| Палăртма кăмăллă: Шкулта пурĕ 12 вĕрентекен Вĕсенчен аслă категориллĕ вĕрентекен – 5 Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен – 7 Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем – 4 Р аççей Федерацийĕн хисеп грамотине тивĕçнисем – 2 
|


Пирĕнпе çыхăнмалли: 429390, Чăваш Республики, Елчĕк районĕ, Кивĕ Эйпеç ялĕ, Тĕп урам, 41-мĕш çурт Телефон: (835)496-18-37 Эл. почта: [email protected]   
| Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕ
 Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарĕ Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕ
Кивĕ Эйпеç - 2016 |
| Федорова Елена Сергеевна Аслă категориллĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ П едагогика стажĕ - 30 çул | | | Программăра 1. Хăнасене кĕтсе илни (9 сех. 00 мин. – 9 сех. 35 мин.) 2. Веникова Г.В. ирттерекен мастер класс (9 сех. 40 мин. – 10 сех. 10 мин.) 3. Козлова С.А. 6-7-мĕш классемпе ирттерекен мастер класс (10 сех. 20 мин. – 11 сех. 05 мин.) 4. Профессилле пултарăва вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ урлă сарасси (чăваш чĕлхипе литература учителĕсен Ассоциацийĕ ертÿçин Левая Н.А. опычĕпе паллашни) (11 сех. 05 мин. – 11 сех. 35 мин.) 5. Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартни (11 сех. 40 мин. – 12 сех. 20 мин.) 6. Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Федорова Е.С. Ĕç çыннин çулталăкне вĕçлес енĕпе хатĕрленĕ творчествăллă отчёчĕ (12 сех. 30 мин. – 13 сех. 00 мин.) 7. Пĕтĕмлетÿ (13 сех. 00 мин. – 14 сех. 00 мин)
Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Пулас ăрăва тĕрĕс пăхса çитĕнтересси чи малтанах тăван чĕлхе хисепĕнчен, чысĕнчен килет. Шкулта тăван чĕлхе- пĕрремĕш предмет. Г.Н.Волков |  | | Чыс-мухтав сире, Елчĕксем! Сăвви те, кĕвви те Николай Карлинăн Елчĕк енĕ ĕлĕкрен илемлĕ, - Чăн тÿперен илĕртет хĕвелĕ. Пăла шывĕн хумĕсем Кĕвĕлеççĕ юрăсем… Эх! Мĕнле хитре вырăнсем! Чыс, мухтав сире, Елчĕксем! Чыс, мухтав сире, Елчĕксем! Елчĕк енĕн çыннисем тĕреклĕ, Халăх çинче яланах хисеплĕ: Пуç таймалăх ватăсем, Савăнмалăх çамрăксем… Эх! Мĕнле маттур ачисем! Чыс, мухтав сире, Елчĕксем! Чыс, мухтав сире, Елчĕксем! Елчĕк енĕ пурлăхран чухăн мар, Ырă çынна пехиллет пархатар. Ĕçре ылтăн алăсем – Юрă-ташă ăстисем. Эх! Мĕнле патвар ентешсем! Чыс, мухтав сире, Елчĕксем! Чыс, мухтав сире, Елчĕксем!  |