Уçă урок.
Тĕллевĕсем:1.Чăваш тумĕпе паллаштарасси. Вĕсен уйрăмлăхне, илемлĕхне кăтартасси.
2. Пуплеве, тавракурăма, чĕлхене аталантарасси.
3. Чăваш йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентесси, чăваш чĕлхине юратма хăнăхтарасси, чĕлхен илемлĕхне туйма вĕрентесси,, ăна упрама, хисеплеме кирлине ăнлантарасси
Кирлĕ хатĕрсем: тухъя, тевет, мăй ҫыххи, кĕпе, саппун, . Презентаци: «Чăвашсен ҫипуҫĕ» «Чувашская национальная одежда».
Сывлăх сунасси
-Сывлăх сунатăп ачасем.
-Сывлăх сунатпăр, Валентина Ананьевна.
-Халě хăнасене сывлăх сунатпăр.
-Сывлăх сунатпăр, хăнасем.
Урока сăвăпа пуçлатпăр.ĕ
Шăнкăрав сас пачě
Урока чěнсе.
Пěтěм класс шăпланчě
Парта хушшинче.(ачасем шăппăн лараççě)
Класра паян кам дежурнăй?
, Класра эпě дежурнăй. Класра пурте пур.
Халě кăштах паянхи çанталăк çинчен калаçса илер-ха.
-Паян мěнле кун? Урамра мěнле çанталăк? Хěвел пăхать-и? Çумăр çăвать-и? Юр çăвать-и? Çил пур-и? Кайăксем кăнтăртан килнě-и?
Урок темине пĕлме (доска ҫинче буквăсем).
Урок темине пĕлсен экрана антаратпăр
Унта уҫă урок теми. «Чăваш тумтирĕ»
Паян çěнě раздел пуçлатпă Чăвашсен тумтирě(разделăн пěр пайне илетпěр). Ун ҫинчен калаҫăпăр
Словарь ĕҫĕ, сăмахсене вулатпăр куҫаратпăр.
Тумтир-одежда
Пир-полотно
Тухъя- девичий головной убор.(объяснять почему)
Хушпу-женский головной убор.(объяснять почему).
Тенкě-рубль, монета
Тевет-перевязь через плечо
Мăй çыххи-ожерелье, монисто
Саппун-фартук
Кěнеке çине пăхатпăр.
Текстпа ěçлесси.
Учитель вулать. Текст мĕн ҫинчен пулчĕ? Ачасем ăнланнине тĕрĕслетĕп. Ачасем вулаҫҫĕ, куҫараҫҫĕ.(сăмахсене е предложенисене.)
Пĕр-пĕрне текст тăрăх ыйтусем параҫҫĕ. (кашни сăмах патьне те пама пулать).
Вĕсем ыйтусем панă хыҫҫăн экран ҫинче ыйтусем.(стр. 145) Пурте хуравлаҫҫĕ.
Айпин мĕн-мĕн пур?
Тухъяяна мĕнпе илемлетнĕ?
Тевете мĕнпе илемлетнĕ?
Айпин кĕпи мĕн тĕслĕ?
Айпин саппунĕ мĕн тĕслĕ?
Айпин тумтирĕ сана килĕшет-и?
Физкультминутка: Кĕвĕ. Чăваш ташшин движенийĕсем.
Шăрçа тата шăрçапа сăмахсем панă. Мěнле уйрăмлăх вěсен хушшинче?
(-па аффикс).
Шăрçапа сăмахăн ыйтăвě мěнле? Мěншěн? (В слове какой аффикс такой аффикс и в вопрсе). Вырăсла мěнле куçать? С чем?
-па, -пе аффикслă сăмахсем тупса куçарасси (ыйтăвĕсем)
Тетрадьпе ĕҫлесси.(пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ, класри ĕҫ, 5-мĕш хăнăхтарури сăмахсем).
Кластер тăватпăр. Мĕн-мĕн тăхăннă? ?(тухъя, кěпе, саппун, тевет, мăй çыххи),
Сăвă вулатпăр. (Эпĕ, кайран куҫаратăп,, 2-3 хут хорпа, кайран 2-3 ача пăхмасăр.
Пĕтĕмлетӯ: Айтăр-ха паян мĕнле-мĕнле тумтир ячĕсене вĕрентĕмĕр?
Пукане хутран.(арчаран тумтир кăларса ячĕсене каласа тăхăнтараҫҫĕ).
Рефлексия: Урок килĕшрĕ, килĕшмерĕ.
Кирлĕ хатĕрсем:
Буквăсем (темăна пĕлме)
пукане макет, тумтир, арча (с надписями килĕшрĕ, килĕшмерĕ)
экран Уҫă урок, словарь,
ыйтусем(145 стр.) экран
кластер (мĕн-мĕн тăхăннă?(экран ҫинче)
Картăчкăсем (килĕшрĕ, килĕшмерĕ)