СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

Доклад на районной научно-практической конференции 2015 года

Категория: Всем учителям

Нажмите, чтобы узнать подробности

В докладе описываются проблемы чувашской жизни 19 века, затронытые великим чувашским поэтом и классиком чувашской поэзии К.В.Ивановым на чувашском языке. 

Просмотр содержимого документа
«Доклад на районной научно-практической конференции 2015 года»

Республиканская конференция-фестиваль творчества обучающихся

«EXCELSIOR - 2015»


Секция: чувашский язык и литература


К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминче ирĕклĕх проблемине çутатни

Сведения об авторе:

Смирнов Дмитрий Олегович, МБОУ «Байглычевская основная общеобразовательная школа Яльчикского района

Чувашской Республики» , 9 класс

Научный руководитель:

Федорова Елена Сергеевна, учитель

МБОУ «Байглычевская основная общеобразовательная школа

Яльчикского района Чувашской Республики»

Кÿртĕм

Ман ĕç теми – «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминче ирĕклĕх проблемине çутатни». Мĕншĕн-ха эпĕ çак темăна суйласа илтĕм? Мĕншĕн тесен ку çул Чăваш Республикинче –К.В.Иванов çулталǎкĕ тата вăл актуаллă хайлав. Хамăн ĕçре тĕпчевпе тишкерÿ меслетне тĕп вырăна хуратăп, çавна май ĕçе танлаштару мелĕпе усă курса çыратăп.

К.В.Иванов – ăслă та вăйлă талант. Вăл çырнисем паянхи кун та тавлаштараççĕ. Тĕслĕхрен, «Нарспи» поэмăра автор сăнарсен пурнăçри ырлăхĕпе хурлăхĕ мул тĕнчинчен килнине кăтартнă. Хайлавра поэт «анчах вăйлă этем те мул тĕнчине пăхăнать» тенĕ. Нарспи ашшĕ-амăшĕ хăйĕн хĕрне пуян çынна качча парса телейлĕ тăвасшăн пулчĕç. Анчах та Нарспи шăпи телейсĕр килсе тухрĕ. Тĕнчери литературăра пуян ывăлĕпе пуян хĕрĕн юратăвĕ те телейсĕр пулнине каланă. Тĕслĕхрен, В.Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» хайлавĕ. Апла пулсан, телей мулран çеç килмест.

К.В.Иванов пултарулăхне чăваш ăсчахěсем тĕплěн тишкернě. Уйрăмах ку ěçре М.Я.Сироткин тĕпчевçĕ тарăн йĕр хăварнă. Çавăн пекех Ухсай Яккăвě, В.А.Долгов, И.Н.Сутягин, П.П.Хусанкай, Г.Я.Хлебников, В..Я.Канюков, Ю.М.Артемьев, А.В. Васильев, С.А.Александров, В.П.Никитин, И.А.Зотов çырнисем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вěсем кашниех çĕннине, халиччен ыттисем курманнине, каламаннине тупса палăртма тăрăшнă. Вěсем Нарспи мул тĕнчине, тěттěмлěхпе тěшмěшлěхе сивлекен хěрарăм пулнине, Нарспипе Сетнер çын ирěклěхěшěн, пĕртанлăхĕшĕн кĕрешме чĕнекен сăнарсем пулса тăнине палăртнă.

Мĕнрен килет-ши çын телейĕ? Ку ыйту паянхи кун та актуаллă. Мĕне тĕпе хурса çырнă автор хайлава? Мĕнле проблемăна çутатса парать тата мĕн каласшăн пире, вулакана, К.В.Иванов? Акă мĕнлерех ыйтусем шухăшлаттараççĕ мана? Ыттисемшĕн те ку кăсăклă тесе шухăшлатăп. Çавна май хам ума «Нарспи» поэмăна тишкерсе тухса ун проблемине палăртас, хамшăн та кирлĕ пĕтĕмлетÿ тăвас тĕллев лартрăм. Çапла вара тĕллеве пурнăçлама çакăн пек задачăсем лартатăп: К.В.Иванов хăш вăхăтра пурăннă тата ăна мĕн хистенĕ çакăн пек чаплă хайлав çырма? «Нарспи» поэмăри сăнарсене тишкересси, К.В.Иванов хăйĕн «Нарспи» поэминче ирĕклĕх проблемине çутатнине çирĕплетесси, пĕтĕмлетÿ тăвасси. «Нарспи» хайлава тĕрлĕ автор хакланине пăхса тухасси.

Тĕп пайĕ

«Нарспи» поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн генилле шайне кăтартакан хайлав. Мĕнле хăватлă шухăш-кăмăл, чăн-чăн ăсталăх çăл куçě вĕресе тăрать унта! Тăван ěç халăхĕн тарăн ăсěпе тĕрěслěх туйăмě, таса кăмăл-сипечĕпе çынна пысăккăн юратни, чун илемĕпе характер çыпăçулăхĕ, сăмах-юмах виçелěхĕпе юрă-сăвă хитрелěхĕ – çаксем пурте тěнче литературин чи малта пыракан сăнарлăх ăсталăхĕпе тěлĕнмелле килĕшÿллĕн сыпăннă ку поэмăра.

Мĕнле вăхăтра пурăннă-ха Константин Васильевич Иванов тата мĕн çырнă?

Общество пурнăçĕнчи пулăмсем

Поэт пурăннă тата ĕçленĕ вырăнсем

Поэтăн литературăри ĕçĕ-хĕлĕ

XIX вĕçĕ – XX ĕмĕр пуçламă

шĕ: Раççейре капитализм йĕрки аталанса пынă, пусмăр вăйланнă.










1890 çулхи çу уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче – Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пелепей уесĕнче, халĕ Пушкăрт Республикин Пишпÿлек районĕнчи Слакпуç ялĕнче Василий Николаевичпа Евдокия Васильевна çемйинче пĕрремĕш ача – Кĕçтенттин çуралнă. 1898-1903 çç. Слакпуçри, Кекенри, Пелепейри пуçламăш шкулсенче вĕреннĕ.

Пĕрремĕш сăввисене çырнă.












Выçлăх çулсем: 1891, 1896, 1898, 1901, 1904, 1914-1921.

Яппун вăрçи, Раççейри пĕрремĕш революци, Чĕмпĕр шкулĕнчи пăлхав.

1903-1905 çулсенче Чĕмпĕр

те учительсем хатĕрлекен

чăваш шкулĕн хатĕрленÿ

класĕнче вĕреннĕ.

1905-1907 çç. Чĕмпĕрти чă

ваш шкулĕн 1-мĕш класĕнче

вĕреннĕ.


1904 çулта вăхăтсăр вилнĕ хĕр çинчен çырнă теççĕ.

«Çуркунне» сочинени çыр

нă. Ÿкерчĕксен альбомне тунă. Куçарнă. Кайраклăра (амăшĕн ялĕнче) учÿк сăма

хĕсене, вĕрÿ-суру чĕлхине, турăсен ячĕсене çырса илнĕ.

1907 çулхине революцилле кĕрешÿ малалла пынă.

1907 çулхине Чĕмпĕрти чă

ваш шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентекен Д.И.Кочуровăн шовинистла мăшкăлне хирĕçлесе алă пуснă. Шкултан кăларса янă. Слакпуçне тав

рăннă. Çурла уйăхĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Благовещенскри

учительсен семинарине вĕ

ренме кĕме экзаменсем тыт

нă – йышăнман.

«Шуйттан чури», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Ватă вăрман», «Хур кайăксем», «Икĕ хĕр» хайлавсем çырма палăртнă.







II-мĕш тапхăр – литература олимпĕнче.

1907 çулхине, авăн-раштав уйăхĕсенче, И.Я.Яковлев чĕннипе Чĕмпĕрти чăваш

шкулне таврăнать. Куçару комиссийĕнче ĕçлеме тытă

нать.

М.Ю.Лермонтов, А.В.Коль-

цов, Н.А.Некрасов, Н.П.Ога-

рев, М.М.Майков, К.Д.Баль-

монт сăввисене чăвашла ку

çарать. «Ватă вăрман шухă-

шĕ», «Выçă аптранăскер-

сем» сăвăсем, «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Икĕ хĕр» юмахсем çырать. «Шуйттан чури» трагедипе «Нарспи» поэма сыпăкĕсене çырма пуç

лать.

1908 çул – Чĕмпĕрти чă

ваш шкулĕ уçăлнăранпа 40 çул çитнĕ, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 60 çул çитнине паллă тунă.


«Нарспи» поэмăна çырса пĕтернĕ, «Сказки и предания чуваш» пичетленĕ. «Хальхи самана» сăвва çырса И.Я.Яковлев юбилейĕнче вуласа панă.

III-мĕш тапхăр: (1909 – 1915 çç.) учитель, этнограф, ку

çаруçă.

1909 çулхи ака уйăхĕ – Чĕмпĕрти ар çынсен 1-мĕш гимназире экстерн шучĕпе экзаменсем панă, икĕ класлă

шкул учителĕн ятне илнĕ.

1909 ç. çулла – кĕркунне Н.Ф.Беляевпа пĕрле Сызрань тăрăхĕнче çĕр виçсе çÿренĕ. 1909 çулхи хĕл

– 1910 çулхи авăн уйăхĕччен Слакпуçĕнче пурăннă, хресчен ĕçне ĕçленĕ.

1911 çулхи авăн уйăхĕнчен – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн

че рисовани, черчени, чисто

писани учителĕ пулса ĕçле

ме тытăннă.







1913 çулхи нарăс уйăхĕнче

Чĕмпĕрти тĕн училищинче черчени вĕрентме тытăннă.

1909 ç. И.Я.Яковлевпа пĕрле

«Первая книга для чтения после букваря. На чуваш

ском языке» кĕнекене пичетленĕ.





Тăван тавралăхĕнче халăх сăвви-юррисене çырса илнĕ.


Вырăс халăх юррисене куçарнă.

1912 çулхине П.В.Пазухин хатĕрленĕ юрăсен 2- мĕш пуххинче Иванов пухнă юрăсем пичетленнĕ. И.Т.Трофимов хатĕрленĕ букварь валли сас паллисем, сăмахсем, ÿкерчĕксем хатĕр

ленĕ. Халăх юррисене илемлетнĕ.

Ф.И.Глинка çырнă «Иван Сусанин» опера сценисене лартма декорацисем хатĕрле

нĕ, «Нарспи» опера валли либретто хатĕрлеме пуçланă.

1914 çулхи çурла уйăхĕ: пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă.

1915-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 13 (26) -мĕшĕ

Поэт сывмарланса çитнĕ, чÿк уйăхĕнче сывалас ĕмĕтпе Слакпуçне таврăннă.

К.В.Иванов ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Слакпуçĕнче пĕчĕк япаласем

куçарнă.

Константин Васильевич Иванов пурăннă вăхăта пăхса тухсан çакна калама пулать: поэт йывăр, нушаллă вăхăтра пурăннă; хĕн-хурне, асапне чылай тÿснĕ; пурнăçра тĕрĕслĕх çуккине курнă. Паллах, ырă гений çакăнпа килĕшсе ларма пултарайман, вăл хăйĕн хайлавĕсенче ирĕклĕхе йыхăрнă. Ирĕклĕхе тухмалли мĕнле çул-йĕре палăртнă-ха? Кăна пĕлме эпир «Нарспи» поэмăна тишкерсе тухăпăр. Чи малтанах тĕп сăнарсене пăхса тухăпăр. Мĕнлерех çынсем пулнă Нарспипе Сетнер? Хуравне хĕвеллĕ кластерпа кăтартатăп.

Енчен те çак çынсенче нимĕнле япăх ен те çук пулсан мĕншĕн-ха килĕшмеççĕ вĕсем ыттисене хайлавра? Мĕн каласшăн пулнă автор? Ман шутпа, кун пек çынсене пурин те юратмалла, автор та вĕсене юратни сисĕнет. Апла пулсан, пурнăçра тĕрĕслĕх çук. Çавна пула тĕп сăнарсем хăйсен юратăвне сыхласа хăварас тесе кĕрешÿ çулĕ çине тухаççĕ. Мĕн тăваççĕ-ха Нарспипе Сетнер тăшманĕсене çĕнтерес тесе? Ăна пĕлме «Нарспи» поэмăри глаголсене çырса илетĕп. Ку шухăша К.В.Иванов «Тарни» сыпăкран пуçлать.

Нарспи ăçта?

Мĕн тăвать Нарспи?

Сетнер

ăçта?

Мĕн тăвать Сетнер?

Силпире





Вăрманта




Силпире

Туйĕнче









Хушăлкара
























Вăрманта





Сетнер пĕчĕк пÿртĕнче









Силпире


Нарспи вăййа тухнă хĕр ĕмĕрне ăсатма. Вăйă салансан пайтах калаçрĕç, ыталаса пĕр-пĕрне тĕттĕм çĕрте çухалчĕç.

Тарса кайнă вăйăран

Ларать тĕлĕрсе Сетнер пуçĕ вĕçĕнче, тĕлĕк тĕлленет,

вăранать, пăхать. Сетнере: «Ăçта тарса пытанар?» - тет.

Амăшне ÿкĕтлет,

Нарспи тутăр айĕнче тăрса пырать хĕр йĕрсе, чĕринче вутра çуннă пек çунать, хытă хурланать

амăшне ÿкĕтлет: «Мĕншĕн çирĕр хĕр пуçне, Мĕншĕн патăр хĕрĕре çичĕ ютăн аллине?» Тăхтамана хăйĕнпе ырă курас çуккине пĕлтерет. Сетнер çине пăхрĕ те Нарспи кайрĕ макăрса.

Тăхтамана темĕскер каларĕ.

Каян туйăн сассине Нарспи юлчĕ итлесе. Нарспи чунĕ касăлать,

пуçĕ усăнать. Хуйхă-суйхă кунран-кун Нарспи чĕрине çиет, пĕрмаях хуйхăрать, Сенттие çеç юратать, хуйхине пусарать, йĕрет, тÿсет, кĕчĕ сăрапа, çĕнĕ çын ларать, пуçне çĕклемест; пуçне чиксе, хуйхăрса ларать; асап курса пурăнать, ÿкĕнет, йĕрет, вилме шут тытать, савнийĕ пырса хăтарасса ĕмĕтленет, чунĕ çунать, тăшманне тавăрма шут тытать, наркăмăшне хăйĕн ĕçне туса пама чĕнет, хурланать, чунĕ вĕркет, пуçĕнче усал шухăш çуралать, пÿртĕнче йĕрет, чĕри çурăлать; вĕрет, сурать (2 х.)

тухса каять, тÿсеймест, тулта ларать куççульне тăпра çине юхтарса, кĕчĕ итлесе, сарчĕ вырăнне, тухрă пÿртĕнчен, кайрĕ мĕлке пек шуса. Нарспи çÿрет вăрманта, çылăхне ăçта чиксе хумалли пирки шухăшлать. Сетнере тĕл пулать, савăнса утать.

Иккĕш лараççĕ, каçхи апат тăваççĕ, икĕ чун хĕрÿ сăмах калаçать, асăнаççĕ ĕлĕкхи ырă лăпкă пурнăçне. Ашшĕ-амăш Нарспие упăшкине вĕлернĕшĕн айăплать. Нарспи ашшĕне ирĕксĕр качча панăшăн айплать, ыр курасси çыннинче тет, ĕçсем мĕнле пулнине аса илтерет, Сетнерпеле пĕрле пехиллеме ыйтать.

Пĕр куççуль те юхтармасть, вырăнтан та хускалмасть, мĕскĕн чĕре çурăлать, кайрĕ йăванса, йĕрсе ячĕ кăшкăрса. Йĕре- йĕре хуйхăрса утрĕ хирелле. Ялтан тухрĕ, уттарчĕ Кантăр варĕ еннелле. Вилнĕ, терĕç, çакăнса

Силпире



Вăрманта








Силпире






























Вăрманта

















Силпире

Вăйă салансан пайтах калаçрĕç, ыталаса пĕр-пĕрне тĕттĕм çĕрте çухалчĕç.

Сетнер тутлă çывăрать çÿллĕ юман кутĕнче




Михетере ÿкĕтлет

Выртать Сетнер вилнĕ пек


Чирлĕ Сетнер çавăнтах тăрать хăйĕн амăшпе

Чун савнине, Нарспине, Шырать чирлĕ куçĕпе

Амăшĕпе Сетнер те килне утрĕ хуйхăрса


Вăрманалла уттарчĕ, Хăлха илтнĕ сăмаха хăй ăшĕнче пытарчĕ. Ун çилĕллĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ.

















Сетнер утрĕ пĕр-пĕччен, кĕрсе кайрĕ вăрмана,

вилĕм сунать тăшмана,

юрласа пырать, Нарспие курать, савăнса утать.


Сетнер пĕчĕк пÿртĕнче иккĕш лараççĕ, апат тăваççĕ, асăнаççĕ





Сетнер чупса çитнĕ-мĕн илтсе карчăк сассине. Вăрă, шуйттан пурттипе пуçне çурнă унăнне.

Пĕтнĕ мĕскĕн Сетнер те Усал вăрă пурттинчен.

Пĕтĕмлетÿ

Çапла вара, К.В.Иванов «Нарспи» поэминче ирĕклĕх проблемине çутатса парать. Телей ирĕклĕхрине палăртать. Кăна пире автор сăнарсен кĕрешĕвĕнче кăтартать. Нарспипе Сетнер хăйсен телейĕшĕн кĕрешрĕç: Нарспи туйĕнчен вăрмана тухса тарчĕç, тăшманне тĕп турĕç, анчах та телейлĕ пулаймарĕç. Пусмăр тĕнчинче телейлĕ пулма çук иккен. Мĕн чухлĕ куççуль юхтармарĕ-ши мĕскĕн Нарспи? Мĕнре курчĕç-ха вĕсем хăйсен телейне? Паллах – ирĕклĕхре. Ирĕклĕхшĕн, телейшĕн кĕрешме кирлине К.В.Иванов иртнĕ ĕмĕртех каласа хăварнă. Эпĕ те çак шухăшпа килĕшетĕп.

«Нарспи» хайлава ытти авторсем мĕнлерех хакланă-ха? «В изображении жизни чувашского народа К. Иванов исходил из тех художественных принципов, которые были разработаны великими русскими писателями. … Правдивые картины жизни и быта чувашского народа, воссоздание в прекрасной поэтической форме, беспощадная критика власти денег в общественных и семейных отношениях и угнетателей народа, изображение пробуждения народного сознания и непримиримой борьбы Нарспи и Сетнера против старых устоев в семейном быту, чарующие виды природы – всё это определило силу и эстетическое обаяние реалистического искусства классика чувашской поэзии К. Иванова», – тесе çырать И.А.Зотов хăйĕн «Живое наследие Константина Иванова» ĕçĕнче. Ю.М.Артемьев критик та Нарспи хăйĕн юратăвĕшĕн, телейĕшĕн кĕрешнĕ тет.


[1. И.А.Зотов. Живое наследие Константина Иванова. Художественный метод поэта. Принципы изображения характеров. Певец красоты родной природы. – Чеб.-ры: Чувашское книжное издательство, 1984, 28 с.]

Библиографиллĕ список

1. И.А.Зотов. Живое наследие Константина Иванова. Художественный метод поэта. Принципы изображения характеров. Певец красоты родной природы. – Чеб.-ры: Чув. кн. изд-во, 1984.

2. И.И.Одюков. К.В.Иванов пултарулăхне вĕренмелли дидактика материалĕсем. – Чеб.-ры: изд-во чувашского РИПКРНО, 1993.

3. Константин Васильевич Иванов. Сочинения. Второе дополненное издание. На чувашском и русском языках. Составители А.В.Васильев, Н.Ф.Данилов, Г.Ф.Юмарт – Чеб.-ры: Чув. кн. изд-во, 1989.

4. Константин Иванов. Фотоальбом. Составители – кандидат филологических наук А.П.Хузангай, Г.С.Самсонова – Чеб.-ры: Чув. кн. изд-во, 1990.

5. К.В.Иванов пурнăçěпе пултарулăхě: Учительсен пěлěвне ÿстерекен институт, Шупашкар, 1990.

6. Н.И.Иванов «Поэзи сипечě» - Чăв. кěн. изд-ви, 1982.

7. Г.Хлебников «Меслетпе ăсталăх»- Чăв. кěн. изд.-ви, 1984.

8. З.П.Михайлова, В.М.Михайлов. Сочиненисем. 1 пай: Шупашкар – 2000.









Скачать

Рекомендуем курсы ПК и ППК для учителей

Вебинар для учителей

Свидетельство об участии БЕСПЛАТНО!