеплемеллине, çынпа ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăвна мĕнле тытмаллине, чĕр чунсене юратмаллине ăнланса илни;
- шухăшлав ăслайĕсем туптанни.
Вĕренекенĕн çакна тума пултармалла:
- ачасене «тăван кĕтес», «Тăван çĕр-шыв» ăнлавсене уçăмлатма, харпăр хăй пурăнакан вырăна юратма, сыхлама хăнăхтарасси; тăван тавралăх, тăван кĕтес çинчен ытларах пĕлме хавхалантарасси; патриотлăхпа гражданлăх туйăмĕсене тарăнлатасси;
- харкам мĕнле халăхран тухнине ăса хывмалла, унăн çакăнпа мăнаçланас туйăм аталанмалла;
-аваллăха тĕпчени кирлине, халăх ĕмĕрсем хушши упранă мула хаклама вĕрентни ; халăхăн чи пысăк мулĕ – унăн чĕлхи, йăли – йĕрки уявĕсем пулнине вĕрентни;
- чăвашсем ěçчен халăх пулнине, ачисене çамрăклах ěçе хăнăхтарнине, аслисен сăмахне итлемеллине, тăвансене пулăшмаллине, ваттисене хисеплемеллине, хăйсене çын çинче тирпейлě тытмаллине палăртса хурасси;
1.2 Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные)
Пĕлÿлĕх(познавательные):
Вĕренекенĕн çакна пĕлмелле:
- итленĕ е вуланă чух мĕнле лармаллине тата урокра кирлĕ хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;
- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;
- таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;
- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;
- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;
- ачан тавракурăмĕ анлăланни: çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;
- туйăм культури çивĕчленни: кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;
-пысăк, пĕчĕк, тан услăха курни, логикăллă шайлаштарайни;
- вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;
- вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;
Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные):
- тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;
- тишкерÿ – пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;
- тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;
- хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышнни;
- вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;
- хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;
- йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;
- ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;
- ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;
- харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.
Хутшăну(коммуникативные):
- шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;
- текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;
- ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;
-пуплев культури аталанни: пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçăрни;
- çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;
- сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;
- чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни, ăна пуплевре тытса пырайни;
- каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;
- калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;
- хутшăну пуплевĕ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев ситуацийĕсенче усă курма пултарни;
- ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;
- сăмах йышĕ пуянланни;
- çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни.
Вĕренекенĕн çакна тума пултармалла:
-автор кăмăлне асăрхама, харпăр хăй кăмăл-туйăмне сăнама, палăртма хăнăхтарасси;
- ачасен илемлĕ, палăртуллă вуланине аталантарасси, вуласа тухни тăрăх ыйтусем лартасси тата вĕсем çине туллин хуравласси, хăйсен шухăшне уçăмлă палăртма вĕрентесси;
- группăсемпе мăшăрпа ĕçлеме хăнăхтарасси; ачасене хăйсен ĕçне хаклама вĕрентесси;
1.3 Предметăн пайрам (предметные) результачĕсем:
Вĕренекенĕн çакна пĕлмелле:
- илемлĕ хайлавсене йышăнма, итлеме-ăнланма малалла хăнăхса пыни;
- «халăх сăмахлăхĕ», «ача-пăча сăмахлăхĕ» ăнлавсене уçăмлама пĕлни;
- чĕнÿ-йыхрав юррисемпе паллашса вĕсене мĕнле тĕллевпе каланине палăртма пултарни, мĕнле йĕркеленине сăнама пĕлни;
- шутлав сăввисем тахçан авал пулса кайнине ăнланни;
- тупмалли юмахсен хăйевĕрлĕхне, тытăмне сăнама пĕлни;
- илемлĕ хайлав мелĕсене (танлаштару, сăпатлантару) уйăрса илме пĕлни, вĕсене тупмалли юмахсенче тупайни; тупмалли юмахсем хайланă чухне çак мелсемпе усă курма пĕлни;
- «юмах» жанрăн хăйевĕрлĕхне ăнланса илни; юмах логикипе сюжетне сăнама пултарни; юмах тытăмĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене уçăмлама ăнтăлни;
- «илемлĕ литература», «хайлав», «автор» ăнлавсене уçса пама пултарни;
- «калав», «сăвă» ăнлавсене уçăмлайни;
- сăвăласа çырнă хайлавсен тулашĕ, вĕсен хăйевĕрлĕхне сăнаса курма, «рифма», «ритм» ăнлавсене уçăмлама пĕлни;
- сăвăри йĕрке вĕçĕсем сасă тĕлĕшĕнчен пĕр пек янăрани çеç çителĕксĕр, шухăш уçăмлăхĕ те пулмаллине ăнланни;
Вĕренекенĕн çакна тума пултармалла:
- калава ансаттăн тишкерме вĕренни;
- сăвăласа çырнă хайлавсене туйма-ăнланма (восприятие) вĕренни;
- автор сăвăсенче тĕрлĕ кăмăл-туйăма палăртнине ăнланни;
- калав мĕн çинчен пулнине ăнланни, калав темине уçăмлама вĕренни;
- калав теми унта мĕн çинчен каланипе çыхăнса тăнине ăнланни;
- илемлĕ хайлавсенчи шÿте ăнланма пĕлни.
Вĕренӳ предмечĕн шалашĕ
2 класс
Шкула.
А.Алка «Чи савăнăçлă кун» . Хутла вĕренме тытăнакана. И.Шухши «Чернил» хайлав .
Кĕркунне.
П.Эйзин «Сывă пул, хавас çу кунĕ» , М. Трубина. Кĕр çитрĕ. Н. Сладков. Ылтăн çумăр. Н. Теветкел. Симĕс хуралçă, С. Сарпай. Хура кĕркунне. В Аптраман. Кĕркунне. М.Илпек. Тăрнасем. К.Иванов. Кĕркунне;
С. Аксаков Хĕл ларас умĕн.
Мĕн-ши вăл тăван çĕршыв.
П. Хусанкай «Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ» , М. Юхма «Чăваш çĕршывĕ» , Ялав. П. Хусанкай «Çĕршывăмăр пуçламăшĕ», С. Тăваньялсем «Тăван чĕлхене ан манăр», А. Трофимов «Асатте- асаннесен çырулăхĕ».
Халăх сăмахлăхĕнчен. Тупмалли юмахсем. Пулмасла халапсем. К. Чуковский. Савăнăç. Кĕске халапсем тата пулмасла халапсем. Савăнăç. Чăвашсен йăла-йĕрки. Сурхури юрри. Çăварни юрри. Çăварни чупни. Пуплешÿ сăввисем. Н.Ыдарай. Чĕрĕп. Ача-пăча вăййисем. Кĕт-кĕтесле
Юмахсем. «Кинемипе мăнукĕ тата чăпар чăх», Çăткăн упа çурисем, Шиклĕ шăши, Çилпе хĕвел. Тетте-юмах, «Сарă аист», «Ухмах Иван», «Çырлана кайсан».
Эпир—туслă та хаваслă ачасем. Шкул ачи, «Сапăрлăх çинчен», «Чăрсăр автансем», «Сылтăм алăпа сулахай алă», Алюшпа Кĕтерук, , Лапăрчăк, Микула пичче кучченеçĕ, Кенттипе Миша, Кăвак çулçăсем
Хĕл. Юр çунă, «Юр», «Çěнě çул юрри», «Раштав уйăхě», «Хěллехи каç», «Хěллехи вăрман», «Кукăр сăмса», «Хěл каçни», «Юр пике».
Ĕç телей те савăнăç кÿрет. Эпĕ сехет çĕмĕрни, Мухтанчăк çерçи, Куршанак çыпăçрĕ, «Пыл хурчĕ», И.Яковлев. Кулачă. А Кăлкан. Кĕтÿç, К.Иванов. Ĕçчен Нарспи, Пахча хуралçи, Кăткă арăсланĕ.
Тăван кил-йышра. «Юратнă анне», В. Сухомлинский «Ан кÿренсем, атте!», «Амăшĕ мĕншĕн макăрнă», «Хăш вăхăтра çывăрать анне»
Килчĕ ырă çуркунне. «Тумла», Çуркунне çитрĕ, «Пăр каять», «Упа йĕнни», «Çур çеçкисем», «Çуркунне», «Пĕрремĕш аслати».
Чĕр чунсем—пирĕн туссем. «Тискер кайăксем», «Пăши пăрушĕ», «Улай», «Пурăш», «Юрă ăстисем», «Тĕкĕрлĕк», «Çăмăлттай», «Чĕкеçсем мĕншĕн сивĕннĕ?», «Сар автан», «Çырла пиçсен», «Мулкач çури»,
Ÿсен-тăрансен тĕнчи. Пĕр йăхри йывăçсем, «Юман», «Вăрманăн пĕрремĕш кучченеçĕ», «Хурлăхан, ан хурлан», «Кÿлĕ», Н.Сладков «Пулă тăвăнни», Г.Харлампьев «Çумăр», «Каç пулчĕ».
Çу уйăхне кĕтĕмĕр. «Малтанхи аслати», «Çумăр ташши», «Аслатиллĕ çумăр умĕн», «Çуллахи ир», «Утă çинче вăрманта», «Хирте»
Класс тулашĕнчи вулав(17)
Вулав материалĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли кăларнă чăваш, вырăс тата ытти халăх çыравçисен кĕнекисем. «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журналти материалсем.
Ача-пăча кĕнекипе ĕçлесси. Класс тулашĕнчи вулав урокне хатĕрленнĕ май кирлĕ кĕнекене суйласа вулама, тĕрлĕрен пулăшу кĕнекипе, хаçат-журналпа усă курма пĕлесси.
Планпа усă курса мĕн вуланине кĕскен каласа парасси, вуланă сăнар çинчен çыхăнуллă калав тăвасси.
Кĕнеке мĕн çинченнине унăн хуплашки, титул листи, тупмаллипе ӳкерчĕксем, ум сăмахĕпе юлашкинчен калани тăрăх ăнкарасси. Кирлĕ кĕнекен е хаçат-журналти статьян ятне, унăн авторне кăтартса тĕрĕс çырса илесси. Кăмăла каякан кĕнекене библиотекăран илсе вуласси.
Литература вулавĕ урокĕсен тематикăллă планĕ
2 класс
№ п/п | Тема | Сех шучĕ |
1 | Шкула | 4 сех |
2 | Кĕркунне | 10 сех |
3 | Мĕн-ши вăл тăван çĕршыв | 8 сех |
4 | Халăх сăмахлăхĕнчен | 5 сех |
5 | Юмахсем | 7 сех |
6 | Эпир—туслă та хаваслă ачасем | 11 сех |
7 | Хĕл | 7 сех |
\8 | Ĕç телей те савăнăç кÿрет | 9 сех |
9 | Тăван кил-йышра | 6 сех |
10 | Килчĕ ырă çуркунне | 7 сех |
11 | Чĕр чунсем—пирĕн туссем | 11 сех |
12 | Ÿсен-тăрансен тĕнчи | 9 сех |
13 | Çу уйăхне кĕтĕмĕр | 8 сех |
| Пурĕ | 102 |
| | |