СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Урок теми: Валентина Элпи çырнă «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калав (пĕтĕмлетÿ урокĕ)

Нажмите, чтобы узнать подробности

       Данный урок входит в систему уроков по разделу" Произведения об эстетическом  воспитании, об истоках красоты, ее форм в живой природе, повседневной жизни" по теме " Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" (Рожденный увидеть красоту) - Валентины Элпи

Просмотр содержимого документа
«Урок теми: Валентина Элпи çырнă «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калав (пĕтĕмлетÿ урокĕ)»

Урок теми:

Валентина  Элпи  çырнă  «Илемлĕхе курма  пÿрнĕ ача»  калав

(пĕтĕмлетÿ урокĕ)

                                                       Эпиграф:

Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те  ырă пултăр.

                                                                                                         (Ваттисен сăмахĕ)

Урок тĕсĕ:   хайлава пĕтĕмĕшле тишкермелли  хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕсем:

1)        Çын тени пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те  ăслă-тăнлă пулмаллине çирĕплетсе хăварасси;

2)        çут çанталăк илемне курма, туйма хăнăхтарасси;

3)        кашни çынра  пултарулăх пур, ăна аталантармалла;

Пĕлÿ     тĕллевĕсем:

1)        В.Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавăн  содержанине, тĕп шухăшне  уçса пама,  тишкерÿ тума  хăнăхтарасси;

2)   Текстпа ĕçлеме хăнăхтарасси;    

3) Хайлаври   ĕçсене, сăнарсен шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне  лайăхрах ăнланса илме пулăшасси, шухăша çыхăнуллă йĕркелесе калама хăнăхтарасси;

Илемлĕх  (аталантару)  тĕллевĕсем:

1)        Калавăн хăш-пĕр вырăнĕсене  илемлĕ, палăртуллă вулама вĕрентесси;

2)        Искусствăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе паллашма, вĕсенче хăйсен талантне аталантарса пăхма хавхалантарсси.


Технологисем: критикăллă шухăшлав технологийĕ, диалог технологийĕ, тĕпчевпе шырав технологийĕ, культурăсене тĕпе хунă технологи, сывлăха сыхлас технологи

Мелпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; танлаштаруллă характеристика тăвасси; ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине малалла аталантарни, синквейн, „Клоуз-тест”, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вулани.


 Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:

1) Йĕркелÿ: Кирлĕ информацие вĕренÿ кĕнекинче шыраса тупма пултарни; пур ĕçе те кăмăлпа хутшăнма явăçни.

2)Хутшăну: Тĕрлĕ мелпе мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлесе, пĕччен е иккĕн кĕнекепе усă курса информаци тупма хăнăхни.

3)Информаци: Пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе тата словарьпе, текстпа ) ĕçлеме хăнăхтарни;

Кĕнекере кирлĕ текста, страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕрентни.

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнăху ĕçĕ-хĕлĕ:

1. Ырă мар йăла-йĕркене хирĕç кĕрешни, этеме хăйĕн çитменлĕхĕсене çĕнтерме вĕрентни.

2. Хайлаври ěçсен йěркине, сǎнарсене, вěсен ěçне -хěлне палǎртса хăварни.

3. Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлени.

Вĕрентÿ хевти-талпăнăвĕ: Çыравçăн тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса хайлаври сăнарсене хак пама пултарни.

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: илемлĕ, ăнлантаруллă вулани; хайлава шайлаштарса тишкерни; вуланă хайлава хак пани, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхани, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарни.

Литература теорийĕ: калав –..., тема –...; тĕп шухăш –.....; литература

геройĕ – .....; сăнар –....; танлаштару-….


Кăтарту хатĕрĕсем: урок презентацийĕ;Валентина Элпи сăнкерчĕкĕ, интернетран илнĕ материалсем, валеçсе памалли материал (карточкăсем,кроссворд,Клоуз- тест.)

Курǎмлǎх хатěрěсем - компьютер, презентаци, мультимедиапроектор

Урок эпиграфě: Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те  ырă пултăр.

                                                                                  (Ваттисен сăмахĕ


   Фразеологизмсем:

Аллинче кĕреçе вылять – ăста, лайăх ĕçлет

Çамки çине тар тухиччен-  тăрăшса

Кăмăлĕ тулмасть- çырлахмасть, кăмăлсăр

Хыпăнса ÿкмерĕ- кулянмарĕ

Хуйха ерчĕ – кăмăлсăр пулчĕ, пăшăрханчĕ

Пуçран çапнă пек – кĕтмен çĕртен, ăнсăртран

Çынна тух – хăв тĕллĕн пурăнакан пул

     

Урок юхăмĕ:

I.        Класа  урока  йĕркелени.

Сывлăх сунатăп, ачасем. Пĕр- пĕрин çине пăхса йăл кулă парнелĕр те урока пуçлăпар.

II.         Ачасене видео ролик кăтартни.

 (1 слайд.)Ун тăрăх   хăйсем тĕллĕн урок темине  палăртни.

Паллă философ Омар Хоян çырнине те вуласа пăхар –ха.

В окно смотрели двое.

Один увидел дождь и грязь

Другой- листвы зеленой вязь,

Весну и небо голубое.

В окно смотрели двое…

Апла пулсан илемлĕхе кашни çын хăйне майлă курать.


III.  Урок тĕллевĕсемпе паллашни.(2 слайд)

Ачасем, хамăр ума мĕнле тĕллевсем ларатпăр?

  1. Калавăн темипе тӗп шухăшне, тӗп сăнара уçса парасси;

  2. Текстпа ĕçлеме хăнăхасси;

  3. Ырăпа усала уйăрма вӗрентесси çынсенчен кулнине сивлесси;


IV.        Тема тăрăх ĕçлесси.

      Калав авторĕ Валентина Элпи пирки пĕр-икĕ сăмах. (Чăваш республикинчи Тăвай районĕнче Кивĕ Пуянкассинче  çуралса ÿснĕ. Кавал шкулĕнче ăс пухнă.) (3-4 слайд)

   (5 слайд)     Мĕн вăл калав? Унăн  тĕсĕсемпе  тĕп паллисене  палăртни.

Калав – çын пурнăçĕнчи  пĕр-икĕ ĕç пулăм çинчен калакан пысăках мар прозăлла хайлав.



 V. (6 слайд) «Хайлав содержанине астăватăр-и?» Кроссворд шутласси.

1. Калаври тĕп сăнар мĕн ятлă? (Энтьук)

2. Авторĕ кам? (Элпи) 3. Энтьук пĕрремĕш хут тымар тупсан унран упăте тăвать. Мĕн ят парать – ха ăна арçын ача? (Жанна) 4. Çуркунне çитсен Энтьуксен класне ăçти пахчана ĕçлеме илсе каяççĕ? (Колхоз) 5. Энтьукăн тымарĕсене чăн малтан кам савăнсах йышăнать? (Асламăшĕ) 6. Энтьук амăшĕ мĕн ятлă? (Укçине аппа) 7. Усал чунлă пускил ачине мĕн тесе чĕнеççĕ? (Çитăр) 8. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Энтьук ăçта канать? (Лагерьте) 9. Энтьук кану лагерĕнче ăсталанă пĕр экспонат ячĕ. (Тăмана)

10. Энтьука ăçта мухтаса çырнă? (хаçатра)


VI. Словарь ĕçĕ. (7 слайд)

4)Ачасем  хайлава вуласа тухнă хыççăн тĕл пулнă  хăш-пĕр сăмахсене словарь ĕçĕ туса ăнлантарни.(6 слайд)

1 ) пÿрнĕ- судьба (дано судьбой)

пускил – кÿршĕ

ийĕ – стамеска

çилĕм – клей

йĕкев - напильник, рашпиль


VII. Калаçу. Калавра мĕнле сăнарсем тĕл пулчĕç? . (8 слайд)

- Калăр-ха, ачасем, çак калавпа  паллашнă хыççăн  сирĕн ахăртнех килĕштернĕ сăнарсем  пулчĕç. Камсем-ши вĕсем? (Ушкăнри ачасем черетпе хуравлаççĕ)

(Тĕп сăнар – Энтьук, унăн асламăшĕ, вожатăй  Виктор Иванович, сарă çÿçлĕ хĕр ачапа унăн ашшĕ, корреспондент.)

-Мĕншĕн шăпах вĕсене кăмăлларăр-ха, каласа ăнлантарăр.

(Мĕншĕн тесен вĕсем Энтьука ăнланаççĕ, уншăн савăнаççĕ, унăн ĕçĕсемпе мухтанаççĕ. Çитăр вара айван, усал ача. Вăл Энтьукран кулать, тата  унăн амăшĕ пирки те,  хăйĕнчен самай аслă çын пирки,  усал ят туртса кăларать).


VIII. Клоуз- тест тăвасси.

IХ. -Атьăр-ха, çак икĕ арçын ачана танлаштарса пăхар. (9 слайд)

Ачасем доска умĕнче чечек -кластер хатĕрлени.

Унтан  çак сăнарсене автор мĕнле глаголсемпе   характерланине текстра тупса вуласси.

 Энтьук – аллинче кĕреçе  вылять, тымар тупать, савăнать,

                 тар тухиччен ĕçлет, ăсталать.

                 шырать, лакпа сĕрет, амăшне кĕтет.

 Çитăр – мăшкăлать,    ахăлтатать,      паттăрланать

                йĕкĕлтет,     чавсипе чышкалать

               калаçма чарăнмасть


Х. Кану саманчĕ. Кĕвĕ янăрать.

           

 ХI. Текстри илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени.(10 слайд)

Çамки çине тар тухичен ĕçлерĕ Энтьук.- фразеологизм

Сасартăк çак тымар упăте çури пекех туйăнчĕ. танлаштару

Амăшĕ сак çинчи чăматана уçса пăхрĕ те çĕлен курнă пек ( танл.)

кăшкăрса ячĕ: «Энтьук, каллех çак ăпăр- тапăра лагере илсе каятăн-и?

Хĕвел хăйĕн шевлине ачасен пичĕ-куçĕ çине ачашшăн сапаларĕ. Сăпатлантару.

Çынран кулакан ăссăр та айван чунлă- ват. сăмахĕ


 ХII. Калаçу.

 - Хайлава   вуланă чухне сире ытларах мĕн пăшăрхантарчĕ, ачасем? (Проблема патне çитни)

(Амăшĕ  Энтьука ăнланманни, ăна мухтас, ăшă сăмах каласа йăпатас вырăнне  яланах вăрçни. Çемьере проблема пулса тăрать, çывăх çынсем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ. )

Хайлавра  Укçине аппа, Энтьук амăшĕ,  çапла калани пур: «Мĕн тума кирлĕ текех  кĕлеткесемпе аппалланма? Тантăшусем  йĕкĕлтенине мантăн-и? Вула кĕнеке ытларах. Вĕрен, çынна тухăн».

-Калăр-ха, ачасем. Пĕр кĕнеке вуланипе çеç çынна тухма пулать-и? Тата çынна тухăн тени мĕн тени пулать-ха?

(Çук, паллах. Пурте шкулта лайăх паллăсемпе вĕренеймеççĕ. Чăн малтан ачан ырă, ĕçчен пулмалла. Кашни  ачан  хăйне килĕшекен  пултарăвĕ  пур. Вăл ăна аталантарма тăрăшать. Кайран вара, ÿссе çитĕнсен  вăл, тен çав ĕçпех   пурăнма пуçлать. Ĕçĕ пĕрре унăн чунне савăнтартăр тата, тен, укçи-тенки енчен те  усă  кÿме   пултартăр.)

Хайлавăн тĕп шухăшне  палăртса хăварни

Этем тени пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен те ăçлă-тăнлă пулмалла.  Кашнинех пурнăçра  та вĕрнÿре те  хисепе тивĕçлĕ пулас килет. Лайăххи патне туртăнакансене пирĕн  упрама, хавхалантарма пĕлмелле, вĕсемшĕн савăнмалла, пăшăрханмалла.

Энтьук тĕрĕс марлăхсене çĕнтерсе хăй юратнă ĕçне тума пултарчĕ, ыттисене те савăнтарчĕ.


ХIII . Илемлĕх мелĕсене тупасси.

Ачасем кашни предложенинче илемлĕх мелĕсем тупса вулаççĕ.


14) Килти ĕç (11 слайд)


1)Вуланă калав содержанийĕ килĕшÿллĕ ваттисен сăмахĕсем çырса килĕр.

2)Сюжетлă ÿкерчĕк тăвăр.


ХIV. Рефлекси. (12 слайд)

  • Мана урокра _______________ килĕшрĕ.

  • Урокра_____________________кǎсǎклǎ пулчĕ.

  • Паян урокра эпĕ çĕннине ______________пĕлтĕм.

  • Эпĕ _____________________ ăнлантǎм.

  • Урокра мана_____________________ тĕлĕнтерчĕ.

  • Урокри материал сирĕншĕн усăллă пулчĕ-и?


Ачасен ĕçне хак пани.

(Ушкăнри ачасем пĕр-пĕрин пĕлĕвне хаклаççĕ, урок килĕшрĕ пулсан алă çупаççĕ, килĕшмерĕ – шăп лараççĕ)





































Энтьук асламăшĕ - ырă кăмăллă, ачасен кăмăлне туйма пултаракан, ватă пулсан та илемлĕхе курма пултаракан çын. Эньтук - ытти ачасем курман илеме курма пултаракан ача. Колхоз садĕнче ĕçленĕ вăхăтра кăкланă тымарта çулла Шупашкарта зоопаркра курнă Жанна ятлă упăтене курма пултарать. Ачасем çакна курмаççĕ, илемлĕхе туйма пултараймаççĕ, çавăнпа Энтьука ăнланмасăр унран кулма пăхаççĕ. Килне çитсен чи малтан унăн упăте çурине асламăшĕ курать:

-Ара, ку упăте çурине ăçтан тупрăн?-тет тĕлĕннипе.

Савăнать Энтьук. Ватă куç пулин те тÿрех уйăрса илчĕ, юлташĕсем вара чухлаймарĕç. Вăл йăлтах каласа пачĕ асламăшне. Ачасем хăйĕнчен кулнă саманта та пытарма хăвармарĕ.

-Э-э, ачам, ан кулян. Вĕсем кулнине йывăра ан ил. Илеме курма кашнине пÿрмен.

Ачана хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма хавхалантарать асламăшĕ, ачасем ăнланманнипе кулнишĕн хуçăлмалла мар тесе вĕрентет.

Энтьук çырма-çатра тăрăх тымар пуçтарнине курса ачасем (уйрăмах пускилти Çитăр) унран Тымар Энтьукĕ тесе кулма пуçларĕç. Амăшĕн ятне те манчĕç: «Тымар Энтьукĕн амăшĕ,»-теççĕ.

Пĕчĕк Эньтука амăшĕ те ăнланасшăн мар, унăн Тымар Энтьукĕн амăшĕ пулас килмест. Вăл Энтьука хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма та чарасшăн.

Юрать Энтьукăн ăна ăнланакан асламăшĕ пур. Йывăр вăхăтра вăл Энтьука хавхалантарать. Энтьукран ачасем кулаççĕ, амăшĕ вăрçать пулсан та ача ĕçлет.Çак ĕçе пăрахма ăна асламăшĕ памасть. Мăнукĕ питĕ талантлă ача пулнине вăл ăнланать.

Лагере кайма тапраннă Энтьукăн чăматанĕнче амăшĕ тымарпа ĕçлемелли ĕç хатĕрĕсене курать, питĕ çилленсе каять:

-Куçăм ан куртăр, тасат чăматанна,- хытарсах калать вăл ывăлне.

Яланхи пекех асламăшĕ мăнукĕ хутне кĕчĕ:

-Вылятăр-иç, ача чухне кăна выляни. Вăйăра вĕсен ырă кăмăл, илемлĕх туйăмĕ аталанать. Каскалатăр. Каскалама пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕрет.

Анчах амăшне ÿкĕте кĕртме йывăр. Асламăшĕ вăрттăн куç хĕсет Энтьука. Çамрăкки те алкумне чăмать. Энтьук çăмăллăн утать. Аллинче чăматан. Хушăран асламăшĕ çине пăхса илет. Йăл кулаççĕ вĕсем иккĕшĕ. Чееленет карчăк. Кинĕ сисиччен мăнукĕн шăкăр-макăрне пĕтĕмпех чăматана хунă

Асламăшне пула кăна Энтьук хăйĕн талантне аталантарма пултарчĕ. Лагерьте йĕркеленĕ выставкăра вăл ăсталанă япаласем пурне те килĕшнĕ. Фотокорреспондент унăн экспоначĕсене ÿкерсе илсе ун çинчен хаçатра мухтаса çырать. Энтьук ăсталанă кĕлеткесене Мускава выставкăна янă, хăйне художниксен шкулне вĕренме илнĕ иккен.

Тинех асламăшĕн ĕмĕчĕ тулать - унччен мăнукĕнчен кулнă ачасем халĕ Энтьука ăмсанаççĕ, мăнукĕ хăйĕн талантне ятарлă шкулта аталантарма пултарать. Тивĕçлипех мухтанать асламăшĕ мăнукĕпе. Кинĕ ачине ăнланни те савăнтарать ватă çынна.

Энтьукăн талантне курма ватă асламăшĕ вăхăтра пулăшать. Вăл хавхалантарса, пулăшса тăман пулсан тĕнче Энтьукăн ĕçĕсемпе паллашайĕччĕ-ши? Энтьук ĕмĕрлĕхех хуçăлса юлма пултаратчĕ, хăйĕн таланчĕнчен вăтанма та пултаратчĕ.

Вăхăтра пулăшать асламăшĕ мăнукне.













Анализ

Валентина Элпи çырнă "Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача" калав икĕ урок хушши вĕренме планланă урок. Ачасемпе пĕрремĕш урокра писатель пултарулăхне тĕпчесе тухнă хыççăн калава вулани пулса иртет.Килте хайлава вуласа пĕтернĕ хыççăн иккĕмĕш урокра пĕтĕмлетÿ тăватпăр. Урока ачасене тĕрлĕ енлĕ кăсăклă ĕçсем тутарма тăрăшрăм. Тĕп герой ăсталăхне тишкернĕ май корнепластика ăслайĕпе видеоматериал пулăшнипе паллаштарнă. Геройсен танлаштаруллă характеристикине ушкăнпа туса ирттернĕ. Хайлаври кирлĕ вырăнсене тупса вуланă, ватти каланă вырăнсене тупса ачасемпе калаçу туса ирттернĕ.

























ЭНТЬУК

Сăн- сапачĕ

(Внешний облик)


Ĕçĕ-хĕлĕ

(Действия)


Тыткаларашĕ

Поведение


Шухăш- кăмăлĕ

(Мышление и черты характера


Ĕмĕчĕ

Цель в жизни


Отношение автора к герою