СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Тесты по чувашской литературе для 5-9 классов

Категория: Прочее

Нажмите, чтобы узнать подробности

Тест предназначен для учащихся 5-9 классов для проверки знаний по чувашской литературе в конце учебного года, где обучают чувашский язык и литературу. 

Просмотр содержимого документа
«Тесты по чувашской литературе для 5-9 классов»

5-мĕш класра вĕренекенсене тăван литературăпа сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

І. Халăх сăмахлăхĕ шутне мĕн-мĕн кĕрет?

1. юрă, сăвă, ваттисен сăмахĕ

2. юрă, тупмалли юмах, ваттисен сăмахĕ

3. калав, юрă, ваттисен сăмахĕ



ІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Юрий Скворцов

а) «Ǎслă ача» хайлав

2. Геннадий Волков

ă) «Амаçури анне» калав





ІІІ. Сăнар –

1. Илемлĕ литературăра сăнланă çын, çут çанталăкпа чĕр чунсен тĕнчинчи ят;

2. Япаласемпе çут çанталăк пулăмĕсене чĕрĕ чунлă туса сăнлани;

3. Çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ, куçăмлă ăнлав.





ІV. Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Ева Лисина а) «Кăйкăр»

2. Тихăн Петĕркки ă ) «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм»

3. Порфирий Афанасьев б) «Çутталла»

V. Тĕрĕс хурава шыраса туп:

1. Инсценировка – а) пысăках мар кулăшла пьеса е сценка;

2. Ремарка – ă) прозăлла е сăвăлла пысăк хайлава сцена çинче кăтартма йĕркеленĕ драма хайлавĕ;

3. Интермеди – б) хайлавра сăмахсене мĕнлерех кăмăл-туйăмпа каланине палăртакан ăнлантарусем;



VІ. Çыравçăсен хайлавĕсене шыраса туп:

1. Иван Егоров а) «Пахчари хÿшĕ» калав

2. Елизавета Осипова ă) «Ирхи сывлăм» хайлав

3. Мария Ухсай б) «Ывăл» калав







VІІ. Сăнлани мĕн вăл?



VІІІ. Хайлавсен авторĕсене тĕрĕс палăртăр?

1. Лидия Сарине а) «Слива вăрри»

2. Марина Карягина ă) «Эсир Куçука курман-и?»

3. Хветĕр Уяр б) «Цирк курма кайни»



ІX. Çыравçăсем хăш хайлавсене çырнине палăрт:

1. Александр Галкин а) «Айăп»

2. Любовь Мартьянова ă) «Çÿпĕ» сăвă

3. Валери Туркай б) «Ятсăр троллейбус» калав

4. Георгий Ефимов в) «Хĕвел тухнă вăхăтра» калав



X. Терминсене тĕрĕс ăнлантарнине туп:

1. Калав а) хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки;

2. Сюжет ă) пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕçе сăнлакан, калăпăшĕпе пысăках мар илемлĕ литература хайлав



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

6-мĕш класра вĕренекенсене тăван литературăпа сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

І. Тĕрĕс хурава шыраса туп:

1. Сăнлăх а) Хайлавсенче çынна, чĕр чуна, йывăç-курăка, çут çанталăкри пулăма сăнлани;

2. Сăнар ă) Пурнăç ÿкерчĕкĕсене чĕрене хускатмалла çырса ăсталани.



ІІ. Юрă ушкăнĕсене çырса тухăр

ІІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса палăртăр

1. Анатолий Смолин а) «Хăравçă мулкач»

2. Денис Гордеев ă) «Ан вĕлер, ан суй, ан сут»

3. Петĕр Эйзин б) «Кураканни курать»

4. Александр Кăлкан г) «Кукăр алăсем»



ІV. Тĕрĕс хурав туп:

1. Аллегори а) Прозăлла е сăвăлла çырнă ăса вĕрентекен ытарлă хайлав;

2. Юптару ă) Вăл çыннăн е пулăмăн хăйĕнчен килекен çитменлĕхне, кăлтăкне шăхвăртса, пĕр-пĕр сăнар урлă систерсе калани.



V. Мĕн вăл ÿнер? Ÿнер тĕсĕсене çырăр

VІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса палăртăр

1. Антип Николаев а) «Йăмрапа хурăн»

2. Александр Кăлкан ă) «Юра асламăшĕ»

3. Петĕр Эйзин б) «Йытăпа кушак»



VІІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Лидия Сарине а) «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»

2. Валентина Элпи ă) «Пакшапа чакак»

3. Юрий Сементер б) «Кукамай»



VІІІ. Тĕрĕс хурав туп:

1. Сюжет а) Хайлавăн уйрăм пайĕсене пĕр-пĕринпе пĕтĕмĕшле çыхăнтарса йĕркелени;

2. Композици ă) Хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки.



ІX. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Людмила Сачкова а) «Аппапа пĕрле»

2. Валери Туркай ă) «Вилĕме улталани»

3. Валентина Элпи б) «Ниме»

4. Иван Ахрат в) «Шăпăрлан»

5. Юрий Сементер г) «Юрлакан кĕленчесем»



X. Тĕрĕс хурав туп:

1. Комеди а) Кулăшла ĕçсем пулса иртеççĕ;

2. Трагеди ă) Геройсенчен пĕрисем пĕтеççĕ, теприсем – çĕнтереççĕ;

3. Драма б) Парăнми синкерлĕ ĕçпе вĕçленет.



XІ. Çыравçăсен хайлавĕсене тупса пар:

1. Ева Лисина а) «Çурхи хирте»;

2. Алексей Воробьёв ă) «Çăкăр чĕлли»

3. Иван Лисаев б) «Урок пуçланчĕ»

4. Александра Лазарева в) «Чире парăнма çуралман»



Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ



7-мĕш класра вĕренекенсене тăван литературăпа сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ



І. Тĕрĕс хурав туп:

1. Антитеза

а) Çыравçăсем хăш чух сăмах çаврăнăшĕсене пĕрин хыççăн теприне шухăш-туйăма вăйлатас, пысăклатас е пĕчĕклетес тĕллевпе усă курни;

2. Гипербола

ă) Ытла пĕчĕклетсе калани;

3. Литота

б) Пĕр-пĕр ĕçе е пулăма, япалана чăн пурнăçринчен ытларах пысăклатни;

4. Градаци

в) Пĕр-пĕринчен пачах уйрăлса тăракан япаласене, ăнлавсене, сăнарсене хирĕç тăратса кăтартни.



ІІ. Тĕрĕс хурав туп:

1. Тĕрленчĕк

а) Халь пулса иртекен ĕçсене е малтан пулнине хальхипе çыхăнтарса чĕррĕн çутатать.

2. Очерк

ă) Пĕчĕк ĕç, пулăм, ÿкерчĕк, сăнар туса кăтартакан ăшă туйăмлă хайлав.



ІІІ. Истори юррисем -

1. Ĕç вăхăтĕнче юрланă;

2. Йăласемпе пĕр вăхăтрах аталаннипе, çĕр ĕçĕ ĕçленипе çыхăннă;

3. Халăх пурнăçĕнче чăн пулса иртнĕ пысăк ĕçсемпе пулăмсем çинчен ятран калакан юрă.



ІV. Мĕн вăл символ?



V. Эпитет

1. Пĕр япалана е пулăма тепĕр япалапа е пулăмпа çывхартса, сăнара ăнлантарса кăтартни;

2. Япалана е пулăма хăйне евĕрлĕ хитрелĕх виçипе палăртни, хаклани;

3. Япаласемпе çут çанталăк пулăмĕсене чĕрĕ чунлă туса кăтартни.



VІ. Çеçпĕлĕн чăн хушамачĕ

1. Кузьменко

2. Кузнецов

3. Кузьмин





VІІ. Çеçпĕл çуралнă вырăн

1. ЧР Йĕпреç районĕ Мăн Упакасси ялĕ;

2. ЧР Канаш районĕ Касаккасси ялĕ;

3. ЧР Куславкка районĕ Аслă Куснар ялĕ.



VІІІ. Элкерĕн чи паллă произведенийĕ

1. «Хĕн-хур айĕнче»

2. «Аптраман тавраш»

3. «Нарспи»



ІX. Тĕрĕс хурав туп:

1. Эпика

а) Хайлавсенче çыравçă хăйĕн чун-чĕринчи хумханăвне, шухăш-туйăмне сăвăласа пĕлтерессине тĕпе хурать;

2. Лирика

ă) Сăнарсен калаçăвне, вĕсен тыткаларăшне тĕпе хурать;

3. Драма

б) Уйрăм çын е халăх пурнăçне калавласа сăнласа парать.





X. Тĕрĕс хурав туп:

1. Кĕске калану (эпика) а) роман, роман-эпопея;

2. Вăта калану ă) юмах, халап, калав, новелла;

3. Анлă калану б) поэма, повесть.



XІ. Кам ăçта çуралнă? Тĕрĕс хурав туп:

1. К.Иванов

а) Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕ;

2. И.Иванов

ă) Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕ;

3. М.Трубина

б) Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕ.



XІІ. Кам ăçта çуралнă? Тĕрĕсне кăтарт:

1. П.Хусанкай а) ЧР Елчĕк районĕ Аслă Елчĕк ялĕ;

2. А.Артемьев ă) Тутар Республики Элкел районĕ Сиктĕрме ялĕ;

3. Г.Волков б) ЧР Элĕк районĕ Тури Вылă ялĕ.





XІІІ. Хăшĕн хăш хайлавĕ?

1. Ю.Скворцов а) «Кĕмĕл пĕлĕтсем»

2. Г.Луч ă) «Чун туйăмĕ»

3. Н. Терентьев б) «Пушмак йĕрĕ»



XІV. Тĕрĕс хурав туп:

1. Монолог а) икĕ е темиçе çын калаçăвĕ

2. Диалог ă) икĕ е виçĕ, е ытларах çыннăн калаçăвĕ

3. Полилог б) пĕр çын пуплевĕ





Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ





8-мĕш класра вĕренекенсене чăваш литературипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

І. Мĕн вăл хавха? Хавха тĕсĕсем

ІІ. Тĕрĕс хурав туп:

1. Укçапа пуйиччен а) çын çиенпе пĕрех

2. Мул – эрнелĕх ă) ăс – яланлăх

3. Укçапа эрех б) туспа пуй

ІІІ. Г. Волковăн хушма ячĕ

ІV. Кама хăй пурăннă чухнех Улăпла паттăр тесе мухтанă?

1. Н. Бичурина

2. И. Яковлева

3. С. Михайлова



V. Карт çырăвĕсене тишкерекенĕ

1. Г. Енисеев

2. В. Каховский

3. А. Трофимов



VІ. «Силпи – Пăлхар пики» сăвăллă трагеди авторĕ

1. Мĕтри Юман

2. Г. Тал-Мăрса

3. М. Юрьев

VІІ. Мĕн вăл хаймак (миф) тата хачмак (легенда)?

VІІІ. Кивĕ çырулăх вăхăчĕ

1. V-VІІ ĕмĕрсем

2. VІІІ-XVІ ĕмĕрсем

3. XVІІ-XVІІІ ĕмĕрсем

ІX. «Арçури» поэма миçемĕш çулта тата хăш кĕнекере пичетленнĕ?

1. «Чăваш халапĕсем» кĕнекере 1908 çулта

2. «Юмахсем» кĕнекере 1906 çулта

3. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» кĕнекере 1910 çулта



X. Чăвашсен малтанхи тĕп шкулне уçаканĕ

1. И. Яковлев

2. Н. Золотницкий

3. С. Михайлов



XІ. Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ, XІX ĕмĕр вĕçнелле палăрнă çыравçăсем

1. И. Юркин

2. Г. Тимофеев

3. Д. Архипов

4. Д. Филимонов

5. Пурте тĕрĕс

6. Пĕри те тĕрĕс мар



XІІ. «Хыпар» хаçата çырса тăнă çыравçăсем

1. Тайăр Тимкки

2. Михаил Акимов

3. Тимахви Хури

4. Мĕтри Юман

5. Хветĕр Павлов

6. Пурте тĕрĕс

7. Пĕри те тĕрĕс мар



XІІІ. «Шÿт туни» произведени жанрĕ

1. Питлев калавĕ

2. Халап

3. Юптару

XІV. «Нарспи» поэмăна çырнă сăвă виçи

1. Çичĕ сыпăклă сăвă виçи

2. Ямб

3. Хорей



XV. Çеçпĕл Мишшин сăввинчи «Çĕн тĕнче! Эй, çĕнĕ кунăм, Каялла ан кай, ан чак!» сăмахсем тĕп шухăш пулса тăракан сăвă ячĕ

1. «Тинĕсе»

2. «Инçе çинçе уйра уяр»

3. «Çĕн кун аки»



XVІ. «Капкăн» журнал сăпки умĕнче тăнă чăвашсен паллă сатирикĕ

1. Иван Мучи

2. Леонид Агаков

3. Марк Аттай



XVІІ. «Хурах! Хут вĕрентеççĕ!» кулăшла калаври тĕп сăнар

1. Ухтеркке

2. Ухливан

3. Унтри



XVІІІ. «Пурăнас килет» поэма авторĕ

1. В. Урташ

2. М. Аттай

3. М. Ястран



XІX. «Ǎçта-ши ман атте?» пьеса авторĕ

1. Н. Терентьев

2. Н. Айзман

3. А. Кăлкан





Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Сергеевна Федорова Елена хатĕрленĕ

9-мĕш класра вĕренекенсене чăваш литературипе сĕннĕ пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тесчĕ

І. Тĕрĕссине туп:

1. Гражданла лирика

а) çут çанталăка сăнанă май сăвăçăн шухăшĕсемпе кăмăл хусканăвĕсене палăртакан лирика;

2. Пейзаж лирики

ă) халăх ĕмĕт-шухăшне сăнлакан, çынсене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентекен туйăмлă юрă-сăвă;

3. Юрату лирики

б) çут çанталăк тата этем обществи аталанăвĕн пĕтĕмĕшле саккунĕсене тĕпе хурса çырнă тарăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ лирика хайлавĕ;

4. Философи лирики

в) юрату, туслăх, савăнăç туйăмĕсене палăртакан лирика.



ІІ. Тĕрĕс хурав туп:

1. Мăнлату

а) пĕр ăнлав е япала вырăнне тепĕр ăнлава е япалана вĕсен тулашĕнчипе шалти çыхăнăвĕсене шута илсе калани;

2. Литота

ă) пĕр япалана е пулăма тепĕр япала е пулăм урлă унăн хисепне тĕпе хурса сăнлани;

3. Синекдоха

б) пĕр- пĕр ĕçе, япалана, этеме е чĕр чуна пысăклатса кăтартни;

4. Метоними

в) мăнлатăва хирĕç пулăма ятарласа пĕчĕклетни.



ІІІ. «Атăлçи Пăлхар патшалăхне çитсе курни» хайлав авторĕ

1. Паласахун Юсупĕ

2. Ахмед ибн Фадлан

3. Кашкăр Махмучĕ



ІV. «Тĕне вăйпа ан кĕртчĕр» хайлав авторĕ

1. Охатер Томеев

2. Ермей Рожанский

3. Пуцек-Григорович



V. «Байкал» произведени жанрĕ

1. Çул çÿрев очеркĕ

2. Тĕрленчĕк

3. Статья



VІ. Кам вăл Н.Я.Бичурин?

1. Паллă академик, тĕпчевçĕ

2. Публицист-литератор

3. Архимандрит пуп

4. Çаксем пурте

5. Пĕри те тĕрĕс мар





VІІ. «Юнка» сăвва, «Хĕрринче выртасшăн мар», «Сунарçăн пуç пулнă-и?», «Шупашкарти сыснаккайсем» калавсене çыраканĕ

1. Николай Золотницкий

2. Иван Яковлев

3. Спиридон Михайлов



VІІІ. Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ, чăваш халăхĕн историне хăйĕн вилĕмсĕр 17 кĕнекеллĕ сăмахсарĕпе кĕрсе юлнă çын

1. Тимухха Хĕветĕрĕ

2. Николай Ашмарин

3. Иван Яковлев



ІX. Çĕнĕ пурнăçшăн малти ретре кĕрешнĕ виçĕ паттăр, литературăри виçĕ çутă çăлтăр пек палăрса юлнă çыравçăсем

1. И.Ахах, Г.Тал-Мăрса, М.Çеçпĕл

2. М.Акимов, Т.Тайăр, И.Яковлев

3. М.Акимов, М.Çеçпĕл, Т.Тайăр





X. «Раççей», «Кĕпер хывни» сăвăсен авторĕ

1. Н.Шелепи

2. И.Тăхти

3. Т.Тайăр



XІ. «Шерхулла» калав авторĕ

1. М.Акимов

2. И.Тăхти

3. Г.Тал-Мăрса





XІІ. «Пÿлĕх йăмри» новелла авторĕ

1. Вăтăр Юман

2. Мĕтри Юман

3. Илле Тăхти



XІІІ. «… Сăмах паратăп: эпĕ çавă ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас тесе йĕркеленĕ, нихăçан та, хамăн ĕмĕр иртсе каймасăр та, пăрахас çук», - тесе çырать 1926 çулта 18 çул та тултарайман ача. Кам вăл?

1. Петĕр Хусанкай

2. Илле Тăхти

3. Митта Ваçлейĕ

XІV. Чăвашсен паллă поэчĕ, прозаикĕ, тăлмачĕ, Чăваш Республикин гимнĕн сăмахĕсен авторĕ

1. Нестер Янкас

2. Илле Тукташ

3. Иван Ивник

XV. «Вутра сахал-и пĕтрĕ Çеçпĕл?» тесе çырнă вăрçăран йывăр аманса таврăннă сăвăç

1. Петĕр Хусанкай

2. Алексей Воробьёв

3. Илле Тукташ





XVІ. 1941-1945 çулсенче палăрнă жанрсем

1. Проза, фантастика

2. Драма, детектив

3. Поэзи, публицистика



XVІІ. П.Хусанкай çуралнă ял

1. Кăнна Кушки

2. Урхас Кушкă

3. Сиктĕрме



XVІІІ. «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвă авторĕ, тăватă хут аманнăскер

1. А.Алка

2.П.Хусанкай

3.Я.Ухсай









XІX. А.Артемьев çуралнă çул

1. 1924

2. 1900

3. 1907



XX. Я.Ухсай çуралнă республика

1. Чăваш Республики

2. Мари Эл Республики

3. Тутар Республики

4. Пушкăрт Республики



XXІ. Юрий Скворцов çуралнă çул, район, ял

1. 1931, Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ

2. 1919, Вăрмар районĕ, Кĕтеснер ялĕ

3. 1924, Элĕк районĕ, Тури Вылă ялĕ

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Федорова Елена Сергеевна хатĕрленĕ

5 класс, литература, тест хуравĕсем

І 2 ;

ІІ 1 - ă, 2 – а ;

ІІІ 1;

ІV 1 - ă, 2 – б, 3 – а;

V 1 - ă, 2 – б, 3 – а;

VІ 1 – б, 2 – а, 3 – ă;

VІІ Сăнлани тесе çут çанталăкăн пĕр-пĕр вăхăтне е пĕр-пĕр япалана илемлĕх мелĕсемпе усă курса çырса кăтартнине калаççĕ

VІІІ 1 – б, 2 – а, 3 – ă;

ІX 1 – ă, 2 – б, 3 – а, 4 – в;

X 1 – ă, 2 – а.















6 класс, литература, тест хуравĕсем

І. 1 – ă, 2 – а;

ІІ. Ĕç, йăла-йĕрке, такмаксем, çаврасем.

ІІІ. 1 – ă, 2 – г, 3 – б, 4 – а;

ІV. 1 - ă, 2 – а;

V. Ÿнер вăл – пурнăçа илемлĕх мелĕсемпе ÿкерсе кăтартакан ăсталăх. Музыка, ÿкерÿ, скульптура, илемлĕ сăмах ÿнерĕсем пулаççĕ.

VІ. 1 – ă, 2 – б, 3 – а;

VІІ. 1 – б, 2 – а, 3 – ă;

VІІІ. 1 – ă, 2 – а;

ІX. 1 – в, 2 – б, 3 – а, 4 – г, 5 – ă;

X. 1 – а, 2 – б, 3 – ă;

XІ. 1 – ă, 2 – а, 3 – в, 4 – б.













7 класс, литература, тест хуравĕсем



І. 1 – в, 2 – б, 3 – ă, 4 – а;

ІІ. 1– ă, 2 – а;

ІІІ – 3;

ІV. Символ вăл - çут çанталăк, халăх, этем пурнăçĕнчи пулăмсене, сăнарсене ытарлăн уçса паракан паллăсем.

V – 2;

VІ – 3;

VІІ – 2;

VІІІ – 1;

ІX 1 – б, 2 – а, 3 – ă;

X 1 – ă, 2 – б, 3 – а;

XІ 1 – ă, 2 – б, 3 – а;

XІІ 1 – ă, 2 – б, 3 – а;

XІІІ 1 – б, 2 – ă, 3 – а;

XІV 1 – б, 2 – а, 3 – ă.





8 класс, литература, тест хуравĕсем

І. Хавха вăл – çыракан хайлаври ĕçсене мĕнле шухăш-туйăмпа кăтартни. Паттăрлăх, çĕкленÿлĕх, черченлĕх, хурланупа синкерлĕх, кулăш, тăрăхлав, питлев хавхисем пулаççĕ.

ІІ. 1 – б, 2 – ă, 3 – а;

ІІІ. Геннадий Никандрович Волковăн хушма ячĕ – Кашкăр Хуначи.

ІV – 2;

V – 3;

VІ – 2;

VІІ. Хаймаксем (мифсем) вĕсем – турăсем, ырăсемпе хаярсем çинчен калакан чи авалхи халапсем. Хачмаксем (легендăсем) – çынсем хушшинчи несĕл пуçĕсене, ертÿçисене, паттăрсене мухтаса каланă халапсем.

VІІІ – 3;

ІX – 1;

X – 1;

XІ – 1, 2;

XІІ – 6;

XІІІ – 1;

XІV – 1;

XV – 1;

XVІ – 1;

XVІІ – 2;

XVІІІ – 1;

XІX – 2.































9 класс, литература, тест хуравĕсем



І. 1-ă, 2-а, 3-в, 4-б;

ІІ. 1-б, 2-в, 3-ă, 4-а;

ІІІ – 2;

ІV – 1;

V – 1;

VІ – 4;

VІІ – 3;

VІІІ – 2;

ІX – 1;

X – 1;

XІ – 2;

XІІ – 2;

XІІІ – 3;

XІV -2;

XV – 2;

XVІ – 3;

XVІІ – 3;

XVІІІ – 1;

XІX – 1;

XX – 4;

XXІ – 1.