Вĕрентекенĕмĕр халалне манар мар.
(2, 3 классемпе ирттермелли уяв сценарийĕ)
Тĕллевĕсем: 1) И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă халалăн тĕп шухăшĕсемпе паллаштарасси;
2)Халăх самахлăхĕпе усă курса вĕсене ăнланма пулăшасси;
Кирлĕ хатĕрсем: чăваш тĕриллĕ икĕ ал шăлли, тилĕпе тăрна маскисем.
Сценăна И.Я.Яковлев сăн ÿкерчĕкĕпе тата «Чăваш халахăн улăпĕ» тесе çырнă плакатпа илемлетнĕ.
Уява пуçлани.
Учитель: - Ырă кун пултăр пурне те! Кĕçех Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул ситет. Аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса 2, 3 – мĕш класс ачисемпе асăну каçĕ ирттерес терĕмĕр.
( Сцена çине хĕр ача чупса тухать.)
Хĕр ача . Кулине аппа, сывă- и?
Кулине аппа. Сывах. Ирт малалла кÿрше хĕр ачи.
Хĕр ача. Кулине аппа, ман анне эсир Чĕмпĕрте чăваш шкулĕнче вĕреннĕ тет. Чăнах – и?
Кулине аппа. Чăнах, Таруç. Эпĕ учительсене хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнă хыççăн хамăр ялти шкулта нумай çул хушши ĕçлерĕм. Халĕ акă тивĕçлĕ канура.
Хĕр ача. Эпир шкулта Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине хатĕрленетпĕр. Эсир пире пулăшаймăр-ши?
Кулине аппа. Ма пулăшас мар. Хаваспах килĕшетĕп.
Хĕр ача. Эпир сирĕн пата класĕпех килтемĕр. Ачасене чĕнем – и?
Кулине аппа. Пурне те чĕн.
Хĕр ача. Эй, ачасем, кĕрĕр!
(Чăваш çи пуçĕ тăхăннă ачасем кĕреççĕ.)
Кулине аппа. Иртĕр, ларăр. Ачасем, эсир Иван Яковлевич юбилейне хатĕрленетĕр. Мĕн пĕлетĕр – ха ун çинчен?
(Ачасем хуравлаççĕ)
1-мĕш ача. Иван Яковлевич Яковлев 1848 ҫулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче ҫуралнă.
2-мĕш ача. Иван Яковлевич ҫуралсан виҫҫĕмĕш кунне амăшĕсĕр тăрса юлнă. Ăна Пахом хресчен ҫемйи усрава илнĕ. Пахом старик суккăр пулнă. Иван ăна ҫавăтса ҫӳренĕ.
3-мĕш ача. Пахом ҫемйи ачаранах Ивана ĕҫе хăнăхтарнă. Вĕсем пĕрле лашапа ҫӳренĕ, тырă вырнă.
4-мĕш ача. Шкула кайиччен Иван Хаким ятлă тутарпа кĕтӳ пăхнă. Хаким Ивана тутарла вĕрентнĕ, пушă явма хăнăхтарнă. Апла пулсан Иван шкула кайичченех темиҫе чĕлхепе паллашнă.
5-мĕш ача. 8 ҫулта Ивана вырăс ялне шкула вĕренме янă. Вăл шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.
6-мĕш ача. Шкул пĕтерсен Чĕмпĕрти шкула вĕренме кайнă.
7-мĕш ача. Иван Яковлев чăвашсене юратнă. Вĕсене вĕрентесшĕн пулнă.
8-мĕш ача. Çавна пула вăл гимназие вĕренме каять. Кунтан лайăх вĕренсе тухсан , Хусанти университета ҫул тытать.
9-мĕш ача. Университетра вĕреннĕ чух ҫĕнĕ чăваш алфавичĕ хатĕрлет,
букварь пичетлесе кăларать. «Чăваш букварĕ» валли калавсем те хăех çырнă.
Кулине аппа.Тĕрĕс калатăр, ачасем. Костантин Иванов унăн вĕрентекенĕ пулнă. Акă мĕн çырнă вăл Иван Яковлевич Яковлев çинчен: «Ырă чăваш тупăнчĕ, ырă ĕçе пуçĕнчĕ». Ку чăннипех те çапла ĕнтĕ. 1921 – мĕш çулта Иван Яковлевич Чĕмпĕртен Мускава куçса кайна. Хăй йĕркеленĕ шкултан каяс умĕн вăл тăван халăхне халал парса хăварнă. Мĕн – ха вăл халал?
2 – мĕш ача. Эпĕ пĕлетĕп. Халал уйралса каякан çын юлакансене вĕрентсе каланă сăмахсем.
Кулине аппа. Паян эпĕ сире Яковлев тăван халăхне панă халалăн тĕп сăнарĕсемпе паллаштаратăп.
1 – мĕш халал: ĕçе хăнăх. Иван Яковлевич çапла çырнă: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă- çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чи пĕчĕк ĕçе те пит пикенсе юратса ĕçлĕр!» Ача ĕçе чи малтан ашшĕ – амăшĕпе ĕçлеме хăнахать. Чăваш ĕçченлĕхĕ халăхăн ĕмĕртен пыракан хăвачĕ.
3 – мĕш ача. Çавăнпа ĕлĕк чăвашсем «Улттăри арçын ача» ашшĕн ĕçне тума, улттăри хĕр ача амăшен ĕçне тума пултартăр» тенĕ.
4 – мĕш ача. Эпир юрлас тенĕ юрă та çаван çинченех.
(Ачасем «Чăваш ачи» юрă юрлаçсĕ.)
Чăваш ачи
1.Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,
Чунĕ ĕçре яланах, яланах
Пĕр çул хушши сăпкара, сăпкара
Ачашланса çитĕнет, çитĕнет.
2.Икĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн
Ирĕкленсе çитĕнет, çитĕнет.
Виçĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн
Витре йăтма вĕренет, вĕренет.
3.Тăват çула çула çитсессĕн, çитсессĕн
Тукмак тытма тĕлленет, тĕлленет.
Пилĕк çула çитсессĕн, çитсессĕн
Пилĕк авма тытăнать, тытанать.
4. Ултă çула ситсессĕн, çитсессĕн
Шкула тухса вĕçтерет, вĕçтерет.
Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,
Чунĕ ĕçре яланах, яланах
Ванюк. Эпĕ пĕлетĕп: чăвашсем çурхи ĕçсене вĕçлесен, акатуй, çимĕк уявĕсене ирттереççĕ. Иртнĕ çулла эпĕ куккасем патĕнче Орнинта çимĕкре пулса куртăм. Эх, хитре ташлаççĕ вăл ялсем. Эпĕ те вĕренсе юлтăм.
5- мĕш ача. Ан мухтан – ха, Ванюк .
Ванюк. - Мĕн суятăн тетĕн – им? (Арçын ачасем енне çаврăнса) Айтăр, арçын ачасем, ташласа парар пĕрре.
(Арçын ачасен ушкăнĕ «Тух – ха, Ванюк» (сăвви Н.Ваçанккан, кĕвви Г.Лисковăн) кĕввипе ташлать, ыттисем алă çупса юрласа тăраççĕ.)
Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума.
1.Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума.
Эсĕ ташша пит ăста.
Кăвва (6хут), тут, тут!
2.Ташласа пар, савăнтар,
Эпир алă çупăпăр!
Кăвва(6хут), тут, тут!
3. Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир
Пурте ташша ярăпăр.
Кăвва(6хут), тут, тут!
Кулине аппа. 2 – мĕш халал: туслă пурăнар. Çакăн çинчен Иван Яковлевич ача – пăча калавĕсенче нумай çырнă. «Тилĕпе тăрна» ятлă калавне хăй букварьне те кĕртнĕ.
- мĕш ача. Эпир «Тилĕпе тăрна» калава питĕ юрататпăр. Кулине аппа. пĕчĕк сценка хатĕрлерĕмĕр.
(«Тилĕпе тăрна» сценка).
Кулине аппа. Çапла, çăкăр – тăвар хире – хирĕç теççĕ чăвашсем.
– мĕш ача. Пирĕн класри ачасем –
Пурте туслă ачасем.
Туслăх пирĕн хушăра
Питĕ пысăк вырăнта.
«Павăл, эпĕ Микула» (сăвви П.Ялкирĕн, кĕвви Ф. Лукинăн) юрă янăрать.
Павăл: Пирĕн пурнăç питĕ ырă.
Çитĕнетпĕр паттăрла.
Пĕр касра, пĕр çемьери пек
Павăл, эпĕ, Микула.
Петĕр: Ирхине ирех каятпăр
Эпир савнăçлăн шкула,
Ăс пухасшăн тăрăшатпăр
Павăл, эпĕ, Микула.
Микула: Пĕр –пĕрне кирек хăçан та
Пулăшатпăр юлташла,
«Иккĕсем» илмен нихçан та
Павăл, эпĕ, Микула.
Пурте пĕрле: Яланах пĕрле вылятпăр
Шахмăтла та шашкăлла.
Е тата хĕрсех юрлатпăр
Павăл, эпĕ, Микула.
Ÿссен хăшĕ яла юлĕ
Хăшне йышăнĕ хула.
Пурпĕр пулăпăр пит туслă
Павăл, эпĕ, Микула!
(Петĕр Ялкир)
Кулине аппа. 3 – мĕш халал: ăслă- танлă пулăр. «Тăван халăха пулăшса пымалла. Эсир вĕсен хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле», - тесе çырнă Иван Яковлев. Ачасем, эсир Иван Яковлев калавĕсене вуланă – и ?
– мĕш ача. Вăл хăйĕн калавĕсенче ачасен пурнăçне, вĕсенпе пулса иртнĕ ĕçсене çырса кăтартнă.
– мĕш ача. Чылайăшĕ вĕрентсе каланипе е ваттисен сăмахĕпе вĕçленет.
Кулине аппа. Çак ватисен сăмахĕсене Иван Яковлевич Яковлев çырнă хăш калавран илнине пĕлĕр.
- Шывăн турачĕ çук теççĕ. («Çуркунне»)
- Çавă ĕнтĕ, нумая хапсăнсассăн нимĕсĕрех тăрса юлăн. («Йытăпа унăн мĕлки»)
-Çăкăр – тăвар хире – хирĕç теççĕ. («Тилĕпе тăрна»)
_Ута пăхакан çуран çÿремен, ватта пăхакан выçă çÿремен теççĕ ваттисем. («Хĕветĕр»)
-Вăрă çинче çĕлĕкĕ çунать. («Çухалнă укçа тупăнни»)
_-Пĕрре улталăн, иккĕ улталăн, виççĕмĕшĕнче макăрăн теççĕ ваттисем. («Суеççĕ»)
Кулине аппа. 4- мĕш халал: йĕркеллĕ, типтерлĕ пулăр, астаракан япаларан шикленĕр, эрех таврашĕнчен ытти ăçтиçукран хăраса тăрăр. Ачасем, сывлăхлă çын телейлĕ, ăна пĕчĕкренех упрама пĕлес пулать.
– мĕш ача. Сывлăхлă пулас тесе эпир спортпа питĕ туслă. Кулине аппа,пĕрле вăйă вылясчĕ.
Кулине аппа. Пĕчĕк чух «Çăпаталла» вылянине аса илтĕм.
(Ачасем «Çăпаталла» вăйă выляççĕ.)
Кулине аппа. 5 – мĕш халал: тĕрĕслĕх сирĕн пурнăçра ялан пултăр. Тĕрĕслех - чи хаклă пуянлăх. «Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр». Çак шухăш Иван Яковлевич «Суеçĕ» ятлă калавĕнче уйрăмах палăрать.
(Ачасем черетпе «Суеççĕ» калава каласа параççĕ.)
Юлашкинчен пурте пĕрле: «Çапла çав: пĕрре суятăн, тепре суятăн, виççĕмĕшĕнче ларса макăран» - теççĕ.
Кулине аппа. 6 – мĕш халал: ырлăх тени кашни ачан чĕринче пултăр. «Аннĕр сĕчĕпе йышăннă чĕлхене ан манăр, халăх чĕрине ăнланса илме тăван чĕлхерен ютшăнмасан çеç пулать» - тесе çырнă И.Яковлев. Ан манăр, туссем: атте – анне чĕлхи – пуринчен те пахи, пуринчен те илемли!
Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ чухне эпир чăваш халăх юррисене пухаттăмăр, час- часах вĕсене концертсенче шăрантараттăмăр.
1 – мĕш ача. Эпир чăваш халăх юррисене юрама юрататпăр.
«Çĕмĕрт çеçки çуралсан юрра шăрантараççĕ».
Çĕмĕрт çеçки çурăлать
1.Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та 2 хут.
Вăрман витĕр курăнать 2 хут.
2.Шурă кĕлĕ тăхăнсан та 2 хут.
Вăйă витĕр курăнать 2 хут.
3.Хура пушмак, шур чăлха та 2 хут.
Кире тивмест теетрим 2 хут.
4.Вылямастăр, кулмастăр та, 2 хут.
Емĕр иртмест теетрим 2 хут.
Кулине аппа. 7 – мĕш халал:кашни чăваш пурнăçĕнче чун – чĕре илемĕ тĕп вырăнта пултăр. Чăваш- чунтан – вартан юратакан халăх. Юратма пĕлни хăйне кура илем. Пурте илемлĕ пулмалла çынра: сăн – пичĕ те, хăйне тыткалани те, юрри – ташши те, калаçăвĕ те, ĕçĕ – хĕлĕ те, пурнăçĕ те.
Ачасем пурте пĕрле «Илемлĕ, илемлĕ…» чăваш халăх юррине пĕрер çавра юрлаççĕ.
Кулина аппа (пĕрер çавра хыççăн)
Чăвашсене эп хам куртăм,
Вĕсем юрă юрлаççĕ.
Хĕр ачасен ушкăнĕ. («Асамат кĕперĕ»юррине юрлаççĕ.)
Хĕр ачасен ушкăнĕ
Ак çапла,ак çапла
Вĕсем юрă юрлаççĕ
Кулине аппа. (иккĕмĕш çавра хыççăн)
Чăвашсене эп хам куртăм,
Вĕсем ташă ташлаççĕ.
Ачасем.
Ак çапла,ак çапла
Вĕсем ташă ташлаççĕ
Арçын ачасемпе хĕр ачасем чăваш ташшине ташлаçсĕ.
(Ташă «Линка- линка»)
Ун хыççăн хор «Илемлĕ, илемлĕ … » юрра малалла тăсать.
Кулине аппа.
Чăвашсене эп хам куртăм,
Вĕсем тĕрĕ тĕрлеççĕ.
2 хĕр ача. (чăваш тĕриллĕ ал шăлисем тытнă)
Ак çапла, ак çапла
Вĕсем тĕрĕ тĕрлеççĕ.
Кулине аппа.
Çакă чăваш тĕрринчен
Садри кайăк тĕлĕнет:
Мĕнле пулма пĕлнĕ тет
-Чăнах и-? – Чăн ара!
(Хор малалла юрлать.)
Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш кĕпи.
Илемлĕ чăваш кĕпи те,
Тăханма пĕлсен кăна.
Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш çынни.
Илемлĕ чăваш çынни те,
Пурăнма пĕлсен кăна.
(Сцена çине икĕ ача тухать: пĕрин аллинче И.Я.Яковлев портречĕ, теприн аллинче И.Я.Яковлев çырнă халалĕсен плакачĕ.)
Кулина аппа. Ку пилсене Иван Яковлевич ĕмĕрлĕхе çырса хаварнă. Эсир те, ачасем, унăн халалĕсене яланах асра тытăр, вара пурнăçăрта йăнăшсем те сахалрах пулĕç.
Пурте. Çапла пултăр! Хаваслă кĕвĕ янăранă май зал пушанать.